Акӑ ӑҫта пурӑнса ҫитрӗмӗр. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен пӗртен-пӗр хаҫатне хупса ӑна вырӑсла кӑна кӑларса тӑрасшӑн. Кун пирки ӗнер халӑх тетелӗсенче хыпар сарӑлнӑ, паян «Хыпар» хаҫат та ҫырнӑ.
Чӑваш наципе культура автономийӗн ӗҫтӑвком ларӑвӗ нумаях пулмасть Чӗмпӗрте иртнӗ, тӗп ыйту «Канаш» хаҫат пуласлӑхӗ пирки пулнӑ.
«Паян телефонпа Николай Ларионовпа (сӑмах «Канаш» хаҫат редакторӗ пирки пырать) та калаҫрӑм... Олег Мустаев облаҫри чӑваш автономийӗн пуҫлӑхне ларни нумай вӑхӑт та иртмерӗ... И.Я. Яковлев хисепленекен ҫутӗҫ обществине хуптарчӗ, унччен «Еткер» передачӑна пӗтерсе хучӗ... Халь хӑйӗн юлташӗсемпе (депутатсем тата влаҫ ҫумӗнче ҫаврӑнакан такамсем) «Канаш» хаҫата тапӑннӑ: облаҫри пӗртен-пӗр чӑваш хаҫатне вырӑсла кӑларма тытӑнасшӑн («хаҫатӑн тиражӗ пӗчӗккӗ»; пӗр депутатӑн ачисем «Канаш» хаҫата питӗ вуласшӑн тет, анчах чӑвашла пӗлмеҫҫӗ иккен...), хаҫат редакторне Николай Ларионова ӗҫӗнчен кӑларасшӑн... Пухӑннӑ чӑвашсем ҫавна сивлерӗҫ, облаҫра МИХ пуҫлӑхӗ патне ҫыру хатӗрлеме тытӑнчӗҫ», — ҫырнӑ хӑйӗн «Ҫыхӑнура» страницинче Николай Павловский.
Ӗҫ-пуҫ мӗнпе вӗҫленӗ? Ҫакна эпир сӑнасах тӑрӑпӑр.
Agabazar // 9427.9.0327
2017.10.06 11:02 | |
Олег Мустаев иккен-ха вӑл, мӗнпур чӑваша таптаса пыраканӗ... )) | |
Agabazar // 9427.9.0327
2017.10.06 11:06 | |
Ҫакӑнта асӑннӑ "ӗҫсене" Олег Мустав тата "ун юлташӗсем" хӑйсен еккипе туса пыраҫҫӗ тенине ҫапса пӑрахсан та ан ӗненӗр! | |
Agabazar // 9427.9.0327
2017.10.06 12:45 | |
Унччен Чӑнлӑ райоӗн те чӑвашла хаҫат пулнӑ. Ӑна хупнӑ. Чылай пулать ӗнтӗ хупни. Ҫапла вара, чӑнах та, "Канаш" — Чӗмпӗр енчи чӑвашла пӗртен-пӗр хаҫат. | |
Тимĕр Акташ // 1550.38.9738
2017.10.06 17:27 | |
Япӑх хыпар ӗнтӗ. Чӗмпӗр чӑвашсем мӗн тӑвӗҫ? Тен, часах, Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи ЧНК Аслӑ пухӑвӗнче ҫак ыйтуна пӗлтерӗҫ? | |
сергей л. // 4141.97.7432
2017.10.10 07:57 | |
Тӗлӗнетӗп чӑвашсенчен, лару-тӑрӑва пӗлмесӗр мӗнле ҫакӑн пек хыпарсем яма пулать? "Еткер" передачӑна паян кунччен куратӑп, кабель телевиденийӗпе. Питӗ килӗшет. И.Я. Яковлев ҫут ӗҫ обществин пухӑвӗнче хам пулнӑ, Ларионов унта пулман, вӑл ниҫта та ҫӳремест, облаҫри ӗҫ-пуҫпа нимӗн чухлӗ те интересленмест. Яковлев обществи членӗсем хӑйсем автономи йышне илме ыйтрӗҫ Олег Мустаева, мӗншӗн тесен вӗсем темиҫе ҫул налук тӳлеймеҫҫӗ иккен, укҫисем ҫук. Ӗҫӗ те вӗсен ҫукчӗ нимӗнли те. Автономи вӗсене хӑй хӳттине илме килӗшрӗ. Тӗллевӗсен вӗсен пӗр. Пӗрле ӗҫлемелле, лава пӗр енне туртмалла, паллӑ юптарури пек мар. Ларионов ӑшӑ вырӑнтан каясшӑн мар ӗнтӗ. Камӑн ӗҫлес килтӗр. Вӑл чӑвашсемшӗн тӑрӑшать тетӗр-и? Кун пекки нихӑҫан та пулман. Хӑй айӗнчи креслошӑн хыпса ҫунать. | |
ирина п // 4141.97.7432
2017.10.10 08:05 | |
Ман ҫырӑва пичетлеместӗр ӗнтӗ. Ҫапӑҫтарса, суя сӑмах сарса, элек ҫыракан Николай Ларионов сире шухӑшпа пит ҫывӑх пулмалла. Ӗҫлемелле, Ларионов юлташ. Чӑвашсемшӗн тӑрӑшмалла. "Канаш" хаҫата мӗншӗн хупан вара эс? Ан хуптар, ҫав тери пултаруллӑ тетӗн пулсан хӑвна! Ларионовпа Павловский пеккисем, нихӑҫан та пӗр ӗҫ йӗркелесе крманнисем, суйма, элеклеме кӑна пӗлеҫҫӗ! Паллап эп ку ҫынсене, курма тӳр килнӗ. Чӑн-чӑн чӑваш арӗ пулас ҫук вӗсенчен нихӑҫан та. | |
лариван // 1726.84.3785
2017.10.10 09:11 | |
Суда парӑр Ларионовпа Хыпара суя хыпар сарнӑшӑн.Кахал Ларионов хӑнӑхнӑ кабинетра ларма.Ӗҫле,тиража хӑпарт.Кам хупать хаҫата?.Сана кабинетран хӑваласа тӗрӗс тӑваҫ унти чӑвашсем.Пӗрлешмелле чӗмпӗр чӑвашӗсен.Шупашкарсем пек пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса выртмалла мар.Акапасарсене ан итлӗр.Кантур хушнипе вӗслетет пӗрмай. | |
Тарават // 1523.66.0006
2017.11.20 14:57 | |
Ай тур тур.Ним ӑнланмасӑр ҫыратӑр.Кам хаҫата хуптӑр ӗнтӗ.Ун пекки Чӗмпӗр енче пулма пултараймасть.Ним ҫукран хирӗҫетӗр.Редакторӑн чӑнах та ҫынпа ҫынла пулмалла.Итлеме пӗлмес,тухса ҫӳремес,тӳркес хӑй ҫинчен кӑна шутлать..Салтакра пулман ҫав.унта хуть арҫын хӑватне туйса пулинччӗ.Вӑл кайнипе хаҫат нимӗн те ҫухатмасть.Те пур Ларионов те ҫук паян кунччен те ун ҫинчен Чӗмпӗрте Ларионов ҫавӑн пек ӗҫ чӑвашсемшӗн турӗ тенине илтсе курман. |