Нумаях пулмасть республикӑра Шупашкартан Симферополе самолетпа вӗҫме май пуласси пирки самай шавларӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр самолетри вырӑнсен 30 процентне федераци хысни субсидилесси ҫинчен алӑ пуснӑччӗ.
Унпа килӗшӳллӗн билет хакӗ 3375 тенкӗ ҫеҫ пулмалла терӗҫ. «Шупашкар — Симферополь» авиарейса «Ямал» авикомпани ҫӗртмен 8-мӗшӗнчен пуҫласа пурнӑҫлама тытӑнасси пирки пӗлтерчӗҫ.
Анчах паян лару-тӑру улшӑннӑ-мӗн. Ирхине «ЮТэйр» компани авиарейсне хӑтланӑ чухне Шупашкар аоэропорчӗн директорӗ Александр Жирнов журналистсене «Ямал» ку тивӗҫе пурнӑҫлама хирӗҫ пулнине пӗлтернӗ.
Халӗ Чӑваш Енре ытти вариантсене шыраҫҫӗ-мӗн.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енпе тата Наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗпе паллашма Турци Республикинчен журналистсем килсе ҫитнӗ. Йышри виҫӗ ҫынтан пӗри Турцири журналистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Yilmaz Karaca тата Ibrahim Erdogan (Anadolu spor gazetecileri derneği ертӳҫи), Lütfü Karakas (Edirne Büro Şefi ертӳҫи).
Турци журналисчӗсем ҫу уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче Хусанта иртнӗ иртнӗ турккӑ тӗнчин журналисчӗсен иккӗмӗш сьездне хутшӑннӑ май Чӑваш Енре пулма кӑмӑл тунӑ.
«Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн хастарӗсем хӑнасене Шупашкар хулине кӑтартнӑ. Чӑваш халӑхӗн апат-ҫимӗҫне те астивтернӗ. Ҫавӑншӑн инҫет ҫӗр хӑнисене «Ехрем хуҫа» ресторана илсе кайнӑ.
Хӑнасене илсе килнишӗн, турккӑлларан чӑвашла, чӑвашларан турккӑлла куҫаруҫӑ пулса пулӑшнӑшӑн «Ирӗклӗх» Илле Иванова тав тунине пӗлтерет.
Кун пек ҫырнинчен, тӗрӗссипе, ним тӗлӗнмелли те ҫук-ха. Ара, республикӑра икчӗлхелӗх пирки саккун та пур-ҫке. Апла пулин те теприсем чарӑну ячӗсене ҫырнӑ чух те ун пирки манса каяҫҫӗ, те йӗркине пӗлсе ҫитереймеҫҫӗ?
Наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн канашӗ Шупашкар хулинчи «Акатуй» магазин, «Вӗренӳ институчӗ», «Республика пульници» тата ытти ҫавӑн йышши чарӑну павильонӗсем ҫинче вырӑсла кӑна ҫырни пирки Шупашкарти тӳре-шара патне ыйтупа тухнӑ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче унтисем хурав панӑ. Ҫырура мӗн ҫырнине кӗскетмесӗрех илсе кӑтартар-ха:
«Чӑваш Республикин
наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх»
халӑх пӗрлешӗвӗн канашне
Муниципаллӑ бюджетлӑ учреждени «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата тирпей-илем кӗртекен управленийӗ» Шупашкар администрацийӗ хушнӑ тӑрӑх сирӗн ҫырӑвӑра (18.04.2015ҫ. №1 00/0071) пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн сире ҫапла пӗлтерет.
Хальхи вӑхӑтра эпир Шупашкарта пӑхса тӑракан чарӑну вырӑнӗсен ячӗсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хунӑ. Анчах та хӑш-пӗр чарӑну вырӑнӗсенче суту-илӳ павильонӗ вырнаҫнӑ, вӗсем пирӗн учреждени балансӗ ҫинче тӑмаҫҫӗ.
Кӑҫал РФ Президенчӗ Владимир Путин «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена парасси ҫинчен ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ку ордена 7 ачаран ытларах ҫуратса ӳстерекен ҫемьесене параҫҫӗ. Тӑваттӑмӗш ачин 3 ҫул тултармалла. Палӑртмалла: 2013 ҫултанпа «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнисене 100 пин тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ.
Ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн, ҫӗмье йӑли-йӗркине сыхлама тӑрӑшнӑшӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Валерий Александровичпа Наталия Николаевна Белинскисене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена пама йышӑннӑ.
Республикӑри тепӗр тӑватӑ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медале пама йышӑннӑ. Вӗсем — Красноармейски районӗнчи Николай Павловичпа Римма Ильинична Игнатьевсем, Канаш районӗнчи Иван Григорьевичпа Галина Валериановна Николаевсем, Куславкка районӗнчи Борис Яковлевичпа Любовь Алексеевна Федоровсем, Шупашкарти Анатолий Петровичпа Вера Генадьевна Яковлевсем. Кунашкал наградӑпа тӑватӑ тата ытларах ачана воспитани паракансене чыслаҫҫӗ.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Кӗнекеллӗ ҫу патӗнче хӑнара» литература картишӗ уҫӑлмалла. Уяв кӑнтӑрлахи 11 сехетре пуҫланмалла.
Республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв программи кӑсӑк пулмалла. Ун вӑхӑтӗнче хаваслӑ ӑмӑртусемпе вӑйӑсем йӗркелӗҫ, уҫӑ сывлӑшра кӗнеке вулӗҫ, литература викторининче пӗлӗве тӗрӗслеме май килӗ. «Кӗнеке карҫынккинчи ҫӗнӗлӗхсем» курав ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарӗ. «Ылтӑн пулӑ» уяв мастерскойӗ те ачасене хавас кӑмӑл кӳмелле.
Мероприятисем кунпах вӗҫленмеҫҫӗ-ха. Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗ ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне «Вырӑс ҫырулӑхӗн кун-ҫулӗ» информаци сехетне йыхравлать. Тепӗр кунхине ачасене «Ыр кӑмӑллӑх тӗнчине» чӗнеҫҫӗ. Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче вырӑс чӗлхине пӗлекенсен вӑйӑ-урокӗ иртӗ, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче – А. Пушкин юмахӗсемпе вӑйӑсем йӗркелӗҫ.
Шупашкарта хула ҫыннисем ыйтнипе Атӑлӑн пӗр ҫыранӗнчен тепӗр ҫыранне транспорт ҫӳретме пуҫлӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн транспорт енӗпе ӗҫлекен управленийӗ хыпарлани тӑрӑх Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтерет.
Юханшыв тӑрӑх ҫӳрекен трамвайсене уҫма хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе йышӑнни пирки палӑртнӑ.
Йӑлӑма икӗ направленипе каҫма май килӗ: «Шупашкар — Сосновка — Шупашкар» тата «Шупашкар — Сулахай енчи пляж (Октябрьски поселокӗ) — Шупашкар».
Ҫула «МО» йышши виҫӗ теплоход тухмалла. Вӗсем 150 ҫын ытла каҫарма пултараҫҫӗ. Халӑх питех те йышлӑ пулсан «Мускав» йышшисене те ҫула кӑларма пултараҫҫӗ. Аслисен билетшӑн 65 тенкӗ тӳлемелле, 5–10 ҫулхи ачасен — 33 тенкӗ, 5 ҫулчченхисемшӗн укҫа тӳлеттермӗҫ.
Шыв транспорчӗ ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен ҫӳреме пуҫламалла.
Сосновкӑна Шупашкартан теплоходсем 6:30, 10:00, 14:00 (шӑматкунпа вырсарникун), 17:40 сехетсенче хускалмалла. Лерен — 7:00, 10:20, 14:20 (шӑматкунпа вырсарникун), 18:00 сехетре. Пляжа каякансем Шупашкартан 9:00, 12:30, 16:00 (шӑматкунпа вырсарникун), 18:40 сехетре хускалма пултарӗҫ, леш енчен – 9:20, 12:50, 16:20 (шӑматкунпа вырсарникун), 19:00 сехетсенче.
Нумаях пулмасть Шупашкарта пурӑнакан Григорий Емельянов I Петӗр вӑхӑтӗнчи клада тупнӑ. Вӗсем — темиҫе тимӗр укҫа. Вӑл вӗсене металл шыракан хатӗрпе тупнӑ-мӗн.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Григорий Емельянов Мари Эле хӑнана кайнӑ. Виловатово ялӗнче вӑл металл шыракан хатӗр илсе пиччӗшӗпе кайнӑ.
Ҫав кун вӗсене аннӑ. Григорий клад тупнӑ. Унта 1700-1732 ҫулсенчи тимӗр укҫасем пулнӑ.
Григорий хӑнана пырсан пиччӗшӗпе пӗрле кивӗ ҫурта кӗме шут тытнӑ. Прибор сасӑ пама тытӑннӑ. Кусем ҫӗре чавнӑ та 8 укҫа тупнӑ.
Каччӑсем полушкӑсем тупни паллӑ пулна. Вӗсем – вырӑссен ӗлӗкхи укҫисем. Унтан I Петӗр пӑхӑр полушка йышӑннӑ. Тӗнче тетелӗнче тупнӑ ку укҫасене сахал мар укҫа тума пулать-мӗн.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Чӑваш Республикинче диаспорӑсен хутшӑнӑвӗсен ыйтӑвӗсен регионсен хушшинчи конференци» иртнӗ. Ӑна Шупашкарти «Таджикисен диаспори» тата Мускаври граждан тӗрӗслевӗн комитечӗ йӗркеленӗ.
Унта «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков тата унӑн пулӑшуҫи Геннадий Мандрейкин, Наци радиовӗ те хутшӑннӑ.
Мероприяти пуҫланас умӗн конференци иртекен зала ФСБ спецназӗ вирхӗнсе кӗнӗ те таджиксене автобуса лартса полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Икӗ сехет тытнӑ вӗсене унта, кайран янӑ. Мӗншӗн тытса чарнӑ таджиксене? Документсене тӗрӗсленӗ имӗш.
Конференцие хутшӑнакансем ҫакна курса питӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Ку вӗсен шухӑшӗпе диаспорӑсен хушшинчи лару-тӑрӑва ҫивӗчлетет. ФСБ кансӗрленӗ пулсан та мероприятие ирттернӗ.
Кӑҫал та пӗлтӗрхи пекех Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине ҫитсе Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнчӗҫ. Пурӗ пиллӗкӗн ҫитрӗҫ — Ҫеҫпӗл Мишши енӗнчи тӑванӗсем, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей заведующийӗ Антонина Андреева, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников.
Аса илтеретпӗр, пӗр хушӑ Николаева Укахви Николаевнӑн вил тӑпри ӑҫтине ҫухатнӑ пулнӑ, виҫӗмҫул кӑна Антонина Андреева тӑрӑшнипе тупайнӑ. Тӑванӗсем килмен хушӑра Ҫӗҫпӗл Мишшин амӑшӗн вил тӑприне юнашар пытарнӑ Виталий Михайловӑн (9 ҫулта вилнӗ) амӑшӗ тасатса-тирпейлесе тӑнӑ. Кӑҫал та Укахви Николаевнӑна асӑннӑ хыҫҫӑн чӑваш хастарӗсем юнашар выртакан пӗчӗк Виталие те асӑнчӗҫ, печени-пӗремӗкпе «хӑналарӗҫ».
Николаева Укахви Николаевна 1879 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче (кӑҫал 135 ҫулхи юбилейӗ килет) хальхи Красноармейски районне кӗрекен Шывпуҫ Чуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ, 10-мӗшӗнче пытарнӑ. Юлашки ҫулӗсене хӗрӗ патӗнче пурӑннӑ. Хулана ӑна хӗрӗ 1952 ҫулта илсе килнӗ — ун чухне ялтисене пенси тӳлемен. Вӑл вӑхӑталла Чӑвашра выҫлӑх ҫулӗсем пулнине шута илсен кӑна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе тунӑ ӗнтӗ.
Республикӑра ҫухалнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл Пӑрачкав районӗнчи вӑрманта ҫухалнине пӗлтереҫҫӗ. Анчах юлашкинчен курнисем ӑна Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче асӑрханине пӗлтереҫҫӗ.
Мая Андреевна Карачарскова, 1936 ҫулта ҫуралнӑскер, Ӳнер музейӗнче ӗҫленӗ. Вӑл — тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫухалнӑ-мӗн. Ҫав кун вӑл упӑшкипе Пӑрачкав вӑрманне кайнӑ. Анчах иккӗшӗ унта пӗр пӗрне ҫухатнӑ. Мая Андреевна киле таврӑнман. Ӑна Шупашкарта Кривов урамӗнче курнӑ теҫҫӗ. Кӑна йӗрке хуралҫисем тӗрӗслӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем йытӑсемпе вӑрманта шырасшӑн.
Мая Андреевна Карачарскова 155–160 сантиметр ҫӳллӗш. Пичӗ ҫаврака, ҫӳҫӗ тӗттӗм. Вӑл кӗрен куртка тӑхӑннӑ, шурӑ тутӑр ҫыхнӑ, хура атӑпа. Альцгеймер чирӗпе аптӑрать. Ӑна куракансене 241-323, 02 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |