Паян ирхи 5 сехет те 36 минутра Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче кивӗ клуб ҫунса кайнӑ.
Пушара тепӗр сехетрен, 6 сехет те 20 минутра, сӳнтернӗ. Клуб питӗ кивӗ пулнӑ. Ӑна 1927 ҫулта хӑпартнӑ. Ку таранчченех кӑмака хутса ӑшӑтнӑ.
РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм иртнӗ ӗмӗрте йывӑҫран тунӑ клуба кӗле ҫавӑрнӑ. Пушар мӗншӗн тухнине халӗ тӗпчеҫҫӗ.
Чылай ялта пулма тӳр килет. Шел те, нумайӑшӗнче клубсем хупӑнаҫҫӗ. Сӑлтавӗ пӗрре – ӑна тытса тӑмашкӑн хыснара укҫа ҫук. Ял халӑхӗ куншӑн пӑшӑрханать-и? Тен, аслӑ ӳсӗмрисем кулянаҫҫӗ пуль, ҫамрӑккисем вара — пачах ҫук. Вӗсем тахҫанах клуба тухма пӑрахнӑ ӗнтӗ, телефон, компьютер ӑшне путнӑ.
Ҫапах, манӑн шухӑшпа, ялта клуб пулмаллах. Вӑл — культура вучахӗ. Халӑхӑн пӗрле пухӑнмалла, концерт курмалла-ҫке-ха. Тепӗр енчен, ялта клуб пулсан та ҫынсем унта тухмаҫҫӗ. Концерт лартаҫҫӗ-и, спектакль килет-и — ҫын сахал пухӑнать. Пурин те килте телевизор пур-ҫке-ха. Кунашкал ӳкерчӗке чылай ялта курма пулать. Хӑш-пӗр ялта вара халӑх питӗ хастар.
Пирӗн ялта клуб пур. Пысӑк вӑл. Пӗлтӗр ӑна юсарӗҫ, сӑрларӗҫ, пластик чӳречесем лартрӗҫ. Йӑлтӑртатса кӑна ларать ял варринче. Шел те, аппаратура хальлӗхе туянса памарӗҫ. Вӑл вара питӗ кирлӗ. Унсӑрӑн ҫынсем пӗрле пухӑнсан юрласа ташлаймӗҫ.
Культура тенӗрен. Клуба юсаман чухне вӑл питӗ япӑх лару-тӑрураччӗ. Алӑкӗ те йӗркеллӗ питӗрӗнместчӗ. Вӑл ун чухне ӗҫкӗҫсен «йӑвиччӗ». Канмалли кун-и, уяв-и — килсе ларатчӗҫ ялти ӗҫкеҫсӗм.
Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик клубӗнче авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Ӗмӗр пӗрле пурнар-и?!» ятпа пысӑк концерт иртнӗ. Вӑл тӑрӑхри Ю. Железнова пӗлтернӗ тӑрӑх, «кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ халӑх ялти клуба васканӑ».
Концерта Мӑн Токшикри халӑх ятне тивӗҫнӗ «Тӑванлӑх» фольклор тата Тойкилтӗри «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗсем йӗркеленӗ. Программӑна «Тӑванлӑх» фольклор ушкӑнӗ пуҫланӑ. Малалла концерта «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗ тӑснӑ. Вӑл хӑйӗн программине «Чунӑмри чечек» ятпа йӗркеленӗ, ку ушкӑн репертуарӗнчи юрӑсем ытларах юрату ҫинчен пулнӑ.
Куракансен кашни юрӑҫа тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ. Юрӑҫсем вӗсене «телей, ӑнӑҫу, юрату, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул» суннӑ.
Уяв каҫне ертсе пыракан Ю. Евстафьева ертсе пынӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ял клубӗнче Шелттем ял тӑрӑхӗн «Астӑвӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. 1941-1945-мӗш ҫулсенче пынӑ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине Шелттем тӑрӑхӗнчен 539 ҫын хутшӑннӑ тесе хыпарлать вӑл тӑрӑхри Т.В. Иванова.
Ентешсен ячӗсене, вӗсен паттӑрлӑхне асра хӑварас тӗллевпе Н.Г. Николаев пуҫарнипе «Астӑвӑм» кӗнеке шӑпах Аслӑ ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн кун ҫути курнӑ. Вӑрҫӑра пуҫ хунӑ, ҫӗнтерӳшӗн кӗрешнӗ паттӑр ентешсен сӑнӳкерчӗкӗсене пуҫтарса асӑну стенчӗ тӑвас ӗҫре Шелттем шкулӗнче учительте чылай ҫул тӑрӑшнӑ Маркел Ерицов тӳпи пысӑк-мӗн. «Вӑл пуҫарнӑ ӗҫе малалла тӑсса ҫакӑн пек хаклӑ кӗнеке халӑх патне ҫитрӗ», — ырлать ӑна маларах асӑннӑ Т.В. Иванова.
Кӗнеке пӗлтерӗшӗ ҫинчен Шелттем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Г. Николаев, Н.Н. Воронцова, М.П. Ендеров ӗҫ ветеранӗсем, ыттисем ыррине самай каланӑ.
Вӑрҫӑ, тыл, ӗҫ ветеранӗсене «Астӑвӑм» кӗнеке парнеленӗ.
Кӗнеке 500 экземплярпа пичетленнӗ, сӑнӳкерчӗксемпе, статьясемпе пуян, 316 страницӑран тӑрать.
Республикӑра Культура пулӑмӗсен марафонӗ иртнӗ май паян Красноармейскинче "Ай, юрлар-и юррине" ятпа черетлӗ мероприяти иртет. Унччен вӑл Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче пулнӑ.
"Ай, юрлар-и юррине" проект - "Уяв" халӑх фольклор ансамблӗн фолк-шоувӗ. Ку проект Чӑван Ен Элтеперӗн гранчӗшӗн иртнӗ конкурсра ҫӗннӗ.
Пӑрачкаври фолк-шоуна ача ҫуртӗнче пурӑнакансемпе унта ӗҫлекенсем кӑна мар, Пӑрачкавра пурӑнакансем те пухӑннӑ. Шупашкарти Клубсен тӗп тытӑмӗн ("Уяв" ансамбль асӑннӑ тытӑмра шутланать, ӑна РФ тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ерсте пырать) методисчӗ Екатерина Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта фольклор ансамблӗн 30 ҫулхине халалланӑ.
Куракансене "Уяв" ансамбль тата унӑн "пепки" "Юрай чечекӗ" ансамбль, Л. Шиманская ячӗллӗ классика ташшин халӑх ансамблӗ (ертӳҫи - Мария Антонова) тӑван халӑхӑмӑрӑн наци пуянлӑхӗпе, ҫав шутра ҫипуҫпа татат йла-йӗркепе, паллаштарнӑ.
Куславкка районӗнче ялти Культура ҫурчӗсене тӗрӗсленӗ. Вӗсене Куславккари Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ пуҫлӑхӗ Лариса Краснова хакланӑ. клуб учрежденийӗсене вӑл «тӗрӗслес тата методика тӗлӗшпе канаш» тесе ҫитсе ҫаврӑннӑ.
Ялсенчи клубсенче тӗрлӗрен ӗҫлекенсем пур. Пӗрисем ӗҫ вырӑнне йӗркеллӗ тытмаҫҫӗ-мӗн. Таса мар тесе Лариса Краснован асӑрхаттарӑвне Аманикри клуб ӗҫченӗн ят илтме тивнӗ. Асӑннӑ районти Елчӗкри культура ҫурчӗн вара ҫырса хуни япӑхса кайнӑ. Тӗрӗслевпе ҫула тухнӑ пуҫлӑх ҫавна яваплисене ҫӗнетме хушса хӑварнӑ. Криуш тата Мӑрсакасси ял клубӗсенче вара вӑл тасалӑх хуҫаланнине асӑрханӑ май ҫавна уйрӑммӑн палӑртнӑ. Вӗсенче ҫӗнӗ стендсем ҫакӑнса тӑни те пуҫлӑхӑн кӑмӑлне кайнӑ, ӑна тӗслӗх вырӑнне те усӑ курма пулать.
Клуб пулсан ял пурӑнать тесе шухӑшлать Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов. Паян вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче пулнӑ май унти культура ӗҫченӗсемпе, клубра тата вулавӑшра тӑрӑшакансемпе курнӑҫнӑ. Министрпа ирттернӗ тӗлпулӑва районти тӳре-шара та хутшӑннӑ: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков тата унӑн ҫумӗ — вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Волчкова хутшӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи культура ӗҫченӗсем тата библиотекарьсем пирки вӗсем пуҫаруллӑ, районпа республикӑра иртекен пур мероприятие те хутшӑнаҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Вадим Ефимов ҫитес ҫул унти Михайловкӑра ҫӗнӗ клуб тӑвассине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри районсенче алла яхӑн клуб тӑвасине пӗлтернӗ май ялта клуб пӗлтерӗшне пысӑка хурса палӑртнӑ.
Сӑнсем (8)
Куславкка районӗнчи Кунер клубӗнче ҫуллахи каникулта ачасемпе ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем шӑпӑрлансене экологи культурипе ҫывӑхрах паллаштарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ.
Акӑ нумаях пулмасть Кунер клубӗнче экологи куравӗ йӗркеленӗ. Ӳкерчӗксене ҫутҫанталӑка упрама вӗрентес темӑпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӗсене ачасем хатӗрленӗ.
«Ҫутҫанталӑка упрӑр» курава хутшӑннӑ ӳкерчӗксем кашни хӑйне евӗр илемлӗ пулнӑ. Курав ачасене аталанма пулӑшать. Вӗсен хаклавӗ те ӳсет.
Куравра Даша Карасева, Катя Смолева, Кирилл Кузьмин, Гена Кашаев тата Антонпа Кирилл Черновсем темӑна уҫса пама пултарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Малти Ункӑпуҫ ялӗнче пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра чылай ҫӗрте клубсем хупӑннӑ чухне вӗсем патӗнче ҫӗнни ҫӗкленсе ларнӑ.
Ҫӗнӗ клуб уяв ирттермелли уҫланкӑра вырнаҫнӑ-мӗн. Ҫӗнӗскер 80 вырӑнлӑ пулӗ. Унта, паллах, сцена та, артистсен пӳлӗмӗ те пур.
Вячеслав Семенов бригадир клуб сваисене пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче лартнине пӗлтернӗ. Халӗ мачча, урай сармалла, алӑксем лартмалла-мӗн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӗп строительство ӗҫӗсене тепӗр эрнерен вӗҫлесшӗн.
Ялти ҫӗнӗ клубпа юнашарах — ҫуллахи сцена, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене халалласа лартнӑ палӑк, спорт лапамӗ.
Малтиункӑпуҫсем ҫӗнӗ культура ҫурчӗ ҫӗкленнине ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ.
Сӑнсем (7)
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче культура ӗҫченӗсен уявӗ пулчӗ. Республикӑн Культура министерстви вара ялсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата пултаруллӑ ӗҫченсене суйламалли конкурса пӗтӗмлетнине пӗлтерет.
Конкурса Чӑваш Енри 18 районтан 48 заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 29-шӗ культура учрежденийӗсенчен, 19-шӗ культура ӗҫченӗнчен.
Тӳресем чи маттуррисене суйласа илни пирки пӗлтереҫҫӗ. Республикӑри «Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗ» ята Куславкка районӗнчи Кӗтеснерти, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилти, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти клубсем тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх вулавӑш» ята Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакассинчи тата Етӗрне районӗнчи Пушкӑртри вулавӑшсене панӑ. «Чи лайӑх культура ӗҫченӗ» ята вара 12 ҫын илнӗ. Вӗсен хушшичне, сӑмахран, Пӑрачкав районӗнчи Лариса Карташова библиотекарь, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Надежда Керимова, Элӗк районӗнчи Ураскилтри Альбина Козлова библиотекарь тата ыттисем пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |