И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫак эрнере ҫӗнӗ проект ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки аслӑ шкулӑн преподавателӗ Елен Нарпи Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Чӑматанри чӑваш чӗлхи» проект Раҫҫей Федерацийӗн халӑхсен тӑван чӗлхисене упрас тата вӗрентес енӗпе ӗҫлекен фондӑн грантне тивӗҫнӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртессишӗн яваплисем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри чӑваш филологи уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе преподавательсем. Проект ертӳҫи — А.М. Иванова.
Халӗ преподавательсемпе студентсем интерактивлӑ уроксемпе шкулсене тата ытти вырӑна тухса ҫӳреҫҫӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ЧПУн медицина факультетӗнче педиатри уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе урок ирттернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнипе пӗлтӗтенпе пирӗ республикӑра ҫӗнӗ уяв туса хунӑ. Чӑваш тӗррин кунне ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Ку куна чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗллевпе йышӑннӑ.
Чӑваш тӗррин кунне халалласа Шупашкар хулин библиотекисен пӗрлешӗвӗн К. Чуковский ячӗллӗ вулавӑшӗ «Многоцветие чувашской вышивки» (чӑв. Чӑваш тӗррин нумай тӗсӗ) онлайн-акци ирттерессине пӗлтернӗ. Унта хутшӑнас тесен асӑннӑ вулавӑшӑн тата Шупашкар хулин библиотекисен пӗрлешӗвӗн «Контактри» страницисене ҫырӑнмалла. Ун хыҫҫӑн вӗсенчи ятарлӑ фотоальбома сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтармалла. Вӗсене #МногоцветиеЧувашскойВышивкиЧуковкаЧебоксары #Библ21 хештегсемпе палӑртмалла.
Чӑваш Енӗн тӗрленӗ карттине малалла пуҫтараҫҫӗ. Аса илтерер: «Тӗрленӗ Чӑваш Ен» акцие кӑҫал Республика кунӗнче пуҫарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, районсенчи ӑстасем хӑйсен тӑрӑхӗнчи карттине тӗрлеҫҫӗ. Кайран пурне те пӗр ҫӗре пухса картта хатӗрлеҫҫӗ.
Районсен тӗрленӗ картти Чӑваш тӗррин музейне ҫурла уйӑхӗнче килме тытӑннӑ. Музей юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, карттӑна пуҫтарас ӗҫ вӗҫленсе пырать.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш тӗррин кунӗнче, Чӑваш Енӗн тӗрленӗ картти вырӑн тупӗ.
Ваттисен кунӗнче тивӗҫлӗ канури ҫынсем валли ҫулсерен акци йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал та ку йӑлана пӑрахӑҫламӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал та ваттисен ҫӳҫне йӳнӗ хакпа касма май пулӗ. Ку 60 ҫултан аслӑраххисене пырса тивет. Администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал акци икӗ куна тӑсӑлӗ.
60 ҫултан аслӑраххисем парикмахерские маларах ҫырӑнса ҫӳҫне йӳнӗ хакпа – 150 тенкӗпе – кастарма пултараҫҫӗ. Акцие Шупашкарти 24 парикмахерски хутшӑнать.
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче «Культурӑллӑ шӑматкун» пӗтӗм Раҫҫейри акци иртӗ.
Ҫав кун 11 сехетре театр артисчӗсем Василий Павлов, Светлана Савельева, Александр Пӑртта Инстаграмра тӳрӗ тӳрӗ эфира тухӗҫ, вӗсем чӑвашла сӑвӑсем вулӗҫ.
ҫав кунах 17 сехетре театрта «Небесная команда» фильма тӳлевсӗр кӑтартӗҫ.
Чӑваш Енре пӗрремӗш хут «Географи каҫӗ» акци иртет. Пӗтӗм тӗнчери акцие Раҫҫейри географи обществи пуҫарнипе йӗркелеҫҫӗ.
Сӑмах май, акцие пӗлтӗр Раҫҫейре пӗрремӗш хут йӗркеленнӗ. Ӑна Вырӑс географи обществи 175 ҫул тултарнине халалланӑ.
Кӑҫал Чӑваш наци музейӗ те акцие хутшанӗ. Мероприятисем Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗҫ те 21 сехетре вӗҫленӗҫ. Ҫак вӑхӑтра Чӑваш Енри кайӑксемпе, музейӑн геологи коллекциӗпе паллашма, чӗрчунсем пирки пӗлме май пулӗ. Музей ҫумӗнчи скверта Раҫҫей карттине пуҫтарас енӗпе ӑмӑрту иртӗ, викторина пулӗ.
Чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑ кунне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа ҫу уйӑхӗн 17-31-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере …» акци ирттерет.
Акци тӗллевӗ: чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси, аталантарасси, халӑх хушшинче сарасси. Акцие чӑвашла пӗлекен кирек кам та хутшӑнма пултарать.
Акцие хутшӑнакансен К.В. Иванов хайлавӗсене е вӗсен сыпӑкӗсене вуласа видео ҫине ӳкерсе илмелле те #ҫакӑҫутӑтӗнчере хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» ушкӑна (https://vk.com/club201526545) вырнаҫтармалла.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче ыйтса пӗлмелли телефон номерне те кӑтартнӑ: (8352) 58-47-19 (этнокультура вӗренӗвӗн кафедри).
Республикӑри ялсенчи вулавӑшсем валли кӗнекесем пухаҫҫӗ. Акцие Пӗтӗм Раҫҫейри вулавӑшсен кунне халалланӑ. Уява ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
«Кӗнеке инвестицийӗ» акцие Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. Акципе килӗшӳллӗн, республикӑра пурӑнакансем хӑйсен вуласа тухнӑ кӗнекисене е ҫӗнӗ кӑларӑмсене ялти вулавӑшсене пама пултараҫҫӗ. Вӗсене ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, Россельхозбанкӑн кирек хӑш офисне пырса памалла.
Вулавӑш валли илсе килнӗ кӗнекен ҫӗтӗк пулмалла мар. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пухнӑ кӑларӑмсене районти вулавӑшсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ.
Кӑҫал эпир чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш челхи кунӗ иртсе кайрӗ. Паллӑ пулӑмсене халалласа шкулсемпе ача пахчисенче, культура учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприяти иртет.
«Хыпар» издательство ҫуртӗнче чӑваш чӗлхи урокӗсем йӗркеленӗ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчи черетлӗ занятие Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗн Леонид Черкесовӑн пулӑшуҫи, Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Дмитрий Александров хутшӑннӑ. Вӑл журналистсене каланӑ тӑрӑх, унӑн ачалӑхӗнче хулари шкулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсем пулман. Паянхи ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫак чӗлхене пӗлни кирлине ӑнланса илнӗ вӑл.
МИХра ӗҫлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, урока чӗлхене вӗренме мӗнрен пуҫламалли, вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ чухне мӗнле йӑнӑшсенчен асӑрханмалл тата ытти ҫавӑн йышши ыйту тавра йӗркелеҫҫӗ.
Черетлӗ заняти ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулӗ.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие кӑҫал та ирттерӗҫ. Вӑл 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан пӗтӗм хулапа ялта иртмелле.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, акцин тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Задачисем ҫаксем тесе палӑртнӑ: тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тӑван чӗлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепӗр хут аса илтересси; чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслесси; чӑвашла пӗлекен кашни ҫынна хӑй тӗрӗс ҫырма пултарнине тӗрӗслеме май туса парасси.
Акцие Чӑваш чӗлхи кунне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑранпа 150 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |