Чӑваш Енри паллӑ та пуян ҫынсенчен пӗри, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Мешков Шупашкарти аш-какай комбиначӗ хуҫи мар иккен.
Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти аш-какай комбиначӗ «Океан» тулли мар яваплӑ обществӑн (бенефициарӗ – Олег Мешков) аллинче пулнӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ комбината «ЧПП Автоматика» тулли мар яваплӑ обществӑна тавӑрса пама йышӑну кӑларнӑ. Ҫапла ыйтупа суда асӑннӑ предприятин конкурс управляющийӗ, Чулхула ҫынни Олег Вдовин ҫитнӗ. 2017 ҫул пуҫламӑшӗнченпе ҫак должноҫе йышӑннӑскер пурлӑха (кунта сӑмахӑмӑр Шупашкарти аш-какай комбиначӗ пирки пырать) 2014 ҫулта «Океан» тулли мар яваплӑ обществӑна сутса янипе килӗшмен. Суд та конкурс управляющийӗ майлӑ пулнӑ.
Раҫҫейре чухӑнлӑх портретне йӗркелесшӗн. Кун пирки паян РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Сочире иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици форумӗнче каланӑ.
Форумра вӑл ҫӗршывӑн регионӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Унта, сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Тӗлпулура социаллӑ пурнӑспа ҫыхӑннӑ наци проекчӗсене пурнӑҫлассине сӳтсе явнӑ. Премьер-министр мӗнпур регион тенӗ пекех федераци органӗсемпе субсиди илме килӗшӳ тунине палӑртса хӑварнӑ. «Апла эсир тухӑҫлӑ ӗҫлеме хатӗр», — ырланӑ вӑл хастаррисене.
Дмитрий Медведев ҫӗршывра чухӑнлӑх шайне чакармалли пирки каланӑ май чухӑнлӑхӑн социаллӑ портретне йӗркелессине пӗлтернӗ. Паян пирӗн ҫӗршывра 19 миллион ытла ҫыннӑн тупӑшӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен сахалрах иккен. Вӗсене пулӑшма социаллӑ органсем типӗ цифрӑсене тӗпе хурса йышӑннине палӑртнӑ Дмитрий Медведев. Чухӑнлӑх портречӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатма май парасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш Ене Атӑл-Кама макрорегиона кӗртнӗ. Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Раҫҫей Правительствин Ертӳҫи Дмитрий Медведев «Об утверждении Стратегии пространственного развития до 2025 года» (чӑв. Хутлӑхлӑ аталанӑвӑн 2025 ҫулчченхи стратегине ҫирӗплетесси ҫинчен) йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Ӗнер ҫав ӗҫлӗ хута официаллӑ майпа пичетленӗ.
Стратегире 12 макрорегиона палӑртса тухнӑ: Тӗп, Тӗп-Хура тӑпраллӑ, Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ, Ҫурҫӗр, Кӑнтӑр, Ҫурҫӗр-Кавказ, Атӑл-Кама, Атӑл-Урал, Урал-Ҫӗпӗр, Кӑнтӑр-Ҫӗпӗр, Ангара-Енисей, Инҫет Хӗвелтухӑҫ. Чӑваш Ен, Мари Эл, Мӑкшӑ Республики, Тутарстан, Удмурт Республики, Пермь крайӗ, Киров тата Чулхула облаҫӗсем Атӑл-Кама макрорегиона кӗнӗ.
Стратеги тӗллевне регионсене пӗр пек аталантарасси тесе палӑртнӑ.
Чӑваш Енпе Кабарда-Балкар Республики хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва малалла тӑсӗҫ.
Килӗшӗве шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, 2018 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, пуҫласа алӑ пуснӑ. Паян вара Сочире иртекен Раҫҫейри экономика форумне хутшӑннӑ май енсем мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута алӑ пуснисем — Чӑваш ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Кабарда-Балкар Республикин ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Казбек Коков.
Килӗшӳре сӑмах 2019-2024 ҫулсенче суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника тата социаллӑ пурнӑҫпа культура енӗпе ҫыхӑну тытасси пирки сӑмах пырать. Енсем ял хуҫалӑхӗ, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, халӑха медицина пулӑшӑвӗ кӳрес тата ытти енӗпе пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ майпа килӗштерсе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Республики укҫа илӗртекен регионсен шутне лекнӗ. «Инвест-Форсайт» ӗҫлӗ журнал «Инвестиционная активность регионов» (чӑв. Регионсен инвестици хастарлӑхӗ) танлаштарӑма пичетленӗ. Унта вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи цифрӑсене илсе кӑтартнӑ. Пирӗн республика ҫавӑнта ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Рейтинга хатӗрленӗ чухне Раҫҫейӗн регионӗсенче пурнӑҫа кӗртекен тата хута яракан инвестици проекчӗсене шута илнӗ. Вӗсене журнал «Инвест-Регион» субъектсенчи хыпарсене пичетлени тӑрӑх палӑртса пынӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, мӗнпур хыпара 10-шар баллӑ виҫепе хакланӑ: проекта ӗҫлеттерсе янине, черетлӗ тапхӑра, проект валли укҫа уйӑрнине, малашлӑх плансене палӑртса килӗшӗве алӑ пуснине, ытти хыпара.
Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Кубӑри делегаципе тӗл пулнӑ. Шупашкара Кубӑн Раҫҫейри посолӗ Херардо Пеньялвера Порталя та ҫитнӗ.
Тӗлпулура тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Куба Чӑваш Енпе пӗрле хӗвел энергетикипе ҫыхӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ҫавӑн пекех республика Кубӑна «Промтрактор» кӑларакан 45 бульдозера ӑсатма калаҫса татӑлнӑ. Икӗ ен сывлӑх сыхлавӗ, культура, туризм, спорт, вӗренӳ тытӑмӗсенче те ҫыхӑну йӗркелесшӗн.
Михаил Игнатьев ҫапла палӑртнӑ: гуманитари тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫленине каҫал паллӑ тӑвакан виҫӗ юбилейпе ҫыхӑнтарӗҫ: Шупашкар 550 ҫул тултарӗ, Кубӑн тӗп хули 500 ҫулхине уявлать, Кубӑн туслӑх обществи йӗркеленнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тепӗр пулӑшуҫа ӗҫе илнӗ. Ҫапла майпа Владимир Голубейков унӑн тӑваттӑмӗш пулӑшуҫи пулса тӑнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ республикӑра транспорт реформине пурнӑҫа кӗртессишӗн яваплӑ пулӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫул-йӗр строительствин проекчӗсене пӑхса тӑрӗ, регион экономикин аталанӑвӗшӗн те, экономикӑри кӑтартусене пӑхса тӑрассишӗн те Владимир Голубейковах яваплӑ пулӗ.
Вӑл Харьковри летчиксене хатӗрлекен С.И. Грищевец ячӗллӗ аслӑ ҫар училищинче тата Мускаври потребитель кооперацийӗн университетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1987-2001 ҫулсенче ҫарта тӑнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухсан Шупашкарти «Элара» заводра ӗҫленӗ.
Каласа хӑвармалла, Владимир Голубейковсӑр пуҫне Элтепер пулӑшуҫи пулса Надежда Белова, Владислав Кротов тата Татьяна Михайлова ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре тепӗр савут панкрута тухнӑ. Сӑмах – Ҫӗнӗ Шупашкарти «Элма» автокомпонентсен савучӗ пирки. Палӑртмалла: пӗлтӗр тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, ку савут ӗҫ укҫине тӳлеменнипе чи пысӑк парӑма кӗнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Арбитраж сучӗ «Элма» авткомпонентсен савутне панкрута тухнине пӗлтернӗ. Халӗ унта 6 уйӑхлӑха конкурс производстви уҫнӑ. Савутӑн парӑм та сахал мар: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗ тӗлне вӑл кридиторсен умӗнче 8,5 ытла миллион тенкӗлӗх парӑма кӗнӗ.
Ӗҫ укҫине 225 ӗҫчен илмен. Пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗнче шалун пӗр пайне тӳлесе татнӑ.
«Хӗвел» компанисен ушкӑнӗ (унӑн штаб-хваттерӗ Мускавра вырнаҫнӑ, предприяти Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫлет) Амур тӑрӑхӗнче хӗвел электростанцийӗ тума хутшӑнӗ. Кун пирки «РусГидро» энергетика компанийӗпе «Хӗвел» компанисен ушкӑнӗ килӗшӳ тунӑ. Унта сӑмах Анат Бурея гидроэлектростанцийӗн территорийӗнче тӑвасси пирки пырать.
Хӗвел электростанцийӗн хӑвачӗ 1 275 кВтпа танлашӗ. Ӑна кӑҫал ҫулталӑк вӗҫленнӗ ҫӗре туса пӗтересшӗн. Ҫӗнӗ объектӑн ҫулталӑкри хӑвачӗ — сехетре 1,4 млн кВт пулӗ.
«Хӗвел» компанин хӗвел модулӗсем гидроузелта 6 700-е яхӑн тӑваткал метр йышӑнмалла.
Хӗвел электростанцийӗ Амур тӑрӑхӗнче ҫеҫ мар, Раҫҫейре те пӗрремӗш пулӗ. Ҫакӑн пирки «Хӗвел» компанисен ушкӑнӗн генеральнӑй директорӗ Игорь Шахрай пӗлтернӗ.
Канаш хулинче тимӗр тирпейлекен производство хута яма палӑртнӑ. Вӑл асӑннӑ хулара аталантаракан«Канаш» социаллӑ пурнӑҫпа экономика территорийӗнче вырнаҫмалла.
Чӑваш Енӗн Экономика, промышленность атта суту-илӳ министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ территорие резиденчӗ тесе хальхинче «КанПромТех» тулли мар яваплӑ обществӑна йышӑнӑ. Ӑна ҫавна май ятарлӑ реестра кӗртнӗ.
«КанпромТех» предприяти тимӗр-тӑмӑр тирпейлеме палӑртать. Ҫулталӑкра вӑл производство калӑпӑшне 6000 тоннӑна ҫитерме ӗмӗтленет.
Производствӑна хута ярсан предприяти 40 ҫынлӑх ӗҫ вырӑнӗ туса парӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика, промышленность атта суту-илӳ министерстви «КанпромТех» тулли мар яваплӑ общество производствӑна 90 миллион тенкӗ ытла хывма палӑртнине пӗлтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |