Йӗпреҫ район администрацийӗн сайтӗнче ку хыпара иртнӗ уйӑхӑн 19-мӗшӗнчех пичетленӗ-ха. Ӑна Киров ял тӑрӑхӗн сайтӗнче те вырнаҫтарнӑ. Хуйхӑллӑ хыпар «Актуаллӑ» баннерта тӑнӑран пирӗн куҫ тӗлне лекрӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Йӗпреҫри Васильевсен пӳрчӗ ҫуннӑ. Арӑмӗпе упӑшки Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи ҫар ӗҫ комиссариатӗнче ӗҫлеҫҫӗ иккен. Ачисем вак-ши е ӳссе ҫитнӗ-ши — кӗске хыпарта ӑна пӗлтерсе тӑман.
Вӑрӑран юлать тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ. Пушар, шел те, йӑлтах тӗп тӑвать. Инкекри ҫемьене пулӑшма ыйтса ҫырнӑ.
Укҫа куҫармашкӑн банк карттисен номерӗсене те кӑтартнӑ: «ВТБ 24» кредит учрежденийӗнче уҫнӑ карттӑ номерӗ — 5368 2900 1562 4572; Перекет банкӗнчи карттӑ номерӗ — 5469 7500 1086 2970.
Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче 72 пушар тухнӑ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 6 пушар ытларах алхаснӑ, ҫав инкексенче 7 ҫын пурнӑҫӗ (пӗлтӗр ҫак вӑхӑтра — 6) вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Кун пирки паян, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ГКЧСӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов пӗлтернӗ.
Вут-ҫулӑм ытларах чухне юсавсӑр кӑмакапа усӑ курнӑран шар кӑтартать, асӑннӑ тахӑрта ҫак сӑлтава пула 33 хут вут тухнӑ. Электрооборудовани юрӑхсӑррине пула — 13, пирус туртнӑ самантра асӑрханманнипе — 6, вут тивертнӗ вӑхӑтра тимсӗрлӗхе ҫухатнипе 2 пушар алхаснӑ. Автотранспорт юсавсӑррине пула — 4, ача вутпа вылянӑран 1 пушар инкек кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне кӑҫал икӗ ҫемье кил-ҫурчӗ чӗртсе янӑран ҫунса кӗлленнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, пушарта вилнисем пурте тенӗ пекех ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулнӑ.
Шупашкарти строительство материалӗсен савутӗнче ӗнер ирхине арҫын виллине асӑрханӑ. Пӑтӑрмах ирхи ҫичӗ сехет хыҫҫӑн пулнӑ. Погрузчикпа кирпӗч хушшине хӗсӗнсе ларнӑ арҫынна асӑрхасан ӗҫтешӗ погрузчика айккинелле куҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл 56-ри арҫын инкеке лекнине пӗлтерсе васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗннӗ. Анчах шурӑ халатлисем погрузчик водителӗ вилнине ҫеҫ ҫирӗплетейнӗ...
Савутра ӗҫ вӑхӑтӗнче ҫын вилсе выртнин тӗп-тӗрӗс сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттерсе палӑртӗҫ. Вӗсем малтанласа шухӑшланӑ тарӑх, водитель погрузчика чарнӑ, анчах транспорта хускалса каймалла мар режим ҫине лартман-тӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хуҫи руль умӗнчен тӑрсан погрузчик хускалса кайса арҫынна хӗссе хума пултарнӑ.
Кемерово хулинче пулса иртнӗ трагедии хыҫҫӑн чылай та вӑхӑт иртмерӗ пулин те, каллех массӑлла информаци хыпарӗсенче унта та кунта пушарсем пулса тухни пирки пӗлтереҫҫӗ. Тӗрӗслевсем пур ҫӗрте те нарушенисем палӑртаҫҫӗ. Мӗншӗн тетӗр-и?Кунта пӗртте тӗлӗнмелли ҫук, манӑн шухӑшпа. Темӗнле ӑслӑ пулма та кирлӗ мар, ҫакӑ пулӑмсен чӑн сӑлтавне уҫма: кашни тӗрӗслев вали ятарлӑ комисси хатӗрлеҫҫӗ, укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑ укҫа ӑҫта каять? Паллӑ ӗнтӗ кӗсъесене.
Кемеровори суту-илӳ цетрне илер тӗслӗхрен: унта вырнаҫтарнӑ йышши вылямалли конструкцисем тата вунӑ хулара, хӑшӗнче сӳтнӗ тӗслӗхсем пур? Пулмаҫҫӗ те, вӗсем патӗнче пушар пулман вӗт. Мӗншӗн-ха вӗсен пӑшӑрханмалла ҫукшӑнах. Мӗншӗн ют патшалӑхри автоконцернсем енчен те пӗр-икӗ машинӑра пӗрпекле неисправность пулсан, пур выпуска та кутӑн пухаҫҫӗ? Вӗсемшӗн компании ячӗ тупӑшран хаклӑрах.
Пирӗн тӑван патшалӑхра вара вӑрӑ-хурахсене чӑн-чӑн телей: енчен те ӑҫта-тӑр томограф списать турӗҫ-тӗк, пирӗннисем ҫавна ҫӗнӗ тесе илсе те ҫитереҫҫӗ тӑван ҫӗршыва. Укҫана вара ҫӗнӗ томограф чухлех уйӑраҫҫӗ кӗсъесене тултарса.
Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнче пурӑнакан пенсионер «Вилекенсене ҫӑлнишӗн» медале тивӗҫнӗ. Указа РФ Президенчӗ ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Инкек 2015 ҫулхи ҫулла пулнӑ. Ялти пӗр хӗрарӑм пӗве хӗрне килти кӑвакалсене хӑвалама кайнӑ. Асӑрханмасӑр вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пӑтӑрмаха Елизавета Сергеева чӳречерен асӑрханӑ. Хӗрарӑм часрах вырӑна чупса ҫитнӗ. Пӗр шухӑшласа тӑмасӑр шыва чӑмнӑ, кӑвакал хуҫине ҫӳҫрен ярса илнӗ те ҫыран хӗрне туртса кӑларнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма унтан вӑл чӗркуҫҫи ҫине хырӑмпа хунӑ та ҫурӑмӗнчен аллипе пусса реанимацилеме тытӑннӑ.
Елизавета Сергеева хӑй вӑхӑтӗнче ҫыхӑну техникумӗнче вӗреннӗ. Телеграф тата хулапа хула хушшинчи ҫыхӑну енӗпе электромеханик пулса тӑрӑшнӑ. Ҫыхӑну ӗҫченӗсен кунне халалланӑ ӑмӑртусенче пӑшалтан тӗл лектерессипе тата шашкӑпа малти вырӑнсене тӑтӑшах йышӑннӑ.
Ыран, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ хальхи пек тӗрлӗ тӗслӗ пулмӗ. Кемӗрти суту-илӳ центрӗнче пысӑк инкекре шар курнисене асра тытнине, вӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтерсе сайт хурапа шурӑ тӗс ҫине куҫӗ. Турра шӗкӗр (усаллинчен ыр хӑватсем хӑтарччӑр), яланлӑха мар. Пӗр кунлӑха.
Ыран пирӗн ҫӗршывӗпех Хурлӑх кунӗ тесе йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Вӑл хӑй те Кемӗрте пулнӑччӗ.
Сӑмах май, унта ҫынсем митинга тухнӑ. Пухӑннисем ҫӑлавҫӑсен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑрланса калаҫнӑ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ яваплисене тупмаллине, право енчен хак памаллине хытарса каланине федераци телеканалӗсем ирех пӗлтерчӗҫ-ха.
Ҫӗршыв прокуратури регионсенчи суту-илӳ центрӗсенче тӗрӗслев ирттерме хушнӑ.
Кемӗрти «Зимняя вишня» (чӑв. Хӗллехи чие) суту-илӳ центрӗнчи пушарта вилнисене асӑнса вӑл тӑрӑхра виҫӗ кунлӑх хурлану тесе пӗлтернине паян федераци телеканалӗсем ирех пӗлтерчӗҫ. Чӑваш Енри пӗр интернет-кӑларӑмра ҫырнӑ тӑрӑх, ӗнер Шупашкарти темиҫе ҫемье Амӑш палӑкӗ умне тухнӑ.
Унта пухӑнас шухӑша халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Ольга ятлӑ хӗрарӑм ҫырнӑ иккен, ӑна илтсе виҫӗ ҫемье ҫитнӗ. Татьяна ятлӑ хӗрарӑм ывӑлӗн ҫуралнӑ кунне уявлассине ҫитес эрнене куҫарнине пӗлтернӗ.
Кузбасри инкеке сӳтсе явакансенчен хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, республикӑра та кемӗрсемпе пӗрле хурлану кунӗ ирттермелле имӗш.
Паян Шупашкарти Амӑш палӑкӗ умӗнче 19 сехетре асӑну акцийӗ иртмелле.
Инкек куҫа курӑнса килменни пуриншӗн те паллӑ. Анчах тепӗр чухне хамӑр тимсӗрлӗхе пула та шар курасси пулать.
Пӗр талӑкра кӑна, сӑмах май, Чӑваш Енре тӑватӑ хутчен пушар алхаснӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 204 хутчен вут-ҫулӑм иртӗхнӗ. «Хӗрлӗ автана» пула автансӑр яла 17 ҫын ӑсаннӑ. Инкек сӑлтавӗ кашнинчех тӗрлӗрен.
Шупашкар районӗнчи Туҫикасси ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти арҫын пӗр розеткӑна ӑшӑтмалли икӗ хатӗр чиксе хунӑ. Хӑй вара вӗсем епле ӗҫленине пӑхса та тӑман. Каҫхи 10 сехет тӗлӗнче пӳртре пушар тухнӑ. Хуралтӑсене тата кӳршӗри пӳрте ҫӑлса хӑварма май килнӗ, 54-ри кил хуҫи урамра тӑрса юлнӑ.
Куславккара 1957 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи вилнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем арҫын пирус туртнӑ чух асӑрханман пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ поселокӗнче йывӑҫ пӳрт ҫунса кайнӑ. Унта, пушар хуралӗн ӗҫченӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑ. Шупашкарти мунча вара кӑмака юрӑхсӑррине пула кӗлленнӗ.
Паян Чӑваш Енӗн тӗп хулинче шыв пӑрӑхӗ шӑтса юхнӑ. Яваплӑ тытӑмсем халӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе тимлеҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ҫӗрле пулса иртнӗ. «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) хӑна ҫурчӗ тӗлӗнче шыв пӑрӑхӗ шӑтса кайнипе унтан шыв палкаса тухма тытӑннӑ.
Кун пек чухне ятарлӑ тытӑмсем вӑхӑтра ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ те, Шупашкартисем те вырӑна часах персе ҫитнӗ, аварие сирессипе тимлеме пуҫланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне «Водоканал» акционерсен пӗрлӗхӗ палӑртӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан пӗр ачапа пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Хулари Университет урамӗнче пурӑнаканскер урине чукун батарея хушшине чиксе хунӑ. Кӗме кӗнӗ-ха ура, анчах кӑларма тӑрсан каялла хускалман. Пӗчӗкскер хӑй те аптӑранӑ, аслисем те сехӗрленсе ӳкнӗ.
Ачан ҫывӑх ҫыннисем, инкеке лекнӗ шӑпӑрлана пулӑшма ыйтса, кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехет тӗлӗнче Чӑваш Енӗн Шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Лешсем вӑрах кӗттермен, пӗчӗкскере пулӑшма васканӑ.
Капкӑна лекнӗ ачана ҫӑлавҫӑсем ятарлӑ хатӗрсемсӗрех пулӑшма май тупнӑ. Урана вӗсем пӑрӑха май асӑрханса ҫавӑрнӑ та ялт кӑна туртса кӑларнӑ. Ачан ҫывӑх ҫыннисем вара тӗпренчӗкне ӳлӗмрен асӑрхануллӑ пулмаллине, харсӑрланмалла маррине ӑнлантарса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |