Кӑҫал Канаш районӗнчи Ямашри клуба уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Шӑп та 1919 ҫулта ӗнтӗ ҫак ялта клуб-вулавӑш уҫнӑ та. Кӑҫал культура ҫулталӑкӗ пынӑ май ямашсем ҫак паллӑ куна нарӑсӑн 3-мӗшӗнче уяв тусах палӑртнӑ.
Тӗрлӗ тӳре-шара ял клубӗн юбилейӗпе саламланӑ: Ямаш вӑтам шкулӗн директорӗ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата ял ҫыннисем.
Концерт программи анлӑ пулнӑ. Чи малтанах «Ентешсем» ансамбле асӑнас пулать — унӑн ӳнер ертӳҫи ҫак ялсемех, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ Стеклов В.Г. Ҫавӑн пекех ялта «Задоринки» ташӑ кружокӗ те ӗҫлет. Вӗсем матрёшкӑсен ташшине лартса пачӗҫ.
Ял тӑрӑхӗн сайчӗ куракансем уявпа кӑмӑллӑ пулни пирки пӗлтерет.
Элӗк районӗнчи Тури Хурасан ялӗнче пурӑнакан Надежда Афанасьева ялти клуба хӑй туприпе юсанӑ. Ун валли кинемейӗн ӗнепе пӑру та сутма, банкран кивҫен укҫа та илме тивнӗ. Юрать-ха, ачисем ватта ӑнланнӑ — чарман. Ӗҫне пуҫӑнсан ял ҫыннисем те пулӑшнӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ҫурт кинемейӗн аслашшӗпе асламӑшӗн пӳрчӗ пулнӑ. Унтах унӑн ашшӗ ҫуралнӑ. Аслашшӗне репрессиленӗ хыҫҫӑн ҫурт вырӑнти колхоза панӑ та клуба ҫавӑрнӑ. Ҫав ҫулсенче клубра концертсем те лартнӑ, ҫӗнӗ мӑшӑрсене те ҫырӑнтарнӑ. Самани улшӑнса кайнӑ хыҫҫӑн ҫурт никама та кирлӗ мар тӑрса юлнӑ. Унтанпа 14 ҫул иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра сӗтӗрмеллине сӗтӗрсе-ҫаратса пӗтернӗ. Йӑх-несӗлсен ҫурчӗ ҫапла япӑхса-юхӑнни Надежда Афанасьева чунне хытах хурлантарнӑ. Ҫавӑнпах вӑл ӑна юсас ӗҫе кӳлӗннӗ. Паян унта ял ҫыннисем пӗрле пухӑнса лараҫҫӗ.
Халӗ кинемее юсаса ҫӗнетнӗ ҫурт никам балансӗ ҫинче те марри кӑна пӑшӑрхантарать. Ял халӑхӗ пухӑннӑ каҫсенче ҫутта вӑл хӑй килӗнчен парса тӑрать.
Иртнӗ шӑматкун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ял клубӗнче паллӑ чӑваш юрӑҫин тата халӑх пултаурлӑхне пухнӑ Вдовина Ираида Григорьевнӑн 100 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ. Ҫак ялта вӑл шӑп та лӑп 1913 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Паллӑ юрӑҫа аса илме ҫак кун Кӗчкей ял клубне районти тӗрлӗ тӑрӑхри пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ — Кайри Шӗнерпуҫ, Макаҫкасси, Урхас Кушкӑ, Сӗнтӗрпуҫ, Ӗсмел культура ҫурчӗсенчисем, Астакасси ял вулавӑшӗнчен, Ҫичӗпӳрт ял клубӗ ҫумӗнчи «Кунер» фольклор ушкӑнӗнчисем тата ыттисем пулчӗҫ. Т.М. Чернышева тата Р.И. Васильева шӑрантарнӑ юрӑсем итлекенсен кӑмӑлне уйрӑмах тыткӑнларӗҫ — паллӑ юрӑҫпа пӗр тӑрахра ӳссе ҫитӗнни те туйӑнчӗ пуль.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче халӑх пултарулӑхӗн театрӗсен «Асамлӑ чаршав» фестиваль иртет. Ҫак кунсенче Сӗнтӗркасси клубӗнче спектакль кӑтартнӑ — культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем Н. Сидоровӑн «Кукша пуҫа куршанкӑ ҫыпӑҫмасть» хайлавне лартнӑ.
Вылякансен йышӗнче Ирина Пакрушова, Николай Белов, Александр Афанасьев, Ольга Тумандейкина тата Галина Филиппова пулнӑ. Курма пуҫтарӑннӑ халӑх вӗсен пултарулӑхне хапӑл йышӑннӑ — уйрӑмах камитле самантсем кӑмӑла кайнӑ.
Сӑнсем (24)
«Кӗтме пӗлекенсем — тӗлейлӗ», — текен каларӑш ваттисем ахальтен мар каланине Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни ялӑн ҫыннисем лайӑхах пӗлсе тӑраҫҫӗ. Нумай ҫул хушши вӗсем культура ҫуртне хута ярас куна кӗтсе пурӑннӑ. Ара ял халӑхне ӗҫсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн канмалли вырӑн та кирлӗ ӗнтӗ.
2013 ҫулта вара ӗмӗтленни пӗччекӗн пурнӑҫа та кӗме тытӑннӑ, 330 тӑваткал метр лаптӑклӑ тата 120 вырӑнлӑ культура ҫуртне хута ярас проекта республикӑри адресла инвестици программине кӗртнӗ пулнӑ. Ҫапла вара паянхи кунчченех кану учрежденине купалассипе хӗрӳллӗ, хастар ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшлӗ 20 миллион тенке ларакан клуба хута ярас ӗҫе 2013 ҫулта республика хыснинчен 3 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Унсӑр пуҫне Кукашни ял тӑрӑхӗн хыснинчен ҫак ӗҫ валли 112 пине яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тата унӑн ҫумӗ Татьяна Казакова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи культура учрежденийӗсенче пулнӑ. Чи малтанах вӗсем районти культурӑпа кану центрне ҫитсе курнӑ. Тепри вара — Питеркасси ялӗнчи Культура ҫуртӗнче. 1977 ҫулта хута янӑскер ҫак ҫулсенче самай япӑхса кайнӑ-мӗн. Ҫавна май вӑл вунӑ ҫула яхӑн хупӑнса ларнӑ. Пӗлтӗр вара ӑна юсама шут тытнӑ. Тӗплӗн юсама республика тата муниципалитет хыснисенчен укҫа уйӑрнӑ та самай ӗҫ ирттернӗ.
Кайран министрпа ҫумӗ Мӑн Этменти Культура ҫуртне ҫитнӗ. Кӑҫал ӑна ҫутӑ, сасӑ, видеопроекци тата ытти хатӗрпе тивӗҫтермелле иккен. Ҫавӑн пекех сцена ҫине тухмалли тумсем те уйӑрӗҫ. Ҫав мул валли тупрана вӑл республика хыснинчен тивӗҫнӗ. Ятарлӑ конкурс витӗр тухса. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ-мӗн.
Сӑнсем (30)
Елчӗк районӗнчи Пӗчӗк Таяпа ял тӑрӑхӗ яллӑ вырӑнсене компекслӑ тӑвас программӑна кӗрсе укҫа ҫӗнсе илессишӗн хастар хутшӑннӑ тесе пӗлтерет республикӑн Культура министерстви. Пӗчӗк Таяпари информаципе культура центрӗ Таяпа Энтри ялӗнчи клуба юсаса ҫӗнетме проект тӑратнӑ пулнӑ. Ӑна клуба юсама 753,6 пин тенкӗ уйӑрса пама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне вырӑнти хыснаран «кӗмӗл» уйӑрнӑ.
Халӗ юсав ӗҫне вӗҫленӗпе пӗрех: ҫивиттине тӗпрен юсанӑ, чӳречесене ылмаштарнӑ, клуб умӗ те ҫӗнелнӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн тата культура учрежденийӗсен ӗҫченӗсем пӗрле пулса шӑматкунлӑх йӗркеленӗ. Халӗ илем кӗртессипе ытти вак-тӗвек ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ-мӗн.
Паянхи куна «чӑвашлӑх» проблеми халӑхшӑн, республика правительствӑшӑн ҫивӗч тухса тӑмалла. Анчах хальлӗхе чан ҫапма васкакансем сахалрах-ха. Республика тӗп хулинче чӑвашлӑха упраса хӑварас шанӑҫ ҫукпа пӗрех. Чӑвашлӑхӑн «тымарӗ» вара кирек хӑш вӑхӑтра та ялтан пуҫланнӑ, ял ҫыннисенчен тытӑнса тӑнӑ. Анчах та пурӑна киле ял таврашӗнчи лару-тӑру та синкерленнӗ. Юрать-ха, хальлӗхе ялсенче чӑваш чӗлхипех калаҫаҫҫӗ. Анчах чӑвашлӑх вӑл вара чӗлхере кӑна палӑрмасть, наци культури те чӑвашлӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать.
Пӗр икӗ теҫӗтке каялла ялсенче чӑваш халӑх юррисене пӗлмен ҫын та пулман, чӑваш ташшине те ватти-вӗтти ура хуҫса ташланӑ. Халӗ вара ял ҫамрӑкӗ халӑх юррин пӗр ҫаврӑмне аса илсен — тура шӗкӗр. Мӗншӗн-ши вара чӑваш культури ялсенче «тӗксемленнӗ»? Мӗнпе вара ҫыхӑнӑ ку лару-тӑру?
Асӑннӑ ыйтусен хуравӗ вара — ялсенчи клубсене хупса пӗтернинче мар-и? Ялти ват кинемейсем те ҫакна ҫирӗплетеҫҫӗ. Тахҫан кашни ялтах хӑйне майлӑ пултаруллӑ юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем пулнӑ. Вӗсем ял клубне пуҫтарӑнса концертсем хатӗрленӗ. Ялти пултарулӑх ушкӑн юрӑ-ташшине хаваспах культура ҫуртне пынӑ вӗтшакӑрсем сӑнанӑ, ҫапла ҫӳресех ӗнтӗ чӑваш юрӑ-ташшине вӗренне те вӗсем.
Патне ҫитсен вӗсем епле калаҫма пуҫлассине пӗлместпӗр те, анчах хальлӗхе вара Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мӑн Пукаш ялӗнче пурӑнакан ҫамрӑк ҫемьесем пуҫлӑхсене ҫапла шантарнӑ иккен. Унта ҫӗнӗ клуб тӑвас ыйтупа РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Е.Н. Николаева, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Ф. Моисеев, Октябрьски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.А. Мясников пулнӑ. Тӗлпулӑва организацисемпе предприятисен ертӳҫисене, усламҫӑсене, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене тата вырӑнти халӑха пухнӑ иккен. Унта культура учрежденине тӑвассипе май килнӗ таран пурне те пулӑшма чӗнсе каланӑ.
Сӑнсем (7)
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать тесе ахальтен каламаҫҫӗ пуль ҫав. Хӑш чух лайӑхрах-тӑр, тепӗр чухне унчченхине ҫитмен пек те туйӑнать пулӗ. Йӗпреҫ район администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, асӑннӑ тӑрӑхри Смычка ялӗнчи клубра урӑх ҫынсем ӗҫлеме тытӑнни усса кӑна кайнӑ-мӗн. Улшӑну пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пулса иртнӗ. «А. Тимофеева опытне тата А. Михетова пӗлӗвне кура вырӑнти клуб ӗҫне ҫӗнӗрен чӗртсе яма килнӗ», — тесе хыпарланӑ район администрацийӗн сайтӗнче.
Культура учрежденийӗнче тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ-мӗн. «Малинки» ташӑ ушкӑнне 6-17 ҫулсенче хӗрачасем ҫӳреҫҫӗ, хӗрарӑмсем валли «Тантӑш» фольклор ансамблӗ йӗркеленӗ. Ҫу уйӑхӗнче смычкӑсем концертпа Патӑрьел районнех ҫитсе килнӗ. Ытти чух та тухса ҫӳреҫҫӗ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |