Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 16 сехетре Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче «Вся жизнь в науке» (чӑв. Пӗтӗм пурнӑҫ ӑслӑлӑхра) курав уҫӑлӗ. Ӑна искусствоведени докторӗ Алексей Трофимов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Карьерӑн малтанхи тапхӑрӗнче ученӑй чӑваш халӑх тӗррине тӗпченӗ. Унӑн пичетленнӗ малтанхи ӗҫӗсенчен пӗри — «К вопросу о возникновении чувашской вышивк». Ӑна Вырӑс музейӗн хыпарлавӗсенче пичетленӗ.
1977 ҫулта Алексей Александрович диссертаци хӳтӗлӗсе искусствоведени кандидачӗ пулса тӑнӑ. Паян А.А. Трофимов – 18 кӗнеке тата 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ.
Чӑваш тӗррине ученӑй Раҫҫейри тӗрлӗ музейра тӗпченӗ. Вӑл чӑвашсен тӗн скульптури пӑлхар скульптурипе ҫыхӑннине тишкернӗ.
А.А. Трофимов тӗрлӗ ордена тивӗҫнӗ.
(Марина Карягина, Елен Нарпи, Галина Матвеева кӗнекисене вуласан асра юлни)
Нумаях пулмасть мана виҫӗ ҫилҫунатҫӑ хӑйсен пӑрасна (проза) кӗнекисене парнелерӗ. Вӗсене умлӑ-хыҫлах вуласа тухрӑм. Унти хӗрарӑмсен сӑнарӗсене виҫҫӗшӗ пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех ҫыхӑнтарса ҫырса кӑтартнӑ. Пӗринче — ҫын упӑшкине хапсӑнакан, савнин арӑмӗ машина айне пулса амансан ирӗк туйӑмне пусарма пултарнӑ артистка, тепринче — машинӑ ҫапнипе чӑлах юлнӑ, анчах телейне тупнӑ пир-авӑрҫӑ, виҫҫӗмӗш-тӑватӑмӗшӗнсенче — ҫылӑха кӗмесӗр юрату тасалӑхӗшӗн тӑракан хӗрсемпе арӑмсем.
Чӑваш хӗрарӑмӗсен ку саманари тӗрлӗ сӑнарӗсене курӑмлӑ сӑрланӑ ҫыраҫӑсемшӗн савӑнтӑм. Литературӑн анлӑ хирне вӗсем ҫирӗп вӑй-халлӑ ушкӑнпа харӑс тухнӑшӑн хӗпӗртесе, хамӑн татӑк-кӗсӗк шухӑша каласа хӑварас тетӗп.
Елен Нарпин «Хӗл лариччен» (Ш., Чӑв. кӗн. из-ви, 2019.— 190 с.) кӗнекинче пӗр халайпа вунӑ калав пичетленнӗ. «Ҫӳпҫе тӗпӗнчи ҫылӑх» калавне пӗлтӗр 8-мӗш класӑн вӗренӳ кӗнекине кӗртнӗ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗ (ертӳҫи — Геннадий Храмов, экономика наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ) тата унти «Дом кино» (чӑв. Кино ҫурчӗ) «К полярной звезде» фильм кӑтартнӑ. Фильм-портрет операторӗ — «Красноярск» ГТРКра ӗҫлекен Денис Жемчугов.
Юратса та тӗплӗн хатӗрленӗ ҫак ӗҫе чӑваша, Шупашкар районӗнчи Ҫатра Марка ялӗнче ҫуралнӑ, вӑл 8 ҫулта чухне ҫемйи Ҫӗпӗре тухса кайнӑ Владимир Мешков художника халалланӑ.
Пулас художник малтанласа сысна та пӑхнӑ. 15 ҫулта типографие ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫавӑнта наборщик ӗҫне хӑнӑхнӑ. Унта райхаҫат кӑларнӑ май хаҫат валли ӳкерме пуҫланӑ.
Ҫапла вӑл пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пысӑк художника ҫити ӳснӗ. Тава тивӗҫлӗ тата халӑх художникӗ ятсене тивӗҫнӗ. Унӑн куравне Куба ертӳҫи Фидель Кастро йыхравланипе асӑннӑ ҫав ҫӗршывра та йӗркеленӗ.
Ҫурҫӗр енчи халӑхсем пирӗн ентешӗмӗре юратнӑран кашниех хӑйсен тесе калаҫҫӗ иккен. Ҫакӑ ытахальтен мар пулӗ. Владимир Мешков Ҫурҫӗре капашсӑр юратнӑ.
Литература тӗпчевҫи, критик, тавра пӗлӳҫӗ, вӗрентекен, Вӗрентекен, наци пурнӑҫне/юхӑмне ушкӑна йркелекен… Виталий Петрович Станьял ӳнере тарӑнран тарӑн курса хаклаканӗ те. Ҫакна юлташӑмӑрӑн куравне уҫнӑ чух (2003, ака, 29) хаклав кӗнекине ҫырнӑ тӗрленчӗк ӗнентерет.Владимир Енилин куравӗ халӗ «Чӑваш енри Халӑхсен туслӑх Ҫуртӗнче» (Хусанкай ур., 20) уҫӑлчӗ.. Эсир ӑна Станьял куҫӗпе/чунӗпе те курма пултаратӑр…
Юрий Яковлев
(Владимир Енилин художник ӑсталӑхӗ пирки)
Тимӗр Енилин – Владимир Пантелеймонович Енилин – Тутарстанри паллӑ чӑваш ялӗ Рункӑ ҫуратса ӳстернӗ талантлӑ та хӑйне евӗрлӗ ӳнерҫӗ. Шӑплӑхпа лӑпкӑлӑх, килӗшӳпе ҫураҫу юрӑҫи вӑл. Рункӑ енчи ҫӗршыв хӑй ҫавӑн пек. Унта аваллӑх упранать, унта чӑвашлӑх сӗврӗлмен-ха. Вӑл ялта йывӑҫ касакан ӑста Сантӑр Пикл пурӑнать, вӑл ялта Тимӗр куккӑшӗ Неҫҫе Енилин аталанса тухнӑ. Тимӗрпе Неҫҫе Енилинсем чӑвашсен шӗкӗр хулине Шупашкара Хырла илемӗпе сас-чӳллӗ шӑплӑхне илсе килчӗҫ.
Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ, Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, Чӑваш Республикин наци библиотеки, Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ тата Чӑваш Республикин кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: видеоинсценировка» чӑваш ҫыравҫисен прозипе хатӗрленӗ видеоинсценировкӑсен Регионсем хушшинчи ачасемпе ҫамрӑксен V-мӗш видеоконкурс пуҫланни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Пресс-релизра кӑтартнӑ тӑрӑх кӑмӑл тӑвакансем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ, ҫул ӳсӗмӗпе чарусем ҫук. Конкурса хутшӑнакансене шкул тата шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсен программине кӗрекен проза произведенийӗсен инсценировкине е фрагмента хатӗрлесе ӑна видео ҫине ҫырма сӗнеҫҫӗ. Видео 3 минутран кая мар пулмалла.
Конкурс ӗҫӗсене 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чыслама шутланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӑван чӗлхене вӗрентни йӑла-йӗркене упраса хӑварма пулӑшать тесе шухӑшлать. Олег Николаев наци чӗлхисене упраса хӑварас ӗҫе малалла тӑсма хатӗр. Ҫакӑн ҫинчен ТАСС пӗлтерет.
«Чӗлхене упраса хӑварма тата аталантарма тӗллевлӗ мероприятисем ирттерни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Йӑлана кӗнӗ хаклавсене, культурӑна, йӑла-йӗркене упраса хӑвармалла. Ҫапла майпа ҫынсен тӑван чӗлхене, чӑваш чӗлхине, тутар чӗлхине, мордва чӗлхине вӗренес килтӗи. Чӑваш Республикинче ҫак национальноҫсем самай йышлӑ», — ҫак шухӑша палӑртнӑ Олег Николаев.
«Пирӗн республика нумай нациллӗ. Республикӑра чӑвашсем — 60 ытла процент. Ку вӑл самай пысӑк процент», — тенӗ Олег Николаев.
Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ Герман Желтухин прозаик тата публицист пурӑннӑ пулсан кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче 75 ҫул тултаратчӗ. Вӑл 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пурӑннӑ чух та Герман Желтухин ятсӑр-сумсӑр пулман. Ӑна пӗлекенсем халӗ те сума сӑваҫҫӗ. Ӗнер чӑваш литераторӗсем тата ентешӗсем Герман Желтухин ҫуралнӑранпа 75 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ...
«ЧР профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Лидия Филиппова йыхравланипе эпӗ те ҫак уявра пулса куртӑм... Герман Николаевича пухӑннисем пурте ӑшӑ сӑмахпа аса илчӗҫ, ун пултарулӑхне хакларӗҫ, чӑваш чӗлхипе литературине упрасси пирки чун-чӗререн пӑшӑрханса калаҫрӗҫ», — тесе ҫырнӑ Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра.
Чӑваш наци музейӗнче ҫулсерен иртекен «Музее парнеле» акци пуҫланнӑ. Ӑна шӑпах музейӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн ирттереҫҫӗ.
Ку йӑла 1998 ҫултанпах пырать. Музейра совет тапхӑрӗнче туса кӑларнӑ япаласене уйрӑмах хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ: интерьер япалисем, чашӑк-тирӗк, тумтир, документсем, сӑнӳкерчӗксем, кӗнекесем…
Ҫак акцие пермай хутшӑнакан ҫынсем пур. Вӗсен йышӗнче – Чӑваш Енри, Раҫҫейре паллӑ ҫынсем, политиксем, ӑсчахсем, артистсем, спортсменсем, ӳнерҫӗсем, ветерансем.
Раритет парнелекен ҫынсен ячӗсене музей историне ҫырса хӑвараҫҫӗ. Япаласене ӗҫлемелли кунсенче 10-17 сехетсенче 109-мӗш пӳлӗмре йышӑнаҫҫӗ.
Паллӑ тюрколог, СССР Ӑслӑлӑх Академийӗн пайташ-корреспонденчӗ, тӗнче шайӗнче пӗлекен ӑсчах ҫуралнӑранпа кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 150 ҫул ҫитӗ. Вӑл купса ҫемйинче, Етӗрнере, ҫуралнӑ. 1933 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Хусанта вилнӗ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл 40 пин сӑмахран тӑракан 17 томлӑ чӑваш словарьне хатӗрлесе хӑварнӑ. Хӑй пурӑннӑ чухне 5 томне ҫеҫ пичетлесе ӗлкӗрнӗ пулин те унӑн эткерлӗхне упракансем 17 тома кун ҫути кӑтартнӑ-кӑтартнах.
Николай Ашмаринӑн Етӗрнери ҫурчӗ халь-халь тӳнсе каясла ларать. Ҫакна 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Республикин территори аталанӑвӗн агентствин сайтӗнче унӑн ертӳҫи Этнер Эгоров пӗлтернӗ. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл сӑнӳкерчӗксем йышлӑ вырнаҫтарнӑ. Унтанпа Сӑрта (Етӗрне патӗнче шӑпах ҫак юханшыв) сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Анчах паян та ҫурт унчченхиллех тайлӑк ларать-мӗн. Кун пирки Фейсбукра ӗнер Олег Григорьев хыпарланӑ. «Етӗрнери Ашмарин ҫурчӗ япӑхса ларать. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ тӗлне нимӗн те улшӑнман», — тесе ҫырнӑ Олег Григорьев.
«Тӑлӑх Тилӗ» мультфильма чӑвашла куҫарнӑ. Кун пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи («Контактра» )«Янра, чӑваш чӗлхи! Звучи, чувашский язык!» пабликра пӗлтернӗ.
Мультфильмӑн виҫӗ верси иккен: титрсӑр, чӑвашла титрсемпе, вырӑсла титрсемпе.
Куҫараканнисем – Александр Степанов («Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗн ертӳҫи), Елена Кудрявцева, Эрбина Портнова. Редакторӗ – Юрий Виноградов. Вулаканӗсем – Иван Иванов, Валентина Иванова (иккӗшӗ те Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеҫҫӗ), Александр Степанов. Техника енчен Василий Харитонов пулӑшнӑ.
«Янра, чӑваш чӗлхи! Звучи, чувашский язык!» паблика «Хавал» ушкӑн уҫнӑ. «Тӑлӑх тилӗ» мультфильма чӑвашла куҫарни ҫинчен унта паян пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петӗр Хусанкай, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |