Шупашкарта нарӑс уйӑхӗнче чи лайӑх дворник кам пулнӑ? Ку ята тивӗҫме ҫӑмӑл пулман ахӑртнех. Ара, нарӑс уйӑхӗнче юр нумай ҫурӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерчӗ.
Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ пушӑн 1-мӗшӗнче «Чи лайӑх дворник» конкурса пӗтемлетнӗ. Унта управляющи компанийӗсенчен 7 заявка килнӗ.
«НИДИ» управляющи компанийӗн ӗҫченӗ Александр Аксаков «Чи лайӑх дворник» ята тивӗҫнӗ. Вӑл Кривов урамӗнчи 22/1-мӗш ҫурта пӑхса тӑрать. «Атӑл» УКн дворникӗ Михаил Ивантаев иккӗмӗш пулнӑ. Вӑл Университет урамӗнчи 8-мӗш ҫурта пӑхса тӑрать «Озон» УКри Луиза Прокопьева виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл вара Кошевой урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра тирпейлет.
Нумаях пулмасть Шупашкарти 7-мӗш ача пахчинче стационарлӑ ача-пӑча планетарийӗ уҫӑлнӑ. Ку ачасемшӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ.
Ӑна хальхи йышши гаджетсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа шӑпӑрлансем виртуаллӑ экскурсие кайма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех планетари пӳлӗмӗнче «Космос» мини-музей пур, унта ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ хатӗрленӗ экспонатсем упранаҫҫӗ.
Ача пахчинче йӗркеленӗ планетари пӗчӗкскерсене ӑслӑлӑх тӗпчевӗсемпе кӑсӑклантарма пулӑшать. Ҫапла пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ.
Шупашкарта икӗ ҫамрӑк Атӑл урлӑ каҫса ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Кунашкал тӗслӗх ҫак кунсенче татах пулнӑ. Хальхинче пӑр тӑрӑх 2002 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ уҫӑлса ҫӳренӗ. Анчах вӑл ҫухалса кайнӑ, шӑнса кӳтнӗ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 22 сехет те 34 минутра дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: Атӑл ҫинче, Афанасьев пляжӗ ҫывӑхӗнче, каччӑ ҫухалса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем юрҫӳрен ҫине ларса ҫийӗнчех шырава тухнӑ.
Вӗсем ҫамрӑка часах тупнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Атӑл урлӑ Сосновкӑна каҫма тӑнӑ, анчах ку тӳрре тухман – ҫухалнӑскер шӑнса кайнӑ, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравлама тивнӗ.
Шупашкарта иртен-ҫӳрен арҫын ача балкон чӳречинчен пӑхса тӑнине асӑрханӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ. Ара, вӑл тухса ӳкме пултарать-ҫке-ха. Ҫынсем часрах ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ.
Ку пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Роза Люксембург урамӗнче пулнӑ. Пӗчӗк арҫын ача балкон чӳречинчен пӑхса тӑнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем шӑнкӑрав йышӑнсанах ҫула тухнӑ. Арҫын ача килте пӗчченех юлнӑ-мӗн, амӑшӗ вӑхӑтлӑха таҫта тухнӑ. Ҫалавҫӑсем вӑл киличчен ачана калаҫтарса тӑнӑ. Юрать, йӑлтах ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ.
81 ҫулти хӗрарӑма, кӑшӑлвируспа чирленӗскере, тухтӑрсем леш тӗнчерен кӑларнӑ. Унӑн вӑраха кайнӑ чирсем пулнӑ, ку лару-тӑрӑва тата ҫивӗчлетнӗ.
Ватӑскер Хулари клиника центрӗнче сипленнӗ. Вӑл унта вӑрах выртнӑ. Сывлӑхӗ тӑрук япӑхланнӑран ӑна ИВЛ аппарачӗпе сывлаттарнӑ. Унӑн ӳпки вырӑнне аппарат ӗҫленӗ. Анчах ватӑ ҫынсене кун хыҫҫӑн хӑй тӗллӗн сывлаттарма йывӑр.
Пульница пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынна сывлӑхӗ йывӑр чухне аппаратпа сывлаттарма тытӑнсан темиҫе кунран мышцӑсем хавшаҫҫӗ, кайран вӗсене ӗҫлеттерсе яма ҫӑмӑл мар.
Хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ лайӑхлансан ӑна стационара куҫарнӑ. Пульницӑран вӑл 26 кунран тухнӑ. Халӗ ӑна вырӑнти тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Шупашкарта Лев Кураков академик урамӗ тата Пётр Ивантаев ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарасшӑн. Ӗнер республикӑри хастар ватӑсем ЧНК президенчӗ Николай Угаслов патне сӗнӳ ҫырнӑ.
Пӗлтӗр кӑшӑлвируса пула Петр Ивантаев тата Лев Кураков академик пирӗнтен уйрӑлса кайрӗҫ. Вӗсен ырӑ ячӗсене асра тытас тӗллевпе Ваттисен канашӗ Лев Пантелеймонович ятне Шупашкарти пӗр-пӗр урама парсассӑн вырӑнлӑ тесе йышӑнчӗҫ. Петр Васильевич пурӑннӑ М. Горький проспектӗнчи 36-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарма йышӑннине ырларӗҫ. Ҫак ыйтусемпе Шупашкар хулин ертӳҫисем патне ҫырупа тухасшӑн.
Пурӑнан пурнӑҫра темӗнле пӑтӑрмаха та ҫакланӑн. Шупашкар хулинчи пӗр ҫемьере ӗнер, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ачан ури ӑшӑ батарейи хушшине хӗсӗнсе ларнӑ, килтисем хӑйсем тӗллӗн кӑларайман. Ирӗксӗрех Республикӑн шыравпа ҫӑлав службинчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Урана кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫӑлавҫӑсем тухтӑрсене чӗнсе илнӗ, мӗншӗн тесен вӗсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Ӗнерех пӗри тата хваттере кӗреймен. Алӑк ҫӑри уҫӑлманран хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ.
2002 ҫулта ҫуралнӑ арҫын Шупашкарти Ленинла комсомол урамӗнчи ҫӑла путнӑ. Ӑна альпинист снаряженийӗпе ҫыхса туртса кӑларнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. РФ Следстви комитечӗн управленийӗн тӗпчевҫисем ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Усалланнӑ этеме ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштавӑн 15-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав каҫхине арҫын ӳсӗр пулнӑ. Мӑшӑр пулнӑскерсем уйрӑлнӑ хыҫҫӑн пӗр хваттерте пурӑннӑ. Вӑл арӑмӗ ҫывӑракан пӳлӗме кӗрсе ӑна ҫӗҫӗпе хырӑмӗнчен чикнӗ. Хытӑ ыратнипе вӑранса кайнӑ хӗрарӑм туалета тарса унта питӗренсе ӗлкернӗ. Хӑй вара лавккана тухнӑ ывӑлӗ патне шӑнкӑравланӑ. Арҫын тепӗр ҫӗҫӗ ярса илнӗ, туалет алӑкне ватса кӗнӗ, хӗрарӑма тепӗр икӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Унтан киле пырса ҫитнӗ ывӑл ашшӗне тытса чарнӑ, йӗрке хуралҫисем киличчен те ӑна вӗҫертмен.
Пушӑн 6-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан42 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Хайхи хӗрарӑм 2019 ҫулта брокер команийӗн счечӗ ҫине 400 пин тенкӗ куҫарнӑ, криптовалюта курсӗнчен тупӑш илме ӗмӗтленнӗ. Пӗлтӗр ҫавнашкал тепӗр фирма счечӗ ҫине 7 пин тенкӗ хунӑ. Анчах хӗрарӑм укҫана каялла тавӑрайман.
Нумаях пулмасть ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер унта хывнӑ укҫана тавӑрма пулӑшать-мӗн. Вӑл пулӑшма шантарнӑ, анчах хывнӑ укҫан10 процентне ыйтнӗ. Хӗрарӑм килӗшнӗ. Арҫын вара ултавҫӑ пулнӑ.
Ҫав арҫынна вӑл 325 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Лешсем ӑна унӑн счечӗ ҫинче 600 пин тенкӗ ытла пулнине ӗнентернӗ. Укҫана каялла илес тесен каллех нухрат хывмалла-мӗн. Хӗрарӑм амӑшӗнчен 250 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Ҫапла майпа вӑл ултавҫа 564 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм кун хыҫҫӑн ҫеҫ тӗнче тетелне кӗрсе ҫак компани пирки вуласа пӗлнӗ. Вара тин вӑл ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр организаци-предприятире шалу вӑхӑтра тӳлемен тӗслӗхсем халӗ те тӗл пулаҫҫӗ. Ӗҫ укҫин парӑмне кӑҫалхи икӗ уйӑхра 3,5 миллион тенкӗ тӳлесе татнӑ. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑма шыраса илессишӗн тӗрлӗ ӗҫ туса ирттерме тивет. Районсемпе хуласен администрацийӗсенчеларусем ирттереҫҫӗ. Республикӑра виҫӗ енлӗ комисси йӗркеленӗ, ведомствӑсем хушшинчи комисси Элтепер ҫумӗнче ӗҫлет.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 6 организацире, сӑмахран, «Шупашкарти промстройпроект» проект институтӗнче, «СУОР» ҫурт-йӗр тӑвакан комбинатра, Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче, парӑма 3,5 миллион тенкӗлех чакарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |