2023 ҫулта Чӑваш Енре виҫӗ автоклуб туянӗҫ.
Республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 1729 ял-хула, вӗсенчен 1720-шӗ — ялтисем. Ялсенче культурӑпа кану ҫурчӗсен шучӗ ҫулсерен чакса пырать. Паянхи куна илсен ун пеккисем — 668.
«Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗршывра автоклубсене аталантараҫҫӗ. Ӑна туянмалли конкурса хутшӑнса пирӗн республикӑри виҫӗ район ҫӗнтернӗ. Ҫав йышра — Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗ, Элӗк муниципалитет округӗ, Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗ.
Халӑх пултарулӑхӗн «Фестивальсен фестивалӗ - 2022» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.
Пӗрремӗш степеньлӗ лауреат ятне Йӗпреҫ районӗнчи Культура аталанӑвӗн центрӗ, Вӑрнар районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ тивӗҫнӗ.
Шупашкар районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗ — иккӗмӗш степеньлӗ лауреатсем.
Виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятне Элӗк районӗнчи Тӗп клуб тытӑмне, Канаш муниципалитет округӗн Тӗп клуб тытӑмне тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменне парас тенӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗнче ваттисемпе ачасен пурнӑҫне кӑсӑклӑ тума нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Унта чӑвашсен йӑли-йӗркипе, паллӑ ентешсемпе паллаштаракан мероприятисем те час-часах иртеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш тӗррин кунне хатӗрленеҫҫӗ.
«Рукодельница» (чӑв. Ал ӑсти) клуба ҫӳрекенсем, акӑ, Валентина Ильина ӗҫ инструкторӗ ертсе пынипе йӗп тирмелли япала ӑсталанӑ. Ахальскер мар, чӑваш тӗррипе илемлетнӗскер.
Ӑсталӑх лаҫҫине пухӑннисене Валентина Ильина чӑваш тӗрринчи кашни эреш пӗлтерӗшли тата мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Тӗрлес тесен тимлӗ пулмалла», – палӑртнӑ ӑсталӑх лаҫҫине хутшӑннӑ Людмила Крючкова пенсионер. «Ку илеме ҫынсене парнелеме аван», – хавхаланса ҫавӑркаланӑ хӑй ӑсталанӑ япалана «Ал ӑсти» клуб пайташӗ Ольга Романова.
Канаш районӗнчи Юмансар ялӗнче пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ клубра кӗтсе илӗҫ.
Культура ҫурчӗ икӗ хутлӑ. Пӗрремӗш хутӗнче 100 ҫын вырнаҫмалӑх концерт залӗ пӑхса хӑварнӑ. Иккӗмӗшӗнче библиотека тата ӳнер шкулӗн филиалӗ пулӗ. Ҫав филиалта музыка тата хореографи класӗсем ӗҫлӗҫ. Клубра вестибюль те, гардероб та пулӗ. Хуларинчен кая мар.
«Паян подрядчик графикпа килӗшӳллӗн ӗлкӗрсе пырать, ҫапах та туса ирттермелли самай», — тенӗ культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова. Вӑл каланӑ тарӑх, клуба ял ҫыннисем ал ӗҫӗпе аппаланма та пуҫтарӑнӗҫ.
Чӑваш чӗлхин «Хавал» клубӗн ҫуллахи уйлӑхне кӑҫал та йӗркелеме палӑртнӑ. Ӑна 12-мӗш ҫул ӗнтӗ пухаҫҫӗ. Уйлӑх Етӗрне районӗнчи «Сурские зори» кану базинче ӗҫлӗ.
Унта хутшӑнакансен кӑштах тӑкакланма тивӗ: пурӑннишӗн, апат-ҫимӗҫшӗн, чӗлхе урокӗсемшӗн. Шкул ачисене, студентсене тата пенсионерсене 20 процент йӳнӗрех тӳлеттерӗҫ, шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансемшӗн тӑкакланма тивмӗ.
Уйлӑх ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Алпарух (Александр) Блиновпа (унӑн телефон номерӗ — +79023285051, «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи страници кунта https://vk.com/alparuh, телеграмм-канал та пур https://t.me/alparuh), Мускаврисен Павел Нягинпа (телефон номерӗ — +79530158189, «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи страници кунта https://vk.com/el4ek) ҫыхӑнма пулать.
Чӑваш Енре культурӑри тата ӳнерти ҫӗнӗ йышши технологисене пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн грантне уйӑрса парӗҫ.
Укҫана Патӑрьелӗнчи клуб тытӑмне «Анатри чӑвашсен тӗпелӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме 100 пин тенкӗ парӗҫ; Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрне «Нумай енлӗ Чӑваш Ен» мода ART-фестивальне ирттерме — 200 пин тенкӗ; Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Чӑваш Енӗн литература маршручӗсем» проект валли — 200 пин тенкӗ, Вӑрмарти ача-пӑчан ӳнер шкулне «РемеслоKreatiff» арт-мастерской валли — 100 пин тенкӗ; «Акация» культура керменне «Пуҫарусен курупки. Ача-пӑча фольклорӗ. Килӗштерсе усӑллӑ ӗҫлекен территори» пӗчӗк халӑхсен фольклор фестивалӗ валли — 100 пин тенкӗ; Сӗнтӗрвӑрринчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Шӗнерпуҫпе паллаш» проекта пурнӑҫлама — 100 пин тенкӗ; Етӗрне районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Ҫӗнӗ ҫӗр хывакан: Аркадий Павлович Айдак» проект валли — 100 пин тенкӗ; Пӑрачкав районӗнчи тӗп клуб тытӑмне «Пӑрачкав парӑсӗсем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен регионсем хушшинчи М. Бочкарев ячӗллӗ фестиваль-конкурсне ирттерме —100 пин тенкӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» клуб малалла ӗҫлет. Тӑван литературӑна юратакансем, библиотекӑна ҫӳреме кӑмӑллакансем ҫӗнӗ ҫулхи пӗрремӗш тӗлпулура, 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче, Владислав Николаевӑн «Кӑшӑлвирус» кӗнекине тишкерме палӑртнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ.
Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ автор пьесӑсем те ҫырать.
Сӑмах май каласан, «Варкӑш» клуб хастарӗсен ҫак уйӑхри тӗлпулӑвӗнче Владимир Степанов ҫыравҫӑн «Хӗр пӗркенчӗкӗ» мистикӑлла калавне сӳтсе явнӑ (сӑнӳкерчӗкре).
Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ялӗнче ҫӗнӗ клуб хута ярӗҫ. Вӑл 150 вырӑнлӑх пулӗ. Ку ялта 300 яхӑн ҫын пурӑнать.
Культура ҫуртне кӗркунне уҫма палӑртнӑ. Ӑна хута ямашкӑн 33,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Клуб пӗр хутлӑ пулӗ. Унта фойе, ташӑ каҫӗ ирттермелли пӳлӗм, артистсен пӳлӗмӗ, кружоксем ирттермелли пӳлӗм, администратор пӳлӗмӗ вырнаҫӗҫ.
Килӗшӳ алӑ пуссанах подрядчик ӗҫе пуҫӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра никӗсне янӑ, тытӑнса тӑракан конструкцие тӑваҫҫӗ. Ӗҫ графикпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать
Паян Чӑваш Енри маттур ҫамрӑксене патшалӑх премийӗпе хавхалантарнӑ. 2020 ҫулшӑн ӑна 30 хӗрпе каччӑна панӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑш-пӗр тӗслӗхе уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ. Сӑмахран, Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи культура ҫуртӗнче культорганизаторта тӑрӑшакан Мария Петрова лара-тӑра пӗлмест. Вӑл ялти пурнӑҫ кӑсӑклӑ та хаваслӑ пултӑр тесе тӑрӑшать.
«Эпир тӑвакан ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем, ял клубӗсем каҫхине хупӑ тӑраҫҫӗ тенине муниципалитетсенче пулнӑ май час-часах илтетӗп. Ку вӑл йӗркеллӗ япала мар. Чӑваш Енӗн Культура министерствине культура ҫурчӗсене, ялти клубсене тытса тӑрассине ҫӗнӗлле йӗркелеме хушнӑччӗ», – тенӗ республика ертӳҫи.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Татмӑш ялӗнче клуб маччи йӑтӑнса аннӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра унта никам та пулман, ҫавӑнпа шар куракансем ҫук.
Клуб кивӗскер пулнӑ, ӑна 1958 ҫулта хута янӑ. Тепӗр 20 ҫултан юсанӑ. Халӗ ҫурт конструкцийӗ кивелнӗрен маччи чӑтайман, ишӗлсе аннӑ.
Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ялти клуба хупма сӗннӗ. Вӑхӑтлӑха вӑл пуҫламӑш шкул-ача пахчи пулнӑ спортзала куҫӗ. Халӗ вырӑнти тӳре-шара ҫӗнӗ клуб тумалли проекта хатӗрлемешкӗн республика хыснинчен укҫа уйӑрасса кӗтет, вӗсем заявка тӑратасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |