Шупашкарти Николаев урамӗнче 17-мӗш ҫуртра пурӑнакансем «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен подъездӗнче арҫын пурӑнать-мӗн.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, малтан вӑл ҫак ҫуртри пӗр хваттерте пурӑннӑ. Анчах пӗрмай эрех ӗҫекенскере пӗртӑванӗ кӑларса янӑ. Халӗ вӑл подъездра ҫӗр каҫать. Унтах эрех ӗҫет. Ҫавӑнпа подъездра лайӑх мар шӑршӑ сарӑлнӑ.
Арҫын кӳршисене пӗлтернӗ тӑрӑх, хутран-ситрен ӑна хваттере ҫӑвӑнма, япалисене ҫума кӗртеҫҫӗ. Вӑл подъездра кӗнеке те вуласа выртать.
Тирпейлӳҫӗ подъезда, ҫав шутра арҫын выртса тӑракан вырӑна та, кулленех тасатать. Ҫынсем участковӑя пӗрре мар чӗннӗ. Вӑл ҫемьере мӗн пулса иртнине пӗлет, анчах нимӗн те тӑваймасть.
Кӑҫал пирӗн республикӑра 5 шкул тума пуҫлама палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртнӑ.
Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, регионти вӗренӳ отрасльне юсаса ҫӗнетессипе кӑҫал та ҫине тӑрӗҫ. Тӗслӗхрен, 5 ҫӗнӗ шкул тума тытӑнӗҫ. Вӗсем Шупашкарти «Университет», «Лента», «Радужный» микрорайонсенче, ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫре пулӗҫ. Кӳкеҫ пирки каласан, унта юлашки ҫулсенче нумай хваттерлӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем чылай хӑпартрӗҫ. Шупашкар район центрне Шупашкарти общежитисенче пурӑннисем, республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчи (Улатӑр, Елчӗк т.ыт.те) ҫынсем, уйрӑмах — ҫамрӑк ҫемьесем, йышлӑн пырса тӗпленнӗ. Ачасен йышӗ ӳснӗ май ҫӗнӗ шкул кирли юлашки ҫулсенче пушшех калаҫтарма тытӑнчӗ.
2021 ҫулта ҫавӑн пекех Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫумне хушма ҫурт хӑпартса лартӗҫ. 2022 ҫулта Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонта шкул тума палӑртнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе Шупашкарта 11-мӗш троллейбус урӑх маршрутпа ҫӳреме тытӑнӗ. Тӳре-шара ӗненетернӗ тӑрӑх, вӑл кашни 11 минутран ҫӳрӗ.
Троллейбус Чапаев савучӗн чарӑнӑвӗнчен тухса Тӗп пасара ҫитӗ, унтан Вырӑс драма театрӗ еннелле кайса Энергозапчаҫе ҫитӗ, Агрегат савутӗнчен иртсе Хевеш урамне кӗрӗ, «Звездный» лавкка еннелле парӑнӗ те Пролетари урамӗпе «Трактор-3» чарӑнӑва ҫитӗ. Ӗҫ кунӗсенче Вӑйӑмлӑ агрегатсен чарӑнӑвнех кайӗ.
Маршрутпа 11 троллейбус ҫурӗ. Унӑн ҫулӗ 39,7 ҫухрӑмпа танлашӗ.
Ҫӗмӗрле районне кайсан Сӑр хӳтӗлев чиккине чавнӑ ҫынсене халалланӑ стеллӑна курма пулать. Ӑна кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Палӑртмалла: республикӑра кунашкал стеллӑсем татах пулӗҫ. Чи пысӑк комплекса Куславкка районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, вырнаҫтарӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче, Етерне районӗнчи Ильина Гора ялӗнче палӑксем лартма палӑртнӑ.
Аса илтерер: Чаваш Енре 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ паттӑр ҫынсене халалланӑ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнине пӑхмасӑр кӑҫал «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрне» ирттерӗҫ. Анчах унта 65 ҫултан аслӑраххисене хутшӑнтармӗҫ. Старта тухакансен медтӗрӗслев витӗр тухса справка илсе килмелле.
Ӑмӑрту кӑҫал та Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗн трасси ҫинче иртӗ. Старт нарӑсӑн 13-мӗшӗнче 12 сехетре пулӗ. Малтан «Шупашкар-Аренӑна» ҫитмелле. Унта мандатлӑ комисси ӗҫлӗ, документсен оригиналӗсене йышӑнӗҫ, ӳт температурине виҫӗҫ. Кун хыҫҫӑн ӑмарту вырӑнне автобуспа илсе ҫитерӗҫ.
Заявкӑна тата сканерланӑ справкӑна sdusshor2-21@mail.ru электронлӑ почтӑпа нарӑсӑн 12-мӗшӗччен ярса памалла.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Пӗрремш каналпа кӑтартакан «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир пултӑр) кӑларӑмра Шупашкар ҫыннисене кӑтартмалла.
Телекӑларӑм валли Шупашкарти 2-мӗш ТЭЦра ӗҫлекенсене ӳкерсе илнӗ. Вӗсем «Ытлашшине чакар» онлайн-проекта хутшӑнаҫҫӗ. Проекта Республикӑн халӑх сывлӑхӗн тата медицина профилактикин центрӗ «Ӗҫлекенсен сывлӑхне ҫирӗплетесси» корпоратив программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫлать. Асӑннӑ проекта ҫавӑн пекех Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ тата Шупашкарти троллейбус управленийӗ хутшӑнать.
Предприяти ӗҫченӗсем валли Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗсем онлайн чат йӗркеленӗ.
Предприятисем хӑйсен ӗҫченӗсем валли усӑллӑ меню хатӗрленипе пӗрлех вӗрентӳ вебинарӗсем, спорт турнирӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм укҫа ӗҫлесе илес тенӗ те… укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Тивӗҫлӗ канурискер ултавҫӑсене 2,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче 72 ҫулти хӗрарӑм хушма тупӑш тума сӗнекен реклама курнӑ. Унта хутшӑнас тесен акци илмелле-мӗн. Ватӑ хӗрарӑм вара унччен унашкаллисене хутшӑнса тупӑш тукаланӑ имӗш.
Хайхискер рекламӑра кӑтартнӑ каҫӑпа кайнӑ, харпӑр кабинет уҫнӑ, даннайсене кӑтартнӑ. Кайран унпа палламан ҫынсем ҫыхӑннӑ. Хӗрарӑм акци туянас тесе 50 пин тенкӗ куҫарнӑ. Харпӑр кабинетпа урӑх ҫынсем те усӑ курнине асӑрханӑ. Ара, унӑн ячӗпе 228 пин тенкӗ кредит илнӗ. Вӑл «консультантсемпе» ҫыхӑннӑ, лешсем пулӑшма шантарса каллех укҫа ыйтнӑ.
Хӗрарӑм еткерлӗхе юлнӑ хваттерне сутнӑ 2,5 миллион тенке куҫарса панӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ ача пахчисенче чӑваш чӗлхине вӗрентнине пӗлтерекен хыпар вырнаҫтарнӑ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарта улттӑмӗш ҫул ӗнтӗ «Культурное наследие Чувашии заботливо и бережно храним» (чӑв. Чӑваш Ен культура эткерлӗхне тӑрӑшса тата перекетлӗн упратпӑр) муниципалитет проектне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Ҫавна май республикӑри паллӑ ҫынсене, хулапа тӑван тӑрӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене, тӗл пулусене чӗнеҫҫӗ. Ачасене музейсене илсе каяҫҫӗ, пӗчӗкскерсем валли Чӑваш чӗлхи кунӗсем, фестивальсем, викторинӑсем ирттереҫҫӗ.
Хулари ача пахчисенче тӗрлӗ чӗлхене, ҫав шутра чӑвашла та, вӗрентекен лингвистика пӳлӗмӗсем ӗҫленине ӗнентереҫҫӗ. Шупашкарти 15 ача пахчи «Родной язык — язык матери» (чӑв. Тӑван челхе — анне чӗлхи) республика проекчӗ пурнӑҫланать-мӗн.
«Онлайн ача пахчи» проектпа килӗшӳллӗн педагогсем ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ валли чӑваш чӗлхине вӗренмелли видеоуроксем ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енри паллӑ чӗлхеҫӗ, чӑваш диалектологине тӗпчес ӗҫӗн пысӑк ӑсти, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, РФ тата ЧР ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Леонид Сергеев (03.06.1929-29.01.2021) ӗнер вилсе кайнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ паян пӗлтернӗ.
Ӑсчахпа тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 11 сехет те 30 минутра, Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9В ҫуртри хула моргӗнче сывпуллашӗҫ. Ӑсчаха Явӑш масарӗнче пытарма палӑртнӑ.
Ӑсчах 1984 ҫултанпа И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (халӗ — университет) ӗҫленӗ. Вӑл гуманииари институтӗнче те вӑй хунӑ: 1964-1972 ҫулсенче чӗлхе пӗлӗвӗ секторӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫтешӗнче, пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбуссем парасси пирки йышӑну тунӑ. Шупашкара 2020 ҫулта туса кӑларнӑ 8 троллейбус лекнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкара вара 2 транспорт панӑ.
Шупашкара панӑ 8 троллейбус пӗтӗмпе 125 миллион ытла тенке кайса ларнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара лекнӗ ҫавнашкалах 2 транспорт 31 миллион ытла тенкӗ тӑрать.
Чӑваш Енре пӗтӗмпе Ӗпхӳре туса кӑларнӑ 68 пулмалла. Савутра кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлнине пула ку ӗҫе вӑхӑтра тӑвайманнине сайтра хыпарланӑччӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Ен троллейбус паркне ҫӗнетме федераци хыснинчен 1,17 миллиард тенке тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |