
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче пурӑнакан Марина Умерова патшалӑх пулӑшнипе хӑйӗн ӗҫне йӗркелесе янӑ.
Марина сӑнанӑ тӑрӑх, илем индустрийӗнче аппарат косметологийӗпе усӑ курма ӑнтӑлакансем йышлӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм бизнес-план хатӗрленӗ, ӑна тухӑҫлӑ хӳтӗленӗ.
Патӑрьел хӗрарӑмӗ ятарласа вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн сертификат илнӗ, социаллӑ контрактпа усӑ курса «Эстетика» илем студийӗ уҫнӑ. Халӗ вӑл юратнӑ ӗҫӗпе чунтан аппаланать.

Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртамра пурӑнакан Нурулла Резяпов авӑнӑн 27-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ.
Вӑл - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, фронта 17 ҫулта лекнӗ. Кайран Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. Нурулла Велиуллович киле 1947 ҫулта кӑна таврӑннӑ.
Кун хыҫҫӑн вӑл тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ: платникре, колхозра, склад заведующийӗнче. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан ялти туберкулез пульницинче 20 ҫул вӑй хунӑ. Паянхи кун вӑл 23 мӑнукӗпе, 24 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.

Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхи 11 сехетре Елчӗк округӗнчи «Яманчӳрел - Исемпел» ҫул ҫинче иномарка кювета чӑмнӑ. Машина ҫырманах анса кайнӑ.
20 ҫулти пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. Водителе, 2003 ҫулта ҫуралнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн сывлӑхӗ питӗ йывӑр.
Ҫак икӗ ҫамрӑк - Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчен. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авари пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑран пулнӑ.

Патӑрьел тӑрӑхӗнче «Тургай» кану вырӑнӗ йӗркелесшӗн.
«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ, Шӑнкӑртам тӑрӑхӗнчи Пазюковсем туристсем валли хӑтлӑ, илемлӗ кану вырӑнӗ тӑваҫҫӗ. Ҫӗр каҫма юлас текенсем валли виҫӗ кӗтеслӗ хӑна ҫурчӗсем хатӗр-мӗн.
Унта пӗве чавнӑ, ҫавӑнта тӗрлӗ пулӑ ӗрчетеҫҫӗ. Тавралӑза илемлетме панулми йывӑҫҫи, чӑрӑш лартса хӑварнӑ. Чӗрчунсен кӗтесне те йӗркелӗҫ. Унта фазансемпе турткӑшсем, кроликсем усрӗҫ.
Пазюковсен лаша та пур. Вӗсемпе ҫынсем сӑн ӳкеренессе шанаҫҫӗ.

Мускаври ВДНХра ӗҫлекен «Раҫҫей» куравпа такам та кӑсӑкланса паллашать. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗ те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать. Чӑвашсен те кӑтартмалли, мӑнаҫланмалли ҫук мар. Хальхи вӑхӑтра унта муниципалитетсем те хӑйсемпе палалшатраҫҫӗ.
Чӑвашсен экспозицийӗпе Станислав Садальский актёр та паллашнӑ. Актёр Чӑваш Ене юртани пирки хавхаланса пӗлтернӗ. Унран та ытларах — вӑл пӗчӗк Шӑнкӑртам чӑваш ялӗнче ҫуралнипе хавхаланни пирки палӑртса хӑварнӑ.

Ӗнер Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче икӗ хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Ачасем ҫак ялти 1-мӗш шкулта вӗренеҫҫӗ.
Самант видеокамера ҫине лекнӗ. Хӗрачасем «зебра» урлӑ каҫма тӑрсан айккинелле пӑхман. Хайхискерсем ҫул урлӑ каҫнӑ чухне шӑпах машина ҫывхарнӑ. Водитель «зебра» патне ҫитеспе хӑвӑртлӑхне чакарман - ачасем ҫине пырса кӗнӗ.
Пӗр хӗрачан чӗркуҫҫи суранланнӑ, теприн пуҫӗ кӑштах аманнӑ. Водитель урӑ пулни паллӑ.

Паян вӑйлӑ ҫиле пула тӗрлӗ тӑрӑхра шар курнӑ. Шупашкарти тата Патӑрьел тӑрӑхӗнчи пӑтӑрмахсем пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Шурчара шкул тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Сӗнтӗрвӑрринче Ярославль урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт тӑрринчен темиҫе шифер вӗҫсе ӳкнӗ. Прокуратура вырӑнти влаҫа юсав ӗҫӗсене ҫийӗнчех тума ыйтнӑ.
Палӑртмалла: хӑш-пӗр тӑрӑхра вӑйлӑ ҫиле пула электричество сӳннӗ. Паян каҫ тӗлне республикӑри 12 пине яхӑн ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ.

Паян ҫил вӑйланнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви те малтанах асӑрхаттарнӑччӗ.
Вӑйлӑ ҫил Шупашкар хулинчи Николаев урамӗнчи 22-мӗш ҫурт тӑрри сиен кӳнӗ. Ҫавӑн пекех Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи культура ҫурчӗ шар курнӑ. Унта та тӑрри сиенленнӗ.
Ултӑ муниципаллӑ округра электроэнерги пӗтнӗ. Халӗ васкавлӑ службӑсем вӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.

(1912 — 1962)
50 ҫул каялла Ленӑ шывӗ ҫинче ылтӑн кӑларакан рабочисене персе вӗлерни пӗтӗм Российӑри рабочисене тарӑхтарса, хумхантарса янӑ, кӗрешӗве ҫӗклентернӗ. Ҫапла вара, Российӑра революциллӗ кӗрешӳ ҫӗнӗрен, никам чарайми тапранса сарӑлма пуҫланӑ.
Ылтӑн кӑлармалли вырӑнсенче чӑваш ҫӗршывӗнчен кайнӑ рабочисем чылай пулнӑ. Чӑваш хресченӗсем унта ӗҫе кайма ҫӗр ҫул каяллах тытӑннӑ. 1911 ҫулхи цифрӑсем тӑрӑх, ҫавӑн пек вырӑнсене кайса ӗҫлекен ҫынсем акӑ мӗн чухлӗ пулнӑ: Шӑнкӑртам вулӑсӗнчен — 297 ҫын, Кувакино вулӑсӗнчен — 159 ҫын, Улатӑр вулӑсӗнчен — 63, Турхан вулӑсӗнчен — 7, Мӑрат вулӑсӗнчен — 2, Кладбище вулӑсӗнчен — 39, Мишуково, Пӑрачкав, Семеново, Сиява тата Пӑрӑнтӑк вулӑсӗсенчен — пӗрер, пурӗ — 572 ҫын. Вӗсемсӗр пуҫне ҫемйипех куҫса кайнисем те чылай пулнӑ. Пӗтӗм чӑваш ҫӗршывӗнчен ҫав ылтӑн кӑларакан вырӑнсенче пин ҫынна яхӑн ӗҫлесе пурӑннӑ.
Приисксем пуринчен ытла Англи мул хуҫийӗсен аллинче тата патша йӑхӗ таврашсен аллинче пулнӑ.

Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи 2,5 ҫухрӑм ҫула ҫӗнӗ асфальт сарнӑ. Ку ӗҫе 145 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ.
Ӗҫе "Дорстар" подрядчик пурнӑҫланӑ.
Подрядчик ӗҫе чылай маларах вӗҫленӗ. Ҫула 3 уйӑхрах сарса пӗтернӗ.
Шӑнкӑртамсем "Ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗ" программӑпа килӗшӳллӗн ҫӗнӗ асфальтлӑ пулнӑ.
