Чӑваш Ен Правительстви ҫумӗнче экономика ыйтӑвӗсене сӳтсе явма, вӗсене тишкерме ятарлӑ май туса парӗҫ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер пӗлтернӗ.
Суту-илӳпе промышленность палатинче Олег Николаев республикӑри промышленность предприятийӗсен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи — Чӑваш Республикин Экономикӑн аслӑ канашӗн председателӗ Анатолий Аксаков та хутшӑннӑ. Унта экономикӑри лару-тӑрӑва тишкернӗ, кӑшӑлвирус саманинче патшалӑх епле пулӑшнине сӳтсе явнӑ.
Олег Николаев республика Правительстви ҫумӗнче инвестици аталанӑвне тата усламҫӑсен хастарлӑхне сӳтсе явамалли дискусси лапамӗ йӗркелессине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри «Энергия» предприяти туса кӑларакан ӗҫ перчеткисем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ӑсаннӑ. Пӗрремӗш партие тӗрӗслемелле мелпе унта тиесе те янӑ ӗнтӗ.
Ҫуркунне Чӑваш Енри пӗчӗк предприятипе Нью-Йоркри тавар туянакан ҫыхӑннӑ. Унпа экспорт контрактне алӑ пуснӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр парти АПШна ӑсанмалла.
«Энергия» тулли мар яваплӑ общество трикотаж перчеткене Калининградран пуҫласа Кӑнтӑр Сахалинск таран сутать. Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑскерте 50 ытларах рабочи ӗҫлет. Икӗ производство цехӗнче уйӑхра 1 миллион та 200 пин мӑшӑр перчетке кӑлараҫҫӗ.
Чӑваш перчеткисем Казахстана, Беларуҫе, Армение, Кӑркӑстана, Нидерланда, Германие ӑсанаҫҫӗ. Итали, Франци тата Великобритани ҫӗршывӗсемпе те ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва йӗркелесшӗн.
Чӑваш Енре Аталану институтне йӗркелеме йышӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку пачах ҫӗнӗ тытӑм пулмӗ, хальхи ресурссене тишкерсе вӗсен тухӑҫлӑхне ӳстерме ӑнтӑлни.
Аталану институтне Промышленность аталанӑвӗн фондне тата Чӑваш Республикин аталану корпорацийӗн никӗсӗ ҫинче туса хурӗҫ. Ҫак икӗ организацие пӑрахӑҫламӗҫ, анчах вӗсене тӗпрен ҫӗнетӗҫ.
Фонда 2017 ҫулта йӗркеленӗ, корпорацие — 2002-мӗшӗнче. Вӗсем иккӗшӗ пӗр-пӗрин ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Вырӑссем калашле, утияла кашни хӑйӗн ҫине туртса илме тӑрӑшни те сисӗннӗ. Ҫавӑнпа та малашне ӗҫе урӑхларах йӗркелесшӗн. Аталану институчӗн йышне ҫитес эрнере палӑртрӗҫ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «Чувашская Республика: летопись столетия» (чӑв. Чӑваш Республики: ҫӗрҫуллӑх летопиҫӗ) виртуаллӑ сайт-проект ӗҫлеттерсе янӑ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Сайтра Чӑваш Республики пуҫланса кайнипе, унӑн аталанӑвӗн тӗрлӗ тапхӑрӗпе паллаштарнӑ. Ҫав вӑхӑтра пурте пулнӑ: хавхалануллӑ самантсем те, экономикӑри йывӑрлӑха ҫӗнме тивнисем те. Республикӑра пӗлтерӗшлӗ пысӑк стройкӑсем пуҫарнӑ. Хӑшӗсене халӑх хапӑлласа йышӑннӑ, хӑшӗсене – шикленсе те шанмасӑртарах. Сӑмахран, ГЭС хӑпартни хӑех мӗне тӑрать.
Культура, ӳнер, вӗренӳ учрежденийӗсем те 100 ҫулта самай уҫӑлнӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫӗнӗ савут хута яма палӑртасшӑн. Вӑл Лапсар проездӗнче вырнаҫнӑ. Тата уҫӑмлӑрах каласан, Лапсартан Шупашкара пӑрӑннӑ тӗлти ҫул хӗресленнӗ вырӑнӑн сылтӑм енче пулӗ. Савут валли ҫӗре аукционсӑр-мӗнсӗр панӑ.
Ҫӗнӗ предприятире пысӑк блоксем туса кӑларӗҫ. Ҫав материал уйрӑм ҫынсене пӳрт тума та, нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпартма та юрӑхлӑ теҫҫӗ.
Ҫӗнӗ савут строительстви епле пынипе паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ.
Халӗ савут вырӑнӗнче стенасене строительсем сэндвич-панельсемпе хӑпартаҫҫӗ. Кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче савута ӗҫлеттерме пуҫласшӑн. Ӑна 2024 ҫулта хӑйӗн тулли хӑвачӗпе ӗҫлеттерме тытӑнасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче наци проекчӗсене пурнӑҫлама 1 миллиард та 575,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку вӑл ҫулталӑкри тӗллевӗн 14 проценчӗ пулать. Республикӑн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫак цифра пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтри танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 4 процент нумайрах. Цифрӑсене Чӑваш Республикин финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков пӗлтернӗ.
Пирӗн тӑрӑхра федерацин 11 наци проектне кӗрекен 67 ҫум-проектӗнчен 51-шӗ пурнӑҫа кӗрсе пырать. Вӗсен шутӗнче культурӑпа, ял хуҫалӑхӗпе, вӗренӳпе, ҫул-йӗр строительствипе тата ытти нумай енпе ҫыхӑннисем пур.
Пӗр уйӑх каялла пирӗн республикӑра наци проекчӗсемпе паллаштаракан пӗрлехи информаци ресурсӗ np.cap.ru ӗҫлесе кайрӗ. Портала республика ертӳҫи Олег Николаев хушнипе тунӑ.
«Чувашский учколлектор» (чӑв. Чӑваш вӗренӳ коллекторӗ)] тулли мар яваплӑ обществӑна сутма йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата министерствин пресс-служби ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ҫав предприятире асӑннӑ министерствӑн тӳпи — 100%. Номинал хакӗ — 54 165 180 тенкӗ.
Общество Шупашкарти Шкул проездӗнчи 6-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл потребительсене кирлӗ тӗрлӗ тавара курттӑмӑн тата ваккӑн сутать.
Асӑннӑ организацин харпӑрлӑхӗнче 2742 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ тата 1346,8 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ куҫман пурлӑх пур.
Аукциона ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 10 сехетре ирттерӗҫ. Заявкӑсене паянтан йышӑнма пуҫласа ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пухӗҫ. Пурлӑхӑн малтанхи хакӗ – 80 088 500 тенкӗ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, социаллӑ экономика аталанӑвӗн программине пурнӑҫламашкӑн Чӑваш Ене ҫитес тӑватӑ ҫулта 5 миллиард тенкӗ килӗ.
Палӑртмалла: ку программӑна Чӑваш Ен Правительстви ӗнер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ. Уйӑрнӑ 5 миллиард тенкӗпе мӗн тӑвӗҫ-ха? Чи малтанах ҫӗнӗ савутсем хута ярӗҫ, ҫапла майпа ҫынсем валли ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ.
Ку кӑна мар, ҫак программӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласан Чӑваш Ене тата тепӗр 5 миллиард тенкӗ килӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ипотека илсе, халӗ йывӑрлӑха лекнисене пулӑшма ятарлӑ центр ӗҫлесе кайнӑ. Ипотека заёмщикӗсене пулӑшмалли информаци центрне «ДОМ.РФ» компани уҫнӑ. Ипотека тӳлессипе йывӑрлӑх сиксе тухсан 8-800-700-56-77 номерпе тӳлевсӗр шӑнкӑравлама пулать. Тӗнче тетелӗнче спроси.дом.рф сайт уҫнӑ. Унта ыйтса ҫырма май пур.
Ипотекӑпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑх тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑнма пултарать. Коронавирус пандемийӗ вӑхӑтӗнче предприятисем хупӑнса ҫынсем ӗҫсӗр юлма пултараҫҫӗ. Кредита вӑхӑтра тӳлеймесен мӗн тумалла? Ипотека каникулне кама тата мӗне кура параҫҫӗ? Кредита реструктуризацилес тесен мӗн тумалла? Ҫак тата ыйтӑва уҫӑмлатма май килӗ. Маларах асӑннӑ сайтра «Вопрос-ответ» (чӑв. Ыйту-хурав) форма пур.
Аса илтерер: ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин ятарлӑ каникул пама чӗнсе каланӑччӗ. Коронавирус пандемийӗ тесе йышӑннӑран РФ Правительстви тата Раҫҫей банкӗ ҫынсене пулӑшма ятарлӑ йышӑну тунӑ.
Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн учрежденийӗсенче медицина маскисем ҫӗлеме тытӑнӗҫ. Кун пирки асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗ Александр Робота пӗлтернӗ. Вӑл республикӑн Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа тӗл пулнӑ. Унта енсем управленин производстви пирки калаҫнӑ. Ведомствӑна пӑхӑнакан учрежденисенче ҫӗвӗ производстви, тимӗр-тӑмӑртан япала туса кӑларасси, йывӑҫ-чус тирпейлесси тата ял хуҫалӑхӗ вӑйлӑ аталаннӑ.
«Пирӗн 2500 гектар ытла ҫӗр пур. Пахчаҫимӗҫпе, сысна ашӗпе, сӗтпе эпир хамӑра тивӗҫтеретпӗр. Ҫӗрулмие тата ытти пахчаҫимӗҫе кӑҫал Мари Эла та ӑсатрӑмӑр», – каласа кӑтартнӑ Александр Робота.
«Раҫҫей Правительстви хушнипе пирӗн тытӑм медицина маскисем хатӗрлеме тытӑнчӗ. Эпир те унта хутшӑнӑпӑр», — тенӗ Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |