Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянхи, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи, хушӑвӗпе черетлӗ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Сумлӑ йышра культура ӗҫченӗсем те пур. Иккӗн.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Шупашкар хулинчи «Азамат» обществӑн «Азамат» (официаллӑ документра ҫавӑн пек ҫырнӑ. Пире чӑвашлатса каласан та юрать пулӗ) чӑваш эстрада ансамблӗн ертӳҫи Алевтина Михайлова тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин (техникумӗн) преподавателӗ Людмила Осипова тивӗҫнӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче хореографи ӑсталӑхӗн кафедрине уҫӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва коллективпа Чӑваш Республикин культура тата ӳнер институчӗ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Проект тӗллевӗ — аслӑ шкулӑн студенчӗсене професси ӑсталӑхне практиксем патӗнче хатӗрлесси. Ҫапла майпа вӗсен професси шайӗ ҫӳллӗрех пулӗ. Вӗренекенсем валли Раҫҫейри пысӑк квалифицкациллӗ специалистсене явӑҫтарса ӑсталӑх сехечӗсем ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ача-пӑчан вокалпа хореографи студине уҫнӑ.
«Хореографи ӑсталӑхӗн кафедри ӗҫлеттерсе яни студентсемшӗн ҫеҫ мар, пирӗн артистсемшӗн те усӑллӑ пуласса шанатпӑр», – тесе палӑртнӑ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансмблӗн директорӗ Сергей Кузнецов.
Чӑваш Енре кӑҫал Республика кунне епле ирттересси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Паян влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Республика кунне халалланӑ мероприятисен планне ҫирӗплетнине пӗлтернӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, унта ним ҫӗнниех те ҫук. Чылайӑшӗ унчченхи евӗрех. Мероприятисен шучӗ 3 теҫетке ытла. Унта тӗрлӗ форумпа фестивале асӑнса хӑварнӑ. Кӑсӑклӑраххи, ахӑртнех, URBANКАСЫ архитектурӑпа урбанистика форумӗ. Унӑн тӗллевне ятӗнчен тавҫӑрма пулать-тӗр.
Нумай мероприятие Чӑваш Енре кӑҫал пӑхса хӑварнӑ Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халаллӗҫ.
Кӑҫал Чӑваш Енре – Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ. Ҫавна май логотип тата брендбук пулӗҫ. Мӗнлисем? Ӑна конкурс ирттерсе палӑртӗҫ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса логотипӑн 23 варианчӗ килнӗ. Вӗсене комисси пайташӗсем пӑхса тухӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫе нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Эппин, эпир кӑҫал мӗнлерех логотип пулассине кӗҫех пӗлӗпӗр.
Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ачӑ-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче «Проект, который выигрывает» (чӑв. Ҫӗнтерекен проект) ӑсталӑх сехечӗ иртӗ.
Культура политики тата социокультура программировани енӗпе ӗҫлекен специалист, эксперт, Лондонта «Культурная дипломатия, политика и отношения» (чӑв. Культура дипломатийӗ, политика тата хутшӑнусем) магистр программине вӗренсе тухнӑ Надежда Пономаренко ҫав кунах интерактив мелӗпе тухса калаҫӗ. Вӑл Лондонти тата Мускаври культура организацийӗсенче ӗҫлесе опыт пухнӑ.
Ӑсталӑх сехечӗ 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен пырӗ. 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Надежда Пономаренко ӑсталӑх сехетне хутшӑнакансен ыйтӑвсене хуравлӗ.
Тӳлевсӗр мероприятие культура учрежденийӗсен ертӳҫисене, ӗсченӗсене, культура менеджерӗсене, асӑннӑ темӑпа кӑсӑкланакан мӗнпур ҫынна хутшӑнма сӗнеҫҫӗ. Регистрациленес тесен ҫак каҫӑпа иртмелле.
«Героям – быть!» (чӑв. Паттӑрсем пулмалла!) пӗтӗм ҫӗршыври проекта Чӑваш Енри ҫын та хутшӑнать.
Асӑннӑ проект социаллӑ яваплӑ ҫынсемпе паллаштарать. Проект йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршыври ҫӗршер пин ҫын машина тӑвас, металлурги, энергетика, нефтехими, йывӑр промышленноҫӑн ытти отраслӗнче тӑрӑшать. Кӑткӑс та яваплӑ ӗҫре вӑй хуракан ҫав ҫынсем йывӑр смена тата ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн нимеҫӗ пулса тӗрлӗ енӗпе тимлеҫҫӗ. Ҫав йышра Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗн директорӗ Альберт Сергеев та вӑл. Проекта вӑл «Оберегая планету» (чӑв. Планетӑна сыхласа) номинацире хутшӑнать.
Альберт Николаевич тӑван тӑрӑхӗшӗн, Элӗк районӗнчи Анаткас Татмӑш ялӗшӗн, тӑрӑшать. Вӑл унти чылай вырӑна хӑтлӑх кӗртнӗ. Черетре — Атӑк ҫӑлӗ. Ялти хастарсемпе энтузиаст ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ.
Альберта Сергеевшӑн ҫак каҫӑпа https://clck.ru/aruR5 сасӑламалла. Ҫак ӗҫе нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗччен туса ӗлкӗрмелле.
Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче эпир, пулас артистсем, 1978-1983-мӗш ҫулсенче вӗреннӗ. Училище Мускаври Малый театр ҫумӗнче вырнаҫнӑ пирки пире унта ытларах Малый театрта ӗҫлекен артистсем вӗрентетчӗҫ. Эпир, паллах, малтанах актер ӑсталӑхӗпе пире миҫе педагог вӗрентме пултарассине пӗлме пултарайман. Шупашкарта конкурссем иртнӗ май, юлашки иртекен турсенче эпир хамӑрӑн пулас икӗ преподавателе пӗлеттӗмӗрччӗ-ха. Вӗсем пире суйласа илме ятарласа Шупашкара килнӗччӗ. Пӗри вӑл — пирӗн пулас илемлӗх ертӳҫи — Владимир Константинович Смирнов, тепри актер ӑсталӑхне вӗрентекен — Наталия Алексеевна Петрова. Сентябрьте пӗрремӗш курсра вӗренме пуҫласан черетпе тенӗ пек пирӗн пата актер ӑсталӑхӗпе вӗрентекен ытти педагогсем килме пуҫларӗҫ. Ҫапла пӗрремӗш курсра юпа (октябрь) уйӑхӗн пуҫламӗшӗнче пирӗн пата Виталий Мефодьевич Соломин килчӗ.
Виталий Соломин киноартиста эпӗ ача чухне, хам 11-12 ҫулсенче ялти клубра «Даурия» фильмра курнине астӑватӑп. Вӑл кинона клубра кӑтартма час-часах илсе килетчӗҫ те, эпӗ ӑна темиҫе хут та пӑхнӑччӗ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем валли «Моя чувашская семья» (чӑв. Манӑн чӑваш ҫемйи) фотоӗҫсен конкурсне ирттернӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑрсен «Юлташ» ассоциацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Конкурс йӗркелӳҫисем тӗп ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма тӗллев лартман, паллах. Вӗсем Иркутск тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен пысӑк ҫемйине кӑтартас тенӗ», — уҫӑмлатнӑ Вероника Тимофеева.
Конкурса 20 ҫемье хутшӑннӑ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх Афероноксен, Быковсен, Белковсен, Ваняркинсен, Ковалевсен, Машугинсен, Салминсен, Никифоровсен, Тимофеевсен ҫемйисем, сӑмахран, хӑйсем йӑла-йӗркене тытса пынине кӑтартас тенӗ курӑнать.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫ Антонина Андреева республикӑри тӗрлӗ шкула ҫитсе «Тӑвӑлта ҫуралнӑ Ҫеҫпӗл» ятпа лекцисем ирттерет. Вӑл, сӑмахран, Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт шкулӗнче пулнӑ. «Халӗ Пушкин картти пуррине кура Ҫeҫпӗл Мишшин асӑну ҫулталӑкӗ пирки калаҫма шкул ачисемпе тӗл пулма аван!» — тесе хыпарланӑ музей ертӳҫи.
«Пит аван пулчӗ пӗp шухӑшлӑ та пултаруллӑ чӑваш лекторне итлеме... Тавах сире, Антонина Васильевна, ачасене черчен те хастар чӗреллӗ Ҫeҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ урлӑ чӑвашлӑха упрама, хисеплеме вӗpeнтсе чӗнсе каланӑшӑн...» — тав туса ҫырнӑ Фейсбукра Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ, халӗ Етӗрне районӗнче пурӑнакан чӑваш чунӗллӗ хастар Марина Якимова.
Шупашкарта «Чӑн Чӑваш» чӑвашла хутшӑну клубӗн иккӗмӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ку хыпара Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Виктор Чугаров режиссёр Фейсбукра ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
«Пирӗн хӑна «Хӗвеллӗ кустӑрмасем» юхӑмӑн ертӳҫи Вячеслав Платонов пулчӗ. Вӑл пире 1991 ҫулта йӗркеленӗ чӑваш культурин «Пайтул» обществи ҫинчен каласа пачӗ. «Ҫӳлти Хӑват» тата «Хӗвеллӗ кустӑрмасем» пӗрле ырӑ ӗҫсем малалла ирттересшӗн...», — тесе хыпарланӑ хулара ӳссе чӑваш чӗлхине хӑй ҫине тӑнипе вӗреннӗ Виктор.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |