Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара «Пушӑ хир» ятлӑ уяв иртет. Вӑл Аслӑ Таяпа ялӗ ҫумӗнчи Иван Грозный ҫарӗпе тӗп тунӑ Таяпа ятлӑ ӗлӗкхи хула вырӑнӗнче иртет. Уявра ӗлӗкхи хӗҫ-пӑшалсене кӑтартӗҫ, кӗрешӳсем иртӗҫ, ташӑ-юрӑсем пулӗҫ тата ытти те. Енчен те кама та пулин чӑвашсен авалхи историйӗпе пурнӑҫӗ кӑсӑклантарать пулсан вӗсемшӗн ку мероприяти питӗ кӑткӑс пулӗ.
Йӗркелекенсем — Аслӑ Таяпа ял администрацийӗ, Елчӗк районӗн администрацийӗн культура пайӗ, Елчӗк музейӗ тата ыттисем.
Чӑваш Енре «Астӑвӑм» ярӑмӗнчен юлашки кӗнеки пичетлесе тухнӑ. Ку ярӑмӑн иккӗмӗш пайне 1995 ҫулта хатӗрлеме пуҫланӑ. Юлашки томне вара вӑрҫӑран таврӑннисен хушамачӗсене кӗртнӗ. Кӗнекере Улатӑр хулипе Улатӑр районӗнчи, Ҫӗмӗрле хулипе Ҫӗмӗрле районӗнчи тата ҫавӑн пекех Вӑрмар, Тӑвай районӗнчи ветерансем ҫинчен вулама пулать.
Кӗнекен тиражӗ 2 пинрен яхӑн. Кӗнеке вулавӑшсене, маларах асӑннӑ хуласемпе районсен тӑрӑхӗсене ҫитӗ.
Ярӑма 17 ҫул каялла хатӗрлеме пуҫланӑ. Кӗнеке авторӗсен ку вӑхӑт хушшинче самай материал пухӑннӑ. Анчах та кӗнеке калӑпӑшне пурне те кӗртме май ҫук ҫав. Вал материалсене кӗртес тесе районсемпе хуласен уйрӑм «Астӑвӑм» кӗнекисене кӑларма шухӑшлаҫҫӗ.
Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Астӑвӑм» кӗнекин редколлегийӗ чӑваш кӑларӑмӗ чи лайӑххисен шутӗнче тесе шутлать.
Паян чӑвашсем ҫинчен каласа паракан сайт уҫӑлчӗ. Вӑл http://history.chuvash.org адреспа вырнаҫнӑ. Сайт ҫинче чӑвашсен мӑн аслашшӗсем ӑҫтан тухни ҫинчен, вӗсен кун-ҫулӗ ҫинчен, чӑвашсен паллӑ ҫыннисем ҫинчен ӑнланмалла каласа панӑ. Калава нумай ӳкерчӗксемпе ерешленӗ.
Сайта хатерленӗ чухне Елена Енькка кӑларнӑ «Повествование о чувашах» ятлӑ кӗнекене усӑ курнӑ. Сайта вырӑс чӗлхи ҫинче хатӗрленӗ. Каярах ӑна пӗтӗмпех чӑвашла куҫарас кӑмӑлсем пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |