
Ӗнер кӑна Шупашкарта ҫӗнӗ маршурт, 23-мӗш автобус ҫӳреме пуҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах ку чӑнлӑхпа пӗр килмен иккен – республика влаҫӗ хыпара васкавлӑрах пӗлтернӗ.
Хальлӗхе 23-мӗш автобус маршрут ҫине тухман. Хӑҫан тухассине те пӗлтермен. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, перевозчика палӑртма аукцион иртӗ. Хӑҫанне хыпарламан.
Аса илтерер: 23-мӗш автобус Шупашкарти «Груша» микрорайона Энергетиксен поселокӗпе ҫыхӑнарӗ. Унӑн маршручӗ ҫапла: Богдан Хмельницкий урамӗ — Айхи проспекчӗ — Дементьев урамӗ — Богдан Хмельницкий урамӗ — Суворов урамӗ — Коммуналллӑ слобода урамӗ — Граждан урамӗ — Зоя Космодемьянская урамӗ — Никольский проспекчӗ —Мускав проспекчӗ — Воробьев композиторсен урамӗ — Карл Маркс урамӗ — Дзержинский урамӗ — Ярославль урамӗ — Сергий Радонежский урамӗ —Калинин урамӗ — Текстильщиксен урамӗ — Энергетиксен урамӗ.
Маршрут ҫинче пӗчӗк класлӑ ултӑ автобус пулмалла.

Паян Республика кунӗнче Шупашкарта каҫхине хӑш-пӗр общество транспорчӗ маршрутне улӑштарӗ. Ҫакна ҫынсемшӗн уяв хыҫҫӑн киле таврӑнма меллӗ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ.
Улшӑнусем 21 сехетрен пуҫласа 22 сехет ҫурӑччен пулӗҫ. 62-мӗш троллейбус Калинин урамӗпе тата Мускав проспекчӗпе иртӗ, малалла – маршрутпа.
61-мӗш троллейбус Президент бульварӗпе кайса филармони таран ҫитӗ, каялла – Ленин проспекчӗпе Хула ҫум вокзалне кайӗ, малалла – маршрутпа.
20-мӗш троллейбус Ленин проспектне анӗ, Мускав проспекчӗ еннелле кайӗ, малалла – маршрутпа.
13-мӗш автобус Президент бульварӗпе филармони таран ҫитӗ, унтан Калинин урамне ҫаврӑнӗ те «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кайӗ.
Уяв программи вӗҫленнӗ тӗле кӳлемеке резерври автобуссемпе троллейбуссене ярӗҫ.

Шупашкарта тепӗр икӗ маршрут хута ярӗҫ. Ҫакна кӑҫал тума палӑртнӑ.
23-мӗш тата 31-мӗш маршрутсем ҫӳреме тытӑнӗҫ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 23-мӗш автобус «Грушевый» микрорайона Энергетиксен поселокӗпе ҫыхӑнтарӗ. Унпа Республикӑри ветерансен госпитальне тата Васкавлӑ медпулӑшу пульницине ҫитме меллӑ пулӗ.
31-мӗш автобус та Энергетиксен поселокне кайӗ, вӑл ӑна Вӑйӑмлӑ агрегатсен савучӗпе ҫыхӑнтарӗ — хула ҫум тата чукун ҫул вокзалӗсем урлӑ кайӗ.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкара ҫыхӑнтаракан 61-мӗш троллейбус тӗп хулана кайнӑ чухне «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кӗрсе тухма тытӑннӑ. Ҫынсем ыйтнипе 5-мӗш тата 6-мӗш троллейбуссене пӗрлештернӗ, халӗ 6-мӗш кӑна ҫӳрет, унӑн маршручӗ «Промтрактор – Мега Молл».

Паян ирхине 10 сехет те 15 минутра Шупашкарта Эгер бульварӗнче, «Рябинка» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнчен инҫех мар, 45-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус тӑрук чарӑннипе икӗ пассажир пульницӑна лекнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лотос» автобус рулӗ умӗнче ларнӑ 52 ҫулти водителӗн хӑвӑрт кӑна чарӑнма тивнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, малти вӗренӳ машини тӑрук чарӑннипе вӑл тормоз ҫине вӑйлӑ пуснӑ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫав самантра салонра 7 ҫын пулнӑ. Автобус тӑрук чарӑннипе 1954 ҫулта ҫуралнӑ тата 1961 ҫулта кун ҫути курнӑ икӗ хӗрарӑм ӳксе аманнӑ. Вӗсене иккӗшне те Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Унти тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ тата сиплӗҫ.

Шупашкартан Ҫӗнӗ Лапсар поселокне ҫӳрекен 46-мӗш маршрут юлашки чарӑнӑва ҫити кайма пӑрахӗ. Хӑраса ан ӳкӗр, ку ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен кӑна пулӗ.
Ҫакӑ ӑшӑ сечӗсене юсанипе ҫыхӑннӑ. Юсав планпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ҫавна май Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнчи Совхоз урамӗнче транспорта ытлах ҫӳреттермӗҫ.
Юсав пынӑ вӑхӑтра 46-мӗш автобус «Акаци» культура ҫурчӗ» чарӑнӑва ҫитӗ те каялла ҫаврӑнса кайӗ. Ҫавӑн пекех ку 153-мӗш маршрута та пырса тивет. Вӑл та ҫак чарӑнӑва кӑна кӗрсе тухӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ сечӗсене ӑшӑ памалли сезон ҫитиччен юсаҫҫӗ.

Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен Чӑваш транспорт управленийӗ пӑхса тӑракан троллейбуссемпе автобуссенче билета 10 тенкӗ йӳнӗрех туянма пулать.
Ҫакна ЕТК сарӑм урлӑ тумалла. Транспортра ӑна уҫмалла та «Оплатить по геолокации» тенине пусмалла. Система транспорта тата тарифа хӑйех палӑртӗ. Укҫана СПБ урлӑ тӳлемелле. Электрон чек телефон ҫине килӗ.
Палӑртса хӑварар: Чӑваш транспорт управленийӗ Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссене, Шупашкарти 13-мӗш тата 52-мӗш автобуссене, Ҫӗнӗ Шупашкарти 14-мӗш тата 20К-мӗш автобуссене пӑхса тӑрать.

Паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче автобуспа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкекре 1 ҫын вилнӗ, 10-ӑн аманнӑ. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе кайнӑ, тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пӗрне килте сипленме янӑ. Инкекре аманнисем хушшинче ачасем ҫук тесе пӗлтернӗ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви.
«За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) форумра хыпарланӑ тӑрӑх,
«Гранта» ҫӑмӑл машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса ПАЗ автобуспа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл автомашина водителӗ инкекре вилмеллех аманнӑ.

Лайӑх хыпар: кӗҫӗх Ҫӗнӗ Шупашкартан Куславкка хулине автобус ҫӳреме тытӑнӗ.
Ҫӗнӗ маршрут 515 номерпе пулӗ. Вӑл ыран, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен, ҫӳреме пуҫлӗ.
Маршрут ҫинче пӗтӗмпе 11 автобус пулӗ. Вӗсем кашни 60 минутран ҫӳрӗҫ. Куславккана ҫити билет хакӗ — 277 тенкӗ. Билета укҫапа та , карттӑпа та туянма май пулӗ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Куславкка хушшинче – 93 ҫухрӑм.

Ҫула тухма хатӗрлентӗр тӗк маларах планлӑр: пӑрлӑ ҫумӑра пула Шупашкарта общество транспорчӗ вӑхӑтлӑхпа графикпе килӗшӳллӗн ҫӳремест.
Чӑваш транспорт управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхи 4:20 сехетре троллейбуссемпе автобуссен графикне пула пӑрахӑҫланӑ. Ку — ҫанталӑка, пӑрлак ҫула пула. Ҫавна май хальлӗхе транспорт ирӗклӗ интервалпа ҫӳрет.
Паян 10 сехет хыҫҫӑн 52-мӗш автобус вӑхӑтлӑха Заовражнӑй урамне кӗме пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен ҫул ҫинче юра тата пӑра пула ӳкнӗ туратсем выртаҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви 5 автобус тытса тӑма 41 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Кунта сӑмах пӗр район центрӗнчен тепӗр район центрне хутлакан автобуссем пирки пырать. Аса илтерер: республикӑра реорганизаци тесе темиҫе районти пульницӑна пӗр-пӗринпе пӗрлештерме йышӑннӑ. Халӑх ку пуҫарӑва ырласа йышӑнманран, ҫӳреме меллӗ мар тесе пӑшӑрханнӑран пульницӑсене пӗрлештернӗ район центрӗсенчен ҫынсене автоубуспа турттарма йышӑннӑ.
Автобуссем валли 41 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн, маршрутсене тытса тӑма хыснана 19 миллион тенке кайса ларӗ. Ку вӑл ҫур ҫулта.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑсене пӗрлештерсен 19 миллион тенкӗ укҫа перекетленмелле. Анчах автобус ҫӳретме те йӳнӗ мар.
