Паян, Тани Юн ҫуралнӑ кунӗнче, кино ӳкерес ӗҫре тӑрмашакан хастарсем пӗрремӗш чӑваш киноактрисине асӑнма унӑн вил тӑпри ҫине кайса килчӗҫ.
Ушкӑнра «Сӑвар ТВ» ертӳҫи, Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Ультиар Цыпленков, унӑн ҫумӗ Илтимер Ефремов, «Аксар» студи ертӳҫи Алексей Иванов-Сӗрмек, «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Надежда Смирнова, Тани Юн тӑванӗ Березкина Светлана Ивановна, продюссер тата режиссер Юрий Спиридонов, Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнчи режиссер Владимир Синяев пулчӗҫ.
Паллӑ актрисӑна ҫӑкӑр-тӑварпа асӑнчӗҫ, унӑн пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫне асаилчӗҫ. «Пухӑннӑ ушкӑнра Шупашкарти пӗр-пӗр урама Тани Юн ятне памалли пирки шухӑш та пулчӗ», — пӗлтерет Илтимер Ефремов. Светлана Березкина Тани Юн вӗсен килӗнче мӗнле пурӑнни пирки, паллӑ артисткӑн пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхӗсем ҫинчен аса илсе каласа пачӗ. Асӑну мероприятийӗ хӗрлӗ тата сарӑ кӗл чечексем хунипе вӗҫленчӗ.
Тани Юн пулас паллӑ актриса 1903 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. Пирӗнтен вӑл 1977 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Ӑна Шупашкарти Карачура патӗнчи ҫӑвара пытарнӑ.
«Элӗк районӗнчи Карачурари социаллӑ культура центрӗнче пултаруллӑ ҫынсен коллективӗ ӗҫлет. Вӗсене ӗмӗт-тӗллеве пурнӑҫласа пыма тивӗҫлӗ услови кирлӗ», — тесе шухӑшлать Элӗк район хаҫачӗ. Курмалли залра ҫавна май йӗрке тӑвас енӗпе ӗҫ анлӑ сарӑлнӑ иккен.
Сценӑпа фойене хитрелетнӗ те-мӗн. Культура ӗҫченӗсен тата вырӑнти ҫынсен: Л. Онуфриева, И. Онуфриев, Э.Ефремов, С. Алексеев, Г. Матвеев, Ю. Иванов, Д. Петров — вӑйӗпе зал стенине капӑрлатнӑ.
«Пирӗн культура ҫуртне чылай ҫул юсаманччӗ. Халӗ, май пур чухне, ку енӗпе ӗҫлес терӗмӗр. Л. Онуфриева тӑрӑшнипе сцена кармалли, баннер тата ытти материал турттарса килнӗ. Умра — пысӑк ӗҫсем: ҫивитти юсамалла, электрохатӗрсене улӑштармалла», — теҫҫӗ пулать ял ҫыннисем.
Карачурасем культура учрежденине юсассишӗн тӑрӑшакансене тав тӑваҫҫӗ тесе ӗнентерет район хаҫачӗ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти Ехремкасси ял тӑрӑхӗ, «Авангард» хуҫалӑх та пулӑшу кӳрессе шанаҫҫӗ иккен.
Элӗк районӗнче «Таса ял сантан пуҫланать» акци иртет. Вӑл ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче тытӑннӑ. Ӑҫта тата кам мӗн чухлӗ пухнине раштавӑн 20-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Акцие хутшӑнакансем — вӗсем шкул ачисем — макулатура пухаҫҫӗ. Хальлӗхе Шуркасси Юнтапари шкул малта пырать. Унта ҫӳрекенсем 3 тонна пухнӑ. Чӑваш Сурӑм шкулӗнче вӗренекенсем 946 килограма ҫитернӗ, Йӑлкӑшра — 597 кг, Тавӑтра — 250 кг, Карачурара — 100 кг, Шӗмшевӗшре — 97 кг, Утаркассинче — 85 кг, Вутланта — 70 кг.
Уйрӑм ачасене илсен, Шуркасси Юнтапари Михаил Спиридонов 400 киг кивӗ хут пухнӑ, Йӑлкӑшри Евгений Свистков — 180 кг, Карачурари Станислав Медведев — 70 кг, Тавӑтри Екатерина Никифорова тата Александр Петров — 50-шар кг.
Акци пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх чи ӳркенмен 20 ачана Шупашкара экскурсине кайса кӑтартӗҫ.
Кӗҫӗр, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчен Шупашкар енне каякан ҫула хупӗҫ.
«Шупашкар–Сурски» автоҫул ҫинчен Шупашкара Лапсар енчен кӗме 23 сехетре чарса лартӗҫ. Анчах яланлӑха мар. Ыран ирхи 4 сехетчен.
Ҫула вӑхӑтлӑха хупни унти чукун ҫул ҫинчи шпалӑсене ылмаштарнипе ҫыхӑннӑ.
Лапсар патӗнче ҫула вӑхӑтлӑха хупни республикӑн тӗп хулине ҫав вӑхӑтра лекеймессине пӗлтермест. М-7 «Атӑл» ҫулпа Хыркасси патне ҫитсе унтан та пӑрӑнма пулать. Е тата Кӳкеҫ енне каякан ҫул ҫинчен пӑрӑнса кӗме май пур. Кунсӑр пуҫне Карачура патӗнчен пӑрӑнсан та Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамне хӑвӑрт лекейӗн.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи каҫ тӗлне Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗнче 4600 кубла метр йывӑҫ сиенленнӗ. Ку тӑкак 4 миллион та 830 пин тенкӗпе танлашать.
Пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунӑран республикӑри тӑватӑ вӑрман хуҫалӑхӗ сиенленнӗ: Сӗнтӗрвӑрри, Сӑнав, Шупашкар, Етӗрне вӑрман хуҫалӑхӗ. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче — Турханкасси тата Сӗнтӗрвӑрри вӑрманӗсем, Сӑнав тӑрӑхӗнче Сурӑм, Ильинка, Карачура вӑрманӗсем электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Халӗ ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин учрежденийӗсем ҫак лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Электролини районсене тухакан прачаксене пӑрланнӑ, ӳкнӗ туратсенчен тасатаҫҫӗ.
Атӑл леш енче те лару-тӑру кӑткӑс. Унти электролинисем ытларах вӑрмансем витӗр тухаҫҫӗ. Япӑх ҫанталӑка пула 4 ялта электричество пулман. «Чӑваш Ен» санатори, Октябрьски, Первомайски, Ҫурҫӗр поселокӗсенче электричество пулманнисӗр пуҫне шывпа тивӗҫтересси те япӑх ӗҫленӗ.
Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Д.И. Захаров иртнӗ ҫулта ӗҫлени пирки ял халӑхне каласа кӑтартнӑ. Пуху «Чӑвашавтодор» предприятин Карачурари уйрӑмӗн столовӑйӗнче иртнӗ.
Пухӑва районта ӗҫлекенсем — Пенси фончӗн Управленийӗн пуҫлӑхӗ А.М. Исаева (вӑл Шупашкар район пуҫлӑхӗ те шутлать) Федерацин налук службин районсем хушшинчи 5-мӗш инспекцийӗн вырӑна тухса тӗрӗслекен пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ С.Г. Башмаков тата ыттисем — пырса ҫитнӗ. А.М. Исаева пенси законодательствинчи ҫӗнӗлӗхсем пирки каласа кӑтартнӑ, хӗрарӑмсен республикӑри канашӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.
Пухура ыйтусем те пулнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене тӗплӗн ӑнлантарса панӑ.
Паян, юпан 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче чӗретлӗ ҫул-йӗр инкеке сиксе тухнӑ. Республикӑри ШӖМ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх М-7 трассӑн федераллӑ лаптӑкӗнче 4 фурӑпа кроссовер пӗр-пӗрин ҫине тӑрӑннӑ. Хӑрушлӑ инкек пӗр урапаҫӑ пурнӑҫне татнӑ.
Ҫул-йӗр инкеке 9:30 сехетсенче Лапсарпа Мӑн Карачура ялӗсем хушшинче сиксе тухнӑ. Водительсем каласа панӑ тӑрӑх, 2 фура Карачура еннелле ҫулпа пынӑ, вӗсем хыҫҫӑн Suzuki Grand Vitara маркӑллӑ машина пынӑ, ун хыҫҫӑнах тепӗр фура пынӑ. Темле самантра ҫул ҫинче чӑрмавсем сиксе тухнипе урапасем хӑйсен хӑвӑртлӑхне чакарнӑ, вӗсен шутӗнче хайхи 3 фурӑпа иномарка та пулнӑ, юлашки фурӑн водителӗ вара хӑйӗн «тимӗр лашине» чарайман. Пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӑл кроссовер ҫине кӗрсе кайса урапана лапчӑтса лартнӑ. Хытӑ ҫапӑннине пула кроссовер малта пыракан фура айне кӗрсе кайнӑ.
Иномарка водителӗ инкек тухнӑ вырӑнтах вилсе кайнӑ. Аварийе пула трасса ҫинче тата тепӗр пысӑк пӑкӑ йӗркеленнӗ. Урапасен ҫӳревне йӗркелеме ДПС хушма вӑйӗсене хутшӑнтарнӑ.
М7 ҫул Шупашкара кӗмесӗр иртсе каять пулин те хальхи ҫавра ҫул паянхи пурнӑҫа тивӗҫтерменни куҫ кӗрет — ӑна тепӗр хут ҫавӑрса ярасшӑн, урапасене Карачура, Ҫӗнӗ Лапсар, Кӳкеҫ витӗр чуптарасшӑн мар.
Нумай пулмасть ҫак ҫавра ҫулӑн ҫӗнӗ вариантне Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче сӳтсе явнӑ иккен. Ҫӗнӗ ҫул Ишлей пӑрӑнчӑкӗнче пуҫланать те вӑрман витӗр иртсе сад пахчисен пӗрлӗхне килсе тухать (Карачура ҫывӑхӗнче сад пахчисем нумай — шӑп ҫавсем витӗр иртмелле ун). Малалла ҫул Йӑршу ялӗ ҫумӗпе (кунта Карачура вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрманне касасшӑн курӑнать; ҫывӑхра кӳлӗсем пуррине те манмалла мар) иртсе Лапсар ял тӑрӑхӗн ҫӗрӗсем ҫине тухать. Ҫул Ассакасси ялӗнчен кӑнтӑр енӗпе (Асса пӗвинчен аяларах кӗпер тума палӑртнӑ), «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкӗ хушшипе иртмелле. Малалла ҫул Ҫӗньял енне каймалла, унтан вара уйсем тӑрӑх Толиккассине ҫавӑрса илсе Апаш патнелле тухмалла. Ку тӑрӑхра тарӑн ҫырма-ҫатра сахал маррине шута илсен пӗтӗмпе 7 кӗпер таранах тума палӑртнӑ.
ЮПА | 02 |
Шупашкар район сучӗ Шупашкарта пурӑнакан 41-ри усламҫа тата унпа каварлашнӑ 23-ри Мари Эл ҫамрӑкне 25 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑну кӑларнӑ.
Шупашкар район прокуратуринчен пӗлтернӗ тӑрӑх, преступление вӗсем тепӗр икӗ ҫынна та явӑҫтарнӑ. Карачурари «Нива» коллективлӑ садри ҫичӗ дачӑна ухтарнӑ — ал айне лекнӗ пӗтӗм тимӗр-тӑмӑра автомашинӑна вӑркӑнтарнӑ. Ҫак хушӑра йӗркелӗх хуралҫисем пырса тухасса кӗтмен ҫав вӗсем. Вӗсене асӑрхасанах ют пурлӑха каялла пушатма тытӑннӑ. Йӗркелӗх хуралҫисем иккӗн кӑна, тата вӗсенчен пӗри хӗрарӑм пулнине асӑрхасан тарма хӑтланнӑ. Шупашкар район ШӖПӗн вӑхӑтра килсе ҫитнӗ орперушкӑнӗ вӗсен ҫулне пӳлнӗ, вӑрӑсем ҫакланнӑ.
Ҫапла, юлашки вӑхӑтра ҫак сӑнсен галерейи самай паянланчӗ! Тин кӑна пулнӑ чунҫӳревренех 2 пине яхӑн сӑнӳкерчӗк килчӗ. Унсӑр пуҫне нумай пулмасть Мирон Толи унта 1951 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче сӑн галерейи Шупашкар районӗнчи ял сӑнӗсемпе тулчӗ: Карачура, Йӑршу, Атайкасси, Янту, Явӑш, Качакасси, Яранкасси, Кивпулӑх.
Ҫак сайтӑн тӗп тивӗҫӗ — чӑваш культурипе паллаштарасси. Культура шутне ял сӑнӗсем те кӗреҫҫӗ. Сӑнаса пӑхӑр-ха тӗрлӗ тӑрӑхри ялсене. Пӗрисем пуян, теприсем — чухӑн. Ҫавна кӑатртма йӗркеленӗ те ӗнтӗ ҫак галерейӑна. КУнта ытларах пайӗпе ӗнтӗ Чӑваш Енӗн тури ялӗсене кӑтартнӑ: Шупашкар районӗ (68 ял), Красноармейски районӗ (34 ял), Ҫӗрпӳ районӗ (23 ял), Муркаш районӗ (17 ял), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (16 ял). Ҫитес вӑхӑтра Ҫӗрпӳпе Сӗнтервӑрри ялӗсемпе пуянланмалла — кӑҫал ирттернӗ Октябрьски-Ҫӗрпӳ ҫулҫӳревре тунӑ сӑнсем кӗрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |