Иркутск хулинче пурӑнакансем нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӑварни уявне пуҫтарӑннӑ. Вӑл асӑннӑ хулари Офицерсен ҫуртӗнче иртнӗ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева ӗнентернӗ тӑрӑх, уявра хӑнасене кичем пулман. Хавасланнӑ та вӗсем, вӑйӑ та вылянӑ. Ҫӑварни йӑли-йӗркине аса илме, аса илме ҫеҫ те мар, ӑна пурнӑҫлама пикеннӗ. Хӑнасем хуран кукли пӗҫерме те вӗреннӗ.
Чӑваш тата бурят ташшисене ташлама вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем те пулнӑ.
Унтан хӑнасем тулли сӗтел хушшине ларса вӗри чейпе, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе хӑналаннӑ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗ Ҫӑварни ирттерме пулӑшнӑшӑн «Родничок» фольклор тата «Коляда» хореографи ансамблӗсене тав тӑвать. Фольклор ушкӑнне Раҫҫей вӗренӳ ӗҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Татьяна Крашенинникова ертсе пырать, концертмейстерӗ — Олег Шуленко; «Коляда» ансамбле — Татьяна Асламова.
Тӗмен облаҫӗнчи чӑваш культурин центрӗнче Чӑваш музейӗ уҫӑлни ҫинчен асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн президенчӗ Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Чӑваш наци музейӗ Тӗменти культура тата ӑслӑлӑхпа тӗпчев учрежденийӗ шутланать. Унта Ҫӗпӗр чӑвашӗсен пурлӑхпа ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ упранать. Музейра 18 ӗмӗртӗн пуҫласа паян кунччен таранхи материалсем: кил-тӗрӗшре, ӳнерте усӑ курнӑ хатӗрсем тата ытти те — пур.
Музей йӗркелеме пулӑшнӑшӑн «Тӑван» ассоциацийӗн канашӗн пайташӗсене тата вырӑнти хастарсене тав тунӑ. Хӑшӗсене ятран асӑннӑ. Кунта Людмила Васильева, Ольга Федорова, Алёна Кучкильдинова, Александр Уркина пур.
Музея нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче саванӑҫлӑ лару-тӑрура тӳре-шарана тата журналистсене пухса уҫнӑ. Тӗменти патшалӑх культура институчӗн музыка, хореографи тата театр факультечӗн деканӗ Л.В. Демина музея парнесем панӑ.
Чулхула чӑвашӗсем наци культурисен фестивальне хутшӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ.
Чулхула облаҫӗнчи Канавинск районӗнчи «Мы вместе!» (чӑв. Эпир пӗрле) VII фестиваль Маргарита Назарова ячӗллӗ Чулхулари циркра иртнӗ.
Кӑҫалхи фестивале Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие Чулхула тӑрӑхӗнчи 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Фестивале вӑрҫӑ ветеранӗсем те курма пынӑ. Халӑха савӑнтарма 15 наци диаспорин, общество организацийӗсен пайташӗсем пуҫтарӑннӑ. «Чулхулари чӑвашсен наципе культура автономийӗ» общество организацийӗн «Чулхула чãвашēсем» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ.
Алина Артемьева пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль вырӑнти циркӑн асра юлмалли программипе вӗҫленнӗ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «Чӑваш ҫӗpӗн кӑмӑллӑ чӗлхи» поэзи каҫӗ иртӗ. Кун пирки музей ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Туссем! Поэзие юратакансем! Мӗнпур палланисемпе палламаннисем те!
Сире пурсӑра та Чӑваш Республикин 100 ҫулне паллӑ тунӑ май Пӗтӗм тӗнчери ҫыравҫӑсен кунӗнче, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 15.00 сехетре, Шупашкарти Ҫeҫnӗл Мишши музейӗнче чӑваш ҫыравҫисене асӑнса «Чӑваш ҫӗрӗн кӑмӑллӑ чӗлхи» поэзи каҫне килме чунтанах йыхрав яратпӑр.
Килӗрех. Хапӑл тӑватпӑр!», — тесе хыпарланӑ музей ертӳҫи.
Музейра, сӑмах май каласан, яланах тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ҫав шутра — поэзи каҫӗсем, паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем. Мероприятисене Ҫеҫпӗл Мишшине те халаллаҫҫӗ.
Алексей Московский юрлакан «Ялти пӗрремӗш каччӑ» юрӑпа клип ӳкерни пирки, вӑл «Чӑвашсен чи лайӑх клипӗ» пулса тӑни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Унӑн сюжетне аса илтерер: ялти каччӑ чӑваш эстрада ҫӑлтӑрне Алексей Московские ялти клуба савнине тӗлӗнтерес тесе чӗннӗ. Клуба ял халӑхӗ пухӑннӑ, анчах савни унта пыман, унӑн урах кумир тупӑннӑ – Алексей Шадриков.
Ку клип тӗнче тетелне тухнӑранпа 2 эрне ҫеҫ ҫитнӗ, анчах ӑна куракансен йышӗ кунран-кун ҫӗпре ҫинчи пек ӳссе пырать. Ку таранччен «Ютуб» каналта ӑна 100 пин ытла ҫын пӑхнӑ. 9 минута тӑсӑлакан клипа чылайӑшӗ лайӑх енчен хак панӑ.
Клипа ӳкернӗ ҫӗре чӑваш эстрада артисчӗсем кӑна мар, ахаль ҫынсем те, паллӑ блогерсем те хутшӑннӑ.
«Хальхи вӑхӑтра пирӗн хамӑр тӑван чӗлхене нихӑҫанхи пек те мар хакламалла, ҫавӑн пекех пирӗн чӗлхе тӗрлӗлӗхшӗн кар тӑмалла, мӗншӗн тесен нумай енлӗх, кӑткӑслӑх кирек мӗнле тытӑм чӗрӗлӗхӗн тӗп факторӗ пулса тӑрать!
Атьӑр хамӑр чӗлхесемпе куллен усӑ курар та тӑван чӗлхесен прависемшӗн ҫирӗп тӑрар!», —тесе ҫырнӑ чӑвашсен «Хавал» пуҫарулӑх ушкӑнӗ «Контактра».
«Тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ ҫинчен питӗ нумай калаҫма пулать. Ҫавра сӗтелсем ирттерсен те, нарӑс тата ака уйӑхӗнчи культура талккӑшӗнче студентсемпе учреждени ӗҫченӗсене хӑваласа ярсан та, вӗсене сӑвӑ вулаттарсан та е хӗрӳллӗ сӑмах калаттарсан та.... Эпир тӑван чӗлхепе усӑ курмасан, ҫыру ҫырмасан, вуламасан, кашни кун май килнӗ таран калаҫмасан, чӑвашла ача-пӑча сачӗсем, шкулсем уҫмасан, культурӑпа ӑслӑлӑх тата популярлӑ пулӑмсем йӗркелесе ирттермесен, тӑван чӗлхене хисепленине кӑтармасан пире ни хисеплемӗҫ, ни хамӑр чӗлхемӗре упраса хӑвараймӑпӑр», — шухӑшлать «Хавал».
«Чӑвашкино» чӑваш патшалӑх киностудине тата электрон документацин архивӗнче Кӑркӑстанри кинематографистсем пулнӑ.
Вӗсем Совет Союзӗн маршалӗн А.И. Еременкӑн «Годы возмездия» кӗнекине тӗпе хурса Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 10 паттӑрӗ ҫинчен фильм ӳкереҫҫӗ иккен. Ҫав паттӑрсенчен пӗри — Чӑваш Енри Вӑрнар район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Фёдор Иванович Ашмаров.
Кӗске метрлӑ фильма Латвинче, Кӑркӑстанра, Узбекистанра, Каракалпак Республикинче, Пушкӑртстанра, Тутарстанра, Чӑваш Енре, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Мускав облаҫӗнче ӳкернӗ. Кино ӳкерес ӗҫе 2018 ҫулта пуҫланӑ.
Хӑнасене «Чӑвашкино» ертӳҫин ҫумӗ Олег Цыпленков В.В. Николаевӑн «Генеалогия чувашского народа» кӗнекине тата Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗн статуэткине парнеленӗ.
Кӳкеҫри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкулта 8-мӗш «а» тата 11-мӗш классенче вӗренекенсем Чӑваш Енри паллӑ ӳнер ӑстипе Геннадий Иванов-Орковпа тӗл пулнӑ.
Ачасене асӑннӑ район центрӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музее йыхравланӑ. Кун пирки ӳнер учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Удалова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Хӑйӗн ӗҫне юратса, чунтан тата пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫлакан Геннадий Иванов-Орков искусствовед ӳнере халалланӑ сахал мар кӗнеке пичетленӗ. Вӗсенчен пӗри — «Чувашский мир Терентия Дверенина» кӗнеке-альбом. 100 ҫултан каҫнӑ ҫав паллӑ ӑста нумаях пулмасть пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Геннадий Иванов-Орков ӑна халалласа икӗ хут та кӗнеке пичетленӗ. Маларах — 2009 ҫулта. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫав ӗҫе ҫӗнетсе пичетленӗ.
Сӑмах май, Геннадий Иванов-Орков Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫуралнӑ.
«Чӑвашла тумлантарса янипе кӑна ача чӑвашла калаҫма тытӑнмасть», — ҫапла ҫырнӑ Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче Константин Малышев.
«Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне икӗ халӑха танлаштарни» ят панӑ материал хӑйӗн содержанине ятӗнченех уҫса парать.
«Эпир ачасен пуласлӑхне чӑвашсемпе мар, урӑх халӑхпа ҫыхӑнтаратпӑр. Урӑхла каласан курмастпӑр вӗсен чӑвашла пуласлӑхне», — тесе шухӑшлать кӳршӗллӗ регионта ӗҫлесе пурӑнакан журналист. «Эпир ачасене вырӑс пулма хатӗрлетпӗр, тутарсем урӑхла. Каласа хӑвармалла, вӗсене те хула пурнӑҫӗ тӑван чӗлхинчен уйӑрма хӑтланать, анчах та кирлӗ механизмсене шыраса тупнӑ кӳршӗсем», — тенӗ май Тутарстанра наци чӗлхине сарассипе патшалӑх шайӗнче епле ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Кӗҫнерникун, 14 сехет хыҫҫӑн, 2020 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ пуҫтарӑнӗ. Лару уҫӑ мелпе иртӗ, унта кирек кам та пыма пултарать.
Пӑхса тухмалли ыйтусем хушшинче:
1) Каллех Хаяр Йӑван кӳлепи тавра;
2) Пушкӑртстанри Слакпуҫ ҫыннисен экологи ҫырӑвӗ;
3) Конституцие улшӑнусем кӗртесси ҫинчен;
4) Халӑх шутлавӗ (перепиҫ) пире мӗн кӑтартӗ
5) тата ытти ыйтусем.
Ваттисен канашӗ пурне те курма хавас пулӗ!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петӗр Хусанкай, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |