Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кану

Нумаях пулмасть суд приставӗсем Турцие канма каякансемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫу вырӑнне Шупашкарти аэропорта суйласа илнӗ.

Мӗн шухӑшпа тӗл пулнӑ-ши тетӗр-и? Ӗҫпе паллах. Чикӗ леш енне канма тухса каякансен парӑмсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме. Ара, парӑмлисене тытса чарма саккун ирӗк парать мар-и? Чӑн та, парӑмлисем тупӑннӑ. Хӑшӗсен Пенси фондне тӳлевсем пухӑнса кайнӑ иккен, хӑшӗсен — налукпа. Палӑртса хунӑ канӑва пӑсас мар тесе вӗсем парӑма аэропортрах тӳлесе татнӑ.

 

Суд приставӗсем пӗр хӗрарӑма нумаях пулмасть Хура тинӗс хӗррине кайма (ҫапла-ҫапла) путевка илме пулӑшнӑ. «Ӗҫтешне-тӗр ӗнтӗ», — шухӑшлӗҫ, тен, хӑшӗсем. Ҫук ҫав. Ҫывӑх вӑхӑтра курорта кайма хатӗрленекен Канаш хӗрарӑмӗ суд приставӗсен тытӑмӗпе нихӑш енчен те ҫыхӑнман.

Саккунпа килӗшӳллӗн ҫав хӗрарӑмӑн ӳпке чирне сиплеме санаторине кайма путевка илме ирӗк пулнӑ. Социаллӑ страховани фончӗ хаклӑ хутпа тивӗҫтерессе кӗтсе халтан кайнӑскер пӗринче суда тавӑҫпа тухнӑ. Канаш район сучӗ хӗрарӑм хутне кӗрсе тивӗҫлӗ йышӑну тунӑ. Тӳре кӑларнӑ йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртме вара приставсем пулӑшнӑ — социаллӑ страховани фончӗ хӗрарӑма путевкӑпа тивӗҫтернӗ.

 

Улатӑрта 2013 ҫул тӗлне Сӑр хӗрринче хула валли нумай функциллӗ ҫӗнӗ кану вырӑнне туса лартӗҫ. Унта спорт площадкисем, пляж, хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнма май паракан база пулӗ. Кӑҫал ҫак кану вырӑнне кӗрекен пляжа тума пултаракансене шыраса тупма конкурс пуҫарса янӑ. Пляжа тума 400 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Кану вырӑнӗн проектне Шупашкарти «Проект – мастер» ТМЯО хатӗрленӗ. Проекта хальхи вӑхӑтра Сӑр урлӑ хывакан кӗперӗн сылтӑм енче тума палӑртнӑ. Ун пӗтӗмӗшле хакӗ 41 млн. тенкӗпе танлашать.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, [37]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрнен пӗрремӗш ҫурринче лайӑх шухӑшсем кӑна пулччӑр, ку сире усса кайӗ. Мӑнкӑмӑллӑх тата кӗвӗҫӳ туйӑмӗ пирки манӑр — вӗсем ним лайӑххине те илсе килмӗҫ. Йӑнӑшсене йышӑнма пӗлӗр, урӑх ҫын ҫине ан йӑвантарӑр. Тен, лайах хыпар илтетӗр, ку харпӑр пурнӑҫа ырӑ улшӑнусем илсе килӗҫ. Шанчӑка ан вӗҫертӗр — ӑнӑҫу сирӗн алӑра.

Нарӑс, 21

1919
107
Канюкова Александра Семёновна, чăваш чĕлхи тĕпчевçи ҫуралнӑ.
1961
65
Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1991
35
Володарский Григорий Яковлевич, музӑқҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
2006
20
Геннадий Айхи, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем