Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ та ятлӑ-сумлӑ ҫынни, чӑваш театрӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Вера Кузьмина ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, куҫне ӗмӗрлӗхе хупнине эпир пӗлтернӗччӗ. Вера Кузьмина – СССР халӑх артистки, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни. Ӑна юлашки ҫула ӑсатма
паян республика ертӳҫи Правительство комиссийӗ йӗркелени ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пуснӑ.
Халӑх юратнӑ артисткӑна юлашки ҫула ӑсатассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене председатель пулса республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов ертсе пырӗ. Комисси председателӗн ҫумӗ – культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова.
Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ҫынни, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 97 ҫулта пулнӑ, пурӑннӑ пулсан ҫитес уйӑхра 98 ҫул тултармаллаччӗ...
Вера Кузьмина К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1947 ҫултанпа ӗҫленӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Вӑл 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. Мускавра ГИТИСра вӗреннӗ. Тӑван ҫершывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче вӑл ыттисем пекех йывӑр ӗҫе хутшӑннӑ, вӑрман та каснӑ.
Вера Кузьмина — К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премине, «Ылтӑн маска — 2017» премисене тивӗҫнӗ.
Ӗнер Чӑваш Енри тӳре-шара культурӑна аталантарас енӗпе пысӑк тӳпе хывнисене уйӑхсерен патшалӑх пособийӗ парса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тишкернӗ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борислв ертсе пынипе иртнӗ ларура 9 ходатайство пӑхса тухнӑ. Укҫана культурӑра пысӑк ҫитӗнӳсем тунисене парса тӑраҫҫӗ. Ларурисем ҫавӑн пек ҫын Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев тесе йышӑннӑ.
Юрий Васильевич Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи тата дирижёрӗ пулса 40 ҫул ытла ӗҫленӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗ тӗнче шайӗнчи фольклор фестивалӗсен темиҫе хут та хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр сцена ӑсти халӑх артисчӗ ята тивӗҫнӗ. Республикӑри сумлӑ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен калакан черетлӗ хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хисеплӗ ҫынсен списокӗнче Ольга Дикина (Лукова) артистка та пур. Шӑпах ӑна «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята пама йышӑннӑ.
Ольга Владимировна — Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн хор артисчӗ. 2009 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят парса хавхалантарнӑ. Пултарулӑхне вӑл Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче туптанӑ.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче камера музыкин концерчӗ иртнӗ. Сцена ҫинчен чи лайӑх камерӑпа вокал лирикин тӗслӗхӗсем янӑранӑ. Ҫӗнӗ программӑна театрӑн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссерӗ Максим Жучин тата Ольга Нестерова тӗп дирижёр хатӗрленӗ.
Программӑна кӗртнӗ романссем хамӑр ҫӗршыври композиторсен шкулӗн классиксен пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, вырӑс поэчӗсеннипе те паллаштарнӑ.
Камера музыкин концертне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Мария Еланова, Чӑваш халӑх артистки Маргарита Финогентова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Татьяна Прытченкова, Татьяна Тойбахтина, Сергей Алексеев тата Иван Снигирев, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Елена Соколова, Максим Карсаков, Константин Москалев, Владимир Ашмарин хутшӑннӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче сумлӑ ҫынсен паллӑ кунӗсене уявлаҫҫӗ.
Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Валентина Смирнова-Геворкян театр труппинче ӗҫлеме пуҫланӑранпа 30 ҫул ҫитнӗ. Вӑл 1959 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрринче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчи вокал уйрӑмӗнчен, Сартури В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2000 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗрентет, профессор.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вара, оперӑпа балет театрӗн балет труппин илемлӗх ертӳҫи Данил Салимбаев 50 ҫул тултарнӑ.
Чӑваш Енре хӑй вӑхӑтӗнче ят-сум хӑварнӑ композитор тата артист, Валериан Лебедев, ҫуралнӑранпа ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнче шӑп та лӑп 90 ҫул ҫитрӗ.
Вӑл Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1931 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ, леш тӗнчене пирӗнтен 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайнӑ.
Пулас Чӑваш халӑх артисчӗ 1953 ҫулта Киеври консерватори ҫумӗнчи музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, 1961 ҫулта – Мускаври А. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн институтӗнчен.
1954 ҫулта вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн директорӗ пулнӑ. 1999 ҫултанпа каллех Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тӑрӑшнӑ. Хальхинче вӑл артистра тата музыка пайӗн заведующийӗнче тимленӗ. 2003 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен концертмейстер тивӗҫне пурнӑҫланӑ.
Театр ӳнерне ӑнланакансем Валериан Лебедев калӑпланӑ сӑнарсене пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче режиссёрта ӗҫлекен Наталия Сергеева 50 ҫул тултарнӑ.
Наталия Сергеева Шупашкар районӗнчи Шинер ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) 1993 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑнах ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫе илнӗ. 2013 ҫулта вӑл Мускаври Культура, искусство тата туризм енӗпе ӗҫлекенсен пӗлӗвне ӳстермелли академирен вӗренсе тухнӑ. Юлашки ҫулсенче артистка режиссёр пулса тӑрӑшать.
Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Г. Доницеттин «Дон Паскуале» оперине кӑтартнӑ. Культура учрежденийӗнче ҫав каҫа Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, театрӑн режиссёр-постановщикне Анатолий Ильина, тата терӗсрех каласан, унӑн юбилейне, халалланӑ.
Анатолий Ильин хӑйӗн «ҫавра» ҫулне кӑҫалхи ака уйӑхӗнче уявланӑ. Спектакльти тӗп партисене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Тойбахтина, Чӑваш халӑх артисчӗ Дмитрий Семкин, халӑхсем хушшинчи конкурссен лауреачӗсем Владимир Ашмарин, Максим Карсаков, Василий Николаев калӑпланӑ. Дирижерӗ — Никита Удочкин. «Дон Паскуале» спектакле Анатолий Ильин лартнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Пукане театрӗсен регионсем хушшинчи «Золотое колечко» (чӑв. Ылтӑн ҫӗрӗ) IV фестивальне кайнӑ. Сцена ӑстисемпе пӗрле театр директорӗ Елизавета Абрамова тата культура учрежденине Южно-Сахалинскран чӗнсе илнӗ Антонина Добролюбова режиссер ҫула тухнӑ.
Ҫула тухнӑ йышра — Чӑваш Республикин халӑх артистки Алевтина Тимофеева; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Лариса Антонова, Алина Каликова, Геннадий Кириллов, Юлия Мельник, Юрий Филиппов, Елена Хорькова; ҫавӑн пекех Денис Андронов, Екатерина Захарова, Петр Петров, Владимир Радев, Николай Соколов, Эльвира Соколова, Ольга Тарасова артистсем; ҫутӑ художникӗ Вячеслав Николаев тата Дмитрий Иванов сасӑ операторӗ.
Владимир хулинче авӑн уйӑхн 16-22-мӗшӗсенче иртекен фестивальте чӑваш артисчӗсем Юрий Олеша хайлавӗ тӑрӑх Антонина Добролюбова лартнӑ «Три толстяка» (чӑв. Виҫӗ мӑнтӑр) спектакле кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |