Ака уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче Улатимӗр облаҫӗнчи культурӑпа ӳнер колледжӗнче халӑх юррисене шӑрантаракансен «Златоцвет» пӗтӗм Раҫҫейри I конкурсӗ иртнӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне тӑван ҫӗршывӑн музыка культурипе, халӑхӑн пуян йӑли-йӗркипе паллаштарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Конкурса Владимир, Мускав, Ярославль, Чулхула, Рязань, Воронеж, Пенза, Свердловск, Кемӗр, Ленинград облаҫӗсенчен 120 ытла юрӑ ӑсти хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен унта Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче пӗччен тата хорпа халӑх юррисене юрлама вӗренекен уйрӑм студенчӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем унта тивӗҫлипе палӑрнӑ, тӗрлӗ диплома тата лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Бабайкинпа канашлу ирттернӗ. Тӗлпулӑва Чӗмпӗр облаҫӗнчи халӑх культурин центрӗн ӗҫченӗ Светлана Ковшенина тата ыттисем хутшӑннӑ.
Канашлура Чӗмпӗр хулинче ирттерме палӑртнӑ «Акатуя» епле уявлассине тата асӑннӑ хулари чӑваш алфавичӗн палӑкне уҫассине сӳтсе явнӑ. Чӗмпӗрти Акатуя ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хӗрлӗ чутайсем ентешлӗх уявне пуҫтарӑннӑ. Савӑнӑҫлӑ пуху Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ. «Чавал» пӗрлешӗве йӗркеленӗренпе чӗрӗк ӗмӗр ҫитнӗ.
Хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнакансене Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӗрӳллӗн саламласа тав сӑмахӗ каланӑ. «Ҫак уяв тӑван тӑрӑха, тӑван ҫӗре юратакансене пӗр чӑмӑра пухӑнма хистет, мӗн ачаран ҫуларса ӳснӗ пӗчӗк ҫӗршывӑмӑра хисеплесе пурӑнма вӗрентет», – тенӗ вӑл.
Уявра ятлӑ-сумлӑ ҫынсене тӗрлӗ наградӑпа чысланӑ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ гастрольпе Пушкӑртстана тухса кайӗ. Унта вӑл ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак уйӑхӑн 13-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн гастролӗсем иртӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура министерсвтинче пӗлтернӗ тӑрӑх, концертсене Раҫҫейри халӑхсен культура эткерлӗхӗн тата Чӑваш Енри паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ.
Пултарулӑх коллективӗ чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗ культурине, унӑн ӗмӗрхи йӑли-йӗркипе хальхи ҫитӗнӗвӗсене халалланӑ «Тӑван ен кӗввисем» концерт программине хатӗрленӗ. Куракансене вокалпа хореографи композицийӗсемпе тата ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи номерсемпе пуянлатнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ кӑҫалхипе 16-мӗш хут иртӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ака уйӑхӗн 8-17-мӗшӗсенче пулӗ.
Фестиваль "ТИТИАНиЯ" тата "Болеро" балетсемпе уҫӑлӗ. Вӗсене Мускаври паллӑ постановщиксем Софья Гайдукова тата Константин Матулевский хатӗрленӗ. Ӳнерҫӗ-постановщикӗ - ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи , ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Валентин Федоров. Дирижерӗ - Раҫҫей халӑх артисчӗ, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн ӳнер искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Морис Яклашкин.
Паллах, фестивале ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен, ют ҫӗршывсенчен килӗҫ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче балет фестивалӗ гала-концертпа вӗҫленӗ. Сӑмах май, фестиваль программине кӗртнӗ постановкӑсене "Пушкин карттипе" те туянма пулать.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Тӑван чӗлхе вӑрттӑнлӑхӗсем» интернет олимпиада иртнӗ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «унта заявка панӑ 150 ҫынран тӗрлӗ сӑлтавсене пула пӗтӗмпе 109 учитель кӑна хутшӑннӑ».
Олимпиадӑна Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри йӗркеленӗ. Тӗрӗслеве чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентекенсем хушшинче ирттернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем тесе ҫак вӗрентекенсене палӑртнӑ: Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш шкулӗнчи Елена Максимова, Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑхри Юлия Кошелева, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулти Галина Васильева, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшъелӗнчи Светлана Никитина тата Ирина Матюшкина, Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Ираида Фомина, Шупашкарти 49-мӗш вӑтам шкулти Вера Куракова.
2022 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ «Культура» наци проектне кӗрекен «Культурӑллӑ хутлӑх» федераллӑ проекта пурнӑҫланӑ май 5 миллион тенкӗ ытла илнӗ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫутӑ тата сасӑ оборудованийӗ, музыка инструменчӗсем, вӗренӳ материалӗсем туянӗҫ. Паянхи куна илсен халӑх инструменчӗсем, ноутбук, сӗтел-пуканӑн пӗр пайне илсе ҫитернӗ. Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сольфеджио тата музыка литературине вӗрентме 57 ҫӗнӗ вӗренӳ кӗнеки тата методика пособийӗсем ҫитерсе памалла.
— Наци проектне пурнӑҫланӑ май культура сферинчи кадрсене хатӗрлес ӗҫре пӗрремӗш вырӑнта, никӗсре тӑракан музыка тата ӳнер шкулӗсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрни паха. Вӗрентӳ процесӗнче лайӑх, аван ӗнӗрленӗ инструмент питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӗрентӳ пахалӑхӗ мӗнлерех пулассине чылай енчен палӑртать, — палӑртнӑ администраци пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов.
Хальхи вӑхӑтра учрежденире 1200 ача вӗренет. Вӗсем музыка, ӳкерчӗк, хореографи, театр ӳнерӗ, декораципе прикладной пултарулӑх тата пуҫламӑш эстетика аталанӑвӗ енӗпе хушма обществӑлла программӑсем тӑрӑх та аппаланаҫҫӗ.
— Пирӗн шкулшӑн ҫакӑ — чӑн-чӑн уяв.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Люди как люди» (чӑв. Ҫынсем ҫын пекех) пӗтӗм ҫӗршыври инклюзив фестивальне хутшӑнать. Мероприяти ыран, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, уҫӑлӗ, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хупӑнӗ. Фестивале аутизм чирӗ ҫинчен ҫынсене пӗлтерес, ҫав чирпе чирлекенсене социаллӑ пурнӑҫа явӑҫтарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ А. Бродичанский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Сколько цветов у радуги?» спектакльпе хутшӑнать. Ӑна артистсем Мускаври ВДНХра ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Киров хулине гастрольпе тухса кайӗ. Вӗсем унта виҫӗ кун — ака уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче — пулӗҫ.
Киров ҫыннисем виҫӗ кунта Чӑваш Енри виҫӗ спектакле курӗҫ. Вӗсене артистсем А. Пушкин повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Метель», Н. Гоголь повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» романтикӑлла драмӑна тата «Аленький цветочек» юмаха кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Пысӑк гастрольсем» федераци программине 2014 ҫултанпа хутшӑнать. 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Кироври ҫамрӑксен театрӗ чӑваш сцени ҫине «Муха-цокотуха» спектакльпе тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви культурӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫсене хаклама сӗннине эпир нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: преми илме тӑратнӑ ӗҫсем хушшинче «Хуркайӑк ҫулӗ» балет та пурччӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсра тӑратнӑ ӗҫе театрта ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче курма май килӗ. Симфони оркестрне Никита Удочкин ертсе пырать. Тӗп партисенче — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Анна Серегина (Пинеслу), Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ Дмитрий Поляков (Хӗвел) тата Милана Ишуткина (Сехмет). Сӑмах май каласан, «Хуркайӑк ҫулӗ» балета сцена ҫине 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |