РФ Следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин Шупашкарта пурӑннӑ 35 ҫулти арҫынна «Доблесть и отвага» медальпе чысланӑ. Шел те, паттӑр ҫын хӑй ку тӗнчере ҫук, вӑл палламан хӗрсене хурахран хӳтӗлесе вилнӗ.
Ку кӑҫал ака уйӑхӗнче Шупашкарти Октябрь: 50 ҫул урамра пулнӑ. Ӳсӗр арҫын хӗрсем ҫумне ҫулӑхма тытӑннӑ. Лешсем унпа калаҫасшӑн пулман. Арҫын вӗсене кӗленчепе пеме тытӑннӑ. Унтан ҫӗҫӗпе хӑмсарнӑ.
Хӗрсем тарма хӑтланнӑ, пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Ӳсерскер пӗрин хыҫҫӑн чупнӑ. Ҫакна иртсе каякан 35-ри арҫын курнӑ. Вӑл хӗрсене хӳтӗлеме пуҫланӑ. Ӳсӗрскер унпа вӑҫрҫӑнса кайнӑ. Вӑл ӑна ҫӗҫӗпе 6 хутран кая мар чикнӗ. 35-ри арҫыннӑн тусне те чикме тӑнӑ, анчах лешӗ ӑна ҫӗр ҫине ӳкерсе полици киличчен тытса тӑнӑ.
Ӗнер Шупашкартан «АККОНД» кондитер хапрӑкӗн пылакапат-ҫимӗҫне тиенӗ пуйӑс Китая тухса кайнӑ. 44 контейнера 1100 тонна ытла канихвет тата вафли тултарнӑ.
Таварӗ пуйӑсӗ малтан Забайкальскри пограничниксен станцине ҫитӗ, унтан — Китайри Шаньдун станцийӗнчи Цзинань хулана.
Шупашкартан ҫакӑн пек тулли составлӑ пуйӑс Китая ӑсанни халиччен пулман.
2021 ҫулта таварлӑ контейнерсене Шупашкартан тӑтӑш турттарма тытӑнасшӑн. Уйӑхне — 1 хутчен.
Республикӑна 68 троллейбус илсе килмелле пулнӑ. Анчах паянхи куна виҫҫӗшне ҫеҫ илсе ҫитернӗ. Кун пирки Транспорт министерстви пӗлтерет.
Министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Арлашкин каланӑ тӑрӑх, лару-тӑру йывӑр пулсан та хулари электротранспорт паркне ҫӗнетӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тепӗр 10 троллейбус илсе килӗҫ. Ыттисене нарӑс уйӑхӗн варринче ҫитермелле.
Ҫӗнӗ троллейбусра лармалли 32 вырӑн. Пӗтӗмпе 100 пассажир кӗме пултарать. Сывлӑх енчен хавшак ҫынсене кӗмелли майсем туса панӑ. Салонра видеокамера, информаци кӑтартакан табло, хушма 4 кӑмака, телефон зарядка тумалли вырӑнсем пур.
Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Лешсем анлӑ сарӑлнӑ меслетпе усӑ курнӑ: шӑнкӑравланӑ, хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.
Хайхискерсем юптарма тытӑннӑ: унӑн укҫине ултавҫӑсем хапсӑнаҫҫӗ-мӗн, вӗсене тытмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Хӗрарӑм вӗсене итлесе 1 миллион та 300 пин тенкӗ кредит илсе ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Хӗрарӑм 73 тӗрлӗ операци ирттерсе укҫана куҫарнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑн Правительство ҫуртӗнче Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗн директорӗпе Евгений Дмитриевпа тӗлпулнӑ. Унта Раҫҫейри паллӑ архитектор, Чӑваш Енре ҫуралнӑ Петр Егоров ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине уявласа ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнӑ.
Питӗрти урамсенчен пӗрне, сӑмах май, ентешӗмӗр ятне партарасшӑн. Республика Элтеперӗ Олег Николаев хула кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов патне ҫыру янӑ. Ӑна Топоним комиссийӗнче пӑхса тухмалла.
Зодчи ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарти савӑнӑҫлӑ мероприяти иртмелле. Ҫавӑн пекех кӗнеке пичетленмелле. «Петр Егоров. Наш современник» кӑларӑма хатӗрлессипе халӗ Мускаври, Питӗрти, Эстонири, Шупашкарти ӑсчахсем ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш наци музейӗнче курав уҫӑлӗ.
Ашшӗ эрех-сӑра ӗҫет, хваттерте таса мар, юсав туман, ачасен сезонпа килӗшӳллӗн тӑхӑнма тум ҫук, апат-ҫимӗҫ енчен те начар. Ҫакнашкал ӳкерчӗк курнӑ Шупашкарти Ленин районӗн администрациӗн опекӑпа попечительлӗх пайӗн специалисчӗсем.
Ҫемье шутра тӑрать. Ленин районӗн судӗнчен опека пайне запрос килнӗ: арҫынна ашшӗн правинчен хӑтарассин пӗтӗмлетӗвне ыйтнӑ. Арҫынна ашшӗн тивӗҫне пурнӑҫламаншӑн административлӑ майпа пӗрре мар явап тыттарнӑ.
Опека пайӗн специалисчӗсем ку ҫемьене тӑтӑшах ҫӳренӗ, арҫынпа калаҫнӑ. Анчах лару-тӑру улшӑнман, юлашки хутчен пынӑ чухне те хваттерте япӑх ӳкерчӗк пулнӑ. Ачасене социаллӑ реабилитаци центрне вырнаҫтарнӑ. Ашшӗ вӗсене унтан илсе каяс тесе нимӗн те туман. Опека пайӗ ӑна ашшӗн тивӗҫӗнчен хӑтарма пултарасси пирки пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре тума пуҫланӑ 7 инфраструктура объектне кӑҫал вӗҫлеймесен те пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Вӗҫлеймен объектсен шутӗнче — икӗ ача пахчи, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн ҫурчӗ, Пӑрачкавра хума пуҫланӑ шыв пӑрӑхӗ, Шупашкарӑн тӗп пайӗнче ҫумӑр шывне тасатма тӑвакан сооружени, Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ пайӗнчен пуҫласа Чантӑр патне каякан шыв пӑрӑхӗ, Муркаш районӗнчи Кашмашри шкул тата ун патне пыракан ҫул.
Ӗҫ вӑраха тӑсӑлса кайнин сӑлтавӗ, республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, проектпа смета документацине йӗркеллӗ хатӗрлеменни. Хӑш-пӗр объекта туса пӗтерме хушма укҫа кирлӗ, тепӗр ҫӗрте суд урлӑ татса памалли самантсем те пур.
Шупашкарта пурӑнакан мӑшӑр пӗрле пурӑннин 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Даниловсене ылтӑн туйпа Ленин районӗн администрацийӗнчи тӳре-шара саламланӑ, вӗсене ЗАГС пайне чӗнсе илнӗ.
Юрий Данилов строительство техникумне пӗтернӗ, Агрегат савутӗнче ӗҫленӗ. Елена хапрӑкра тата ача садӗнче тӑрӑшнӑ. Юрий ӑна пӗрремӗш хутчен сӑнӳкерчӗкре курнӑ, унпа паллашма шутланӑ. Вунӑ ҫултан вӗсем пӗрлешнӗ.
Уява вӗсен хӗрӗпе мӑнукӗ те ҫитнӗ. Даниловсем телейлӗ ҫемье вӑрттӑнлӑхӗпе пайланнӑ. Пӗр-пӗрне итлемелле тата илтмелле – ҫапла пӗлтернӗ вӗсем.
Ӗнер Чӑваш Республикин Элтеперӗ темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ.
Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн аслӑ медицина сестрине Светлана Архиповӑна «Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн пахалӑх службин бюровӗн пуҫлӑхне Владимир Бахарева, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн автомат цехӗн участок мастерне Валерий Максимова — «Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», Шупашкарти юханшыв порчӗн электрооборудование юсакан тата тытса тӑракан электромонтера Олег Григорьева — «Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ».
Паян Чӑваш наци музейӗнче мода историкӗн, Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» кӑларӑма ертсе пыракан Александр Васильевӑн «Мода кӗвви» куравӗ уҫӑлнӑ.
Александр Васильевӑн «Мода кӗвви» куравӗ халиччен ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине ҫитнӗ. Кураври тумтире ятлӑ-сумлӑ Алла Пугачева, Тамара Гвердцители, Аида Ведищева, Валентина Толкунова, Лайма Вайкуле, Лолита Милявская, Вера Брежнева, Ани Лорак, Кристина Орбакайте тата ытти артист валли ҫӗленӗ.
Курав 50 экспозицирен тӑрать. Вӗсен кашнин хӑйӗн историйӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |