Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: апат-ҫимӗҫ

Экономика

Юпан 22-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи ҫинчен йышӑну проектне Правительство ларӑвне кӑларнӑ.

Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта унӑн виҫи 6793 тенкӗпе танлашать. Ку вӑл иккӗмӗш кварталтинчен 2,5 процент чакнине пӗлтерет. Укҫа ҫине хурса пӑхсан пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе хисепӗ 175 йӳнелнӗ.

Пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе вӑйпиттисемшӗн 7230 тенкӗпе таналшамалла (унчченхи кварталтинчен 2,3 процент сахалтарах), пенсионерсемшӗн — 5577 тенкӗ (2 процент чакнӑ), ачасемшӗн — 6713 тенкӗ (3,8 процент).

 

Ӑслӑлӑх

Кӑнтӑр Калифорни университетӗнчи Америка ӑсчахӗсем сӑнавсем тунӑ хыҫҫӑн акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: сахӑрлӑ апат-ҫимӗҫ нумай ҫиекен яш-хӗрӗн мӑнтӑрланас хӑрушлӑх кӑна мар, ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен япӑх витӗм кӳрес хӑршлӑх та пур. Ӑсчахсем опытсене йӗкехӳресем ҫинче тунӑ.

Диетологсем пылак ҫимӗҫ ҫамрӑксем ҫине мӗнле витӗм кӳнине тӗрӗсленӗ. Хальччен пылак апат ҫынна мӑнтарлатнине пурте пӗлнӗ-ха. Ку кӑна мар иккен. Йышне сахӑр кӗрекен ҫимӗҫсем ӑс-тӑна япӑхлатаҫҫӗ-мӗн: ҫын хӑш-пӗр самантсене ас тумасть.

Йекехӳресене апат вырӑнне сахӑр сиропӗ панӑ. Кӑштахран чӗрчунсен ӑс-тӑнӗ япӑхланни палӑрнӑ. Кунсӑр пуҫне йӗкехӳресем хӑйсем ӑҫта пулнине, мӗн пулса иртнине япӑх ӑнланнӑ.

 

Статистика

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви «санкцисен вӑрҫи» пынӑ май лавккаран апат-ҫимӗҫ туянакан ҫынсемпе мини-ыйтӑм ирттернӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, респондентсен 81 проценчӗ вырӑнти тавара туянать.

Ытти регионта туса кӑларнӑ апат-ҫимӗҫе Чӑваш Енри ҫынсен 6 проценчӗ ҫеҫ туянасшӑн. 2 проценчӗ импорт тавара кӑмӑллать. Ыйтӑма хутшӑннисен 11 проценчӗшӗн тавара кам кӑларни пӗлтерӗшлӗ мар-мӗн.

Ыйтӑма ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче авӑнӑн 2-28-мӗшӗсенче ирттернӗ. Унта 1238 респондент хутшӑннӑ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Ҫитес вырсарникун тӑвайсем кӗрхи ярмӑрккӑна йыхравлаҫҫӗ. Ҫав кун унти культурӑпа кану центрӗ умӗнчи лапамра «Кӗр парни — 2014» кӗрхи ярмӑрккӑ иртмелле. Унта пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне улма-ҫырла хунавӗ те сутма палӑртнӑ.

Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра ун пек фестивальсене тӗрлӗ район центрӗпе хулара йӗркелеҫҫӗ. Ҫурлан 23-мӗшӗнчен тытӑнса ӑна Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче, 30-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарта «Кӗр парни» пирки пӗлтернӗ.

Унта вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗрехпе туянма май туса парассине шантараҫҫӗ. Кӗр ярмӑрккине йӗркелекенсем ҫакӑ икӗ еншӗн те усламлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ: сутакансенчен вырӑн укҫи илмеҫҫӗ, туянакансем продукцие туса илекентен тӳрремӗнех туяннине кура йӳнӗрехпе калаҫса татӑлма май килет. Ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутма Шупашкарта виҫӗ тӗп вырӑн тата 14 хушма лапамсем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑрта — 6-шар вырӑн, Ҫӗмӗрлере — 4, Канашра — 1.

 

Апат-ҫимӗҫ

Пахчара ӗҫлесси чылайӑшне киленӳ кӳрет. «Ҫурхи кун хӗл хырӑмне тӑрантарать», — тенӗ ваттисем. Кӗркунне — пахча ҫимӗҫе пухмалли вӑхӑт.

Вӑрнар районӗнчи кӑмпалсем темӗн те пӗр ӳстереҫҫӗ: помидор, тӑрӑхла кавӑн, кавӑн… Иуулитӑпа Владимир Афанасьевсен хуҫалӑхӗнче 28 килограмм таякан кавӑн ҫитӗннӗ. Галинӑпа Валерий Ефимовсен кавӑнӗ вара 22 килограмм тайнӑ. Иринӑпа Сергей Федоровсен — 14 килограмм.

Венера Сергеева ҫынсене хӑй ӳстернӗ арпуспа, дыньӑпа хӑналанӑ. Сергеевсен баклажан ӑнса пулнӑ. Надеждӑпа Валерий Кураковсем вара иҫӗм ҫырлипе сӑйланаҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Патӑрьелти питомникра хурлӑхан, чие ҫырли, слива, панулми ӳстереҫҫӗ. Вӗсемшӗн санкцисем хӑрушӑ мар. Анчах Чӑваш Енре пӗрре вуннӑмӗш пайӗ ҫеҫ юлӗ. Ыттине республика тулашне ӑсатӗҫ. Санкцисем чӑваш аграрине ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме май параҫҫӗ. Чӑваш Ен ҫыннисем хӑйсен продукцине ытларах ҫиме пуҫлӗҫ.

Патӑрьел питомникӗнче яланах тухӑҫлӑ улма-ҫыра туса илеҫҫӗ. 50 гектар ҫӗр ҫинче панулмин 80 сорчӗ, вун-вун тӗслӗ груша, чие ҫырли, слива тата ыттисем ӳҫеҫҫӗ. Питомникра хунавсем те ӳстереҫҫӗ. Унти ӗҫченсем пӗтӗм Раҫҫйри ярмӑрккӑсенчен наградӑсемпе таврӑнаҫҫӗ.

Йывӑҫсене 1-2 хут сапаҫҫӗ. Унта — экологи тӗлӗшӗнчен таса теме те пулать. Патӑрьел питомникӗ Раҫҫее улма-ҫырлапа 81 ҫул тивӗҫтерет.

 

Хулара Шӑши хӳриллӗ слойка
Шӑши хӳриллӗ слойка

«Про Город» редакцине Шупашкарта пурӑнакан Анжелика Васильева шӑнкӑравланӑ. Хӗр пӗр лавккара юрӑхсӑр слойка туяннине каласа кӑтартнӑ.

Анчах, шел, вӑл ҫав тутлӑ ҫимӗҫпе сӑйланайман. Ара ун ӑшӗнче парне выртнӑ! Слайкӑран шӑши хӳри тухнӑ. Хӗр ӑна пӗҫерекен заводпа тата лавккапа ҫак ыйтӑва уҫӑмлатман. Вӑл ҫав заводӑн ҫимӗҫне текех туянмӗ.

Анжелика Васильева палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав завод кӑларнӑ ҫимӗҫсене кунашкал парнесене вӑл кӑна курман.

«Про Город» корреспонденчӗсем ҫав завода шӑнкӑравланӑ. Унтисем сӑнӳкерчӗке тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫан парне шӑши хӳри мар, ҫӗтӗк пулнине пӗлернӗ. Вӗсем хӑйсен йӑнӑшне тӳрлетме хатӗр: пикене сиен кунӗшӗн укҫа-тенкӗпе сплаштарасшӑн. Ҫав слойкӑна пӗҫернӗ ҫынна тупса палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/434
 

Тӗнчере

Раҫҫей хӑйне хирӗҫле экономика санкцийӗсем йышӑннӑ ҫӗршывсенчен тавар кӳрсе килме чарнишӗн Евросоюз Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине ҫӑхавласшӑн. Кун пирки суту-илӳ енӗпе ӗҫлекен еврокомиссар Карел де Гюхт каланӑ.

Еврокомиссар авӑн уйӑхӗн ҫурринче ҫӑхавлама пултарнине пӗлтернӗ. Анчах хальлӗхе ку ыйтупа татӑклӑ йышӑну туман-мӗн-ха.

Маларах Брюссельте Раҫҫей ют ҫӗршыв таварне кӳрсе килме чарнӑ фактпа Пӗтӗм тӗнчери организаципе канашласси пирки каланӑ.

Ҫӑхавласси пирки каласан, пуринчен ытла Польша ҫапла тума ыйтать иккен. Ара, вӑл панулми сутмалли пысӑк рынока ҫухатнӑ-ҫке.

 

Апат-ҫимӗҫ

РФ Экономика министерстви апат-ҫимӗҫ хакӗсем самай ӳснине палӑртнӑ. Ҫакна ҫурлан 15–21-мӗшӗсенче ирттернӗ мониторинг кӑтартӑвӗпе килӗшӳллӗн пӗтӗмлетнӗ.

Министерство палӑртнӑ тӑрӑх, чӑх, сысна какайӗсен, пулӑ, услам ҫу хакӗсем хӑвӑрт ӳснӗ. Ытларах аш-какай хакланнӑ: пӗр эрнере 0,5 процент ӳснӗ (ҫулталӑк пуҫланнӑранпа — 19,9%). Чӑх какайӗ пӗр эрнере 0,9% хакланнӑ.

Пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла хакӗ вара йӳнелнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, апат-ҫимӗҫ хакӗ 7,9% ӳснӗ. Ку кӑтарту 2009 ҫултанпа пулман.

 

Апат-ҫимӗҫ

Ветеринари службин ӗҫченӗсем Шупашкарти пасарсенчи апат-ҫимӗҫе тӗрӗслеҫҫӗ.

Какайра трихинеллез ҫук-и? Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлара радиаци ҫук-и? Йӑлтах тӗрӗслеҫҫӗ. Пыла, пулла, сӗте те тӗплӗн тӗпчеҫҫӗ.

Лавкка сентрисем ҫине ҫирӗп тӗрӗслев витӗр тухнӑ ҫимӗҫсем ҫеҫ лекеҫҫӗ. Санкцисем пасарсене, таварсене витӗм кӳмен.

ЧР патшалӑх ветеринари тӗрӗслевӗн аслӑ инспекторӗ Алексей Семенов каланӑ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫ Чӑваш Ене ытларах кӳршӗ регионсенчен килет: Тутарстанран, Мари Элтан, Чулхула облаҫӗнчен. Импорт ҫимӗҫсем те пур. Хӑшӗ-пӗрине Турцирен, Египетран кӳрсе килеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, [36], 37, 38, 39
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 12

1939
86
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
17
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть