Культура
![]() Чӑваш Енре «Нарспи» балет лартма палӑртаҫҫӗ. Ун валли Анисим Асламас композитор темиҫе ҫул каялла ҫырнӑ кӗвӗпе усӑ курӗҫ. Вӑл хайлав Наци вулавӑшӗн архивӗнче упраннӑ. Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫул валли хатӗрленӗ проектсенчен «Нарспи» балет ытларах кӑсӑклантарнӑ. Аса илтерер: грантсене килес ҫул Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ (5 млн тенкӗ), К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ тата Вырӑс драма театрӗ (3 млн), СССР лётчик-космонавчӗ А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗ тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ (1 млн) тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |