Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -19.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Николай Семёновпа Зоя Илларионова режиссерсем ӳкернӗ «Парӑм» фильма Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль программине кӗртнӗ. Тӗп роле Зоя Илларионова калӑплать. Ӑна ыран, ҫy yйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен театрӗн пысӑк залӗнче 18:00 сехетре курма май пулать. Тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.

Сюжечӗ интереслӗ: хӗрарӑма тухтӑpceм усал шыҫӑ атланнине пӗлтернӗ. Вӑл вара вилнӗ амӑшне тӗлӗкре пӗрмай курать. Лешӗ парӑма татма тата анатри чӑвашсен йӑлине пӑхӑнма ыйтать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкартан Чулхулана кайма тухнӑ автобус паян инкеке лекнӗ. Транспортра экскурсие кайма тухнӑ шкул ачисем ларса пынӑ. Автобус Чулхулана ҫитеспе умри ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ.

Ачасене вӑхӑтлӑха ҫывӑхри шкула вырнаҫтарнӑ. Унтан вӗсене Шупашкара илсе килнӗ. Ачасем шар курман.

Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, машинӑсем те ытлашши шар курман.

 

Хулара
chgtrk.ru сайтри сӑн
chgtrk.ru сайтри сӑн

Ҫулла Шупашкартан Калининграда тата Махачкалана самолетсем вӗҫме тытӑнӗҫ.

Калининграда ҫӗртмен 20-мӗшӗнче рейс уҫӗҫ. Шупашкартан самолет ытларикун тата эрнекун вӗҫӗ, каялла – юнкун тата шӑматкун.

Махачкалана вара самолет ҫӗртмен 21-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнӗ. Рейс юнкун тата шӑматкун пулӗ, каялла – кӗҫнерникун тата вырсарникун.

Рейссене Airbus 320 самолетсем пурнӑҫлӗҫ.

 

Персона
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти кивӗ пӗр ҫуртра Николай Ашмарин ӑсчахӑн ал ҫырӑвӗсене тупнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтерет.

Николай Ашмарин — паллӑ лингвист, этнограф, 17 томлӑ чӑваш чӗлхи словарӗн авторӗ.

Хулари пасар урамӗнчи ҫурт унчченхиллех упранса юлнӑ. Унта ученӑй Шупашкара килсен чарӑнса тӑнӑ.

Ивановсем 2019 ҫулта ҫав ҫурта туяннӑ, кайран ӑна йӗркене кӗртме тытӑнсан мачча тӑрринче хутсемпе сӑнӳкерчӗксем, алырусем асӑрханӑ.

Хутсене ӗненсен, ҫуртӑн пӗрремӗш хуҫи сӑра вӗретекен завод директорӗ пулнӑ. Кайран ҫав ҫурта Емельян Захаров туяннӑ, вӑл Николай Ашмаринпа пӗр шухӑшлӑ ҫын пулнӑ.

100 ҫул ларакан йывӑҫ пӳртре Ашмарин Шупашкара килсен ларса ӗҫленӗ сӗтел те пур-мӗн.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти пӗр ҫемьере ашшӗпе хӗре хушшинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. 21 ҫулти хӗрне ашшӗ мӑйӗнчен ярса илнӗ, пӑвма пуҫланӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ.

Хӗр чӑнах та хӑраса ӳкнӗ. Пӑтӑрмах пирки вӑл йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.

Полицийскисем 52 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 119-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрача пирки халӑх тетелӗнчи страницӑра пӗри кӳренмелле тата суя сӑмах саракан пост вырнаҫтарнӑ. Полицирен шкул администрацийӗ пулӑшу ыйтнӑ.

Пост авторӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 44 ҫулти арҫын пулнӑ иккен. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 128.1-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗс пуҫарнӑ.

 

Культура

Паян Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль уҫӑлнӑ.

Кӑҫал унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти, Беларуҫри, Казахстанри, Таджикистанри, Узбекистанри, Сербири, Иранри, Индири, Бангладешри ӗҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе – 40 фильм. Вӗсенчен 6-шӗ – Чӑваш Енри кинематографистсем хатӗрленӗскерсем.

Кинофестиваль «Ҫӗнтерӳ» сериалпа пуҫланнӑ. Ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче кӑтарнӑ.

Фестиваль ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пулӗ. Фильмсене тӳлевсӗр кӑтартаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Юрий Суриков артиста юлашки ҫула ӑсатнӑ.

Юрий Константинович — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Вӑл 40 ҫул ытла Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ. Пултаруллӑ музыкант тӗрлӗ стиле, оркестр вӑрттӑнлӑхне, контрабаспа калассин кӑткӑс техника мелӗсене тата аван ӑнланнӑ, бас-гитарӑпа каланӑ.

Вӑл концертпа хамӑр ҫӗршывӑн тӗрле кӗтесӗнче ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те нумай хутчен пулнӑ.

 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш академи драма театрӗн сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ене Театр теплохочӗ килӗ. Вӑл пирӗн патӑмӑрта ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулӗ.

Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пилӗк хулара «ГИТИСFEST. Театральное Приволжье 2025» фестиваль-лаборатори ӗҫлӗ.

«А.С. Попов» теплоходпа ГИТИС педагогӗсемпе режиссёрӗсем килӗҫ, вӗсем ҫамрӑк актерсене ӑсталӑха тарӑнлатма тата анлӑлатма вӗрентӗҫ. Лабораторие Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионти театр учрежденийӗсенче ӑс пухакан ҫамрӑксем хутшӑнӗҫ.

Фестиваль-лаборатори Чулхулара, Шупашкарта, Хусанта, Самарӑра тата Сартура иртӗ. Пирӗн патра вӑл Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлӗ.

 

Республикӑра
СССР Геройӗ Федот Орлов
СССР Геройӗ Федот Орлов

Шупашкарти тата Етӗрнери ҫуртсен стени ҫине муралсем ӳкерме палӑртнӑ. Унта ентешсен, Совет Союзӗн Геройӗсен сӑнӗсене ӳкерӗҫ. Ӗҫе Республика кунӗ тӗлне вӗҫлӗҫ. Етӗрнере Федот Орловпа Евсигний Пайгусов сӑнӗсене ӳкерӗҫ. Шупашкарти пӗр ҫурт стенине вара Александр Боголюбовӑн сӑнӗ илемлетӗ.

Ку - Анжелика Ивановӑн проекчӗ. Унӑн ӗҫӗ культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн грантне ҫӗнсе илнӗ.

Муралсене ҫамрӑк мӑшӑр Ксения Кокель тата Дмитрий Чапай ӳкерӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, [49], 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, ... 1085
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.01.2026 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -17 - -19 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 22

1907
119
Петӗр Хусанкай, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ