Вӗренӳ управленийӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа халӑхран сӗнӳсем йышӑннӑ. Халӗ 10 ятран пӗрне суйлаҫҫӗ, ун ятне ҫитес вӑхӑтра шкула парӗҫ.
Пирӗн республикӑра паллӑ ҫын нумай. Вӗсене ҫамрӑксен, ӳсекен ӑрун пӗлмелле. Шкула камӑн ятне памаллине ҫынсене суйлаттараҫҫӗ. Сасӑлав пырать халӗ.
Василий Чапаев, Алексей Крылов, Михаил Афанасьев тата ыттисем – Шупашкарти шкулсем ҫаксен ячӗсене тивӗҫме пултараҫҫӗ.
Унччен хулари 38-мӗш шкул Леонид Константинов летчикӑн ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Чечня вӑрҫинче пуҫ хунӑ. К.Иванов урамӗнчи кадет шкулӗ Александр Кочетов ячӗпе хисепленет. 10-мӗш шкула вара Андриян Григорьев ятне панӑ.
Шел те, ҫулсем иртнӗ май республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тутине курнӑ ҫынсен йышӗ чаксах пырать. Патшалӑх вӗсене тӗрлӗ енлӗн пулӑшма тӑрӑшать.
Кӗҫех Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 71 ҫул ҫитет. Ун тӗлне Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан 10 ветеранӑн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем ирттересшӗн. Ӑна тӳлевсӗрех пурнӑҫлӗҫ.
Ҫак тӗллев валли укҫа-тенке хула хыснинчен уйӑрӗҫ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть ветерансем чӑннипех те пурӑнакан хваттерсене тӗрӗсленӗ.
Суйланӑ 10 хваттерте мӗнле юсав ӗҫӗсем ирттермелли пирки калаҫаҫҫӗ халӗ.
Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле. Тем тӗрлӗ ҫын та пур. Шупашкарта пурӑнакансене пӗр ыйту канӑҫсӑрлантарать. Камран тата мӗнле пулӑшу ыйтмаллине пӗлмеҫҫӗ вӗсем. Ҫаппа-ҫарамас ҫӳрекен кӳршӗ канӑҫ памасть вӗсене.
«Про Город» хаҫатран кӳршисем пулӑшу ыйтнӑ. Кӳрши картишре амӑшӗ ҫуратнӑ тумпа ҫӳренине пӗрре мар асӑрханӑ вӗсем. Арҫын хӑйне ӑнланмалла мар тытать-мӗн, пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа ялан вӑрҫӑнать, хваттерте шавлать.
Ирина, кӳрши, ҫакӑ йӑлӑхтарнӑран урӑх ҫӗре пурӑнма куҫнӑ. Ара, кун пек кӳршӗпе пурӑнма хӗн вӗт. Арҫын эрех ӗҫсен пач улшӑнать-мӗн. Темиҫе ҫул каялла вӑл Иринӑн хваттерне ҫӑраҫҫине ҫӗмӗрсе кӗнӗ те асар-писер хӑтланнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑк ҫурӑллӑха айӑпланӑ. Тепӗртакран вӑл каллех йӗркене пӑснӑ, ун чухне тӗрмене 7 уйӑхлӑха лартнӑ.
Усӑ курнӑ батарейкӑсене ҫӳп-ҫап контейнерне пеме юраманнине, ахӑртнех, хӑшӗ-пӗри пӗлмест. Кун пирки халӑха хыпарлама тӑрӑшаҫҫӗ.
Кӗҫнерникун, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти Модӑсен ҫурчӗ умӗнче экологи акцине ирттереҫҫӗ. Унта ҫынсенчен усӑ курнӑ батарейкӑсене пухаҫҫӗ.
Акцие шӑпах ҫак кун ирттерни ахальтен мар. Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунӗ.
Акци 16 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен иртӗ. Усӑ курнӑ батарейкӑсене ахалех йышӑнаҫҫӗ, укҫа тӳлемелле мар. Вӗсене кайран утилизацилӗҫ.
Пӗлмешкӗн: батарейкӑра ҫын организмӗшӗн сиенлӗ металсем – ртуть, свинец, кадми, никель, марганец, лити – пур. Вӗсене тухса пемелле мар, унсӑрӑн тавралӑха варалӗҫ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта ҫӗнӗ палӑк вырнаҫтармалла. Вӑл ӑҫта пулӗ тата ӑна кама халаллӗҫ? Халӑх суйлӗ.
Шупашкар «Раҫҫей мухтавӗн аллейи» проекта хутшӑнать. Проект йӗркелӳҫисем ҫӗршыва чапа кӑларнӑ ҫынсен палӑкӗсене тӳлевсӗрех вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсене пӑхӑртан хатӗрлеҫҫӗ. Сасӑлав акан 29-мӗшӗччен иртӗ. Хальлӗхе ытларахӑшӗ Иккӗмӗш Екатеринӑшӑн тата Владимир Высоцкишӗн сасӑланӑ.
Шупашкарта лартма пултаракан палӑксен списокӗ: Иккӗмӗш Кӗтерне (Шупашкарти ӳнер училищи умӗнче), Георгий Жуков («Ҫӗнтерӳ» паркӗнче), Зоя Космодемьянская («Ҫӗнтерӳ» паркӗнче), Петр Столыпин (К.Иванов урамӗнче), Александр Пушкин (Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗнче), Сергей Есенин (Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗнче), Василий Шукшин (Мускав проспектӗнче), Сергей Радонежский (Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ умӗнче).
Палӑкшӑн хула администрацийӗн сайтӗнче сасӑлама пулать. Унччен ятарлӑ формӑна ҫырмалла.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫулталӑк вӗҫнелле тӳре-шара «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе хурав панӑччӗ — Улӑп палӑкне лартма ытлашшиех кӑмӑл ҫуккине палӑртнӑччӗ.
Шупашкара «Лаборатори диагностики» ятлӑ ҫӗнӗ икӗ урапа ҫитнӗ. Вӗсем Шупашкарти медицина организацийӗсенчен Хулари 1-мӗш клиника пульницин клиникӑпа диагностика лабораторине биоматериалсене илсе ҫитерӗҫ.
Чӑваш Енре тӗп лаборатори служби виҫӗ ҫул каяллах ӗҫлеме тытӑннӑ. Хулари 1-мӗш клиника пульници ҫумне Шупашкарти сипленмелли 16 организацие ҫирӗплетнӗ. Юна штрих-кодлӑ ятарлӑ пробиркӑна илеҫҫӗ. Унта пациент тата сипленмелли учреждени пирки информаци пур. Пробиркӑсене контейнер-сивӗтӗшсене вырнаҫтарса лабораторие ӑсатаҫҫӗ.
Пӗлтӗр Хулари 1-мӗш клиника пульницин лабораторийӗнче 9,5 миллиона яхӑн тӗпчев ирттернӗ. Лаборатори диагностики сывлӑх сыхлавӗ валли объективлӗ диагностикӑн 80 процентне парать.
Шупашкарта Петрпа Феврони Муромскисене халалланӑ палӑк лартасшӑн. Ку енӗпе хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ӗҫ ушкӑнӗпе лару ирттернӗ.
Палӑка хатӗрлесе ҫитернӗ. Вӑл «Иско-Ч» АУО подрячӑкӑн складӗнче выртать. Скульптура композицийӗ валли «Сфера» архитектура фирми постамент хатӗрленӗ.
Леонид Черкесов шухӑшӗпе, ку палӑк ҫынсене килӗшӗ. Вӑл Шупашкара илемлетӗ. Подрядчик тӗп директорӗ Александр Героев пӗлтернӗ тӑрӑх, инженери сечӗсем тата коммуникацийӗсем тӗлӗшпе килӗшӳ тунӑ. Ҫанталӑк лайӑхлансанах палӑк вырнаҫтарма тытӑнӗҫ.
Палӑк хулан истори пайӗнче вырнаҫӗ. Вӑл арҫынсен мӑнастирӗ умӗнче пулӗ. Скульптура композицине Леонид Черкесов, Шупашкар хула пухӑвӗн депутат корпусӗн тата общество пуҫарӑвӗпе лартаҫҫӗ.
Тепӗр виҫӗ кунтан, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта Владимир Милов экономистпа курнӑҫу йӗркелеме палӑртнӑ.
Владимир Милов — «Парнас» парти никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ демократи коалицин ертӳҫисенчен пӗри. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫей Федерацийӗн энергетика министрӗн ҫумӗ тата Энергетика политикин институчӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти «Ибис Центр Шупашкар» хӑна ҫурчӗн «Атӑл» конференц-залӗнче 18 сехетре пуҫланмалла. Тӗлпулура Раҫҫей Федерацийӗнчи политика тата экономика хальхи лару-тӑрӑвне, «Парнасӑн» ҫитес суйлавпа ҫыхӑннӑ планӗсене сӳтсе явӗҫ. Унта Чӑваш Енри ҫивӗч ыйтусене те хускатасшӑн. Тӗлпулӑва тӳлевсӗр кӗртессине, пурне те хапӑл пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Владимир Милов малтанласа пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче килмелле пулнӑ, анчах ун чух экономистӑн килме май килменрен курнӑҫӑва куҫарнӑ.
«Чӑваш Ен» ПТРК тата Русфонд Шупашкарта пурӑнакан 6-ри Ксюша Игнатьевӑна пулӑшасшӑн. Ӑна хаклӑ операци тумалла.
Ашшӗ-амӑшӗ ун чухлӗ укҫа пухаймасть. Вӑл чӗре чирӗпе аптӑрать. Ҫынсем вара 5542 номер ҫине «ДЕТИ» сӑмах ҫырса ярса ӑна пулӑшма пултараҫҫӗ.
Ксюшӑна чӗри кашни кунах аптӑратать пулин те вӑл аслисене ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарать. Вӑл пултаруллӑ: ӳкерет, тӑмран ӑсталать, юрлать.
Ксюша кардиоцентра ҫуралсан иккӗмӗш эрнеренех лекнӗ. Малтан тухтӑрсем операци тума васкаман, тӳрленессе шаннӑ. Анчах халӗ тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн чӗри ҫинче тепӗр шӑтӑк пулнине ҫирӗплетнӗ.
Операци тумашкӑн 411 пин тенкӗ те 702 тенкӗ кирлӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата Русфонд 369 пин тенкӗ пухӗҫ. 42 пин тенкӗ ҫитмест. Ксюшӑна кашниех пулӑшма пултарӗҫ.
Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 18-мӗш ҫуртра пурӑнакан ҫемьене коммуналлӑ тӑкаксене тӳлеменшӗн хваттертен кӑларса ярасшӑн. Управляющи компанине пысӑк сумма тӳлемен вӗсем.
Ҫемьен парӑмӗ – 162 пин тенкӗ. Ҫак хваттерте пурӑнакансем коммуналлӑ тӑкаксемшӗн пӗрре те тӳлемен. Вӗсем муниципалитет хваттерӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Аслисем эрех-сӑра ӗҫкелеҫҫӗ. Икӗ ҫул каялла хваттерте газа сӳнтернӗ. Шыва вара газ колонкипе ӑшӑтмалли вӗсен. Апла вӗри шыв та ҫук вӗсен. Хваттерте 8 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 4-шӗ – 18 ҫул тултарманнисем.
Нарӑс уйӑхӗнче вӗсен канализацине хупланӑ. Анчах унпа усӑ курмалла тунӑ вӗсем. Электричество пралукне те каснӑ, анчах ҫутӑпа та уса курма тупнӑ вӗсем.
Суд ҫемьене пӗчӗкрех хваттере куҫарма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |