Хуратул ҫиме Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ чарнӑ. Анчах икӗ регионпа мар. Пӗр вырӑнта. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Веселый гном» (чӑв. Хаваслӑ гном) ача-пӑча пачхинче.
Хуратул кӗрпине Управлени ӗҫченӗсем шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗнче ирттернӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Тепӗр тесен, ку кӗрпе ҫиме юраманнисен йышшинчен мар-ха. Тӗрӗслевҫӗсем кӗрпене унӑн пахалӑх марки пулманнишӗн тиркенӗ.
Хуратула ача пахчи муниципалитет нуши валли тесе тавар накладнойӗпех туяннӑ.
Кӗрпен пахалӑхне ӗнентерекен кирлӗ хутсем пулманнине кура тӗрӗслевҫӗсем хуратулӑн тӗслӗхне Хусанти ятарлӑ лабораторие тӗрӗслеме ярса панӑ. Унтисем пахаличчен асӑннӑ партие пӗҫерме юрамасть тесе ача пахчине асӑрхаттарса хӑварнӑ. Кӗрпешӗн яваплин тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкара Елена Летучая килсен «Ехрем хуҫа» ресторана хурласа пӗтернӗччӗ. Халӗ вӑл татах ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта «Про Город» журналисчӗ пулса курнӑ.
Елена Летучая асӑннӑ ресторанра санитари нормисене пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑччӗ. Ӑна наци колоричӗпе илемлетнӗ. Меню — чӑвашла тата вырӑсла.
Администратор Дарья каланӑ тӑрӑх, ресторан юсав хыҫҫӑн нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Ҫапла унта килекен нумайланнӑ. Хула администрацийӗн ӗҫченӗсем час-часах ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Халӗ Елена Летучаяпа пулса иртнине никам аса илмест унта.
Шупашкарта пахча ҫимӗҫе, аш-какая, сӗте йӳнӗ хакпа сутма ял хуҫалӑх продукцийӗн ярмӑркки ӗҫлеме пуҫланине, унта район хутшӑнассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта шӑматкунсерен ҫитме пулать.
Ярмӑрккӑ ӗҫлеме пуҫланӑ пӗрремӗш шӑматкунхине, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчисем килсе ҫитнине те эпир ҫырнӑччӗ.
Ярмӑрккӑна пуҫтарӑннисем аш-какайпа, пылпа, пахчаҫимӗҫпе, кӗрпепе, ҫӑмартапа тата ыттипе суту-илӳ тунӑ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви хаксем лавккарисенчен йӳнӗрех пулнине ӗнентерет. Ҫӗрулмине, акӑ, килограммне 10 тенкӗпе сутнӑ.
Ярмӑркка ака уйӑхӗн 2-мӗшӗчченех кашни шӑматкунсерен ирхи тӑххӑртан тытӑнса кӑнтӑрла иртни виҫҫӗччен ӗҫлӗ.
Иртнӗ шӑматкун Шупашкар районӗнчисем сутма тухнӑ, 19-мӗшӗнче етӗрнесем килӗҫ, 26-мӗшӗнче — каҫалсем, акан 2-мӗшӗнче — муркашсем.
РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев постановление алӑ пуснӑ. Унпа килӗшуллӗн, пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталта пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа-тенкӗ виҫи 2,28 процент чакнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейре ку хисеп 221 тенкӗ чакнӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку кӑтарту ӗҫлекен ҫынсен 10187 тенкӗпе танлашнӑ. Тивӗҫлӗ канурисен — 7781, ачасен — 9197 тенкӗ.
«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫе пӗчӗкленнин сӑлтавӗ — потребительсен карҫинккинчи апат-ҫимӗҫ хакӗ йӳнелни. Ҫӗрулми, купӑста, кишӗр, хӗрлӗ кӑшман, панулми хакӗсем пӗчӗкленнӗ.
ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтӗлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра ку кӑтарту 8191 тенкӗпе танлашнӑ.
Шупашкарти пӗр шкулта ачисене мӗн ҫитернине ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗсленӗ. 37-мӗш шкула ашшӗ-амӑшӗн, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн специалисчӗсен делегацийӗ ҫитнӗ.
Аслисем ачасем валли хатӗрленӗ апата тутанса пӑхнӑ. Тутлӑ пулнине палӑртнӑ вӗсем. Сӑмах май, унта 938 ача ӑс пухать.
Шкулти апатланӑшра Роспотребнадзор ҫирӗплетнӗ менюна пӑхӑнса пӗҫереҫҫӗ. Ирхи тата кӑнтӑрлахи апата икӗ вариантпа сӗнеҫҫӗ. Ачасен 67 проценчӗ ирӗклӗ менюна суйлать-мӗн.
Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ирхи тата каҫхи комплекслӑ апатӑн хакӗ 15 процент хӑпарнӑ.
Ял хуҫалӑх продукцине ытти кун та сутӗҫ-ха. Эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса республикӑн тӗп хулинче, Шупашкарта «Вырӑнта тавар туса илекенӗн кунӗ – 2016» ярмӑрккӑ ӗҫлеме тытӑннӑ. Ун пек черетлӗ суту-илӳ пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ умӗнчи лапамра иртӗ.
Кӑҫал пуҫласа ирттернӗ ярмӑрккӑна Ҫӗрпӳ районӗнчисем хастар хутшӑннӑ. Сӑмахран, «Ҫӗрпӳ беконӗ», «Чӑваш бройлерӗ», «Колос», Н.Ф. Львовӑн хушма хуҫалӑхӗ, Ҫӗрпӳри «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» предприятин Ҫӗрпӳри филиалӗ, И.Э. Тимофеева уйрӑм усламҫӑ тата ыттисем хула ҫыннисене хӑйсен апат-ҫимӗҫне сӗннӗ.
Вырӑнта тавар туса илекенсен ярмӑрккин кунӗнче сутакан апат-ҫимӗҫ лавккаринчен йӳнӗрех, мӗншӗн тесен продукцине ӑна туса илекенсем хӑйсем тӳрремӗнех сутаҫҫӗ.
Шупашкарти пасарсенче прокуратура ӗҫченӗсем ятарлӑ комиссипе пӗрле тӗрӗслев ирттернӗ. Халӗ хӑш-пӗр ҫӗршывран вӑл е ку апат-ҫимӗҫе кӳрсе килме юрамасть-ҫке-ха. Шӑпах унашкаллисене тупас тӗллевпе ҫула тухнӑ вӗсем.
Комисси йышне Россельхознадзор, Роспотребнадзор ӗҫченӗсем те кӗнӗ. «Николаевский» пасарта тӗрӗслев ирттернине пӗлсен чылай сутуҫӑ павильона хупса хунӑ. Анчах кунпа тӗрӗслев вӗҫленмен-ха. Ятарлӑ комисси татах килӗ унта, документсене пӑхса тухӗ.
Ку пасарта кӳрсе килмен ҫимӗҫсене асӑрхаман. Анчах тӗлӗнмелле тӑпӑрчӑ куҫ тӗлне лекнӗ. Этикетки специалистсене кӑсӑклантарнӑ. Ӑна принтер витӗр кӑларнӑ, скотчпа ҫыпӑҫтарнӑ. Ахӑртнех, ӑна савутра туса кӑларман.
Тӗп пасарта вара Турцирен илсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнине асӑрханӑ. Ӑна ун чухнех туртса илнӗ, тӗп тума палӑртнӑ. Усламҫӑн куншӑн 3 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
«Ревизорро» телекӑларӑм ертӳҫи Елена Летучая Шупашкарта пулни пирки чылайччен шавларӗҫ. Телеертӳҫӗ ҫитес вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкара килме палӑртнине пӗлтереҫҫӗ.
Телеканалӑн сайтӗнче хуласен списокне кӑларнӑ. Ҫавӑн тӑрӑх ҫеҫ пӗлеҫҫӗ Елена Летучая пирӗн пата килессине. Ку чӑнах та пулӗ-и е ҫук-и — вӑхӑт кӑтартӗ.
Пӗлтӗр ку список кӑшт урӑхларах пулнӑ. Унта Чӑваш Енри чи ҫамрӑк хула Ҫӗнӗ Шупашкар пулман. Тен, Елена Летучая пирӗн пата килсе каллех йӗрке тӑвасшӑн?
Аса илтерер: вӑл Чӑваш Енре тӑватӑ уйӑх каялла пулнӑ. Ун чухне Летучая апатланӑшсене, хӑна ҫурчӗсене, мини-отельсене тӗрӗсленӗ. «Университетское» кафене ҫеҫ ырланӑ вӑл.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк повар Анатолий Витковский «Россия 1» телеканалпа «Оливье» салата мӗнле хатӗрлемеллине кӑтартнӑ. Вӑл 19-мӗш ӗмӗрте ҫуралнӑ салатӑн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ.
Анатолий Калинин районӗнче пурӑнать. Анчах чылай вӑхӑта вӑл Салехард хулинче командировкӑра ирттерет. Унта вӑл ресторанта шеф-поварта тӑрӑшать.
Маринадланӑ хӑяр, ҫӑмарта, кишӗр, ҫӗрулми, кӑлпасси, симӗс пӑрҫа, техӗмлӗх, пӑрӑҫ, симӗс сухан янӑ салат унчченхи «Оливье» мар иккен. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче деликатессем пулманнипе ҫак ҫимӗҫсене яма тытӑннӑ.
Анатолий поварта 6 ҫул ӗҫлет. Салехарда ӑна юлташӗ чӗннӗ.
РФ ШӖМӗ, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи салтаксене ҫурматӗтӗмленӗ кӑлпассипе тивӗҫтермешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Шупашкарти ҫар чаҫӗнче салтак тивӗҫне пурнӑҫлакансем те малашне кӑлпасси ҫиме пуҫлӗҫ.
4300 килограмм ҫурматӗтӗмленӗ кӑлпасси туянмашкӑн 1,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗр килограмм 283 тенке ларать. Кӑлпасси Хусанти виҫӗ чаҫе, Чулхула облаҫӗнчи ултӑ чаҫе тата Шупашкарти чаҫе килӗ.
Пирӗн хулара ҫар службинче тӑракан салтаксене ыттисенчен сахалрах кӑлпасси лекӗ — 50 килограмм (14 пин тенкӗлӗх). Чылай пайӗ Чулхулари чаҫсенчи яшсем валли кайӗ.
Тендера хутшӑнмашкӑн заявленисене нарӑс уйӑхӗн 5-15-мӗшӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, Шупашкарти 3997-мӗш ҫар чаҫне 1966 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче йӗркеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |