Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпах Патӑрьелӗнчи ӳнер шкулӗн Сӑкӑтри уйрӑмӗнче пултаруллӑ ачасене аталанма майсем туса парас, вӗсен ӑсталӑхне уҫса палӑртас тӗллевпе ҫамрӑк художниксен урокӗсем иртеҫҫӗ. Уроксене Владимир Горбунов ертсе пырать. Кун пирки Сӑкӑт ял тӑрӑхӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ӳнер шкулӗн филиалӗ Сӑкӑт шкулӗнче чылай ҫул ӗҫлет. Ҫак пултарулӑх ҫулӗпех малалла кайнисем те пур иккен. Паян та кунта алла сӑрӑ-кӑранташ тытнисем — ҫирӗм тӑваттӑн. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсенчен Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова тӗрлӗ конкурса, фестивале хутшӑнса час-часах малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗ пулса те таврӑнаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗ 90 ҫул тултарнине халалланӑ «Асамат кӗперӗ» ачасен уявӗнче Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова, Екатерина Тестова, Лия Чернова арт-площадкӑра пулса хӑйсен ӑсталӑхӗпе савӑнтарнӑ, Тав хучӗ илме тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикинче федерацин «Ты – предприниматель» (чӑв. Эсӗ — усламҫӑ) программине пурнӑҫласа Шкулти усламҫӑ марафонӗ малалла пырать тесе пӗлтерет ЧР Вӗренӳ министерстви.
Аслӑ класра вӗренекенсем валли уҫӑ уроксем, професси ҫулне кӑтартмалли тестсем йӗркелеҫҫӗ. Усламҫӑ ӗҫне пуҫармаллипе ирттерекен вӗренӳ курсӗсене усламҫӑсем, психологсем тата бизнес-тренерсем, Чӑваш Республикинчи усламҫӑсене хӳтӗлекен аппарат специалисчӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Усламҫӑ пулма вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ачасене «Эсӗ — усламҫӑ» программӑна хутшӑннине ӗнентерекен сертификатсем парӗҫ.
Уҫӑ уроксене 14–17 ҫулсенчи 800 ытла шкул ачи хутшӑннӑ, вӗсенчен 100-шне усламҫӑ пулма вӗрентме суйласа илнӗ. Юпа уйӑхӗнче ачасемпе ӗҫлӗ вӑйӑ ирттерӗҫ тата усламҫӑ проекчӗсен конкурсӗ йӗркелӗҫ.
Чӑваш Енри кашни районтах агрокласс уҫнӑ. Вӗсенче 500 яхӑн ача пӗлӳ илет.
Ҫавна май ӗнер, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта тӳре-шара, шкул директорӗсем, профессорсем, вӗрентекенсем тата 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем пухӑннӑ.
Паллӑ ӗнтӗ, шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксен хуласене тухса каяҫҫӗ те унтах юлаҫҫӗ, ял хуҫалӑх енӗпе диплом илнисен йышӗнче те тӑван тӑрӑхне таврӑнакан питӗ сахал. Юлашки вунӑҫуллӑхра ку ҫивӗч ыйтусем кӑларса тӑратрӗ. Ҫак сӑлтавпах иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Чӑваш Енри районсенче агроклассем уҫма пикенчӗҫ.
Ҫапла майпа агрокласс йӗркелекенсем паянхи ял хуҫӑлӑхӗнче чӗркуҫҫи таран пылчӑк ашмалла маррине, фермӑсем те тислӗк айне пулманнине ӗнентересшӗн. Аграрисем те тӑрӑшса ӗҫлесен укҫа тума пултарнине тӗслӗхсем урлӑ кӑтартса парасшӑн. Ял хуҫалӑх академийӗн профессорӗсем вара аслӑ классенче вӗренекенсене ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулине «Lavproductions» компанин ӳкерӳ ушкӑнӗ килсе кайнӑ. Пултарулӑх ушкӑнне Андрей Леонтьев журналист ертсе пынӑ. Тӳрех палӑртар, асӑннӑ компани Discovery Сhannel телеканал валли «Раҫҫей ҫулӗсем» ятпа кӑларӑмсен ярӑмне хатӗрлет.
Хальхинче ӳкерӳ ушкӑнӗ Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗ тата унта кивӗ тракторсене епле майпа ҫӗнӗ сӑн кӗртни пирки кӑсӑклӑ телекӑларӑм хатӗрленӗ, ҫак музейӑн директорӗнчен Альберт Сергеевран интервью илнӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, телепередача ӳкернӗ ҫӗре Шупашкарти 5-мӗш гимнази вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне каласа хӑвармалла, хайхи журналистсем шурӑ Шупашкар тата Трактор тӑвакансен савучӗ пирки темиҫе сюжет ӳкернӗ.
Шупашкарта пӗр ҫемьере инкек пулнӑ. 2 ҫулти ача пуля ҫӑтса янӑ та сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ.
Ку пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра Шупашкарти Мускав районӗнче пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Тетте пӑшалти пуля ачан пырне ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра аслисем ӑҫта пулнӑ? Пӗтӗмпех уҫӑмлатма тивӗ.
ШӖМ ҫине тӑрсах асӑрхаттарать: тетте туяннӑ чухне аслисен питӗ тимлӗ пулмалла. Ача пилӗк ҫул тултариччен вак-тӗвек япалаллӑ тетте туянма сӗнмеҫҫӗ. Халӗ хутаҫ ҫине тетте хӑш ӳсӗмри шӑпӑрлансем валли пулнине те палӑртаҫҫӗ.
Киле вӑрҫса-ятласа хӑваламан та, анчах ача пахчинче юсав тесе Улатӑрти «Солнышко» (чӑв. Хӗвел) шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳрекен шӑпӑрлансене эрнекунсерен 12 сехетре киле ӑсатма тӑрӑшнӑ. Илсе каяйманнисен ачисем дежурство ушкӑнӗнче юлнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ача пахчине хӗрсе кайсах юсанӑ: сӑрламаллине сӑрланӑ, шуратмаллине шуратнӑ, стенасене йӗркене кӗртнӗ, урай сарнӑ.
Ҫур кунта киле илсе кайсан та ашшӗ-амӑшӗнчен укҫана тулли куншӑн илнӗ.
Кӑлтӑка вырӑнти прокуратурӑна ашшӗ-амӑшӗ систернӗ.
Ҫитменлӗхшӗн ача-пӑча пахчин ертӳҫине Роспотребнадзор 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫав вӑхӑтрах прокуратура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе те асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Унта кӑлтӑка пӗтермеллине палӑртса ҫырнӑ.
Чӑвашла ҫырнӑ кӗнеке ал ҫырӑвӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртакан комисси хӑйӗн ӗҫне кӑҫаллӑха вӗҫленӗ, чи маттуррисене палӑртса сумлӑ премисене кама памаллине ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн Информполитика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, комисси пайташӗсем пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, ал ҫырусене тӗплӗ тишкернӗ, чӗлхине хак панӑ, хайлавсен стильне, композицине танлаштарнӑ, произведенисен воспитани сӗмне шыранӑ, вӗсем кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен еплерех калӑпланнине пахаланӑ.
Ҫапла майпа «Шкул ӳсӗмне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире Николай Ларионовӑн «Шураҫка» ал ҫырӑвне чи лайӑххи тесе палӑртнӑ, уншӑн автора 50 пин тенкӗлӗх грант пама йышӑннӑ. «Вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли хайланӑ произведени» номинацире палӑрса Марина Карягина «Ҫӑкӑрпа сахӑр» хайлавӗшӗн 75 пин тенкӗ илнӗ. Виҫҫӗмӗш номинацире Римма Прокопьевӑна ҫитекен пулман. Аслӑ классенче ӑс пухакансем валли шӑрҫаланӑ хайлавсене тишкерсе комисси пайташӗсем Римма Прокопьевӑн «Сар хӗвел хӗрелсен» ал ҫырӑвне пысӑк хак панӑ.
Шупашкарти шкул ачисен КВН командине телевизорпа кӑтартӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн ентешсен команди телевидени сезонне лекнӗ.
Шупашкар ачисен команди «ГТО» ятлӑ. Вӗсене «Ача-пӑча КВНӗ» телевидени сезонне хутшӑнма чӗннӗ. Авӑн уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче Анапӑра ача-пӑча КВН командисен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн гала-концерчӗ иртнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне пирӗн ентешсен командине сезона хутшӑнакансен списокне кӗртни паллӑ пулнӑ.
Шупашкар ачисем КВНра мӗнле вылянине курас килсен СТС телеканал пӑхмалла.
Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче кӑмпа фестивалӗ иртнӗ. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет, ӑна йӗркелесси пирки эпир те маларах хыпарланӑччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Баскак поселокӗнче халӑх йышлӑн пухӑннӑ. Унта кӑмпа татма юратакансем пуҫтарӑннӑ. Мероприяти интереслӗ, хӑйне евӗр иртнӗ. Унта пухӑннисене кӑмпаран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе, ятарлӑ кӗнекесемпе паллаштарнӑ.
Хӑнасемпе «Ку мӗнле кӑмпа пулнине пӗл» ӑс-тӑн вӑййи ирттернӗ. Ҫавӑн пекех «Вӑрманта» викторина йӗркеленӗ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Тӗп вулавӑш «Кӑмпа коктейлӗ» кӗнеке куравӗ ирттернӗ.
Юлашкинчен пухӑннисене кӑмпа пирки ҫырнӑ пӗчӗк кӗнекесем, буклетсем валеҫсе панӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑм килте ача ҫуратнӑ. Шупашкарти Ленин районӗнчи ЗАГС пайӗ ачана регистрациленӗ.
Ача чӑнах та килте ҫуралнине кӳнтелен ӗнентернӗ. Вӑл хӗрарӑм ҫӑмӑлланнӑ вӑхӑтра унпа юнашар пулнӑ.
Хӗрарӑм хӗрача ҫуратнӑ. ЗАГС ӗҫченӗсем ҫамрӑк ҫемьене пепке кун ҫути курнине ӗнентерекен свидетельство панӑ.
ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра хӗрарӑм килте ача ҫуратни сайра тӗл пулмасть. 2017 ҫул пуҫланнӑранпа килте ҫуралнӑ тӑваттӑмӗш ачана регистрациленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |