Ҫурла уйӑхӗн 10-17-мӗшӗсенче Шупашкарта кӑҫӑл та сӑра фестивалӗ иртӗ. «Зелёное золото России» (чӑв. Раҫҫейӗн симӗҫ ылтӑнӗ)) пӗтӗм Раҫҫейри фествиале Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче йӗркелӗҫ.
Мероприяти программи икӗ пайран тӑрӗ. Ӗҫлӗ пай ҫавра сӗтелсенчен, экскурсисенчен тӑрӗ. Куракансем валли йӗркеленӗ пай заовдсен продукцийӗпе, шеф-поварсен тутлӑ апат-ҫимӗҫӗпе фермерсен таварӗпе хӑналанма май парӗ. Фестивале Ярославль, Чулхула, Мускав тата Питӗр хулисенчи коллективсем те килӗҫ. Ҫав шутра «Отпетые мошенники» ушкӑн та. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче сцена ҫине тухӗ.
Ҫак уйӑхран Шупашкартан Минеральные Воды хулине самолётсем эрнере икӗ хутчен вӗҫме тытӑннӑ.
Аса илтерер: маршрут хыснаран субсидилекеннисен шутне лекнӗрен билетсем ытлашши хаклӑ мар. Пирӗн тӑрӑха Кавказпа сывлӑш ҫулӗпе ҫыхӑнтараканни – «Азимут» авиакомпани.
Хальхи вӑхӑтра самолётсем Шупашкартан Минеральные Воды хулине тата Минеральные Воды хулинчен Шупашкара эрнере икӗ хутчен: тунтикунпа шӑматкунсерен – вӗҫеҫҫӗ. Самолётсем ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗччен ҫула илсе тухӗҫ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри хулине туристсем теплоходпа килсе ҫитнӗ. Ку хыпара республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Сӑмахне вӑл сӑнӳкерчӗкпе ҫирӗплетсе панӑ.
Министр хыпарланӑ тӑрӑх, туристсемлӗ теплоход асӑннӑ хулана юлашки пилӗк ҫулта пуҫласа пырса чарӑннӑ.
«Кӑҫалхи навигаци вӑхӑтӗнче ку хулана 11 теплоходран кая мар килсе каясса шанатпӑр. Ӳлӗмрен ку цифрӑна виҫӗ хут ӳстерес килет», — уҫӑмлатнӑ министр хӑйӗн ӗмӗт-шухӑшне.
Дмитрий Краснов Сӗнтӗрвӑррине илемлетсе хӑтлӑлатассипе ӗҫленине палӑртнӑ май кӑлтӑксем пуррине те йышӑннӑ, вӗсене пӗтерсе пыма шантарнӑ.
Шупашкарти яхта клубӗ патӗнче шывра ишсе ҫӳрекен хӑна ҫурчӗсене илсе пырса вырнаҫтарнӑ. Атӑл юханшывӗ ҫине вырнаҫтарнӑ ҫав ҫуртсене хаклама республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ.
«Шыв ҫинчи хӑна ҫурчӗсем республикӑра кирлӗ пулас пирки иккӗленместӗп. Ку ен аталанма пуҫлать ҫеҫ-ха. Хаусботсем пурри туристсене илӗртӗ, Чӑваш Енри ҫӗнӗ шыв маршручӗсене тӗпчеме пулӑшӗ», — тенӗ Олег Николаев.
Шыври хӑна ҫурчӗсене кирек кам та кайса курма пултарать.
Хаусбот-ҫуртсене Ҫӗмӗрлери ятарлӑ завочӗ туса кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫӗнӗ йышши продукцие туянас кӑмӑллисем халех пур иккен. Вӗсемпе пуричнен ытла Тутарстанпа Пушкӑртстанра кӑсӑкланаҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, вырӑс халӑхӗн аслӑ поэчӗ Александр Пушкин ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитнӗ кун, Чӑваш патшалӑх академи драма театрне экскурсине килнӗ хӑнасене Александр Сергеевич кӗтсе илнӗ.
Вӑл 1833 ҫулта Шупашкара килсе курни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑвашӑн мухтавлӑ ывӑлӗпе Никита Бичуринпа туслӑ пулнине пӗлтернӗ. «Сӑмахран, ҫак самант «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакльте те пур», – хыпарлать театрӑн пресс-служби.
«Сирӗн те театрпа ҫӗнӗ, ахаль чухне курман енчен паллашас килет пулсан, кашни тунтикун 18:30 сехетре театрта экскурсисем иртеҫҫӗ», — пӗлтереҫҫӗ театрта.
Патӑрьел тӑрӑхӗнче «Тургай» кану вырӑнӗ йӗркелесшӗн.
«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ, Шӑнкӑртам тӑрӑхӗнчи Пазюковсем туристсем валли хӑтлӑ, илемлӗ кану вырӑнӗ тӑваҫҫӗ. Ҫӗр каҫма юлас текенсем валли виҫӗ кӗтеслӗ хӑна ҫурчӗсем хатӗр-мӗн.
Унта пӗве чавнӑ, ҫавӑнта тӗрлӗ пулӑ ӗрчетеҫҫӗ. Тавралӑза илемлетме панулми йывӑҫҫи, чӑрӑш лартса хӑварнӑ. Чӗрчунсен кӗтесне те йӗркелӗҫ. Унта фазансемпе турткӑшсем, кроликсем усрӗҫ.
Пазюковсен лаша та пур. Вӗсемпе ҫынсем сӑн ӳкеренессе шанаҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланӗ.
Шыва кӗме юратакансем валли официаллӑ 9 пляж хатӗрленӗ. Унта ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсем пулӗҫ.
Ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсене шансан та хамӑрӑн та асӑрхануллӑ пулмалла.
Ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен,«Валдайсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Шыв ҫийӗн хӑвӑрт ҫӳрекен ҫав карапсем кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, Шупашкартан Хусана тата Свияжска хутлӗҫ. Вӗсем кашни кунах ирхи 8 сехетре ҫула тухӗҫ. Каялла килме Хусантан 16 сехетре хускалӗҫ, Свияжскран – 16 сехет те 30 минутра.
Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма пулать. Аслисен билет хакӗ — 680 тенкӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасен — 340 тенкӗ.
Ҫу уйӑхӗнчи уявсен тӗлӗнче Шупашкара Раҫҫей чемпионки Аделия Петросян килнӗ.
Хӗр Этери Тутберидзе командин турне хутшӑннӑ май пирӗн республикӑна килсе ҫитнӗ. Шоуна хутшӑнма килнӗскер хулапа паллашнӑ, кунти паллӑ вырӑнсемпе киленннӗ.
Хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмӗпе фигуристка халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче паллаштарнӑ: «Шупашкар – хӑтлӑ та стильлӗ хула. Кунта урамсене тӗрлӗ вак-тӗвек илемлетет».
Чӑваш Енре туристсем йышлӑ килсе ҫӳренине кура номе фондне пысӑклатса пыраҫҫӗ. Кӑҫалхи карлач-нарӑс уйӑхӗсенче хӑна ҫурчӗсенче чарӑннӑ туристсен шучӗ пӗтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи икӗ уйӑхринчен 28 процент ӳснӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экотруизм валли ҫӗнӗ вырӑнсене кӑҫал Шупашкар, Улатӑр, Куславкка, Красноармейски тата Канаш муниципаллӑ округӗсенче уҫма палӑртнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхсенче 235 номерӗ 165 ҫурт туса лартмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |