Ҫӗрпӳ кӗперне кам туса пӗтересси паллӑ. Аван уйӑхӗн 18-мӗшӗнче аукцион иртнӗ. Унта «Союздорстрой 10» тулли мар яваплӑ обществӑна ҫеҫ хутшӑнма ирӗк панӑ. Фирма ӗҫе 120 миллион та 591 пин те 200 тенкӗпе вӗҫлеме йышӑннӑ.
Килӗшӗве тепӗр 10 кунран алӑ пусӗҫ. Аукциона тепӗр икӗ фирма хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, анчах унта лекеймен. Подрядчикӑн ӗҫе чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Икӗ уйӑх ҫеҫ юлнӑ. Юр маларах ҫуса лартрӗ тӗк – вӑхӑт тата сахалрах.
Кӗпер хатӗрпе пӗрех ӗнтӗ. Унта ҫула хӑтлӑлатмалли, асфальт тата коммуникацисене хумалли ӗҫсем ҫеҫ юлнӑ.
«Союздорстрой 10» фирма пирки эпир мӗн пӗлетпӗр-ха? Тӗнче тетелӗнче ун пирки шырасан информаци тухать. Вӑл Крымра ҫумӑр витӗрех асфальт сарнӑ-мӗн, ҫавӑнпа вырӑнти питлев хӑми ҫине лекнӗ.
Водительсемшӗн Ҫӗрпӳ кӗперӗ ҫӑпан пекех пулса тӑчӗ-тӗр. Ара, унта «пӑкӑра» ларса ывӑнтарчӗ пуль вӗсене. Уйрӑмах — канмалли кунсенче. Ӑна хӑҫан туса пӗтерӗҫ? Ҫак кунсенче ӗҫе вӗҫлемелли ҫӗнӗ куна палӑртнӑ.
«Прикамье» автоҫул управленийӗ патшалӑх туянӑвӗнче контракта 120 миллион та 591 пин те 200 тенкӗпе лартнӑ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Контрактпа килӗшӳллӗн, унта пыракан ҫулсене хӑтлӑлатӗҫ, асфальт сарӗҫ, коммуникацисем тӑвӗҫ.
Кӗпере хальхинче чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ валли туса пӗтерме палӑртнӑ. Аса илтерер: ӑна 2013 ҫултах тума тытӑннӑ, 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хута ямалла пулнӑ.
Чӑваш Енре Шупашкар хулин йӑлари хытӑ каяшсене нумай ҫул турттарнӑ Питтукасси ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнне рекультивацилес ыйтупа ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн тата федераци ведомствисен территорири органӗсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура хускатнӑ.
Йӑлари хытӑ каяшсен вырӑнне рекультивацилеме подряд организацине палӑртас тӗллевпе хула влаҫӗсем икӗ хутчен те электрон аукцион ирттернӗ. Анчах кӑлтӑкпа ирттернӗ тесе ӑна кашнинчех пӑрахӑҫланӑ. Хальхинче уҫӑ аукцион йӗркелесе «Автодор» предприятие ҫӗнтерӳҫӗ тесе йышӑннӑ. Анчах республика ертӳҫисем вӑл предприятие шанмаҫҫӗ. Устав капиталӗ те унӑн пӗчӗк, ӑна нумаях пулмасть уҫнӑ. Ҫав вӑхӑтрах федераци хыснинчен уйӑракан 113 миллион тенке авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курмасан ӑна каялла илме пултараҫҫӗ.
Алексей Московский эстрада юрӑҫи «Контрактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хитре сасӑллисене шыранине пӗлтернӗ.
Шоу-бизнесра хӑйсене туптама хатӗр пултаруллӑ ҫынсене аталантарма укҫа хывса пулӑшма хатӗррине палӑртнӑ май анкетӑсене boss.aleksm@mail.ru электрон адреспа йышӑннине каланӑ. Сцена ӑсти пулас текенсене Чӑвашран та, республика тулашӗнчен те йышӑнаҫҫӗ.
Сӑмах май, Алексей Московскийпе ҫыхӑннӑ тепӗр хыпар та пӗлтерер. Ӑна «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Самант» журналӗн иртнӗ уйӑхри номерӗнче хыпарланӑ. Московский жилетне аукционта сутнӑ. Света ятлӑ пике ҫак тума 19 пин тенкӗпе туяннӑ. Ӑна Ирина ятлӑ хӗр те илме ӗмӗтленнӗ. Анчах — 2 пин ҫурӑпа. Ирина ӗҫлекен парикмахер салонне Московский ҫӳҫ кастарма ҫӳрет иккен.
ЧР Транспорт министерстви ҫӳллӗ мар икӗ автобус туянасшӑн. Кашни 6,6 миллион тенкӗ тӑрать.
Аукцион ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртмелле. Килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 60 кунран автобуссене Шупашкарти Республика тӳремне илсе ҫитермелле.
Ку автобуссем М3 категориллӗ, метанпа ӗҫлеҫҫӗ. Салона 25 ҫынран кая мар вырнаҫать. Автобусра сусӑрсене кӗмелли платформа пулӗ. Ҫавӑн пекех пассажирсене пӗлтермелли таблосем вырнаҫтарӗҫ.
Гаранти 3 ҫул пулӗ. Икӗ автобусӑн малтанхи хакӗ — 13,25 миллион тенкӗ. Ӑна республика хыснинчи укҫапа туянӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ Раҫҫейӗн Перекет банкӗнчен кредит илӗ. Аса илтерер, иртнӗ уйӑх ҫурринче патшалӑх закупкисен сайтӗнче кивҫен илессипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑччӗ. Вӗсенчен пӗрне — Шупашкар хули, теприне — Чӑваш Республики. Вӗсем иккӗшӗ те хӑйсен хыснин дефицитне кредит илсе тултарас шухӑшлине эпир ун чух ҫырса кӑтартнӑччӗ. Республика 2 млрд тенке 365 кунлӑха ҫулталӑкра 11,5 процентлӑ ставкӑпа илесшӗн, Шупашкар хула администрацийӗ — 1,11 миллиард тенке 730 кунлӑха 10,34 процентлӑ ставкӑпа тенӗччӗ эпир ун чух.
Халӗ Шупашкар хули кредита Перекет банкӗнчен илме йышӑннӑ. Кредит учрежденийӗ ӑна 8,65% ставкӑпа пама килӗшнӗ. Аукционта ку ставкӑна администраци малтанласа 10,34 процент тесе кӑтартнӑччӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикинче пурӑнакан тепӗр 50 ҫынна алла ҫыхмалли сехет парнелесшӗн. Ку сас-хура ӑҫтан тухнӑ тетӗр-и? Патшалӑх тариф служби сехет туянмашкӑн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Ҫитменнине, Элтепер ҫак сехете камсене парнелеме хатӗрленни те паллӑ — арҫынсене! Мӗншӗн тесен аукционра «арҫынсен алла ҫыхмалли сехечӗ» тесе палӑртнӑ.
Сехетсене 130 пин те 950 тенкӗпе туянасшӑн. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр сехет 2 пин те 619 тенкӗ тӑрать. Аукциона ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 10 сехет те 45 минутра ирттерӗҫ. Сехет сутакансем унта пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче, Шупашкар тӗлӗнче, машинӑсене лартма кӑҫал хушма вырӑн йӗркелӗҫ. Вӑл унти пляжа канма пуҫтарӑнакансем валли пулӗ. Шупашкар хулинчи тӳре-шара шухӑшланӑ, яваплӑ организацисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Атӑлӑн сулахай хӗрринчи пляжра транспорт лартмалли вырӑн тӑвассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ паян ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Маларах эпир Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӑр туянассине пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗ 2,46 пин тонна хӑйӑр кирлине, ӑна 455,1 пин тенкӗпе туянас кӑмӑллине палӑртса Патшалӑх туянӑвӗсен порталӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑччӗ. 2,5 пине яхӑн тонна хӑйӑра Шупашкарти пляжсене илсе кайӗҫ. Аса илтерер, хулара вӗсем виҫҫӗ: Тӗп пляж, Афанасьев урамӗ ҫывӑхӗнче тата Ҫӗнӗ сала патӗнче.
Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви Атӑл хӗрринче, Шупашкарти нефть базинчен инҫех мар вырнаҫнӑ ҫӗре «ТНК 21» компание аукционсӑрах панӑ тесе шухӑшлакансем пур иккен. Шыв хӗрринчи лаптӑклӑ пулнӑ компанин учредителӗ — «ТУС» хуҫи, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов.
Николай Угаслов 31 миллион тенкӗ тӑракан 16 пин тӑваткал метр лаптӑка аукционта тара илнине ӗнентерет-мӗн, анчах унӑн конкуренчӗсем нимле аукцион та пулманнине палӑртаҫҫӗ иккен. ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче аукцион иртнине хыпарланине асӑрхаман енне патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха аукционсӑр тыттарнӑ тесе шухӑшлакансем ку ӗҫе тӗпчеме правӑна сыхлакан органсенех ыйтнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра икӗ районти — Патӑрьелӗнчи тата Тӑвайӗнчи — культура ҫурчӗ хӑпартма килӗшекен строительство организацийӗсене палӑртмалла. Хальлӗхе вӗсене суйлама конкурс иртессине пӗлтернӗ.
Культура ҫурчӗсене кӑҫалах туса пӗтермелле. Контрактсен пӗтӗмӗшле хакӗ 27,4 миллион тенкӗпе танлашӗ.
Патӑрьел раойнӗнчи Ыхраҫырминче 150 вырӑнлӑх культура ҫуртне чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Укҫана республика тата вырӑнти хыснаран уйӑрмалла. Ыхраҫырмисем ялти культура учрежденийӗ валли 14 миллион тенкӗ ҫитет тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи Чутейӗнчи культура ҫурчӗ 106 вырӑнлӑх пулӗ. Ӑна раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне хута ямалла. Кун валли 13 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Саккасҫӑ пулса аукцион ирттерекеннисем — вырӑнти ял тӑрӑхӗсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |