
Пӑрачкавра та Вилӗмсӗр ҫулӑм ҫунма пуҫланӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑҫинче пуҫ хунисене асра тытса лартнӑ мемориалта авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӗртнӗ.
Вӑрҫа ҫав тӑрӑхри 8 519 ҫын тухса кайнӑ, 5 230-шӗ каялла таврӑнайман.
Мемориала 1967 ҫултах уҫнӑ. Ӑна газификацилеме халӗ 83 метр тӑршшӗ газ пӑрӑхӗ хунӑ.
Вилӗмсӗр ҫулӑм пирӗн республикӑра ҫапла вара 13 ҫӗрте ҫунать: Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнче тата 1-мӗш масар ҫинчи тӑванла вил тӑпри ҫинче, Канашра, Кӳкеҫре, Ҫӗрпӳре, Патӑрьелте, Красноармейскинче, Шӑмӑршӑра, Етӗрнере, Куславкка районӗнче уҫнӑ Сӑр чиккине чавнисене асра тытса уҫна мемориалта, Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫра.

«Чунташсем» черетлӗ «Чунҫӳреве» кайма тухнӑ. Кун пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Вӗсем паян ирхине ҫула тухнӑ. Карачай-Черкессине ҫитиччен Шӑмӑршӑра, Домбайра,Волгоградра, Элистӑра, Карачайра чарӑнӗҫ.
«Пирӗн йӑх-несӗлсен ҫӗрӗ тӑрӑх утӑпӑр, хамӑрӑн авалхи пӑлхар историне аса илӗпӗр», – тесе ҫырнӑ Альбина Юрату.

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ шкулӗнче чӑваш халӑх писателӗ Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа асӑну урокӗсем ирттернӗ. Ку хыпара вырӑнти шкултан Людмила Семёнова-Ульянова пӗлтерет.
Ҫав кунах шкул ачисемпе вӗрентекенсем тата Шӑмӑршӑри таврапӗлӳҫӗсем паллӑ ҫыравҫӑн шкул картишӗнче вырнаҫнӑ бюсчӗ умне чечек ҫыххисем хунӑ.
Илпек Микулайӗ ҫинчен тӗплӗнрех Рувикин чӑваш уйрӑмӗнсе вуласа пӗлме пулать.

Чӑваш Енре ҫурхи сунар тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл паянтан пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Сӑмах май каласан, пирӗн тӑрӑхра сунар улӑх-ҫаранне икӗ зонӑна уйӑрнӑ: пӗрремӗш тата иккӗмӗш. Кашни зонӑра сунар тапхӑрне палӑртнӑ.
Пӗрремӗш зонӑна Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ.
Иккӗмӗш зонӑра — Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Тӑвай районӗсем.

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Александр Семенов вӗрентекен, художник хӑйне евӗр курав уҫнӑ. Унта – шапа хуранӗсем. Ку курава Патӑрьел округӗнчи вӗрентекен Светлана Кулакова кайса курнӑ та кун пирки халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Вӑл унта пӗччен ҫитмен – вӗренекенӗсемпе пӗрле кайнӑ.
Ҫак шапа хуранӗсене Александр Анатольевич Хура тинӗс хӗрринчен илсе килнӗ. Вӑл унта вырнаҫнӑ «Орленок» центрта 10 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Ҫапла ҫак тапхӑрта шапа хуранӗсем пухнӑ. Унӑн коллекцийӗнче халӗ – 450 ытла экспонат.

Шӑмӑршӑ муниципалитет тӑрӑхне кӗрекен Чаткасри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта 1-4-мӗш классенче вӗренекенсен хушшинче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн муниципалитет тапхӑрӗ иртнӗ. Кун пирки Людмила Семёнова-Ульянова вӗрентекен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Пултаруллӑ чӑваш ачисене, вӗсене ертсе пыракансене ҫӗнтерӳ ячӗпе саламлатӑп, малалла та ҫитӗнӳсем сунатӑп», — тесе ҫырнӑ вӑл.

Чӑваш Енре туризма 2035 ҫулччен аталантармалли стратеги йышӑннӑ.
Республика Элтеперӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, стратегире пирӗн тӑрӑха малашлӑхлӑ 14 туризм территорийӗ пӑхса хӑварнӑ. Вӗсем: «Шупашкар», «Ҫӗрпӳ», «Йӑлӑм», «Сӗнтӗвӑрри», «Етӗрне», «Канаш», «Куславкка», «Вӑрмар», «Вӑрнар», «Патӑрьел», «Ҫӗмӗрле», «Улатӑр», «Йӗпреҫ», «Шӑмӑршӑ».
Документра туристсене канма меллӗ услови туса парассине пӑхса хӑварнӑ.

2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шӑмӑршӑра пурӑнакан хӗрарӑм бизнес-план хатӗрлесе ӑна хӳтӗленӗ хыҫҫӑн социаллӑ контракт алӑ пуснӑ. Ҫапла вӑл какайран ҫурмафабрикатсем хатӗрлеме патшалӑхран 250 пин тенкӗ субсиди илнӗ.
Анчах хӑй услам ӗҫне пуҫарман, укҫипе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Район прокуратури Патӑрьел районӗн судне тавӑҫ тӑратнӑ. Ҫапла хӗрарӑм патшалӑхран илнӗ укҫана каялла тавӑрса парӗ.
Сӑмах май, Вӑрнар округӗнчи арҫын та автосервис уҫма тесе патшалӑхран 350 пин тенкӗ субсиди илнӗ. Ӑна социаллӑ тӳлеве вӑрланӑ тесе айӑпланӑ.

Чӑваш Енре кимӗ туса кӑларма тытӑнасшӑн. Кун пек йышӑнӑва республика Правительствин нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫӗнӗ производство комплексӗ уҫасшӑн.
Асӑннӑ комплекса туса лартма ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗре производство объекчӗ валли куҫарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Министр тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Бельцов пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӑмӑршӑра ҫӑмӑл моторлӑ кимӗсем тата ҫӑмӑл прицепсем туса кӑларма пуҫлӗҫ. Унсӑр пуҫне унта ҫӗвӗ цехӗ уҫӗҫ, прицепсем валли тентсем ҫӗлеме тытӑнӗҫ.
Проекта 150 миллион тенке яхӑн хывӗҫ. Производствӑна 2027 ҫулхи кӗркунне тӗлне хута ярасшӑн. Унта 200-е яхӑн ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ тупӗ.

Шӑмӑршӑри прокуратура хистенипе асӑннӑ ялти тимӗр бетон кӗпере юсанӑ.
Ҫул начарри пирки халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Шӑмӑршӑри Кӗҫӗн Хырла юханшывӗ урлӑ сарнӑ тимӗр бетон кӗпер юсавсӑр пулнине прокуратура тӗрӗслев ирттерсе палӑртнӑ. Ун пек кӗпер урлӑ машинӑсене каҫса ҫӳреме те хӑрушӑ пулнӑ.
Кӗпере юсама ыйтса прокуратура Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округне хут шӑрҫӑланӑ. Ун хыҫҫӑн вырӑнти тӳре-шара хыснара укҫа тупнӑ, кӑлтӑка пӗтернӗ.
