Нумаях пулмасть вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тунӑ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсене саламланӑ, чи лайӑххисене чысланӑ.
Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева ҫынсем малтанах вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсенче, депутатсенчен, хула е район администрацийӗнчен пулӑшу ыйтнине палӑртнӑ.
Уявра вырӑнти хӑйтытӑмлӑхри чи лайӑх ӗҫченсене саламланӑ. Ҫавӑн пекех республика шайӗнче иртнӗ конкурсра мала тухнисене чысланӑ. Муниципалитетри чи лайӑх ертӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кошкин тивӗҫнӗ. Чи лайӑх староста — Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнчи Владимир Никифоров. Чи лайӑх ял тӑрӑхӗ — Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗ.
Чӑваш Енре «Ҫулталӑкри вӗрентекен» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал ку ята кам тивӗҫнӗ-ха?
Конкурса 26 вӗрентекен хутшӑннӑ. Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулта ачасене пӗлӳ паракан Лариса Семеновӑна вара ҫитекенни пулман.
Конкурсҫӑсене саламлама республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килнӗ. Лариса Семенова республика ертӳлӗхне педагогика тытӑмӗ валли нумай ӗҫ тунӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ.
«Ҫулталӑкри воспитатель» номинацире Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинчи Наталия Машанова ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» - Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей вӗрентекенӗ Елена Порфирьева. «Ҫулталӑкри социаллӑ педагог» - Етӗрне районӗнчи Тури Ачак шкулӗнчи Татьяна Яжейкина. «Ҫулталӑкри психолог» - Трак шкулӗнчи Анастасия Васильева. «Педагогика дебючӗ» номинацире Шупашкарти 19-мӗш шкул вӗрентекенӗ Татьяна Мигушова мала тухнӑ.
Чӑваш Енре «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ку конкурса ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Ӑна Ҫемье кунне халаллаҫҫӗ. Ку уява ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Кӑҫал конкурс ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 15 сехетре Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 29-мӗш «А» ҫуртра иртӗ. Унта хутшӑнакан ҫемьере 3 ҫынран кая мар пулмалла. Ҫемьесем унта хӑйсен ирӗкӗпе те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Е вӗсене ӗҫ коллективӗ тӑратма пултарать.
Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑна ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен памалла. Ҫемьен портфолио, стена хаҫачӗ, 3-4 минута тӑсӑлакан визит карточки хатӗрлемелле. Ҫӗнтерӳҫе дипломпа, парнепе хавхалантарӗҫ.
Муркаш районӗнчи Калайкасси вӑтам шкулӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль иртнӗ. Вӗсем шкулта Е.Е. Ерагин пухса йӗркеленӗ шкул музейӗпе, Афган вӑрҫине халалланӑ музейпа, Тури чӑвашсен музейӗ хатӗрленӗ Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем 25 ҫул тултарнине халалланӑ куравпа тата «Чӑваш сурпанӗсем» фотокуравпа, шкул вулавӑшӗнче йӗркеленӗ Зинаида Васильевна тата Петр Яковлевич Мазуркинсен куравӗпе паллашнӑ.
Муркаш район администраци пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев фестивале уҫнӑ май Муркаш тӑрӑхӗнче чӑвашлӑха аталантарас ӗҫ вӑйланса пынине, тӑван чӗлхене упрасси кашнин тивӗҫӗ пулнине палӑртнӑ. Чӑваш Республикин культура министрӗн ӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Вячеслав Оринов ачасене чӑн-чӑн патриотсем тесе хавхалантарнӑ, чӑваш чӗлхине юратмалли тата ытти халӑх чӗлхисене хисеплемелли пирки каланӑ. Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова Калайкасси шкулӗнчен тӑван чӗлхепе таса та илемлӗ калаҫма пултаракан журналистсем тухасса шаннине пӗлтернӗ. Тата ытти хӑна та ырӑ сӑмах нумай каланӑ.
«Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль Калайкасси шкулӗнче пуҫласа иртнӗ.
Ҫӗрпӳ хулинчи Кӑнтӑр микрорайонта шкула генподрядчик пулса унти «8-мӗш ПМК» акционерсен обществи хӑпартассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, шкул 1000 ача вӗренмелӗх пулӗ. Ӗҫе строительсен кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.
Халӗ вара тепӗр конкурс иртнӗ. Ӗҫе епле пурнӑҫланине тӗрӗслекене палӑртнӑ. «Стройторгсервис» предприяти ҫак тивӗҫе контракт хакне малтанласа палӑртнинчен 85 процент йӳнетсе ӗҫе кӳлӗнме килӗшнӗ. Ҫапла вара строительсен тӑрӑшӑвне хаклама малтан палӑртнӑ пек 5 млн 762 пин тенкӗ кирлӗ те пулмӗ. Конкурса пурӗ 10 организаци хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-организаци 827 пин тенкӗпе пахалӑхлӑ тӗрӗслев ирттересси аптӑракансем те пур-мӗн. Ҫитменнине, шкул пӗчӗк те пулмӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви ҫамрӑк вулакансене ҫӗнӗ кӑларӑмсемпе савӑнтарсах тӑрать. Нумаях пулмасть Николай Ишентейӗн «Ачаш кулӑш вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. «Кулӑш икӗ вӗҫлӗ патак пекех: йӑнӑша тӳрлетме те, ҫынна йӑнӑш ҫулпа чуптарма та, чӑнлӑха суяран уйӑрса илме те пултарать», — ҫакнашкал шухӑш ярӑмӗ кӑшӑлласа тӑрать те кӗнекери хайлавсене.
Авторӗ мӗнле, сӑнарӗсем те ҫапла. Николай Ишентей кӗнекине вуланӑ чухне чуна ҫывӑх ӑнлавсем тӗле килеҫҫӗ. Ачаш тени — чӑваш кӑмӑлне, ултав тени усал сунӑма палӑртаҫҫӗ. Ҫулта-йӗрте такӑнтаракан Тунката та тараватлӑ пулать иккен.
Тӗслӗх вырӑнне «Самана сиплевҫисем» калавах илер. Чӑваш Енрен ютлӑха ӗҫ шырама кайнӑ ҫынсем тӗлӗнмелле ҫӗршыва ҫитсе тухаҫҫӗ — аслӑ шывӑн пӗр енче Ырӑ тӑван хуҫаланать, тепӗр енче — Усал шуйттан. Тӗнче касса ҫӳрекенсем тавлашса каяҫҫӗ: «Ӑҫта пурӑнма аванрах — Ыр тӑван ҫумӗнче е Усал патша патӗнче?» Тавлашсан та вӗсем пӗр шухӑш патне пырса тухайман, тӗрлӗ ӗҫре тар юхтарса, тӗрлӗ хуҫа патӗнче муритленсе ал тупанне ӑшӑтмалӑх ӗҫ укҫи илнӗ те киле ывӑнса, вӑйран кайса таврӑннӑ. Тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса килни аван — ӗҫчен алла тӑван тӑрӑхра тӑван ҫӗр кӗтет.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мускавра «Раҫҫей мисӗ—2017» наци конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Шурӑ ылтӑнран хатӗрленӗ, 1 миллион доллар тӑракан коронӑна тивӗҫме тата тӗнчери илемлӗх конкурсӗсене хутшӑнма Чӑваш Енри тӑватӑ пике тӗмсӗлнӗ. Ҫавсен шутӗнче — 19 ҫулти Анна Антонова (ӑна Чӑваш Енрен тесе паллаштарчӗҫ), 20-ри Анастасия Рыжкова сцена ҫине Шупашкар ячӗпе тухрӗ, 23-ри Кристина Андреева — Ҫӗнӗ Шупашкар ячӗпе. Чӑваш патшалӑх университетӗнче психолога вӗренекен Ольга Портнова та конкурса хутшӑннӑ. Иркутскра ҫуралнӑ пике хӑйӗн тӑван хулин ячӗпе конкурса хутшӑннӑ.
«Раҫҫей мисӗ» ята Свердловск облаҫӗнчи Полина Попова ҫӗнсе илнӗ. Ӑна 3 миллион тенкӗ укҫа тата автомобиль парнеленӗ. Унсӑр пуҫне ҫӗнтерӳҫӗ пикене тӗнчен кирек хӑш ҫӗршывӗнче вӗренме май туса параҫҫӗ. Анчах кӑҫалхи ҫӗнтерӳҫӗ Раҫҫейрех вӗренес шухӑшлине пӗлтернӗ.
Кӑҫал Раҫҫей музыка конкурсне «Евровидение» хутшӑнмӗ. Чылай вӑхӑт шӑв-шав пулнӑ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршыв унта конкурсҫа яма хирӗҫленӗ.
«Евровидение» кӳмепе ҫӳрекен Юлия Самойловӑна яма палӑртнӑ. Ҫак кунсенче Раҫҫей конкурс йӗркелӳҫисем сӗннӗ условисем тивӗҫтерменни пирки пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Раҫҫей «Евровидение» тӳрӗ эфирта кӑтартмӗ. Йӗркелӳҫӗсем артиста улӑштарма е видеокӗпер урлӑ юрлама сӗннӗ.
Юлия Самойлова Крыма кайса килнӗрен Украинӑри хӑрушсӑрлӑх служби ӑна хӑйсен ҫӗршывне 3 ҫуллӑха кӗме чарнӑ. Ку шӑв-шав ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ. «Евровиденин» сӑнав канашӗн председателӗ Украина влаҫӗсен хӑтланӑвӗ конкурспа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ.
Чӑваш Ене ертсе пыракансем ӗҫлекенсем умӗнче парӑма кӗрсе кайнӑ патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине, «Чӑвашавтотранса», епле пулӑшассине пӗлмеҫҫӗ. Тӗкӗ кӳме хатӗр, анчах епле ҫул суйламаллине хальлӗхе татса паман. Ҫакна REGNUM информаци агентствин журналисчӗпе калаҫнӑ чух ЧР Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин тата республикӑн транспорт министрӗ Владимир Иванов палӑртнӑ.
Йывӑрлӑхри предприяти шӑпине ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ҫиччӗмӗш сесссийӗнче Кабминӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗ пирки Михаил Игнатьев Элтепер отчет тунӑ хыҫҫӑн депутатсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ чухне те хускатнӑччӗ. Яваплӑха республика ертӳҫисем хӑйсем ҫинчен сирмӗҫ, анчах ыйтӑва республика хысни шучӗпе ҫеҫ татма пӑхни тӗрӗс маррине палӑртнӑччӗ Михаил Игнатьев. «Вӑл предприятири ыйтӑва татса эсир хыснаҫӑсене — учительсене, врачсене ӗҫ укҫисӗр хӑварас тетӗр-им?» — пӗлтернӗччӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне.
Ҫак уйӑхра «Чӑвашавтотранс» предприятие 2002–2016 ҫулсенче Ханты-Манси автономи округӗнчи «Березовнефтпродукт» предприятире тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ Сергей Фомичев ертсе пыма тытӑнчӗ.
«Чӑвашавтотранс» предприятин пуҫлӑх тупӑннӑ. Унӑн пуканне йышӑнассишӗн конкурс иртнӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ку должноҫа ҫирӗплетнӗ.
Конкурсра Сергей Фомичев ҫӗнтернӗ. Вӑл 2006 ҫулта Мускаври патшалӑх уҫӑ университетне пӗтернӗ, унта вӑл организаци менеджменчӗ енӗпе ӑс пухнӑ. 2002-2016 ҫулсенче Сергей Фомичев Ханты-Манси автономи округӗнчи «Березовнефтпродукт» предприятире вӑй хунӑ. Унта вӑл механикран генеральнӑй директор таран ҫитнӗ.
Аса илтерер: унччен «Чӑвашавтотранса» Михаил Арзамасов ертсе пынӑ. Предприяти йывӑр лару-тӑрура пулнине, ку РФ транспорт министрне те кӑсӑклантарнине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |