Ҫӗрпӳел (выр. Сюрбеево) — Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ округӗнчи ял. Чурачӑк ял тӑрӑхне кӗрет.
Ял Чӑваш Республикин ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӗрпӳ хулинчен кӑнтӑралла — 11 километр яхӑн. А-151 автомагистраль ҫумӗнче вырнаҫнӑ.
Яла 1719 ҫулта асӑннӑ, ҫав вӑхӑтра унта 8 килте 21 арҫын пурӑннӑ. XIX ӗмӗрте вӑл Пӗрремӗш Чурачӑк ялӗн (халӗ Ҫӗнӗ Чурачик) касӗ пулнӑ. 1747 ҫулта ялта — 33 арҫын, 1795 ҫулта — 15 кил тата 80 ҫын, 1858 ҫулта — 133 ҫын, 1897 ҫулта — 223 ҫын, 1926 ҫулта — 56 кил тата 293 ҫын, 1939 ҫулта — 357 ҫын, 1979 ҫулта 284 ҫын пурӑннӑ. 2002 ҫулта — 75 кил, 2010 ҫулта 62 кил-ҫурт шутланнӑ.
Коллективизаци вӑхӑтӗнче «Пучах» колхоз йӗркеленнӗ. 2010 ҫулта ялта «Броневик» ОАО тата «Луч» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ӗҫленӗ.
2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх, ялта 182 ҫын пурӑннӑ (98% — чӑвашсем). 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх, ялта 178 ҫын пурӑннӑ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 