Чӑваш Енре пӗлтӗр ҫул-йӗр ҫинчи 1246 инкеке шута илнӗ. Вӗсенче 160 ҫын вилнӗ, 1630-ӑн аманнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче ҫул-йӗр инспекторӗсем хыпарлани тӑрӑх кӑсӑклӑ пӗр тишкерӳ пичетленӗ. Ҫул-йӗр ҫинче пулса иртнӗ кашни виҫҫӗмӗш аварин сӑлтавӗ — ҫул-йӗре тивӗҫлипе тытса тӑманни.
Кӑлтӑкӗ чылай чухне пӗр пекрех: ҫул-йӗр палли ҫукки час-час тӗл пулнӑ. Кирлӗ ҫӗре ҫул-йӗр паллине вырнаҫтарманни те ҫул ҫӳрекенсене инкек патне илсе ҫитерет. Хӗллехи вӑхӑтра ҫула тивӗҫлипе тытса тӑманни те аварипе вӗҫленет.
Асӑрханӑ кӑлтӑк тӗлӗшпе ҫул-йӗр инспекторӗсем тӗрлӗ мера йышӑнаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ҫитменлӗхе пӗтерме ыйтса яваплисем патне хут ҫыраҫҫӗ. Асӑрхаттарсан та кӑлтӑка пӗтерменнисен тӗлӗшпе прокуратурӑна евитлеҫҫӗ. Надзор органӗ вара суда тавӑҫпа тухать.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье тӗнче тетелӗнчи «Правды ПФО» хаҫата хӑйсен нуши ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Икӗ ачаллӑскерсем 2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пушарта пӳртсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсен ҫурчӗ Шупашкарти Ермак урамӗнче вырнаҫнӑ. Кил хуҫи водительте ӗҫленӗ, арӑмӗ ачасемпе ларнӑ. Вӑхӑтлӑха вӗсем Ермак урамри пӗр хӗрарӑм патӗнче пурӑнма пуҫланӑ.
Кӗҫех ҫемьере виҫҫӗмӗш ача ҫуралнӑ. Амӑш капиталӗпе Ермак урамӗнче кивӗ пӳрт туяннӑ. Унта газ та, шыв та ҫук-мӗн. Ҫурта хӑвӑрт юсайманран стройматериал пӗчӗкшерӗн туяннӑ. Стройматериала никам та ан вӑрлатӑр тесе ӑна хӑйсен вӑхӑтлӑх пурӑнакан ҫӗре пушатнӑ. Ҫавӑ кӳршӗсене килӗшмен мӗн те Шупашкар хулин Калинин район администрацине ҫӑхавпа тухнӑ. Тара илнин килӗшӗвне таттарассишӗн администраци суда ҫитнӗ. Унта ҫурта саккунлӑ мар майпа туса лартнине палӑртнӑ.
Ҫапла вара виҫӗ ачаллӑ ҫемьен хӗл кунӗнче хӑтсӑр та хутса ӑшӑтма кӑмака ҫук сивӗ ҫурта куҫма тивнӗ.
Ку пӑтӑрмах Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчех пулса иртнӗ-ха. Гремячево груз причалне пӗр арҫын хӑйӑр тиеме пынӑ. Тӗрӗслев пункчӗ патнелле иртнӗ чух ӑна хыҫалтан чупса пырса сӑнчӑрти йытӑ ҫыртнӑ. Шар курни причал пуҫлӑхӗ патне шӑнкӑравланӑ, калаҫӑва диктофонпа ҫырса илнӗ. Видеопа йытта ӳкерсе илнӗ, хӑй васкавлӑ пулӑшу машинине тата йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.
Шупашкарти юханшыв порчӗ арҫын сипленнине саплаштарма килӗшмен. Йытӑ хуҫи эпир мар тесе туннӑ.
Арҫын парӑнас темен — суда ҫитнӗ. Судра та лешсем арҫын ҫӑхавӗпе килӗшмен. Апла пулин те суд Шупашкар юханшыв порчӗн кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнӑ арҫынна 7 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. 2599 тенке укҫан тӑкакланнишӗн саплаштарма лекӗ. Ҫав хакпа арҫын ҫӗнӗ джинс шӑлавар туяннӑ. Шӑлавара кӗскетме тӳленӗ 150 тенке те ыйтнӑ-ха тавӑҫ хуҫи, анчах суд кунпа килӗшмен. Юриста тӳлесе тӑкакланнӑ 10 пин тенке тата патшалӑх пошлинине (700 тенке) те порта тӳлеттермелле йышӑну кӑларнӑ.
Етӗрне районӗнчи Килтӗшри Бариновсен ҫемйи валли укҫа пухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, пушара пула кил-йыш пурӑнмалли кӗтессӗр тата хуралтӑсемсӗр тӑрса юлнӑ. Сакӑр ачаллӑ ҫемьене пӗрисем пурӑнма кӗртнӗ.
Наталья Баринова тӳре-шарана кӳренет, анчах пулӑшма никам та васкамасть иккен. Шар курнӑ ҫемьере тӗрлӗ шайри тӳре-шара пулнӑ иккен. Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Е. Сапаркина тата «Чаваш Ен» фонд президенчӗ М. Федотов Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе А. Ивановапа, Килтӗш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Н. Алексеевпа ҫитни пирки омбудсменӑн сайтӗнче хыпарланӑ. Уполномоченнӑй 100 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Тӳре-шара парнесем те илсе пынӑ. Анчах ҫемьене пурӑнма кӗтес ҫукки пӑшӑрхантарать, ҫавна май Бариновсем ачисене туртса илесрен хӑраҫҫӗ. Тӳре-шарана вара Наталья Баринова хӑйсен ӗҫне кӑтартасшӑн ҫеҫ тесе хаклать. Ҫурт-йӗр ыйтӑвне татма пулӑшма Михаил Игнатьев Элтепер те шантарнӑ имӗш. Вырӑнти тӳре-шара вара ҫын патӗнче пурӑннишӗн тӳлеме пулнӑ та хальлӗхе тӳлемен.
Ҫул-йӗр ҫинче инкексем, шел пулин те, час-часах пулкалаҫҫӗ. Пур чухне те пысӑк пӑтӑрмахпа вӗҫленменни этем кипкепе суралнине пӗлтерет пулинех.
Акӑ, Шупашкарта пулса иртнӗ пӗр тӗслӗх. Ӑна «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн вырнаҫтарнӑ.
Машинӑри видеорегистратор тӑрӑх хакласан, пӗр хӗрарӑм таҫта питӗ васкани сисӗнет. Вӑл автомобиль ҫулӗ патне ҫитичченех чупса пыни курӑнать. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли ҫул ҫине ҫитсен те хӑвӑртлӑхне чакармасть — унталла-кунталла пӑхмасӑрах вирхӗнсе кӗме ӑнтӑлать. Унччен те пулмасть — такӑнса ҫул варрине персе анать. Юрать-ха, автомашина хуҫи чарса ӗлкӗрет.
Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнта кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта 28-ти хӗрарӑма машина ҫапса хӑварнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ӗнер, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта хӗрарӑма машина ҫапса хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, автомобиль ҫулӗ урлӑ пассажирсене иртмелли каҫӑ ҫинче пулса иртнӗ.
Инкеке ҫамрӑк хӗрарӑм лекнӗ. 28 ҫултискерне 44-ри водитель ҫапса кайнӑ. Пӑтӑрмах Шупашкарти Эгер бульварӗнче 14 сехет те 40 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Инкеке лекнӗ хӗрарӑм пуҫне амантнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Водитель хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑпа пыни паллӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Кайран тӗпчевҫӗсем тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Руль умӗнчи арҫынна мӗнле явап тыттарасси те каярах паллӑ пулӗ.
Етӗрне районӗнчи Килтӗшри ҫемье валли укҫа пухаҫҫӗ. Наталья Викторовна Баринова ятлӑ хӗрарӑм 8 ача ҫуратнӑ иккен. Анчах ҫак кунсенче ҫемье пысӑк шар курнӑ: вӗсен кил-ҫурчӗ хӗл варринче вутпа кӗлленсе ҫӗрпе танлашнӑ.
Нушана лекнисене хӗрхенме пӗлекен ҫынсене Бариновсене пӳрт туянса пама ыйтса тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ. Пулӑшма килӗшекенсене тав тунине те палӑртнӑ.
Укҫа куҫарса парас кӑмӑллисем валли счет реквизичӗсене кӑтартнӑ:
укҫана илекенӗ Андреева Валентина Никандровна,
укҫа илекенӗн счечӗ 40817810111080012557,
укҫа илекенӗн банкӗ — «Россельхозбанк» учрежденин Чӑваш Енри филиалӗ,
ИНН / КПП 7725114488/ 213002002,
БИК 049706752,
корреспондент счечӗ
30101810600000000752.
Ӗнер, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗр машина ачана ҫапса кайнӑ. Инкеке асӑрхакансем пӗлтернине шута илсе «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопорталта хыпарланӑ тӑрӑх, ача ҫул урлӑ светофороӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ. Ун ҫине О005ОО21 номерлӗ «Тойота» пырса кӗнӗ.
«Антидилер» халӑх юхӑмӗ (ертӳҫи — Альберт Ильин) пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче руль умӗнчи ҫын ШӖМ ӗҫченӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Инкеке пакунлисем тишкереҫҫӗ тесе ҫырнӑ.
Ачана ҫапса хӑварнине хыпарланине «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «За рулем» автопортал пабликӗнче пысӑк йышпа хӗрсех сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫнӑ чух пӑхмалла текенсем те пур, теприсем водителе ятлаҫҫӗ. Ачана пульницӑна илсе кайнӑ иккен. Анчах, пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне укҫа-тенкӗ ҫеҫ кирлӗ, вӗсем ывӑлӗн сывлӑхӗ пирки шухӑшламаҫҫӗ, тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле илсе кайнӑ.
Ӗнер 13 сехет те 50 минутра Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче ҫул-йӗр инспекторӗпе ҫыхӑннӑ инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Софья Савнеш автор унта ҫырнӑ тӑрӑх, «ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине машина ҫапса кайнӑ. Ун ҫине ҫул-йӗр инспекторӗ пырса кӗнӗ».
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ку ҫул-йӗр ҫинчи инкек ҫинчен ҫӗркаҫ 18 сехет те 2 минутра хыпарланӑ. Машина инкеке лекни тӑрӑх тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ. Анчах ҫул-йӗр инспекторӗ ачана пырса ҫапни тӳрре килмен имӗш. Ҫул урлӑ чупса каҫаканскер ҫине пырса кӗрес мар тесе инспектор ҫул айккинелле пӑрӑннӑ. Ачана ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне илсе кайсах тӗрӗсленӗ иккен. Вӑл таса сывах.
Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне пӑр айне анса кайнӑ, анчах темӗнле тӑрӑшсан та вӑл хӑтӑлса тухайман — ӳт-пӗвӗ пӑрлӑ шывра шӑннипе вилнӗ. Кун пирки паян, раштавӑн 4-мӗшӗнче «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн интернетри сайтӗнче пӗлтернӗ.
Хайхи массӑллӑ информаци хатӗрӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, арҫын иртнӗ вырсарникун, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, юханшывӑн сулахай ҫыранӗнчен сылтӑм енне каҫма шухӑшланӑ. Анчах ҫыран хӗррине ҫитме 500 метр пек юлсан ҫӳхе пӑр ҫурӑлса кайнӑ та арҫын шыва анса кайнӑ. Хайхискер тапаҫланнине пулӑ тытса ларакан арҫынсем асӑрханӑ, вӗсем тӳрех ҫӑлавҫӑсене тата васкавлӑ пулӑшӑва чӗннӗ, хӑйсем тӗллӗн пулӑшма пикеннӗ. Анчах май килмен — арҫыннӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла, арҫын ӗҫрен килне таврӑнма тухнӑ, анчах ҫывӑх ҫыннисем патне ҫитеймен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |