Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шӑмӑршӑра Атӑлҫи Пӑлхар патшине Катрака халалланӑ палӑк лартнӑ. Унӑн авторӗ - Николай Кондрашкин скульптор.
Катрак - Аслӑ Пӑлхар ханӗн Кубратӑн пилӗк ывӑлӗнчен пӗри. Вӑл ашшӗ вилсен хӑйӗн ҫыннисемпе Хӗвелтухӑҫ еннелле кайнӑ, Атӑлҫи Пӑлхарӗ ятлӑ патшалӑх йӗркелесе янӑ. Ку патшалӑх 10-13-мӗш ӗмӗрсенче пулнӑ
Шӑмӑршӑ районӗнчи 32 ҫулти арҫынна ватӑсене ҫаратнӑшӑн суд тунӑ. Анчах кинемейсем ҫакна кӗтсе илеймен, суд пуличчен вилнӗ.
2020 ҫулхи акан 28-мӗшӗнче ҫӗрле ҫутта сӳнтернӗ те 99 ҫулти кинемей патне кӗнӗ, ватӑскере ҫӗре йӑвантарса кӗсйинчи 5800 тенкине вӑрланӑ. Унччен ҫак арҫын ун патӗнче юсав ӗҫӗсем тунӑ.
Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче вара Шӑмӑршӑра пурӑнакан хӗрарӑм патне кӗрсе телефон вӑрланӑ. Утӑ уйӑхӗнче 92-ри кинемей патне кӗрсе минтер айӗнчи 5 пин тенке йӑкӑртнӑ. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ҫӗрле лавккана кӗрсе тӳлев йышӑнмалли терминалтан 7 пин тенкӗ вӑрланӑ.
Арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Шел, кинемейсем суда кӗтсе илеймен, вилнӗ.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫынна суд тӑвӗҫ. Мӗншӗн?
2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл Шӑмӑршӑра пурӑнмалли мар пӳлӗме тара илнӗ, компьютер техники туяннӑ та вӗсем ҫине астармӑш вӑйӑсем вылямалли программӑсем лартнӑ. Салонра ӗҫлеме администратор-кассирсене чӗннӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, салон юпа уйӑхӗччен ӗҫленӗ. Хуҫи 167 пин тенкӗрен кая мар ӗҫлесе илнӗ.
Юпа уйӑхӗнче салона полицейскисем кӗрсе тӑнӑ. Ҫамрӑк арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫе кӗҫех Патӑрьел районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра Шӑмӑршӑра икӗ хваттерлӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем ҫитнӗ-ха, анчах ҫӗрсе кайнӑ кӗпере пула ҫулӑм патне ҫывхарайман.
Шоссе урамӗнчи икӗ хваттерлӗ ҫуртра пӗринче – ватӑ хӗрарӑмпа мӑнукӗ, тепринче хӗрарӑм 17-ри тата 13 ҫулти ачисемпе пурӑннӑ. Пушара вӑхӑтра сӳнтерейменрен вӗсем ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.
Ҫынсем ҫак кӗпере юсама администрацие пӗрре мар ыйтнӑ. Усси пулман. Ав халӗ инкек сиксе тухнӑ. Ҫапах пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман, кӳршӗ ҫуртсене сухласа хӑварнӑ. Вырӑнти тӳре-шара кӗпере ҫитес ҫул юсама палӑртнине каланӑ.
Шӑмӑршӑра Чӑваш халӑх писательне Илпек Микулайне асра тытса бюст уҫнӑ. Ку хыпара эпир каярах пӗлтӗмӗр пулин те ун ҫинчен хыпарламаллах. Бюста Шӑмӑршӑри вӑтам шкул территорийӗнче иртнӗ уйӑхӑн 14-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Бюст авторӗ — художник-скульптор, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Кондрашкин.
Илпек Микулайӗ (Ильбеков Николай Филлипович) — чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачи. 1915 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Патӑрьелти педагогика техникумӗнчен, Чӑваш педагогика институтӗнчен вӗренсе пӗтернӗ. Сӑвӑ-калав ҫырма Шупашкарта, педагогика институтӗнче вӗреннӗ чухне, пуҫланӑ. Ҫирӗме яхӑн кӗнеке тухнӑ. Чи сулмакли — икӗ томлӑ «Хура ҫакӑр» роман.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ «Т2 Мобайл» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫавна май кӑҫал Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи ялсене лайӑх пахалӑхлӑ ҫыхӑну ҫитерӗҫ.
Карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗ Чӑваш Енӗн экономика пӗлтерӗшлӗ районӗсенче радиотелефон ҫыхӑнӑвӗн сетьне тӑвас ӗҫе малалла тӑсӗ, LTE/5G ҫыхӑнӑва тӑвас проектсене те хутшӑнӗ.
«Т2 Мобайлпа» килӗштерсе ӗҫлени — ҫыхӑнӑвӑн игфрастурктурине аталантарма май паракан черетлӗ утӑм», – тенӗ республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина.
Шӑмӑршӑра 43 ҫулти арҫынна инсульт пулнӑ та вӑл комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки часрах Шупашкарти тухтӑрсене пӗлтернӗ. Санитари вертолечӗ пӗр тӑхтамасӑр Шӑмӑршӑ тӑрӑхне вӗҫнӗ.
Пациента хулана ҫур сехетре илсе ҫитернӗ. Ҫул ҫинче вал хӑйне чиперех туйнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна ИВЛ аппаратпа сывлаттарнӑ, Далер Касимов реаниматолог тата Валерий Ильин анестезист сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнӑ.
Хулана тӗттӗмленсен ҫитнӗ. Пульница умне мар, аэропорта анса ларма тивнӗ. Ҫав каҫах ӑна операци тунӑ. Вӑл ӑнӑҫлах иртнӗ.
Пациент патне санавиаци чӗнсе ӑна Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗренпе 2,5 сехет иртнӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхине 5 сехет ҫурӑра «Шӑмӑршӑ – Суйкӑн – Улатӑр» ҫул ҫинче, Улатӑр районӗнче, 30 ҫулти водитель аварире вилнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк арҫын хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнман. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, водитель руле итлеттереймен, кювета чӑмнӑ. Хӑй пиҫиххипе ҫыхӑнманран чӳречерен тухса вӑркӑннӑ. Ун ҫине хӑйӗн машини кӗрсе кайнӑ.
Шел те, водитель ҫав вӑхӑтрах вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Геннадий Константинов Мускава ӗҫлеме кайнӑ та ҫухалнӑ. 35-ри арҫынна мӑшӑрӗ, аппӑшӗ шырать. Полицие те пӗлтернӗ вӗсем.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Геннадий мӑшӑрӗ патне ҫыннӑн телефонӗнчен шӑнкӑравланӑ. Вӑл киле Шӑмӑршӑна килме хатӗрленнине каланӑ.
Геннадин телефонӗ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ-мӗн. Черкизово метро патӗнче вӑл ҫынран телефон ыйтса арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑнпа вӑл кӗскен ҫеҫ калаҫнӑ.
Унччен вӑл ун пек ҫухалса ҫӳремен. Уйрӑм паллисем: сулахай айккинче операци тунӑ йӗр пур, тепӗр енче – пиҫсе кайнӑ йӗр. Ҫак арҫынна курнӑ тӑк, ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан полицие шӑнкӑравласа хыпарлама ыйтаҫҫӗ.
Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ ҫитес вӑхӑтра районсенчи штата чакарассине пӗлтернӗ.
Шӑмӑршӑра, Елчӗкре, Элӗкре, Тӑвайра, Сӗнтӗрвӑрринче, Вӑрмарта, Красноармейскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Етӗрнере тата ытти хӑш-пӗр ҫӗрте территорири ӗҫ вырӑнӗсене пӗтерӗҫ. Ҫапла вара пулӑшу илме малашне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Канашри, Патӑрьелти, Муркашри тата ытти ҫӗрти районсем хушшинчи инспекцисене кайма тивӗ.
Налукҫӑсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, штата чакарас юхӑм Мускавранах килет. Прогреса чараймӑн, компьютерсем ҫынсене хӗссе кӑлараҫҫӗ. Налук тӳлекенсем чылай ыйтӑва хӑйсен уйрӑм пӳлӗмӗсем урлӑ татса параяҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |