Чӑваш Республикинче «Халӑхсен туслӑхӗ» ҫамрӑксен паркне кӗҫех уҫӗҫ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче пулӗ.
Парка тума тытӑннӑ ӗнтӗ. Хальлӗхе монумента, халӑхсен туслӑхне халалланӑскере, вырнаҫтарнӑ. Парка, Шӑнкӑртам ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Минсур Валитов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗнче уҫма палӑртнӑ.
Проекта пурнӑҫлама 3,08 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Проектри планпа килӗшӳллӗн, паркра ача-пӑча лапамӗ, фонтан, ҫемье ҫавӑрнисем валли арка пулмалла. Паркра тротуар сарӗҫ, хӑтлӑлатӗҫ, йывӑҫ-тӗм лартӗҫ, автостоянка валли те вырӑн пулӗ.
Парка ял территорийӗсене аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн хута ярӗҫ. Ку программӑпа усӑ курса хальлӗхе Чӑваш Енре тӑватӑ проект хута кайнӑ.
Чӑваш Енри ялсем валли федераци хыснинчен кӑҫал 110,25 миллион тенкӗ килӗ. Ял территорисене ҫирӗппӗн аталантарма текен ятарлӑ программӑпа пӗтӗмпе ҫӗршыв хыснинчен 7,2 миллиард тенкӗ уйӑрмалла. Асӑннӑ хисепрен пӗр пайӗ пирӗн тӑрӑха та лекессине палӑртрӑмӑр ӗнтӗ.
Мускавран регионсене каякан «кӗмӗле» ӑҫта мӗн чухлӗ ӑсатассине те палӑртса хунӑ. 3,7 миллиарчӗ ялта пурӑнакансен, ҫав шутра ҫамрӑк специалистсемпе ҫамрӑк ҫемьесене, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма кайӗ. Чӑваш Енре ҫак тӗллевпе 76,07 миллион уйӑрӗҫ.
Федераци хыснинчен килекен тупра Каҫал тӑрӑхӗнчи Чӑваш Элпуҫ ялӗнче тума пуҫланӑ вӑтам шкула хӑпартма та чухах пулӗ — ун валли 12,04 миллион тенкӗ лекӗ.
Фельдшерпа акушер пункчӗсене малашне те тумалла. Кӑҫал ун валли 3,04 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра «Халӑхсен туслӑхӗ» парка тума валли 0,68 миллион тенкӗ ӑсатмалла.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пӗрремӗш чӑваш киноактрисин Тани Юнӑн ҫуралнӑ кунӗ пулни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ мероприяти ирттернине те хыпарланӑччӗ.
Патӑрьел районӗнче Тани Юна халалланӑ буклетсен конкурсне йӗркеленӗ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнче конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта 13 шкулти 36 ача хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫула кура икӗ ушкӑнпа палӑртнӑ. 5–8-мӗш классем хушшинче Первомайскинчи вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекен Надежда Савинова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Туҫари Ирина Глинкина тата Турханти Валерия Осипова — иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш вырӑнта: Шӑнкӑртамри Энже Хусеинова, Нӑрваш Шӑхальти Сергей Лаврентьев, Ыхраҫырминчи Гелуся Камалетдинова.
9–11-мӗш классенчен пӗрремӗшне Турханти Ирина Кириллова тухнӑ, иккӗмӗшне — Пӑлапуҫ Пӑшъелти Дария Иванова, Хирти Пикшикри Рамиля Чебенова, виҫҫӗмӗшӗнче — Сӑкӑтри Алина Анюрова, Патӑрьелти Олег Цыганов тата Петр Тинюков тивӗҫнӗ.
Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат вунӑ ҫул ытла ӗнтӗ «Ҫулталӑк ҫынни» конкурс ирттерет.
Унччен ку ята Алексей Хитров (1997 ҫулта), Михаил Петров (1998 ҫулта), Иван Владимиров (2000 ҫулта) ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, Патӑрьелти ҫул-йӗр эксплуатаци управленийӗн пуҫлӑхӗ Рифкать Айнтединов (1999 ҫулта), Патӑрьелти вӑрман хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Богданов (2001 ҫулта), Патӑрьелти тӗп пульницӑри неврлог Тамара Каштанова (2002 ҫулта), Патӑрьел райповӗн «Юхма» пасар пуҫлӑхӗ Геннадий Афанасьев (2003 ҫулта), Ленин ячӗллӗ агрофирмӑн тӗп бухгалтерӗ Валерий Еремеев (2004 ҫулта), Россельхозбанкӑн Патӑрьелти хушма офисӗн управляющийӗ Рудольф Селиванов (2012 ҫулта), Патӑрьелти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн пуҫлӑхӗ Анисия Воробьева (2013 ҫулта), Патӑрьелти 1-мӗш шкул директорӗ Наталия Андреева (2014 ҫулта) ҫӗнтернӗ.
Ҫак ҫулсенче конкурса пурӗ 160-а яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
Кӑҫалхи конкурса 9 ҫын хутшӑнать:
• Александр Илюткин, «Исток» агрофирма пуҫлӑхӗ;
• Сергей Никитин, Алманчӑкри Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ;
• Рустям Минаев, Ксыл-Чишма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ;
• Чулпан Ишмуратова, Шӑнкӑртамри учитель;
• Анатолий Кольцов, Турханти пӗтӗмӗшле практика офисӗн врачӗ;
• Ильфак Алеев, «Паттӑр» ача-пӑча спорт шкулӗн тренер-преподавателӗ;
• Елизавета Быкова, уйрӑм усламҫӑ;
• Светлана Кулакова, «Авангард» район хаҫачӗн общество корреспонденчӗ.
Юпа уйӑхӗн 28–29-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ҫыравҫӑ, журналист, кинокритик, сценарист, наци кухнин тӗпчевҫи Ольга Лаптева ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ.
Мускав хӑни пирӗн пата пӗрремӗш хут кӑна килмест. Ольга Александровна кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта иртнӗ кинофестивале хутшӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара «Ҫамрӑксен хули» вӗренӳ канашлӑвӗнче эксперт пулнӑ.
Хальхинче Ольга Лаптевӑна Альбир Крганов муфтий чӗннӗ. Ольга Александровна Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче юпан 28-мӗшӗнче иртнӗ экономика канашлӑвне хутшӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вара Ольга Лаптева культура тата ӳнер учрежденийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Вӗсем ҫӗнӗ проектсене сӳтсе явнӑ. Ольга Лаптевӑна Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 20–21-мӗшӗсенче иртекен «Истоки» канашлӑва та чӗннӗ.
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра ӗнер ял аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ. Тӗрӗсрех, ял аталанӑвӗнчен ҫӗршыв аталанӑвӗ килни ҫинчен. Ку тема тавра сӑмах хускатнисем хушшинче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алена Аршинова, РФ Ял хуҫалӑх министерствин Ял аталанӑвӗн тата социаллӑ политика департаменчӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Торопов пулнӑ. Ял аталанӑвӗ пирки калаҫма Мускав, Тӗп регион тата Чӑваш Ен муфтийӗ, РФ Общество палатин пайташӗ Альбир Крганов та хутшӑннинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Муфти Шӑнкӑртамра ирттернӗ канашлун йӗркелӳ комитечӗн ертӳҫи пулнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче форума ҫӗршывӑн ытти регионӗнчи тата ют ҫӗршыври хӑнасем те ҫитни пирки те пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев ял ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатма условисем туса панине асӑнса хӑварнӑ.
Сӑнсем (47)
Патӑрьелти тӗп вулавӑша ҫыравҫӑсемпе поэтсем час-часах килеҫҫӗ. Кӑҫал, Литература ҫулталӑкӗнче, ку енӗпе мероприятисем чылай ирттереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть вулавӑш ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Александр Павлов хӑйӗн «Калавсем» ятлӑ кӗнекине парнеленӗ.
Александр Павлов 1923 ҫулта Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ. Туҫари вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Шӑнкӑртамри ҫу савутӗнче, статистикӑра, колхозра тата ытти ҫӗрте ӗҫленӗ.
Тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ хыҫҫӑн вӑл хайлавсем ҫырма пуҫланӑ. Ҫак кунсенче унӑн «Асрах ун ячӗ» тата «Эпир те пулнӑ» сӑвӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ. Эппин, халӗ унӑн хайлавӗсемпе ыттисем те вуласа курӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра вертолет вырнаҫтарма шухӑшланине, ӑна ҫурлан 13-мӗшӗнче илсе килнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ . Ӑна, аса илтеретпӗр, Раҫҫейӗн Геройӗ Николай Гаврилов парнеленӗ. Вертолета Паттӑрсен аллейинче вырнаҫтарнӑ.
Ӗнер, ҫурлан 18-мӗшӗнче, малтан пӗлтернӗ пекех Шӑнкӑртамра «МИ-2» вертолета савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта республика тата федераци шайӗнчи пуҫлӑхсем, чиркӳ ҫыннисем, депутатсем пырса ҫитнӗ. Раҫҫейӗн Геройӗ Николай Гаврилов хӑй те пулнӑ. Палӑка уҫма кайнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев палӑк вырӑнӗ ӗмӗрлӗх мухтав элемӗ кӑна мар, халӑх пӗрлӗхне те палӑртмалла тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Михаил Васильевич авиацин генерал-лейтенантне Николай Гаврилова тав тунӑ. Мемориал комплексне тума тӳпе хывнӑ ытти ҫынна та Михаил Игнатьев тав тунӑ.
Шӑнкӑртама Раҫҫей паттӑрӗпе хӳтӗленӳ министрӗн парнисем килсе ҫитнӗ.
Юлашки ҫулсенче республикӑри тӗрлӗ районпа хулара ҫар техникине палӑк евӗр кӑтартма тытӑнчӗҫ. Патӑрьел районӗнчи Шӑкӑртам ял тӑрӑхӗ те ыттисенчен юласшӑн мар. Унта ҫурлан 13-мӗшӗнче вертолет тиенӗ пысӑк урапа пырса чарӑннӑ. Ӑна, вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Геройӗ Николай Гаврилов парнеленӗ.
Вертолета Шӑнкӑртамри Паттӑрсен аллейинче вырнаҫтармалла. Хальхи вӑхӑтра вӑл лаптӑка юсаса ҫӗнетессипе тимленине пӗлтереҫҫӗ. «МИ-2» вертолет лартма вырӑн хатӗрленисӗр пуҫне «М-30» гаубица валли те пӑхса хӑварнӑ. Гаубицине ҫӗршывӑн хӳтӗленӳ министрӗ Сергей Шойгу парнеленӗ тесе ҫырнӑ Шӑнкӑртам ял тӑрӑхӗн сайтӗнче.
Ҫарпа ҫыхӑннӑ сооруженисене ҫурлан 18-мӗшӗнче уҫмалла.
Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче ирӗк памасӑр йӗркеленӗ ҫӳп-ҫап куписене асӑрханӑ. Ҫав тӑрӑх администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене асӑрхаттарнӑ.
Шӑнкӑртам, Тӑрӑн, Пикших ял тӑрӑхӗсен ҫывӑхӗнче тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫӳп-ҫап куписем тупнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӑрӑхсенче ҫӳп-ҫапа, йӑла каяшӗсене илсе тухман, ҫавӑнпа ҫӳп-ҫап купалансах кайнӑ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене йӗркене пӑснине пӗтерес тӗлӗшпе предписании панӑ. Ҫӳп-ҫап илсе тухассишӗн яваплӑ ҫынсене дисциплинарлӑ явап тыттарма йышӑннӑ.
Сӑмах май, суда санкцилемен ҫӳп-ҫап куписене пӗтермешкӗн тавӑҫ тӑратнӑ. Иккӗшне тивӗҫтернӗ, тепӗр виҫҫӗшне пӑхса тухаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |