Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: акцисем

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паян ирхине Вӑрмар поселокне «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» ҫитсе чарӑннӑ. Вӑл килесси пирки унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. .

Вӑрмарта «Ҫӗнтерӳ пуйӑсне» курма станцире ҫӗр-ҫӗр ҫын пухӑннӑ. Ку йышра ачасем те, аслисем те пулнӑ.

Пуйӑсри курав пуян: тӗнчипе паллӑ «Катюша» тата «Т-34» танк, ГАЗ-76Б джип, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи экспозицисем. Паян Вӑрмар тӑрӑхӗнче пурӑнакансем салтак пӑтти те ҫинӗ.

Аса илтерер: «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чулхуларан ҫула тухнӑ. Маршрутра пӗтӗмпе – 29 станци, пӗри – Вӑрмарта. Унта вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 35 минутра ҫитнӗ. Вӑрмарта вӑл 40 минут тӑнӑ.

Пуйӑс маршрута ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чулхуларах вӗҫлӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» Чӑваш Енре пилӗк вырӑнта чарӑннӑ: Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш, Шупашкар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_18528
 

Чӑваш чӗлхи
21uvo.rosguard.gov.ru сайтри сӑн
21uvo.rosguard.gov.ru сайтри сӑн

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал унта 11 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

Аса илтерер: йӑлана кӗнӗ акци Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн иртнӗ. Чӑваш чӗлхине юратакансем чӑвашла диктант ҫырнӑ. Кӑҫал акци сӑн-сӑпачӗ пулма Ирина Лампасова теле- тата редиожурналиста суйланӑ.

Кӑҫал диктант ҫыракансенчен ытларахӑшӗ Чӑваш Енрен пулнӗ: пӗтӗмпе 8922 ҫын. Ҫавӑн пекех акцие Чӗмпӗр облаҫӗнче (1043 ҫын), Пушкӑрт Республикинче (810 ҫын), Тутар Республикинче (785 ҫын) пурӑнакансем хутшӑннӑ.

Палӑртса хӑварар: чӑваш диктантне Иркутск, Самар, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Сургут хулисенче, Мускав тата Ханты-Манси автономи облаҫӗсенче пурӑнакан чӑвашсем те ҫырнӑ. Тӗлӗнмелле: акцие Францире пурӑнакан ҫын та хутшӑннӑ!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_18468
 

Республикӑра
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Кӗҫех Чӑваш Ене каллех «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килӗ. Хальхинче Шупашкарта мар, Вӑрмар поселокӗнче чарӑнӗ.

Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗ май Горький чукун ҫулӗ астӑвӑм пуйӑсне ҫула кӑларӗ. «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чулхуларан ҫула тухӗ. Маршрутра пӗтӗмпе – 29 станци, пӗри – Вӑрмарта. Унта вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 35 минутра ҫитӗ. Вӑрмарта вӑл 40 минут тӑрӗ.

Пуйӑс маршрута ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чулхуларах вӗҫлӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» Чӑваш Енре пилӗк вырӑнта чарӑннӑ: Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш, Шупашкар.

Палӑртса хӑварар: ку пуйӑса Горький чукун ҫулӗ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ.

 

Республикӑра

Шупашкарти ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ ватӑсем пӗтӗм ҫӗршывӗпе иртекен «Красная гвоздика» (чӑв. Хӗрлӗ гвоздика) акцие хутшӑнаҫҫӗ.

Унта, сӑмах май каласан, кирек кам та хутшӑнма пултарать. Республикӑри социаллӑ центрсемсӗр пуҫне шкулсенче те вӑл иртет.

Акци вӑхӑтӗнче ятарлӑ значок сутаҫҫӗ. Ачасем ӑна, калӑпӑр, 100 тенкӗ парса илеҫҫӗ; аслисем — 200 тенкӗрен пуҫласа. Кам миҫе тенкӗ тӳлесси ҫынран, унӑн кӑмӑлӗнчен, килет.

Акци вӑхӑтӗнче пуҫтарӑннӑ укҫа вӑрҫа тата тӗрлӗ хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ ветерансене пулӑшма каять.

Шупашкар хулинчи хастар ватӑсем пирки каласан, вӗсем кунсӑр пуҫне тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртаҫҫӗ, анчах хальлӗхе вӑртӑнлӑхра тытаҫҫӗ-ха. «Малтан ӗҫне тумалла, кайран мухтанма та юрать», — тесе шӳтлеҫҫӗ вӗсем.

 

Раҫҫейре

Роскосмос Юрий Гагарин космонавта, тӗрӗсрех каласан, вӑл тӗнче уҫлӑхне улӑхнине асра тытса халӑх тетелӗнче хӑйне евӗр акци ирттерме сӗннӗ.

Космос эрнинче ҫынсен хунарпа е телефонпа пӗлӗте ҫутатмалла, ҫав вӑхӑтра пӗлӗтелле тинкерсе пӑхмалла. Ҫавна сӑн ӳкерсе илсе халӑх тетелӗнче вырнаҫтармалла.

«Время Гагарина» (чӑв. Гагарин вӑхӑчӗ) акцие хутшӑнакансен сӑнӳкерчӗксен айне #ВремяГагарина тата #ЗаЗвездами хэштегсем ҫырса хумалла.

Роскосмосӑн акцийӗ пирки пӗлтернӗ хыпар валли усӑ курнӑ сӑнӳкерчӗкре хунара виҫӗ пӳрнепе тата пуҫ пӳрнепе тытнӑ. Нейросеть пулӑшнипе ӑнӑҫсӑр ӑсталанӑ сӑнӳкерчӗке асӑрханисем: «Акцие тӑватӑ пӳрнеллисен ҫеҫ хутшӑнма юрать-и е ыттисене те чармӗҫ-и?» – тесе тӑрӑхласа ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/SergeyKolyasnikov/77499
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал та Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» акцие хутшӑнӗҫ, республикӑра пурӑнакансем ӑна ҫырса хӑйсен тавракурӑмне тӗрӗслӗҫ.

Кӑҫал акци ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Республикӑра диктант ҫырмашкӑн пӗтӗмпе 560 лапам йӗркелӗҫ. Вӗсем шкулсенче, колледжсенче, библиотекӑсемпе клубсенче, тӗрлӗ предприятире пулӗҫ.

Палӑртса хӑварар: акци Раҫҫейре кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут иртӗ. Сӑмах май, акцие пӗрремӗш хут 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче йӗркеленӗ, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 74 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ун чухне унта 24 ҫӗршыври 150 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре вак укҫа пухмалли Пӗтӗм Раҫҫейри акци иртет. Унӑн ячӗ — «Монетная неделя» (чӑв. Вак укҫа эрни).

Акцин ҫурхи тапхӑрӗ ака уйӑхӗн 18-мӗшӗччен пырӗ. Акцие хутшӑнакансен адресӗсене тата вак укҫана епле йышӑнни пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен монетнаянеделя.рф сайта кӗрсе пӑхмалла.

Килте пуҫтарӑнса кайнӑ вак укҫана хут укҫапа ылмаштарма пулать е банк картти ҫинчи счет ҫине куҫарма.

Кирек мӗн чухлӗ вак укҫа илсе пыма та чармӗҫ. Чи кирли — хальхи вӑхатра усӑ куракан Раҫҫей укҫи пултӑр. Вак укҫана номиналне кура малтанах уйӑрса хурсан шутлама меллӗрех пулӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Вак укҫа эрни» акци ҫулталӑкра икӗ хутчен иртет. Чӑваш Енре вӑл пӗлтӗр те иртнӗ. Пирӗн республика ҫыннисем 680 пин тенке ытла вак укҫа панӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республики Пӗтӗм Раҫҫейри «БумБатл» конкурса хутшӑнса палӑрнӑ. Чӑваш Енре пурӑнакансем пӗтӗмпе 177,1 тонна макулатура пухнӑ. Ҫапла пирӗн регион виҫӗ лидер йышне кӗнӗ.

Акципе килӗшӳллӗн лидер регионсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Субъектсене халӑх йышне кура пилӗк категорие пайланӑ. Пирӗн республика вӑтам йышлӑ халӑхлӑ регионсен хушшинче малтисен ретне кӗме пултарнӑ.

Палӑртса хӑварар: Пӗтӗм Раҫҫейри «БумБатл» акци «Экологи ырлӑхӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет.

 

Республикӑра

Эсир юлашки 10 ҫулта сӑвӑрсене ӑҫта курнӑ? Вырӑс географи обществин республикӑри уйрӑмӗ «Упрас тесе тупма» проект пуҫарать.

Ҫак кӑшлакан чӗрчуна Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Пирӗн республикӑра вӗсем сайра тӗл пулаҫҫӗ, пӗтес хӑрушлӑх та пур.

Ака-ҫу уйӑхӗсенче ӑсчахсем республикӑра савӑрсен колонийӗсене тупас тӗллевпе экспедицие кайма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май ҫынсене те пулӑшма ыйтаҫҫӗ: юлашки 10 ҫулта сӑвӑрсене ӑҫта курнине пӗлтермелле. Пӗлтерме ансат, ҫак сайтра формӑна кӑна ҫырса тултармалла: https://forms.yandex.ru/u/697728b084227c1ad2fb5a37/.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ку эрнере Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Вӑл кӑҫал пӗрремӗш хут пулӗ.

Ку шӑматкун, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енре пурӑнакансем бассейна, тренажер залне тата ытти спорт учрежденине тӳлевсӗрех кайма пултараҫҫӗ. Кун пирки спорт шкулӗсемпе физкультура комплексӗсен сайчӗсенче тӗплӗнрех пӗлме май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16686
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 37
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 04

1987
39
Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын