Чӑваш Ен Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме хатӗрленет. Республикӑри район-хуласенче тӗрлӗ мероприятисемпе акцисем иртеҫҫӗ. Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул ярмӑркки те уҫӑлнӑ.
Лаша ҫулталӑкӗ вӗҫлениччен тӗп хулара вун-вун мероприяти иртӗ. Кӗҫех ҫынсем троллейбусра Хӗл мучипе Юр пикене курма пултарӗҫ. Юмахри сӑнарсем пассажирсене ҫитес Качака ҫулӗпе саламлӗҫ.
«Ҫӗнӗ ҫулхи экспресс» акци раштавӑн 25–26-мӗшӗсенче иртӗ. Хӗл мучипе Юр пике 1, 4 тата 12-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссенче пулӗҫ, ҫынсене парнесемпе савӑнтарӗҫ.
Кунашкал акци Шупашкарта пӗлтӗр те иртнӗ. Ахӑртнех, вӑл йӑлана кӗрӗ, малашне те иртӗ.
Кӗҫнерникун, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче Митта Ваҫлейӗн асӑну хӑми ҫакӑнса тӑракан ҫурт умӗнче чечек хучӗҫ — паллӑ чӑваш ҫыравҫине тытса кайнӑ куна асӑнчӗҫ. Мероприятие Илле Иванов ертсе пыракан преми фончӗ тата «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ хутшӑннӑ.
Митта Ваҫлейӗ (1908, пуш, 5 — 1957, ҫӗртме, 10) — чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫра ҫуралнӑ. Ялти шкула пӗтерсе Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ, унта вӗреннӗ чухне литературӑпа хавхаланнӑ. 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ, 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.
Шупашкара Зимбабверен делегаци килнӗ. Хӑнасем «Трактор савучӗсем» концернӑн производство лапамӗсемпе паллашнӑ.
Зимбабверен килнӗ хӑнасем хӑйсем патӗнчи хӑш-пӗр предприяти кунти концерн техникипе ӗҫленине пӗлтернӗ. Техника Зимбабвери климат условийӗсенчен ӗҫлеме пултарнине каланӑ.
ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин ют ҫӗршыв хӑнисене Зимбабвери шыв ресурсӗсен наци агентстви дамбӑсем тунӑ ҫӗрте республика тата концерн пулӑшӑвне шанма пултарассине пӗлтернӗ.
Зимбабве делегацийӗ предприяти кӑларнӑ ял хуҫалӑх техникине туянасси пирки те пӗлтернӗ.
Чӗрчунсене хӳтӗлекенсем паян Раҫҫейӗпех пикета тухма палӑртнӑ. «Умка» ыркӑмӑллӑх фончӗ «Шупашкара 550 ҫул» паркра вырнаҫнӑ «Виктория» цирк-шапито умӗнче пикет ирттерме палӑртнӑ.
Ҫапла утӑм патне ҫитнисем циркра чӗрчунсене усӑ куртарасшӑн мар иккен. Вӗсен шучӗпе чӗрчунсене япӑх условире тытаҫҫӗ. Халӑх патне ҫак информацие вӗсем плакатсемпе листовкӑсем урлӑ ҫитерме палӑртаҫҫӗ.
Паян Питӗрте тата Северодвинскра та «Чӗрчунсемсӗр цирк» пикет иртмелле пулнӑ.
Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Дима Билан хӑйӗн гаджетне Шупашкар ҫыннине парнеленӗ. Ҫӗнӗ «Айфон 6+» телефон Антон Шаплина лекнӗ.
Антон Дима Биланпа 11 ҫул ҫыхӑнса ӗҫлет. Вӑл ун валли юрӑсем хайлать. Композитор тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче парнепе сӑн ӳкерӗнсе кӑларса хунӑ, парне панӑшӑн тӗлӗннине пӗлтернӗ.
Антон Шаплин Дима Биланӑн композиторӗпе продюсӗрӗ ҫеҫ мар. Вӑл Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври ытти артистпа та ҫыхӑнса ӗҫлет. Шаплина Биланпа ӗҫлеме килӗшет-мӗн.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Билан ҫӗнӗ клипра ӳкерӗннӗ. Сценарипе килӗшӳллӗн акробатика трюкӗсем нумай пулнӑ. Вӑл вара дублерсен пулӑшӑвӗпе усӑ курман, трюксене хӑйех тунӑ.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкар ертӳлӗхӗ «Магнум» тулли мар яваплӑ обществӑпа объект строительстви тӗлӗшпе килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Ҫапла майпа Шупашкарта тепӗр вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс тата спорт шкулӗ хута ярӗҫ. Вӑл сӗтелҫи теннисӗ тата ухӑран пересси енӗпе ӗҫлӗ, Ирина Солдатова ячӗллӗ пулӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, объект ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче М.Павлов урамӗнчи 9-мӗш «а» ҫуртра пулӗ. Объект хакне 71 500 000 тенкӗлӗх хакланӑ.
Ҫулсерен «Раҫҫей хули — наци суйлавӗ» конкурс ирттереҫҫӗ. Акӑ халӗ ӑна кӗҫех пӗтӗмлетӗҫ.
Хальлӗхе кӑҫал Хабаровск хули малти вырӑнта пырать. Шупашкарта унран аякрах мар. Вӑл — улттӑмӗш вырӑнта.
Конкурс виҫҫӗмӗш ҫул иртет. Ҫак тапхӑрта ҫынсем тӗнче тетелӗнче Раҫҫейри чи лайӑх хулана суйлаҫҫӗ. Истори тата культура еткерӗллӗ хӑш хула наци палли пулма тивӗҫ-ха?
Аса илтерер: пӗлтӗр ку конкурсра Шупашкар хули ҫӗнтернӗ. Виҫӗмҫул Смоленск ҫӗнтернӗ. Хальхинче Хабаровск хыҫҫӑн Ӗпхӳ пырать. Шупашкар пуш уйӑхӗн варриччен иккӗмӗш вырӑнта пулнӑ. Ака уйӑхӗнче тӗп хуламӑр виҫҫӗмӗшне ҫитнӗ. Халӗ — улттӑмӗшӗнче. Шупашкарӑн Костромана ҫӗнтерсе виҫҫӗмӗш вырӑна тухма май пур-ха. Костромашӑн 6714 ҫын нумайрах сасӑланӑ.
Сасӑлав раштавӑн 30-мӗшӗнче 15 сехетре вӗҫленӗ. Шупашкаршӑн www.город-россии.рф сайтра сасӑлама пулать.
Республикӑра «Ҫӗнӗ ҫул — ҫӗнӗ ҫемьере» акци старт илнӗ. Ӑна ача ҫуртӗнче пурӑнакан тӑлӑхсене чӑн-чӑн уяв парнелес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Унпа килӗшӳллӗн, тӑлӑх ачасене Ҫӗнӗ ҫула тата каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илмелле. Ҫапла майпа ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ шӑпӑрлансем чӑн-чӑн асамлӑха туйма пултарӗҫ.
Акӑ Сашӑпа Вика ача ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсен юлташӗ пӗр ҫемьере телейне тупнӑ. Ӑна опекӑна илнӗ Владимир Федоровичпа Елена Васильевна икӗ хӗрачана каникул вӑхӑтӗнче хӑйсем патне илсе кайма кӑмӑл тунӑ. Бураковсен ҫемйинче виҫӗ тӑван ача ӳсет. Вӗсем тата ача ҫуртӗнчен икӗ шӑпӑрлана илнӗ.
«Ҫӗнӗ ҫул — ҫӗнӗ ҫемьере» акци республикӑра пӗрремӗш хут иртет. Ача ҫурчӗсенче уҫӑ алӑксен кунӗ вара тӑтӑшах пулать. Ҫапла майпа ачасем ҫемье тупаҫҫӗ.
Кӑҫал Шупашкарти ача ҫуртӗнчен — 11, «Малюткӑран» 12 шӑпӑрлана ҫемьесем хӑйсем патне илнӗ. Акци раштавӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен пырӗ. Раштавӑн 20-мӗшӗнче вара Шупашкарти ача ҫуртӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ.
«Хыпар» издательство ҫуртне Варнава пилленӗ. Чиркӳ ҫыннин кӗллине итлеме «хаҫат-журнал кӑларас кулленхи кӑткӑс ӗҫре те православи тӗнне тытса пурӑнма тӑрӑшакансем» пухӑнни пирки пӗлтерет кӑларӑм.
Хаҫатҫӑсем патне Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Варнава издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн Валерий Туркайӑн ӗҫ пӳлӗмне кӗлӗ вуласа тасатнӑ, ҫӑмӑл мар ӗҫре вӑй-хӑват сунса пурне те пил панӑ.
Варнава Туркая Ҫӑлаканӑн турӑшне тата Иерусалимран илсе килнӗ Сӑваплӑ Хӗресе парнеленӗ. «Хыпар» ӗҫченӗсем Шупашкар тата Чӑваш митрополитӗнчен Хӑватлӑ ӗҫсем тӑвакан Хусан Турамӑшӗн Сӑнне илнӗ. Владыко панӑ ҫак пӗчӗк турӑшӑн хӑвачӗ питӗ пысӑк тесе ҫырать хаҫат. Ӑна 2001 ҫулта Шупашкар епархине килнӗ Мускавӑн тата пӗтӗм Руҫӑн Ҫветтуй Патриархӗ Иккӗмӗш Алексий пиллесе хӑварнӑ-мӗн.
Варнава пирӗн тӑрӑхри халӑхпа питӗ кӑмӑллӑ пулнине пӗлтернӗ, чӑвашсен хӑйсен тӑван чӗлхине упраса малалла аталантарас пархатарлӑ тӗллевне чунтан ырланӑ.
Республикӑн тӗп хулинче Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламланисем ытларах енӗпе вырӑсла. Ку йӑлана кӗнӗ япала теме пулать. Пӗлтӗр те ҫаплаччӗ. ЧНК хула администрацине кун пирки ҫыру шӑрҫаланӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫак лару-тӑрӑва тӳрлетме — чӑвашла ытларах ҫырма шантарнӑччӗ. Чӑн та кӑҫал Республика тӳремӗнче малтанхи пек пӗр вырӑсла кӑна мар, чӑвашла саламлани те пур. Анчах шел те, ҫав-ҫавах Шупашкарти саламсем тӗпрен илсен вырӑсла. Тӗслӗх пек тӗп урамри чарӑнусенче вырнаҫтарнӑ плакатсене илсе кӑтартма пулать — вӗсенче пуринче те «С Новым Годом!» кӑна ҫырса тухнӑ, чӑвашли куҫ умне лекмест.
ЧНК-на ҫакӑн пирки шӑнкӑравласа ыйтнӑ хыҫҫӑн вӗсем кӗҫех ҫак ыйтупа хула администрацине тепӗр хут ҫыру ҫырма шутлани пирки, кунашкал йӗрке вӗсене тивӗҫтерменни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
Сӑмах май ыран ЧНК пайташӗсем хулан администрацийӗ ҫумӗнчи ятарлӑ ревизи комиссийӗпе тӗл пулмалла иккен. Унта вӗсем чӑвашла ятсӑр юлнӑ чарӑну ячӗсене ҫырса хурасси пирки, тӗрӗс мар ҫырнӑ ятсене тӳрлетесси пирки калаҫма планланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |