
Утӑ уйӑхӗн 18-19-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх аукционӗ тата «Сӗт вӑхӑчӗ» фестиваль иртет. Вӗсене «Чебомилк» агрокомплексра йӗркелӗҫ.
Ӑратлӑ выльӑх аукционӗ кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртӗ. Унта ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Аукциона хутшӑнакансем ӑратлӑ выльӑх туянма кӑна мар, опытпа пайланма та пултараҫҫӗ.

Пушӑн 5-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем ҪҪХПИпе пӗрле А-151 автоҫулӑн 95-мӗш ҫухрӑмӗнче машинӑна чарнӑ.
Вӑл Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртама кайма тухнӑ. Фургонра 6 мӑйракаллӑ шултра выльӑх пулнӑ - 4 ӗне те 2 пӑру. Вӗсен ветеринари сертификачӗсем пулман. Машинӑра пӗр вилнӗ ӗне пулнӑ.
Водитель каланӑ тӑрӑх, выльӑха Тутарстана туяннӑ, ҫул ҫинчи кӗтмен лару-тӑру сиксе тухнӑран пӗр ӗнине пусма тивнӗ.

Талӑкра 74,9 килограмм сӗт паракан ӗне пур-и? Пур! Вӑл Чӑваш Енрех. Ӑна Ласка тесе чӗнеҫҫӗ, вӑл 7 ҫулта.
Ласка «Чебомилк» предприятире пурӑнать. Вӑл 305 кунра /пӑрулас умӗн суман вӑхӑта шута илмесен/ 17924 килограмм сӗт панӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кӑтартӑва ҫӗнсе илме регионти селекци пулӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑри ял хуҫалӑх организацийӗсенчи пӗтӗм ӗнене искусственнӑй майпа пӗтӗлентереҫҫӗ.
Сӑмах май, 2024 ҫулта республикӑра ӗнерен вӑтамран 8011 килограмм сӗт суса илнӗ. 2023 ҫулпа танлаштарсан, ку 8,3 процент нумайрах.

Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи упрравленийӗн ӗҫченӗсем ПАИ инспекторӗсемпе пӗрле Комсомольски округӗнче пӗр машинӑна тӗрӗсленӗ. Унта мӑйракаллӑ шултра выльӑх пулнӑ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн 5 выльӑха Тутарстанрн Патӑрьеле илсе кайма тухни, вӗсен маркировка пулманни ҫиеле тухнӑ. Ветеринари докуменчӗсем те пулман.
Специалистсем ҫав ҫынна выльӑха харпӑр хуҫалӑха карантина хупма ыйтнӑ.

Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче йытӑ уҫӑлтарса ҫӳремелли лаптӑк уҫӑлнӑ.
Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ вырӑна Павлов мичман урамӗнчи Гузовский катипе юнашар йӗркеленӗ.
Тӗрлӗ хӑнӑхтару тума вӗрентме те майсем туса панӑ.
Кун пек лапам хулара унччен вуннӑ пулнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм качакине ҫухатсан ҫӑлав службинчен пулӑшу ыйтнӑ. Выльӑха шыранӑ та тупнӑ - вӑл шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ иккен.
Ҫӑлавҫӑ ятарлӑ снаряжени пулӑшнипе аяла аннӑ та качакана ирӗке кӑларнӑ. Выльӑх йӗркеллех, ӑна хуҫине панӑ.
Хӑрушӑ шӑтӑк пирки вара тивӗҫлӗ службӑна пӗлтернӗ.

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче Ҫӗрпӳ округӗнче биологи каяшӗсен купи пулни пирки хыпар сарӑлнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ те ҫав вырӑнта чӑнах та выльӑх виллисем, шӑммисем йӑваланнине палӑртнӑ.
Вӗсем уҫӑ вырӑнтах выртнӑ. Ку вара – ветеринари саккунӗсене пӑсни. Ведомство ҫӗр харпӑрҫине – Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци савутне – ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ. Ку савут Янсакассинче вырнаҫнӑ.

Чӑваш Республикин ветеринари лабораторийӗн Патӑрьелти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ефимова ветеринар профессине ӑнсӑртран суйласа илнӗ. Ҫав ӑсталӑха алла илес тесе вӑл 8 ҫул вӗреннӗ.
Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, ӗҫе вӑл яланах тӑрӑшса пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. 1988 ҫулта ветеринар врачӗнчен – химик-токсикологран пуҫласа Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ветеринари уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ таран карьера картлашкипе улӑхнӑ.
Патшалӑхӑн ветеринари службин эпизоотипе кӗрешекен службипе тӗрлӗ эпидемипе кӗрешет. Выльӑха сыватни чуна савӑнтарать тесе ӗнентерет.

Чӑваш Республикин ветеринари лабораторийӗн Патӑрьелти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ефимова ветеринар профессине ӑнсӑртран суйласа илнӗ. Ҫав ӑсталӑха алла илес тесе вӑл 8 ҫул вӗреннӗ.
Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, ӗҫе вӑл яланах тӑрӑшса пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. 1988 ҫулта ветеринар врачӗнчен – химик-токсикологран пуҫласа Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ветеринари уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ таран карьера картлашкипе улӑхнӑ.
Патшалӑхӑн ветеринари службин эпизоотипе кӗрешекен службипе тӗрлӗ эпидемипе кӗрешет. Выльӑха сыватни чуна савӑнтарать тесе ӗнентерет.

Чӑваш Енре ӑратлӑ выльӑха сутас енӗпе онлайн тата оффлайн мелӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри аукцион пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта тӗрлӗ регионти пӑрусене, вӑкӑрсене сутнӑ.
Чи хаклӑ выльӑх Свердловск облаҫӗнчен пулнӑ. Вӑл - ӑратлӑ пӑру. Ӑна 350 пин тенкӗпе сутма тӑратнӑ та 500 пин тенкӗпе туяннӑ.
