Шупашкарти общество транспортӗнче Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем пирки каласа кӑтартма пуҫласси пирки пӗлтернӗччӗ. «Тӑван ятсем» проект пурнӑҫланма тытӑннӑ ӗнтӗ. Унӑн авторӗ – Анжелика Иванова.
Хальлӗхе паллӑ ҫынсем Шупашкарти пирки 5 троллейбусра тата 5 автобусра каласа кӑтартаҫҫӗ. Пӗр-пӗр паллӑ ҫын ячӗпе хисепленекен чарӑнӑва ҫитиччен ун пирки мини-лекци итлеме пулать.
Анжелика Иванова паллӑ ҫынсем пирки информаци пухас тӗллевпе архивсенче, вулавӑшсенче сахал мар ларнӑ. Пысӑк биографирен чи кӑсӑклине ҫеҫ илме май пулнӑ, мӗншӗн тесен троллейбус чарӑнуран питӗ хӑвӑрт иртсе каять.
Эсир 1981 ҫулччен Николай Бауман революционер урамӗ хальхи пек ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче мар, кӳлмекреп пулнине пӗлнӗ-и? 1-мӗш троллейбуспа ҫӳрекенсем вара халӗ пӗлеҫҫӗ. Ҫапла, питӗ интереслӗ проект ку.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 11 сехет те 50 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта "Дубрава" чарӑну патӗнче 101-мӗш "с" автобус хӗрарӑма ҫапса хӑварни пирки тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑччӗ. Вӑл светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.
Шел те, ҫав хӗрарӑм, 72 ҫултискер, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пульницӑра вилнӗ.
Кунсӑр пуҫне ҫав кунах Шупашкарти База проездӗнче васкавлӑ медпалӑшу машини, ачана Республика клиника пульницине илсе каяканскер, аварие лекни пирки пӗлтернӗччӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пурӑнакансем патне автобус ҫуркуннеренпе ҫӳремест. Район центрне ҫитме – 20, Канаша кайма 30 ҫухрӑм. Урӑх автобус ҫулӗ ҫине тухас тесен 11 ҫухрӑм утмалла. Халӑхӑн мӗн тумалла? Таксистсем те ҫулӗ япӑх пулнӑран килесшӗн мар-мӗн. Таксипе ҫӳресен, ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, укҫасӑр юлӑн. Канаша ҫитме 800 тенкӗ илеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Выҫлире 250 ҫын пурӑнать. Унччен автобус кунне 5 хут хутланӑ. Ҫын сахал ҫӳренӗрен унчченхи перевозчик маршрута хупнӑ. Халӗ ҫӗннине шыраҫҫӗ. Хальлӗхе усси пулман.
Паян Шупашкарти Республика лапамӗнче шкул ачисене илсе ҫӳремелли 37 микроавтобус уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Ҫӗнӗ транспорт киввисене улӑштарӗ. Ҫавӑн пекех пысӑкрах муниципалитетсенче ҫӗнӗ маршрутсем уҫӗҫ.
«Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобус уҫҫисене панӑ хыҫҫӑнах пӗр транспорт ҫӗмӗрӗлсе те кайнӑ. 10 сехет те 40 минутра Карл Маркс урамӗнчи 48-мӗш ҫурта хирӗҫ чарӑнса ларнӑ вӑл. «Аврийка» ҫутнӑскере ҫӑмӑл машина водителӗ пулӑшнӑ. Ӑна хӑйӗн аккумуляторӗнчен «чӗртсе» панӑ.
Паян каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкар хулине кӗнӗ ҫӗрте общество транспорчӗ аварие лекнӗ. 101 (32) маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫул хӗрринче ларакан прицеп ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, прицеп ҫул хӗрринче ларнӑ, унӑн ҫутӑ пулман. Автобус водителӗ ӑна асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ.
Общество транспортӗнчи икӗ пассажира васкавлӑ медпулӑшу машинипе илсе кайнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енри маршруткӑсемпе автобуссен водителӗсене тӗрӗсленӗ. Аса илтерер: халӑхпа ӗҫлекенсен чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вакцинаци витӗр тухмаллаччӗ е вӗсен кӑшӑлвируспа нумаях пулмасть чирлесе ирттернине ҫирӗплетсе паракан справка пулмалла.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн мнистерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗмкун халӑха турттаракан 50 ытла транспорта тӗрӗсленӗ. 4 водитель кӑшӑлвирусран прививка тутарманнине утпса палӑртнӑ. Вӗсен справка та, кӑшӑлвирус ерменнине ҫирӗплетсе паракан ПЦР-тест та пулман. Водительсем тӗлӗшпе акт ҫырнӑ. Материалсене Роспотребнадзорӑн управленине ярса панӑ, унтан суда ҫитерӗҫ.
«За рулем» (чӑв. «Руль умӗнче») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарти Мир проспектӗнче автобус юпа ҫумне пырса ҫапӑннӑ та ҫапла май транспорт юхӑмне хупласа лартнӑ.
Сӑлтавӗ вара 45-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Лотос» автобус «Приора» машшинпа ҫапӑннипе ҫыхӑннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн автобус ҫутӑ юпи ҫине тӑрӑннӑ. Юпа ҫине троллейбуссен контакт пралукӗсене те карнӑ пирки вӗсем ҫул ҫине персе аннӑ. Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑн патӗнчен пӗтӗм транспорта Кабель ҫулӗ ҫине пӑрса яраҫҫӗ, ҫавна май асӑннӑ вырӑнта машшинпа кайма кансӗр.
Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмахра шар курнисем ҫук, аварие лекнисене нихӑшне те медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен чылай маршруткӑна пысӑк автобуссемпе улӑштарнӑ. Тӗслӗхрен, 101, 101с, 262. Кӗҫех 270-мӗш тата 234-мӗш маршрутсене те улшӑну кӗтет.
ЧР Транспорт министрестви пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ маршрутсенче пысӑк автобуссем 2022 ҫул пуҫламӑшӗнче тухӗҫ. Ӗҫ-пуҫ кунпа ҫеҫ вӗҫленмӗ.
Ведомство пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, пӗчӗк класлӑ автобуссене пысӑк класлисем ҫине тапхӑрӑн-тапхӑрӑн улӑштарӗҫ. Ку 331-мӗш тата 220-мӗш маршрутсене те пырса тивӗ.
Шупашкарта каллех автобус ҫунма пуҫланӑ. Каллех – ҫӗнни. Нумаях пулмасть 26-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑччӗ.
Паян 10 сехет те 40 минутра Ленин проспектӗнчи 61-мӗш ҫурт патӗнче 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус мӑкӑрланма пуҫланӑ. Салонран ҫынсем урама чупса тухнине иртен-ҫӳрен ӳкернӗ, видеона «Про Город» хаҫата ярса панӑ.
Салонра пӗр 15 ҫын пулнӑ. Тепӗр 10 минутран автобус мӑкӑрланма пӑрахнӑ, водитель мӗн пулнине тӗпченӗ.
Шупашкар администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен хулари 7-мӗш тата 22-мӗш номерлӗ автобуссене пӗрлештерӗҫ.
7-мӗш маршрута «4-мӗш лицей» чарӑну патне ҫити тӑсма палӑртнӑ, 22-мӗшне — пӑрахӑҫлама. Пӗрлештернӗ маршрутпа 18 автобус хутлӗ. Хальхи вӑхӑтра шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ единица техника асӑннӑ икӗ маршрутпа ҫӳрет. Кирлех пулсан транспорт шутне ӳстерме шантараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ йышӑну ҫынсене Введени соборӗ тата хулари П.Н. Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш больница патне ҫитме май парӗ тата Алькеш поселокне хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗсемпе ҫыхӑнтарӗ.
Ранее «Правда ПФО» писала о трудностях с проведением в Чувашии конкурсов на перевозки по маршруту «Чебоксары-Новочебоксарск».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |