Ватӑ хӗрарӑм балкон ҫине тухнӑ. Ӑна ӑнсӑртран ҫулталӑк ҫурӑри мӑнукӗ хупса лартнӑ. Кун пирки ҫӑлавҫӑсене ачан амӑшӗ пӗлтернӗ.
Ку паян 13 сехетре пулса иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хваттерте хӗрарӑм йӑпӑртлӑха балкон ҫине тухнӑ. Мӑнукӗ питӗрса лартсан ӑна ҫӑлавҫӑсем тухма пулӑшнӑ. Вӗсем ватӑ хӗрарӑм патне пусмапа балкон ҫине хӑпарнӑ, алӑка уҫма пулӑшнӑ.
Амӑшӗ ҫӑлавҫӑсене тав тунӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем профессионалсем, алӑка ҫӗмӗрмесӗрех уҫма пултарнӑ.
Ҫак уйӑхра Канаш район пульницинче ватӑ ҫынсен пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ. Гериатри пӳлӗмӗ 75 ҫул урлӑ каҫнисене йышӑнать. Ӑна аслӑ ҫулхисем валли «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уҫнӑ.
Гериатри пӳлӗмӗ кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ятарлӑ пулӑшӑва унта 12 ҫынна кӳнӗ те.
Гериатри пӳлӗмӗнче Канаш хулинче, Канаш тата Йӗпреҫ районӗсенче пурӑнакан ватӑсене йышӑнаҫҫӗ. Пӳлӗмре 10 койка вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пресс-служби ӗнентернӗ тӑрӑх, гериатрсем ватӑсен пурнӑҫне лайӑхлатассипе чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Канашри район пульницинче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев пулнӑ. Вӑл учрежденин инфекци тата терапи уйрӑмӗсем епле ӗҫленипе, хирурги уйрӑмне юсанипе паллашнӑ.
Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 43 ҫулти арҫын киле часах таврӑнаймӗ – суд ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 20 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче хайхискер 30 ҫулти арҫынпа калаҫса татӑлса «ӗҫленӗ» (теприн тӗлӗшпе уйрӑм производство уҫнӑ, вӑл следствипе ӗҫлеме киклӗшнӗ). Вӗсем эрех ӗҫмешкӗн укҫа илме 74 ҫулти хӗрарӑмӑн килне кӗнӗ, ӑна хӗненӗ. Унтан икӗ телефон йӑкӑртнӑ, хӗрарӑмран укҫа ыйтнӑ. Ватӑскер 750 тенкӗ кӑларса панӑ, анчах ку лешсене ҫитмен – каллех ыйтнӑ. Хӗрарӑм хӑранипе вӗсене 4 пин тенкӗ тыттарнӑ.
Арҫынсем ку вӗсемшӗн япӑх вӗҫленӗ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа хӗрарӑма вӗлерме шут тытнӑ. Малтан вӗсем ватӑскере ҫиппе пӑвма тытӑннӑ, анчах татӑлса кайнӑ. Унтан 43-ри арҫын хачӑ илнӗ те ӑна мӑйӗнчен темиҫе хутчен чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
Хӗрарӑм виллине пӗлӗшӗ темиҫе сехетрен курнӑ, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Арҫынсене часах тытса чарнӑ. Вӗсем кинемейрен йӑкӑртнӑ телефонсене кӑмакара ҫунтарнӑ, анчах кӑмрӑк ашӗнче пайӗсене тупнӑ. Хваттерте вӑрланӑ укҫан пӗр пайӗ пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та юмах юптарнӑ: вӑл вклад уҫнӑ банкра ултавҫӑсем пур иккен, вӗсем унӑн ячӗпе кредит илесшӗн имӗш. Хайхискер банкри ултавҫӑсене тупмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Ватӑскер ӗненнӗ. Ҫапла хӗрарӑма 150 пин тенкӗ кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ.
Унтан ҫав арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсем тепӗр банкра та ӗҫлеме пултарнине каланӑ, каллех 150 пин тенкӗ кредит илме ыйтнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ҫав укҫа-тенке арҫын кӑтартнӑ счетсем ҫине куҫарнӑ.
Ҫав кунах Шупашкарти 51 ҫулти арҫын улталаннӑ. Ун патне «банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ» шӑнкаравланӑ, унӑн счечӗ ҫинчен такам укҫа куҫарма хӑтланнине пӗлтернӗ. Вӑл арҫынна банк уйрӑмне кайса 415 пин тенке илме, «резерв фондне» куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Гагарин урамӗнче вырнаҫнӑ пульница ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Унӑн вилли 12 сехетре йывӑҫсем айӗнче выртнине асӑрханӑ. Унтан инҫех мар – тротуар.
Пульница питӗ ҫывӑхра, 20 метр кӑна. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 78 ҫулти арҫын пульницӑна утса ҫитеймен. Анчах Следстви комитечӗ ҫакна ҫирӗплетмен-ха.
Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан Лидия Стекольщикова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унӑн ҫуралнӑ кунӗ чӳкӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ.
Лидия Стекольщикова пурнӑҫӗнче историри чылай пулӑма курнӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ. Юбиляр Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче 30 ҫул ытла вӑй хунӑ, ачасене физика предметне вӗрентнӗ.
Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне хӗр институтра вӗреннӗ, ун чухнех хапрӑкра ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче окоп чавма кайнӑ. Кайран санитаркӑна вӗреннӗ, 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ, кашни уйӑхра юн панӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Владимир Шуряков спортсмен Кире пуканӗ йӑтассипе Сербинче ирттернӗ тӗнче чемпионатӗнче пилӗк ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Шӑмӑршӑ район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, спортӑн маларах асӑннӑ енӗпе тӗнчен юбилейлӑ, вуннӑмӗш, чемпионачӗ Серби Республикинчи Нови Сад хулинче чӳк уйӑхӗн 6-10-мӗшӗсенче иртнӗ. Наградӑсемшӗн 38 ҫӗршыври 600 ытла спортсмен тупӑшнӑ. 70 ҫултан аслӑраххисен ушкӑнӗнче Владимир Шуряков 5 ылтӑн медале тата кубока тивӗҫнӗ.
Владимир Шуряков – кире пуканӗ йӑтассипе ветерансем хушшинче темиҫе хут тӗнче, Европа, Раҫҫей, Чӑваш Ен чемпионӗ. Вӑл Гиннес рекорчӗсен кӗнекин рекордсменӗ. Кире пуканӗ йӑтассипе спорт мастерӗ, йывӑр атлетика енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ.
Муркаш районӗнчи Москакасси ялӗнче пурӑнакан Неонила Белова 103 ҫул тултарнӑ. Ӗмӗрӗнче темӗн те курнӑ вӑл: Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи, революци, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи… Апла пулин те шӳтлес ӑсталӑх унра упранса юлнӑ.
Хӑнасем ӗмӗр урлӑ каҫнӑ кинемее ҫуралнӑ кунпа йӑх йывӑҫҫине парнеленӗ. Унӑн мӑнукӗ Александр Кононов тӑванӗсене тӑхӑр сыпӑк таран тӗпченӗ. Александр ҫак ӗҫе тунӑ чухне чылай кӑсӑклӑ япала пӗлнӗ: Неонила ҫуралсан ашшӗ ӑна чӗрӗллех чавса чикесшӗн пулнӑ. Вӑл выҫлӑх ҫулӗсенче 8 ачана ура ҫине тӑратма пултараймасран шикленнӗ. Анчах амӑшӗ ҫакна тутарман, хӗрӗ 100 ҫул ытла пурӑнассине каланӑ.
Неонила Беловӑн чӳречинчен пӑхсан вӑрман курӑнать. Вӑл ӑна хӑй лартнӑ. Неонила Степановна вӑрман хуҫалӑхӗнче 40 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Вӑл мӑшӑрӗпе ултӑ ача пӑхса ҫитӗнтернӗ. Халӗ вӑл 10 мӑнукӗпе, вӗсен 20 ачипе, кӗҫӗн мӑнукӗсен 3 ачипе савӑнса пурӑнать.
Канаш районӗнче пурӑнакан 62 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи кӑрлач тата раштав уйӑхӗсенче, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пӗчӗк мӑнукне ясар шухӑшпа тапӑннӑ. Ку йӑлтах асӑннӑ районти пӗр ялта пулса иртнӗ. Арҫынна следстви вӑхӑтӗнче хупса усранӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкернӗ чухне судпа психиатри экспертизи ирттернӗ. Вӑл ватӑ арҫын ӑс-тӑн енчен лайӑхах пулнине ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан хастар хӗрарӑм, 87 ҫулти Вера Орлова, фольклор пуххине кӑларма ӗмӗтленет.
Чылай ҫул Вера Орлова «Ҫӗньял» фольклор ушкӑнне ҫӳренӗ. Йышпа тӗрлӗ уявсене Мускава та пӗрре кӑна мар ҫитнӗ. Паян вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне Правительство ҫуртне кайнӑ. Ӑна вӑл чӑваш фольклорӗн пуххине кӑларас ӗмӗтлине пӗлтернӗ. 2007 ҫулта «Ай, да наша свадьба…» туй юррисен пуххине пичетленине каланӑ.
Михаил Игнатьев ватта мухтанӑ, ӑна ӑшӑ сӑмахпа хавхалантарнӑ. Кӗнекене кӑларма пулӑшма шантарнӑ.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев кинемее спортпа туслӑ пулнишӗн те ырланӑ. 87 ҫулти Вера Орлова тӗрлӗ спорт мероприятине яланах хутшӑнать. Чӑваш тумӗ тӑхӑнса, йӗлтӗр сырса тухать вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |