Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче МЧС ветеранӗ Виталий Николаевич Петьков пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 74 ҫулта пулнӑ.
Виталий Николаевич 1947 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1972-1973 ҫулсенче вӑл ҫарта пулнӑ. 1977-1991 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн парти органӗсенче ертӳҫӗ должноҫӗсенче ӗҫленӗ.
1998 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен Виталий Петьков Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ пулнӑ. 2005-2008 ҫулсенче ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Виталий Николаевичпа ыран, пушӑн 8-мӗшӗнче, 11.30-12.30 сехетре ҫак адреспа сывпуллашӗҫ: Шупашкар, Мускав проспекчӗ, 9-мӗш ҫурт, 9-мӗш корпус.
Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри рескомӗн III пленумӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче реском бюровӗн ларӑвӗ иртнӗччӗ. Унта пленума хӑҫан пухӑнасси пирки калаҫнӑ.
Реском черетсӗр пленума пухӑннӑ. «Провинцивиль» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва Валентин Шурчановӑн ывӑлӗн, Алексейӑн, ҫывӑх ҫыннисем пухӑннӑ имӗш. Алексей Шурчанова пӗрремӗш секретарь пулма суйланӑ.
Парти членӗсем пулнӑ хӑш-пӗр хастара йышран кӑларнӑ. Ҫакӑнта Александр Андреев, Евгений Воронков тата Виктор Макаров лекнӗ.
«Версия» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, пленума пухӑнасси пирки партин Тӗп комитечӗпе тата президиумӗн хӑш-пӗр членӗпе калаҫса татӑлман. Ҫитес эрнере Шупашкара партин представителӗ килсе ҫитессе, вӑл йӗрке тӑвасса шанаҫҫӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫeҫпӗл Мишши музейӗнче «Иккӗн чей ӗҫме аван» пӗp кунлӑx акци ирттернӗ.
Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, музее иккӗн пырса куракансене техӗмлӗ чейпе тата кофепе, пыллӑ тата варениллӗ икерчӗпе тӳлевсӗр хӑналанӑ.
Ҫeҫnӗл урамӗнчи 8-мӗш ҫypтра вырнаҫнӑ музейра ытти чух та тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ятне тивӗҫлипе тытса тӑма тӑрӑшса ун ятне-сумне ӳсекен ҫамрӑк ӑру хушшинче сарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус тесе мероприятисене онлайн ирттернӗ вӑхӑтра та музейҫӑсем хастарлӑхпа палӑрчӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑма 12 преступленишӗн айӑпласшӑн. Вӑл наркотикпа ҫыхланнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ унччен ун тӗлӗшпе ҫакнашкал преступленишӗн пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ ӗнтӗ. Анчах ку хӗрарӑма ниме те вӗрентмен, вӑл ҫаплипех вӑрттӑн вырӑнсенчен наркотик кайса илнӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче наркотике туртса илнӗ, пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ.
Ӗнер «ИрАэро» авиакомпани Шупашкара пӗрремӗш рейспа килсе ҫитнӗ. Ҫӗнӗ Уренгой хулинчен 64 пассажир килнӗ. Вӗсенчен ҫурри ытла Минеральные Воды хулине ҫул тытнӑ. Самолетра пушӑ вырӑнсем 20 процентран ытла пулман. Апла тӑк ҫӗнӗ авиарейса пассажирсем кӑмӑлласа йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ маршрутпа «Сухой Суперждип 100» самолет турттарать. Унта пассажирсем валли 103 вырӑн пӑхса хӑварнӑ.
Самолет Ҫӗнӗ Уренгойран юнкун хускалать, Шупашкара ҫитнӗ хыҫҫӑн ҫав кунах Минеральные Воды хулине тухса каять. Унтан Шупашкара таврӑнсан 18 сехет те 20 минутра Краснодара илсе каять. Краснодар крайӗнчен Шупашкара кӗҫнерникун 8 сехет те 40 минутра вӗҫсе килет. Ҫав кунах Ҫӗнӗ Уренгоя тухса каять. Минеральные Воды хулине 2 сехет вӗҫет, Ҫӗнӗ Уренгоя – 2 сехет те 50 минут, Краснодара – 2 сехет.
Ҫул укҫине йӳнетме республика бюджетӗнчен укҫа уйӑраҫҫӗ.
Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд ачасене тата ачаллӑ ҫемьесене пулӑшакан ятарлӑ соцслужбӑсем йӗркелемелли конкурс ирттерет. Фонда ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 115 заявка пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Енрен – ҫиччӗ.
Конкурс темиҫе тапхӑрпа иртет. Унӑн иккӗмӗш ӑстрӑмне Раҫҫей Федерацийӗн 44 субъектӗнчен 81 заявка суйласа илнӗ, ҫав шутра пирӗн республикӑран тӑратнӑ пиллӗк проект кӗнӗ. Юрӑхлисене хатӗрленисен йышӗнче – Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен Ҫӗрпӳри центр, Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен Шупашкарти центр, Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен Куславккари центр, Ҫул ҫитмен ачасен Ҫӗнӗ Шупашкарти социаллӑ реабилитаци центрӗ, Чӑваш Ен Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Ачасен реаблитаци центрӗ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ.
Кун пек мероприятие йӗркелесси музейра ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен ӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
Музей ертӳҫи Ирина Оленкина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм-поэтсем ҫуркунне, юрату, амӑшӗлӗх, ҫутҫанталӑк тата пурнӑҫ илемӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене вуланӑ. Хавхаланса та хӑпартланса янӑранӑ асамлӑ поэзи.
Литературӑпа музыка каҫӗнче «Пленэр из окна» (чӑв. Чӳречери пленэр) курав уҫӑлнӑ. Ӑна хӗрарӑм-художниксен ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫынна полици тытса чарнӑ. 36 ҫултискер унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Хальхинче вӑл супермаркетсенчен 40 хутчен вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Иртнӗ тунтикун ҫак арҫын лавккаран эрех йӑтса тухма хӑтланнӑ. Шӑпах ун чухне ӑна сутуҫӑсем асӑрханӑ та. Анчах арҫын тарса ҫухалнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш полици уйрӑмӗн ӗҫченӗсем ӑна тытса чарнӑ. Ыйтса тӗпченӗ чухне акӑ мӗн ҫиеле тухнӑ: вӑл 40 лавккаран вӑрланӑ. Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти супермаретсенчен вӑл апат-ҫимӗҫ, хаклӑ йышши эрехсем йӑкӑртнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе 19 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак кунсенче юр тӑтӑшах ҫуса тӑрать. Ӑна тасатассишӗн коммуналлӑ службӑсем ҫине тӑраҫҫӗ. Пур чухне те, тен, ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫласа ҫитереймеҫҫӗ те пулӗ. Ҫул ик айккипе лартса тухнӑ машинӑсем чӑрмантарни пирки пӑшӑрханса калаҫнине те илтме тивет.
Федераци тата регион пӗлтерӗшлӗ ҫулсене, ялсенчи урамсене хӑватлӑ техника ӗҫлет. Пӗчӗк территорисенче юр тасатакан пӗчӗк машинӑсем туянма тӑрӑшаҫҫӗ. Шупашкарти Ӳнер аллейине (вӑл Ленинла комсомол урамӗпе Шумилов урамӗсем хушшинче вырнаҫнӑ) юртан тасатма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе ятарлӑ техника туяннӑ. Анчах вӑл хӑй лакса ларнӑ. Ҫав саманта «Руль умӗнче» портал Инстаграма вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче вакцинаци пункчӗ ӗҫлени пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ун чухне пӗр кунра 100 ҫын ытла кӑшӑлвирусран прививка тунӑччӗ.
Вакцинаци пункчӗ тепӗр хутчен уҫӑлӗ. Халӗ унта иккӗмӗш хут та прививка тӑвӗҫ. Пункт пуш уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пункт 14-19 сехетсенче уҫӑ пулӗ.
Прививка тума килекенсен ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла. 21 кунран, пушӑн 25-мӗшӗнче, пункт каллех уҫӑлӗ, унта иккӗмӗш прививкӑна тума май пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |