Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑш Раҫҫей кинематографӗнче палӑрнӑ Чӑваш Ен ҫыннисен списокне хатӗрленӗ. Унпа паллашма сире те кӑсӑклӑ пулӗ тетпӗр.
Иоаким Максимов-Кошкинский: чӑваш театрне пуҫарса яраканӗ, пӗрремӗш чӑваш фильмӗсене ӳкерекенӗ, актер, режиссер, драматург, ЧАССР халӑх артисчӗ. Иван Яковлев ентешӗ. Раҫҫей шайӗнчи фильмсенче вылянӑ: «Романтики», «Алмазы», «Алитет уходит в горы». Сӑмах май, Иоаким Степанович ӳкернӗ картинӑсене хӑй вӑхӑтӗнче чикӗ леш енче те хапӑлласа йышӑннӑ.
Тани Юн: И.С.Максимов-Кошкинский мӑшӑрӗ. Чӑвашсен пӗрремӗш киноактриси, Раҫҫей шайӗнчи ӗҫӗ: «Атӑлҫи пӑлхавҫисем».
Петр Вельяминов: РСФСР халӑх артисчӗ. «Унӑн сумне эпир »харпӑрлӑха« илни, тен, тӗрӗсех мар, ҫапах та...», — теҫҫӗ вулавӑш ӗҫченӗсем. Вӑл 1926 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. 1943-1952 ҫулсенче ӑна репрессиленӗ. 60-мӗш ҫулсенче Дзержинск, Новочеркасск, Иваново, театрӗсенче вылянӑ, ҫав шутра пӗр хушӑ Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче ӗҫленӗ. Чи паллӑ ӗҫӗсем: «Тени исчезают в полдень», «Вечный зов», «Повесть о человеческом сердце», «Пираты ХХ века»…
Станислав Садальский: Чӑваш Ен, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Грузи халӑх артисчӗ Станислав Садальский Патӗрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче учительсен ҫемйинче 1951 ҫулта ҫуралнӑ. ГИТИСа вӗренме кӗриччен Ярославль хулинчи мотор заводӗнче ӗҫленӗ, драма кружокне ҫӳренӗ. Чылай фильмра вылянӑ: «Город первой любви», «Место встречи изменить нельзя», «О бедном гусаре замолвите слово», «Вокзал для двоих», «Убойная сила» тата ытти те.
Михаил Ефремов: РФ халӑх артисчӗ нихӑҫан та хӑйӗнче чӑваш юнӗ чупнине пытармасть. Вӑл — чӑвашсене ҫутта кӑлараканӗн Иван Яковлевӑн мӑнукӗн ачи. 1963 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. Чи паллӑ ӗҫӗсем: «Когда я стану великаном», «Виват, гардемарины», «Королева Марго», «Офицеры», «Московская сага», «Антикиллер», «Граница. Таежный роман» тата ытти те.
Александр Хван: 1957 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1980 ҫулта ВГИКӑн режиссер факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хван ӳкернӗ чи паллӑ фильмсем: «Шнур», «Дюба-Дюба», «Кармен» тата ытти те. Александр хӑйне актер ӗҫӗнче те тӗрӗслесе пӑхнӑ: «Мания Жизели» фильмра вылянӑ.
Надежда Павлова: балет ҫӑлтӑрӗ 1956 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, СССР, РСФСР, ЧАССР халӑх артистки. Надежда Павлова ташши «Асаф Мессер», «Дочери Отчизны» фильмсенче, «Дон Кихот» балетӑн телеверсийӗнче, «Поэмы» балет-фильмра сӑнланнӑ. Артисткӑна халалланӑ кинолентӑсем: «Танцует Надя Павлова», «Джульетта», «Дуэт молодых», «Надежда Павлова». Унсӑр пуҫне балерина хӑй те илемлӗ фильмсенче ӳкерӗннӗ.
Лариса Павлова Шупашкар пики 1988 ҫулта Никита Хубован «Роковая ошибка» фильмӗнче вылянӑ. Шел, Ларисӑн ҫӑлтӑрӗ нумаях ҫиҫмен, чап тутипе киленме пӳрмен ӑна.
Андрей Градов Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ. 1954 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. Петр Градов поэт ывӑлӗ, И.С. Максимов-Кошкинскипе Таня Юн мӑнукӗ. Чылай фильмра ӳкерӗннӗ: «Побег из тюрьмы», «Одинокий голос человека», «Место встречи изменить нельзя», «Берегите женщин», «Гостья из будущего» тата ытти те.