РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енри монохуласем валли виҫӗ вӗр ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машини илсе килӗҫ.
Раҫҫейри 59 регион валли 162 васкавлӑ медпулӑшу машини илӗҫ. Вӗсенчен 12-шне Медицинӑпа биологи федераци агентстви валли туянӗҫ. Ҫӗнӗ машинӑсене туянмашкӑн 680,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсене – Чӑваш Ене, Киров, Чулхула, Ӗренпур, Пенза, Сарӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсене, Пермь крайне, Удмурт Республикине – васкавлӑ медпулӑшу машинисем килӗҫ. Чулхула тата Киров облаҫӗсене валли чи нумай машина парӗҫ: 12 тата 10.