Япунири Токио хулинче паян кӑҫалхи пӗрремӗш пулӑ аукционӗ иртнӗ. Унта пӗр тем пысӑкӑш тунец пуллине — скумбри йӑхӗнчи пысӑк тинӗс пуллине — 336,6 миллион йенӑпа сутса янӑ. Доллара куҫарсан ку вӑл 3,1 миллион пулать, тенкӗне куҫарсан — 206,5 миллион тенкӗ. Чи пысӑк хак парса туянаканӗ Kiyomura Corporation компани хуҫи Киёси Кимура пулнӑ. Вӑл «Суси Дзаммай» ресторансене тытса тӑраканни шутланать.
Пулӑ 278 килограмм тайнӑ, тытма вара ӑна Аомори префектурӑри Ома порт патӗнче сӗтӗрсе кӑларнӑ. Киёси Кимура пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак тунец ӑна ҫакӑн пек пысӑк хака ларасса шутламан та. Пулӑ, паллах, ахаль выртмӗ — паянах ӑна кашни ҫын тутанса пӑхма пултарӗ. «Суси Дзаммай» ресторансене ҫитсен кашни пӗр татӑк пулӑ та пулин тутанса пӑхаятех.
Сӑмах май, унччен те чи хаклӑ пулӑ тунец пулнӑ. 2013 ҫулта 200 килоллине 155 миллион иенӑлла сутнӑ (96 миллион тенкӗ). Ҫав вӑхӑтрах пӗлтӗр 405 килограмлӑ тунеца пурӗ те 323 пин долларпа ҫеҫ сутма май тивнӗ (21,7 млн тенкӗ).
Ҫӗрпӳ хулинче тепӗр ача пахчи хута ярӗҫ. Вӑл унччен стадион пулнӑ вырӑнта, Маяковский урамӗнче, вырнаҫӗ. Ӗнер аукцион йӗркелесси пирки пӗлтернӗ. Вӑл раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртӗ.
Ача пахчинче пӗрремӗш хутра бассейн та пулӗ. Пӗтӗмпе унта 240 шӑпӑрлан ҫӳрӗ, вӗсене 14 ушкӑна уйӑрӗҫ.
Аукционра ҫӗнтернӗ организацин ача пахчине ҫитес ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли туса пӗтермелле. Малтанхи хака палӑртнӑ: 188 миллион та 439 пин тенкӗ.
Элтепер администрацийӗн автобазине ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянлатма палӑртнӑ. Хальхинче 5 ҫӑмал автомашина туянасшӑн. Сӑмах май, унччен виҫӗ машина илнӗ. Хальхи транспортпа танлаштарсан, унчченхи «тимӗр утсен» хакӗ пӗчӗкрех пулнӑ: виҫҫӗшне 4,5 миллион тенкӗпе туяннӑ.
Хальхинче администраци пилӗк машинӑна 8 миллион та 300 пин тенкӗпе туянасшӑн. Укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Аукцион раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Палӑртмалла: 2012 ҫулта Чӑваш Ен влаҫӗ 8,3 миллион тенкӗпе икӗ иномарка туяннӑ. Ун чухне ку халӑха самай калаҫтарнӑ.
2109 ҫулта К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне юсама палӑртнӑ. Пашалӑх закупкисен сайтӗнче ҫак тӗллевпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Аукциона заявкӑсене раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, конкурс раштавӑн 14-мӗшӗнче иртӗ. Килӗшӳ хакӗ – 28 130 030 тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн стенасене сӑрламалла, маччана, урая, алӑксене, электричествӑна, канализацие, вентиляцие, шыв пӑрӑхӗсене улӑштармалла, ҫӗнӗ розеткӑсем, светильниксем, сантехника лартмалла.
Театра ҫитес ҫулхи ака уйӑхӗнче юсама пуҫлӗҫ, ӗҫе авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Театра ҫав вӑхӑтра хупмӗҫ.
Сӑмах май, театр зданине 1961 ҫулта тунӑ, вӑл пӗтӗмпе 2772 тӑваткал метр лаптӑка йышӑнать.
Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, Сӑр урлӑ каҫмалли эстакадӑна 2020 ҫулхи ҫулаччен туса пӗтермелле. Кун пирки сайтра хыпар пулнӑччӗ. Ҫак кунсенче Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура «Волго-Вятскуправдор» пуҫлӑхӗ Илдар Мингазов пулнӑ.
Ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, эстакада тӑвас ӗҫе 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен вӗҫлемелле, анчах кӗпере 2019 ҫултах хута ярасшӑн. Паянхи кун тӗлне строительство валли 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Аса илтерер: эстакада строительствин аукционӗ кӑҫал ҫулла иртнӗ. Унта Мускаври «Мостотрест» ПАО фирма (унӑн тӗп аукционерӗ – Раҫҫейри миллиардерӑн Аркадий Ротенбергӑн компанийӗ) ҫӗнтернӗ, вӑл ӗҫе 1,4 миллиард ытла тенкӗпе тума килӗшнӗ.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать, ҫавна май хӑшӗ-пӗри чӑрӑш ӑҫта туянасси пирки те шутлама тытӑннӑ ахӑртнех. Чӑваш Енре уяв валли 328 чӑрӑш тата хыр касма палӑртнӑ. Ятарласа аукцион йӗркелӗҫ. Ӑна ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирттерӗ.
Аукциона Улатӑр, Сӑнав, Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗсенчи йывӑҫсене тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ Улатӑр районӗнче 68 хыр тата 60 чӑрӑш (9993,25 тенкӗлӗх) хатӗрлӗ. Ҫӗмӗрле тата Сӑнав вӑрман хуҫалӑхӗсенче 100-шер чӑрӑш касӗҫ.
Аукционра ҫӗнтернисен ҫеҫ Ҫӗнӗ ҫул валли чӑрӑш хатӗрлеме ирӗк пулӗ. Кам хӑй тӗллӗн вӑрмана кайса чӑрӑш касать – ҫавна штраф кӗтет. Ахаль ҫынсен – 3-4 пин, должноҫри ҫынсен – 30-40 пин, юридици сӑпачӗсен 200-300 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Икӗ е ытларах йывӑҫ каснӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ.
Чӑваш Енре наци чӗлхине упрассипе ҫыхӑннӑ фильм ӳкересшӗн. Ҫавна май аукцион ирттересси пирки те пӗлтернӗ. Саккас параканӗ – Чӑвашфильм. Фильмӑн малтанхи ячӗ - "Наследие" (чӑв. "Еткерлӗх").
Фильма ӳкерме федераци тата республика хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 2 183 344 тенкӗ. Электронлӑ аукцион чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртӗ.
Аукционра ҫӗнтерекенӗн фильма раштавӑн 10-мӗшӗччен ӳкерсе пӗтермелле. Унӑн хронометражӗ 30 минутран сахал мар, анчах 40 минутран ытларах мар пулмалла.
Ҫӗнӗ Шупашкарта топиарисем (искуственнӑй газонран тунӑ кӳлепесем) пулӗҫ. Вӗсене Винокуров урамӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Унта «Упа», «Пысӑк упа», «Пӗчӗк упа», «Йывӑҫ», «Виҫӗ сысна ҫури», «Ашак» тата тӑватӑ сак вырнаҫтарасшӑн. Ҫак кӳлепесене туянмашкӑн хула администрацийӗ 1 миллион та 463 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Кун тӗлӗшпе юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче аукцион ирттерӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗн килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн кӳлепесене 30 кунра вырнаҫтармалла. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Ҫӗнӗ ҫул тӗлне (чӳк уйӑхӗн варриччен ӗҫе вӗҫлеме шантараҫҫӗ) пулӗҫ.
Вӑрнарти Владимир Ленин палӑкне юсама палӑртнӑ. Кун пирки Вӑрнар ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтерет.
Аукцион ирттересси пирки патшалӑх закупкисен сайтӗнче те пӗлтернӗ. Владимир Ильич Ленин палӑкне, Вӑрнарти тӗп лапамра вырнаҫнӑскере, 1 миллион ҫурӑ тенкӗпе юсаса ҫӗнетесшӗн.
Укҫа-тенке вырӑнти хыснаран уйӑрӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 151 197 тенкӗ. Аукционра ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ хыҫҫӑн килӗшӳ алӑ пусӗҫ. Ҫав кунранпа палӑка чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Палӑкӑн стенине гранит плитапа витесшӗн, картлашкасене те ҫав стройматериалпах тӑвасшӑн.
2013 ҫулта Шупашкарта пурӑнакан ҫемьесене виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралнӑшӑн Муркаш районӗнчи Катикасси ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӗр лаптӑкӗ панӑ. Унта пӗтӗмпе 535 лаптӑк уйӑрнӑ. Анчах ҫав вырӑнта электричество та, шыв та, канализаци те, газ та ҫук.
Ку ыйтӑва кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗкленӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче те хыпарланӑччӗ. ЧР Аслӑ сучӗ Шупашкар хула администрацине ҫемьесем валли уйӑрнӑ лапӑксем патне 10 уйӑхра инженери инфратытӑмне илсе ҫитермелле тесе йышӑннӑ.
Паян патшалӑх закупкисен сайтӗнче унта шыв илсе ҫитермешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 3 990 071 тенкӗ. Аукциона заявкӑсене юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Подрядчике юпан 18-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӗҫе килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 400 кунра вӗҫлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |