Культура
![]() Раштавӑн 2-мӗшӗнче тӑваттӑмӗш хут пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестиваль иртӗ. Унта куракансем юлашки ҫулсенче ӳкернӗ фильмсемпе паллашма пултарӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ, кинофестивалӗн информаци спонсорӗ пулнӑ май, пӗчӗк конкурс йӗркелени пирки пӗлтерет. Вӑл «Асам. Кинохаклав» ятлӑ пулӗ. Конкурса хутшӑнас тесен сирӗ кинофестивальте кӑтартнӑ фильмсен (конкурса хутшӑнаканнисем те, конкурса кӗменнисем те!) хаклавне хатӗрлемелле. Формачӗ — ирӗклӗ, 2000 саспаллинчен кая мар пулмалла (А4 калӑпӑш). Конкурса эпир чӑвашла ҫырнӑ кинохаклавсене йышӑнӑпӑр. Вӗсене кинофестиваль пынӑ вӑхӑтра (раштавӑн 6-мӗшӗччен) np@chuvash.org адреспа ярса памалла. Вырнаҫтарма юрӑхлӑ хаклавсене тӳрех сайта кӗртӗпӗр — вулакансем вӗсемпе паллашма пултарӗҫ. Вырӑсла ҫырнӑ хаклавсене те йышӑнма пултаратпӑр, анчах вӗсем пирӗн конкурса хутшӑнаймӗҫ. Асӑрхаса хӑварни: пирӗн конкурса ярса панӑ хаклавсем кинофестиваль хаклавне хутшӑнмӗҫ. Ку конкурс — пирӗн сайт шайӗнче ҫеҫ йӗркеленӗскер. Фильсем хаклавне Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников хаклӗ. 1-мӗш вырӑншӑн 1000 тенкӗлӗ парне кӗтӗ, 2-мӗш вырӑншӑн — 500 тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 300 тенкӗ. Кашни хутшӑнакана электронлӑ сертификатпа тивӗҫтерӗпӗр. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |