Ачасем ҫӳллӗ хутран ӳкни пирки ҫу пуҫламӑшӗнче нумай калаҫаҫҫӗ. Халӗ ҫулла та иртсе кайрӗ ӗнтӗ, ҫынсем чӳречисене те ытлах уҫмаҫҫӗ. Ҫапах Ҫӗнӗ Шупашкарта каллех инкек пулнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхине 2015 ҫулта ҫуралнӑ хӗрача Пионер урамӗнчи ҫӳллӗ ҫуртӑн тӑваттӑмӗш хутӗнчен ӳкнӗ. Юрать, вилмеллех аманман вӑл. Пӗчӗкскере Хулари ача-пӑча пульницине часрах илсе кайнӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ача самай суранланнӑ. Ҫав вӑхӑтра аслисем ӑҫта пулнӑ? Ача чӳрече ҫине епле хӑпарса кайнӑ? Халӗ йӗрке хуралҫисем йӑлтах уҫӑмлатаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗ вара аслисене тимлӗрех пулмалли пирки асӑрхаттарать. Ачасене пӳлӗмре пӗччен хӑвармалла мар. Чӳрече уҫӑ пулсан – пушшех те.
Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекен Евгений Сбитнев тата Юлия Чапрасова Раҫҫейӗн ача-пӑча хорӗн солисчӗсем пулӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен «Артек» центрта «Школа размером с Артек» пултарулӑх смени пуҫтарӑннӑ. Унта Раҫҫейӗн ача-пӑча хорӗнче юрлакан Раҫҫейӗн 65 регионӗнчи ачасем пулнӑ.
Ачасем концерта хутшӑннӑ, солистсен конкурсӗнче ӑмӑртнӑ. 500 ачаран 19-шӗ пуринчен те лайӑххисен йышне лекнӗ. Ҫавсен йышӗнче Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекен, «Соловушки» хор ушкӑнне ҫӳрекен Евгений Сбитнев тата Юлия Чапрасова. Вӗсене пӗрле вӗренекенӗсем чунтан саламлаҫҫӗ, малашне те хитре юрлама сунаҫҫӗ.
Паян Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча пульницине кӑнтӑрла ҫитес умӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн машинисем тата васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем персе ҫитнине, вӗсем сиплев учрежденийӗнче тӗтӗм тухать тесе пӗлтернипе вырӑна васканине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Унчченхи хыпарта автор пӗр ачана ҫеҫ урӑх пульницӑна илсе кайнине хыпарланӑччӗ. Анчах Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав урӑхларах хыпарланӑ. Инфекци уйрӑмӗнчи 32 ачана амбулатори килте сипленме янӑ, 64 ачана Шупашкарти ача-пӑчан 3-мӗш пульницине вырттарнӑ, 18 пӗчӗк пациента Республикӑри ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ, 12 ачана — Ҫӗнӗ Шупашкарти больницӑн инфекци уйрӑмне.
Хӑш ача ӑста лекнине пӗлес текенсем валли министерство талӑкӗпех ӗҫлекен хӗрӳ лини уҫнӑ. Унӑн номерӗ – 8 /8352/ 26-15-15.
Паян Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча пульницине кӑнтӑрла ҫитес умӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн машинисем тата васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем персе ҫитнӗ. Вӗсем сиплев учрежденийӗнче тӗтӗм тухать тесе пӗлтернипе вырӑна васканӑ. Чӑн та, путвалта мӑкӑрланнӑ. Анчах хыпса ҫунман.
Пульницӑра сипленекен 126 ачана, пӗчӗккисемпе пӗрле выртакан 97 амӑшне тата шурӑ халатлисене, пурӗ 66 ҫынна, пульницӑран урама кӑларса тӑратнӑ. Чирлӗ ачасенчен пӗри йывӑр аптӑранине кура ӑна урӑх пульницӑна ӑсатнӑ.
Пушарпа кӗрешекенсем тӗтӗмленекен вырӑна часах сӳнтернӗ. Яваплӑ службӑсем инкек сӑлтавне татса калама хальлӗхе тӑхтаҫҫӗ. Вӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек путвалти пӑралуксем пӗрлешнипе тухма пултарнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн амӑшӗн правине чикӗленӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн тӗпренчӗкӗсене алимент тӳлеме тивӗ.
Ҫав хӗрарӑм тӗлӗшпе суд пулнӑ. Вӑл ҫул ҫитмен ачисене тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе ӗҫлемен. Суд хӗрарӑма икӗ ачине алимент тӳлеттерме те йышӑннӑ. Тата ҫакна палӑртмалла: ҫамрӑк амӑшӗ ниҫта та ӗҫлемен. Ачасене воспитани парас енӗпе кукамӑшӗ ӗҫленӗ.
Суд прокурор ыйтнине тивӗҫтернӗ. Хӗрарамӑн амӑшӗн правине чикӗлеме йышӑннӑ. Унӑн ӗҫлесе илнӗ укҫан 1\3 пайне алимент тӳлемелле. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Мускаври Медицина технологийӗсен институтӗнче черетлӗ сиплев тухма Шупашкарти Морозовсен ҫемйине 199 пин те 430 тенкӗ кирлӗ. Ултӑ ҫулти Владпа унта ҫулталӑк каялла та пулнӑ иккен. Хӑйсен ӗҫне пӗлекен специалистсем ачашӑн тӑрӑшни, ӑна пулӑшни усса кайнӑ: халӗ ача хӑй тӗллӗн пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн утайрать.
Владӑн чирӗ — ача-пӑчан церебраллӑ тытамакӗ. Ҫавна пулах ӑна шурӑ халатлисен пулӑшӑвӗ питех те кирлӗ. Мускава тепӗр хутчен кайма 200 пине яхӑн кирлӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсемпе «Русфонд» тата «ХимТекс» общество пулӑшнипе тупран пысӑк пайне пухса ҫитернӗ. Тепӗр 39 пин тенкӗ ҫитменрен халӗ вӑл укҫана СМС ҫырусем урлӑ пухаҫҫӗ. 5542 номерпе «ДЕТИ» тесе ҫырсан 75 тенкӗ тытӑнса юлать. Ҫыру шучӗ шутлӑ мар — кӑмӑл пулсан темиҫе хут та яма пулать.
Патӑрьел ачисем Ӗренпуртан ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Унта «Зарница» ҫарпа спорт вӑййисем иртнӗ. Кӑҫал ӑна пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ. Унчченхи ҫулсенче пӗрмай ӗренпурсем ҫӗнтернӗ. Хальхинче Чӑваш Ен команди мала тухни чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ.
Кӑҫал «Зарница» авӑн уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче иртнӗ. Малти вырӑна Патӑрьелти 1-мӗш шкул ачисем йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Пенза облаҫӗ тухнӑ. Палӑртмалла: пирӗннисем ишессинче, Калашников автомачӗн макетне сӳтсе пуҫтарассинче, кроссра пуринчен те малта пулнӑ. Спортӑн ытти тӗсӗнче иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсемпе ҫырлахнӑ.
Маттур, патӑрьелсем! «Атӑлҫи Зарници» ҫарпа спорт вӑййисенче ку Чӑваш Еншӗн – пӗрремӗш ҫӗнтерӳ.
«Наци кросӗ» пӗтӗм Раҫҫейри спорт уявне Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗ пӗр ҫул та хутшӑнмасӑр юлман тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Ватти те, вӗтти те ял варринче вырнаҫнӑ шкул стадионне пуҫтарӑнса сывлӑх кунне уяв вырӑнне хурса сумлать.
Паян чи малтан «Ҫӑлкуҫ» ача садне ҫӳрекен шӑпӑрлансем старта тӑнӑ. Г. Волков, Д. Мтин, Я. Анюрова финиша чи малтан ҫитнӗ.
Сӑкӑт шкулӗнче вӗренекенсем кроса пысӑк йышпах хутшӑннӑ. Чи хӑвӑрт чупса К. Анюрова, А. Сандыркин, А. Андреев (1-2 классем), А. Мтина, В. Скрипкин э(3-4 классем), К. Хмелёва, Д. Волков (5-7 классем), Л. Чернова, А. Волков (8-9 классем), В. Чернова, А. Кузнецов (10-11 классем) ҫӗнтернӗ.
Аслисем хушшинче Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Л.В.Чернов финиша малтан ҫитнӗ.
Ӑмӑртура палӑрнисем Хисеп хучӗсем илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑма суд сакки ҫине лартнӑ. Вӑл ачисене тивӗҫлипе пӑхман, вӗсемпе хӑйне лайӑх тытман-мӗн. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм 2 ҫулти тата 9-ти ачисене воспитани парас тӗлӗшпе ӗҫлемен. Вӑл амӑшӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламан имӗш: гигиена, психика, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен ӗҫлемен.
Кунсӑр пуҫне ҫак хӗрарӑм, ӳсӗрскер, ҫемьери ытти ҫынпа харкашнӑ, усал сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ҫакна вара йӑлтах ачисем илтнӗ.
Суд икӗ ача амӑшне айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енри шурсухалсем республикӑри наци политикине Чӑваш Наци вулавӑшне пухӑнса сӳтсе явӗҫ. Кун пирки Ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял Чӑваш халӑх сайчӗн журналистне Нелли Пальмовӑна ӗнер пӗлтернӗ.
Лару тӗллевӗ — наци чӗлхисене урӑх халӑх ҫыннисене вӗрентнине ирӗксӗрлени вырӑнне хаклакансем тухса кайнине сӳтсе явасси. Пусахлани тенипе Виталий Станьял ӑсчах пӗр енчен килӗшет — ҫынна пусмӑрлани ырӑ япала мар. Анчах шкул программинчи предмета ирӗксӗрлени вырӑнне йышӑна пуҫласан ачамӑрсене вырӑсла та, акӑлчанла та, тутарла та, чӑвашла та, хӑшӗсене вара физикӑпа химие те вӗрентмелле мар, мӗншӗн тесен вӑл предметсем те теприсене кирлӗ пулмӗҫ.
Наци республикинче пурӑнса унти халӑха тата унӑн культурине хурланине Виталий Станьял культурӑсӑрлӑх тесе хаклать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |