Пӗлтӗр пирен республикӑри хӑна ҫурчӗсем, хотселсем, халӑха вырнаҫтармалли ытти организаци 3 миллиард тенкӗ ытла ӗслесе илнӗ. Кун пек цифрӑна республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Чӑваш Енре глэмпингсем тӑвассине халалланӑ пресс-конференцире асӑнса хӑварнӑ.
Министр шухӑшланӑ тӑрӑх, укҫа нумайрах ӗслесе илни республикӑна туристсем ытларах килнипе ҫыхӑннӑ. 2024 ҫулта гостиницӑсем, хостелсем тата санаторисем 475 пин ытла хӑнана йышӑннӑ.
Чӑваш Енре туризма 2035 ҫулччен аталантармалли стратеги йышӑннӑ.
Республика Элтеперӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, стратегире пирӗн тӑрӑха малашлӑхлӑ 14 туризм территорийӗ пӑхса хӑварнӑ. Вӗсем: «Шупашкар», «Ҫӗрпӳ», «Йӑлӑм», «Сӗнтӗвӑрри», «Етӗрне», «Канаш», «Куславкка», «Вӑрмар», «Вӑрнар», «Патӑрьел», «Ҫӗмӗрле», «Улатӑр», «Йӗпреҫ», «Шӑмӑршӑ».
Документра туристсене канма меллӗ услови туса парассине пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкарти юханшыв портне, тӗрӗсрех, пассажирсене турттарас, ыйтӑва Раҫҫейӗн транспорт министрӗпе Роман Старовойтпа сӳтсе явнӑ. Ку хыпара республика Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн страницинче сӳтсе явнӑ.
Ларӑва видеоконференци мелӗпе «Флот РТ» тата «Водолет» организацисен представителӗсем, Тутарстанпа Чулхула облаҫӗн Правительствин юханшыв флочӗ енӗпе ӗслекен эксперт канашӗн пайташӗсем хутшӑннӑ.
2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнче «Юханшыв магистралӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Вӑл пассажирсене Атӑл тӑрӑх хӑвӑрт турттарассине аталантарассипе ҫыхӑннӑ. Ятарласа йӗркеленӗ комисси Чулухла облаҫӗнчи, Тутарстанри тата Чӑваш Енри субсидилекен 12 маршрута палартса хӑварнӑ. Чӑваш Ене илсе Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче прчиалсем тӑвасшӑн.
Шупашкар хули «Волжский вояж» (чӑв. Атӑл вояжӗ) чукун ҫул туризм маршрутне лекнӗ. Ӑна «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи йӗркеленӗ.
Туристсем валли хатӗрленӗ ҫӗнӗ маршрут ҫапларах: «Мускав — Шупашкар — Йошкар-Ола —Чулхула».
«Атӑл вояжӗ»
круиз поезӗ ҫула ҫитес ҫулхи ака, ҫурла тата юпа уйӑхӗсенче тухӗ.
Билета Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен официаллӑ сайтӗнче ҫитес вӑхӑтра сутма тытӑнӗҫ.
Улатӑрта 3 ҫӑлтӑрлӑ «Эрьзя» хӑна ҫурчӗ хута янине пӗлтернӗччӗ. Паян унӑн алӑкӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Икӗ хутлӑ ҫуртра тӑватӑ категориллӗ 20 номер вырнаҫнӑ. Люкс номер унта 9 пин тенкӗ тӑрать. Чи йӳнни — 4 пин тенкӗ.
Хӑна ҫурчӗ хула варринче вырнаҫнӑ. Унччен унта ача пахчи пулнӑ, кайран - И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ филиалӗ. Ӑна темиҫе ҫул каялла ишсе антарнӑ.
Чӑваш Енри Куславкка тӑрӑхӗнче юртӑсем тӑваҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов Телеграмри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.
Ятарлӑ комисси ӗҫ-пуҫ епле пынине вырӑна тухсах тӗрӗсленӗ. «Кайӑк вӗҫевӗ» кану базинче глэмпинг тума тытӑннӑ. Хӑна ҫурчӗсене юрта евӗр тӑваҫҫӗ. Хальлӗхе 9 модультен 5-шне туса пӗтернӗ.
Унсӑр пуҫне унта ачасемпе аслисем валли спорт лапамӗсем пулӗҫ, мунчасем туса лартӗҫ. Кафепе мангаллӑ беседкӑсем ӗҫлесе кайӗҫ.
Чулхулари «Валдайсем» Сӗнтӗрвӑррине ҫӳреме тытӑнасшӑн. Асӑннӑ хулари «Водолет» компани 2025 ҫулта виҫӗ ҫӗнӗ маршрут уҫасшӑн, ҫав шутра — Сӗнтӗрвӑррине те.
Хальхи вӑхӑтра компани Чулхуларан Хусана тата Чӗмпӗре ҫӳрет, ҫула май Шупашкарта чарӑнать.
«Ҫыхӑнура» форум пирӗн республика ертӳҫисем кӑҫал Шупашкартан Сӗнтӗрвӑррине, Куславккана тата Чикмене шыв транспортне ҫӳретме тытӑнассине пӗлтернине аса илтерет.
Чӑваш Ене темиҫе туризм зонине пайланӑ. Кун пирки республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов пресс-конференцире пӗлтернӗ. Ҫурҫӗр, Хӗвелтухӑҫ тата Анӑҫ – ҫакӑн пек зонӑсем туса хунӑ.
«Ҫурҫӗр» туризмпа рекреаци зонине Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Муркаш, Красноармейск тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ. «Хӗвелтухӑҫ» зонӑна — Канаш, Комсомольски, Тӑвай, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Вӑрмар тата Елчӗк тӑрӑхӗсем, «Хӗвеланӑҫ» зонӑна — Хӗрлӗ Чутай, Элӗк, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Улатӑр, Пӑрачкав тӑрӑхӗсем.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Ясна» этнокомплексра та глэмпинг пулӗ. Кун пирки республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 ҫуртран тӑваттӑшне авӑн уйӑхӗнче хута ямалла. Вӗсенче ҫулталӑкӗпех канма май килӗ. Ҫав вӑхӑтрах ялти лӑпкӑлӑха чӑваш культурипе тата йӑли-йӗркипе паллашнипе пуянлатма май пулӗ.
Чӑваш ачисен «Эткер» сменинче канакан ачасем «Чӑваш керем» этнокомплексра экскурсире пулнӑ.
Ирина Диарова чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Сорокин ачасене музейри кашни япала ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ, ыйтусене хуравланӑ. Ачасене почта историйӗ ҫинчен каласа пани уйрӑмах килӗшнӗ-мӗн.
«Чи кӑмӑлли вара парне пулчӗ. Сергей Лазаревич кашнинех кӗнеке парнелерӗ. Сӑн ýкерӗнни те, А.С. Пушкин сӑввисене чӑвашла вулани те ачасен асӗнче нумайлӑха асра юлӗ», — пӗтӗмлетнӗ Ирина Диарова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |