Ҫапларах шухӑшпа Патшалӑх думин спикерӗ Сергей Нарышкин тухнӑ, вӑл шкул курсӗнче Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем ҫинчен тата вӗсен культури пирки каласа памалла иккен.
Нумай пулмасть иртнӗ РӐА (выр. РАН) историпе филологи ӑслӑлӑхӗсен пай бюровӗн ларӑвӗнче Нарышкин хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ, ҫӗнӗ курс «Народы и культуры России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсем тата вӗсен культури) ят илме пултарасси пирки пӗлтернӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫак предмета ытла туллин ҫутатаймасси пирки те пӗлтернӗ — Раҫҫейри 89 субъектра пурӑнакан 180 халӑхӑн йӑли-йӗркине ҫутатса пама ҫӑмӑл пулмӗ, ҫав-ҫавах хӗсме тивӗ.
Спикер шухӑшӗпе ҫӗнӗ курса историпе культурӑллӑ концепцине хатӗрлекен ушкӑн — вӗсем халь пӗрлехи истори вӗренӳ кӗнекине калӑплаҫҫӗ — ҫырма пултарӗ.
Сӑмахӑмӑр «Раҫҫей пӗрлӗхӗшӗн» истори курсӗ пирки-ха. Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви шкулта историе вӗрентмелли концепцие хатӗрлеме конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Тендерӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 11,4 миллион тенкӗпе танлашать-мӗн.
Концепцие хатӗрлекенсен Раҫҫей халӑхне пӗтӗҫтерес тата ҫӗршывӑн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тесе (ку шухӑша конкурс условийӗнче палӑртнӑ) ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ ирттермелле иккен.
Аукционта кам ҫӗнтерни кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Мӗнпур ӗҫе вара килес ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Проектра Раҫҫейӗн историне «унӑн регионӗсен историйӗ» урлӑ вӗренмелле тесе каланӑ-мӗн-ха. Анчах, «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат асӑрханӑ тӑрӑх, 39 страницӑллӑ документра чӑвашсемпе тӗрӗк халӑхӗсен несӗлӗсем пирки кӗскен кӑна асӑнса хӑварнӑ иккен. «Пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗрти Хӗвелтухӑҫ Европа» текен пайра «Хӗвелтухӑҫ Европа, Ҫӗпӗр тата Инҫет Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсемпе халӑхӗсем. Хасар каганачӗ. Атӑлҫи Пӑлхар. Тӗрӗк каганачӗсем» текен пункт пур кӑна-мӗн.
Раҫҫейӗн пӗрлехи истори учебникне хатӗрлес шухӑша ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ.
«Атӑлҫи Пӑлхар» историпе культура фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсем йӗркеленӗ «Чӑваш Ен кун-ҫулне ӳкеретӗп» ятпа ирттерекен ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвӗ малалла пырать — пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫланнӑскер кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырать. Пурӗ пилӗк тема панӑ: Чӑваш-пӑлхар хайлалӑхӗнчи (мифологийӗнчи) юмахсемпе былинӑсем (сӑвӑллӑ юмахсем); чӑваш кун-ҫулне ҫутатса паракан «Нарспи» тата ытти этнокӗвӗсем; чӑваш-пӑлхар кун-ҫулӗнчи авалхи паттӑрлӑх; чӑваш тумӗпе эрешӗсем; чӑваш халӑх йӑлисем (чӳк, киремет).
Ҫавӑн пекех ҫак фонд «Авалхи пӑлхар цивилизацийӗ сӑнарлӑ ӳнерте» ятпа тепӗр ӳкерчӗксен ӑмартӑвне ирттерет. Унти тематикӑсем: Метте империйӗ, Атӑл паттӑр империйӗ, Купрат хаканӑн Аслӑ Пӑлхарӗ, Аспарух Танай ҫине куҫни тата Танай Пӑлхаристана йӗркелени, Купрат ханӑн Перещепинори вилтӑпри, Хасар хаканлӑхӗнчи Улӑп Илитверӗн сӑвар кнеҫлӗхӗ, Атӑлҫи Пӑлхарстан, Танай Пӑлхастан кун-ҫулӗпе культури, Ылтӑн Уртапа Хусан ханлӑхӗнчи пӑлхарсен кун-ҫулӗпе культури. Ку ӑмӑрту тӗнче шайӗнче иртмелле.
Ӳкерчӗксен конкурсне пур ӳсӗмрисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ: ачасем те, ҫамрӑксем те, аслисем те.
Паян ирхине, кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче, пирӗнтен паллӑ историк Димитриев Василий Димитриевич уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалах гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртӗ. 10 сехетре илсе килӗҫ, 13 сехетре тӑван ялне пытарма кайӗҫ.
Димитриев Василий Димитриевич — паллӑ чӑваш историкӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1970). Вӑл 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ.
1948 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. 1955 ҫулта Мускав патшалӑх университетӗнче асперантурӑра вӗренсе тухсан Чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн (хальхи ЧГПӐИ) директор ҫумӗ, ӑслӑлӑх ҫыруҫи (1948–1968), директорӗ (1968–1988) пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах, 1967–1988 ҫулсенче, вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче профессор пулнӑ.
Ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче Республика шайӗнче иртнӗ «Архив хучӗсенчи истори» ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата таврапӗлӳ ӗҫӗсен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Республикин культура тата наци политикипе архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫсем палӑрнӑ:
«Чӑваш Енпе чӑваш халӑхӑн историйӗ» поминацире:
• лауриатсем — Козлов Федор Николаевичӑн «Голод 1921-1922 годов и изъятие церковных ценностей в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри 1921-1922 ҫулсенчи выҫлӑх тата чиркӳн хаклӑ япалисене туртса илни) монографийӗ; Чӑваш Республикин хальхи историйӗн патшалӑх архивӗнче тӑрӑшакан авторсен ушкӑнӗ — Максимова Анна Геннадьевна, Поликарпова Алина Анатольевна, Потатурина Марина Викторовна — хатӗрленӗ «Ради жизни на земле» (чӑв. Ҫӗр ҫинчи пурӑнма) виртуаллӑ курав;
• дипломантсем — Алжейкина Галина Владимировнӑн «Чувашский республиканский Дом народного творчества в XX веке» (чӑв. Чӑваш республикин халӑх пултарулӑх ҫурчӗ XX ӗмӗрте) монографийӗ; Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗнче тӑрӑшакан авторсен ушкӑнӗ — Васильева Татьяна Петровна, Выйкин Сергей Ильич, Питернова Валентина Федоровна, Чибис Александр Алексеевич, Щербаков Сергей Владимирович — хатӗрленӗ «Неизвестная война: секретные постановления Совнаркома Чувашской АССР и Чувашского обкома ВКП (б) за 1941-1945 гг.
Регионсем хушшинчи «Атӑлҫи Пӑлхар» историпе культура фончӗ «Авалхи пӑлхарсем ӳнер ӑсталӑхӗнче» ятпа тӗнче шайӗнчи ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвне ирттерет.
Ҫак темӑсемпе ӳкерме юрать:
○ Метте (Модэ) империйӗ;
○ Аттил империйӗ;
○ Купрат хаканӑн Аслӑ Пӑлхарӗ;
○ Ӑспарух Танай ҫине куҫни, Танай Пӑлхарне никӗҫлени;
○ Перещепинӑри Купратӑн вилтӑприйӗ;
○ Хасар хаканатӗнчи Сӑварсен патшалахӗ;
○ Танай Пӑлхарӗн историйӗпе ӑс-пурлӑхӗ;
○ Ылтан Уртапа Хусан ханлӑхӗ вӑхӑчӗнчи пӑлхарсен кун-ҫулӗпе ӑс-пурлӑхӗ.
Ӑмӑрту 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗпе 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗччен пырӗ. Ӗҫсене ярса памалли адрессем: 428000, Раҫҫей, Чӑваш Республики, К.Маркс ур., 38 ҫурт, 5 корп., 402 пӳлӗм. (ӗҫ вырӑнӗ); 428027, Раҫҫей, Чӑваш Республики, Эгер бульварӗ, 47 ҫ, 113 хв. (кил). E-mail: tafajev@gmail.com. Инҫесас: 8-917-673-21-85 (карас), (8352) 62-61-49 (ӗҫри), 54-67-10 (килти). Профессор Тафаев Геннадий Ильич.
1914-1919-мӗш ҫулсенчи пулӑмсем Чӑваш Ен историне те кӗрсе юлнӑ иккен. 1916-мӗш ҫулта Брусилов генерал ҫар корпусӗ Австрипе-Венгри ҫарӗсене ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн 1,5 млн. тӑшман салтакӗ, вӗсен хушшинче чехсем, венгрсем тата нимӗҫсем тыткӑна лекнӗ пулнӑ. Ҫаксене Атӑл тӑрӑхӗнчи хуласенче вӑрҫӑ пӗтиччен асӑрхаса усранӑ иккен, пинӗ-пинӗпе чукун ҫул тӑрӑх хӗвелтухӑҫ еннелле ӑсатнӑ. Ҫапла вара ӗнтӗ хӑш-пӗрине чӑваш ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫнӑ станцийӗсенче усӑ курма хӑварнӑ тет. Ҫак салтаксене ахаль тӑрантарса лартман иккен, ӗҫлеттернӗ.
Вӑрнар тарӑхӗнче те вӗсем чукун ҫул станцине хӑвӑртрах хута ярас тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ ӗҫсенче усӑ кӑтартнӑ: ҫӗр чавна, чул катнӑ, ҫуртсем купаласа хӑпартнӑ. Ҫак «нимӗҫсем» 1916-17-мӗш ҫулсенче станцӑра пӑравуссене таса шывпа тивӗҫтерме пӗве картланӑ тата шыв уҫлакан насус станцине чулран купаланӑ иккен. Вӑрнара пӗрремӗш пуйӑс 1917 ҫул вӗҫӗнче ҫитнӗ теҫҫӗ. 1917-мӗш ҫулта тунӑ пӗве пуҫӗ тата кӗперӗсем хальхи куна та ҫирӗп лараҫҫӗ иккен. Ӗҫлеме пӗлнӗ ҫав ӗлӗк, тусӑмӑрсем.
Кӑҫал Раҫҫейпе Франци хушшинче пулса иртнӗ вӑрҫӑранпа 200 ҫул ҫитет ӗнтӗ. Вӑл историе Тӑван Ҫӗршывӑн Пӗрремӗш Аслӑ вӑрҫи ятпа кӗнӗ. Кунта чӑваш халӑхӗн ывӑлӗсем те йышлӑн хутшӑннӑ иккен. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем ҫинчен халӗ Чӑваш Ен патшалӑх архивӗнче тупса вулама пулать. Ҫак вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӗлӗнмелли те нумай пулнӑ имӗш. Наполеон, Франци патши, Раҫҫее хӑвӑртрах ҫапса аркатас шухӑшпа темиҫе миллион вырӑс укҫи пичетлесе хуласем тӑрӑх салатнӑ иккен — укҫа вӑйне чакарма. Ку кӑна мар, вӑл хушнипе ялсем тӑрӑх хреҫченсене ҫӗр улпучӗсен пусмӑрӗнчен ирӗке кӑларӑп, ҫӗр валеҫӗп тесе те калаттарнӑ пулнӑ. Вӑрҫӑра ку мелпе усӑ кураканни Наполеонччен историре пулманни пирки асӑнас пулать.
Тӗлӗнмелли ҫак вӑрҫӑра сахал мар пулнӑ. Вӗреннӗ ҫынсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, 18-19-мӗш ӗмӗрсенче Раҫҫей Европа шутне кӗрес тесе нумай утӑмсем тунӑ, ку шутрах — дворянсем урӑх чӗлхепе калаҫни тата урӑх халӑх тумӗпе ҫӳрени те. 1812-мӗш ҫулхи вӑрҫӑра Раҫҫей ҫар офицерӗсем хӑйсем хушшинче пайтах хрантсус чӗлхипе калаҫнӑ имӗш. Хусамӑрах ӑнланатӑр ӗнтӗ, ҫапӑҫу хирӗнче, ҫӗрле икӗ офицер чӗлӗм туртма, е тула кайма тухни те пулать.
Муркашпа Ильинка хушшинче тимӗр шӑрантармалли кӑмака 2008 ҫулта тупнӑ. Вӑл вырӑнта кӑмака тата ытти япаласем те пулнӑ. Кӑмаки те, ытти япаласем те ҫӗр айне пулнӑ.
Япалисем япӑх мар упраннӑ. Вӗсене алла тытса ӗҫлеме те пулать. Ҫак япаласем авалхи ҫынсем тимӗрпе ӗҫлеме пӗлни пирки каласа параҫҫӗ. Атӑл хӗрринче пурӑнакан ҫынсем тимӗр шӑратма пултарнине кӑтартса параҫҫӗ. Кунта ӗҫчен те тирпейлӗ ҫинсем пурӑннӑ тесе шутлама пулать.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, акан 13-мӗшӗнче, «Атӑлҫи Пӑлхар: этнокультура лару-тӑрӑвӗ тата общество аталанӑвӗ» ятлӑ ӑслӑх конференцийӗ иртрӗ, унта вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталанма пултарнӑ, пирӗн асаттесен никама пӑхӑнман патшалӑхӑн кун-ҫулне тата унпа ҫыхӑннӑ чылай ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ.
Конференцие институт директорӗ Ю.Н. Исаев уҫрӗ. Вӑл пухӑннӑ ӑҫчахсене мероприятие пуҫланӑ ятпа саламларӗ, хӑнасене (Тутарстанран чылайччӗ) канашлӑва хутшӑннӑшӑн тав турӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл нумай пулмасть Чӑваш Енпе Тутарстан президенчӗсем тунӑ килӗшӗве те асӑнчӗ. Конференцие унчченех хатӗрлеме пуҫланӑ пулин те ӑна ирттерни пирӗн республикӑсем хушшинчи ҫыхӑнусем чӑннипех ҫирӗпленнине кӑтартни пирки каларӗ.
Ун хыҫҫӑн конференцие пухӑннисем доклад калакансене итлерӗҫ. Темӑсем тӗрлӗрен пулчӗҫ: чӗлхине те сӳтсе яврӗҫ, патшалахӑн юрри-кӗввине те тишкерчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |