Хулара
![]() ШӖМ тунӑ видео скринӗ Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа акан 9-мӗшӗччен Шупашкарта полицие автомобильти видеорегистраторсем ҫухални пирки тӑхӑр заявлени килсе выртнӑ. Преступлени йӗрӗ пӗр евӗрлех пулнӑ, урамсен ячӗсем ҫеҫ улшӑнса пынӑ: Кадыков, Пролетари, Энгельс, Шумилов, стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗ, Эгер бульварӗ. Йӗрке хуралҫисем вӑрӑ йӗрӗ ҫине часах ӳкнӗ. Ӑна Павлов мичман урамӗнче черетлӗ автомобиле ҫаратнӑ хыҫҫӑн тытса чарнӑ. Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ арҫын 10 преступлени туни пирки каласа кӑтартнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра арҫын килти арестра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |